Кĕнекесем
Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.
Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.
КĕнекесемКунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă. Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ. Çут пайăркаУДК 821.512.111 ББК 84(2Рос=Рус)6-5 В 75
Валери Туркай пухса хатĕрленĕ.
Воробьев А.А. Çут пайăрка. Сăвăсем. — Шупашкар: «Çĕнĕ Вăхăт», 2012. — 224 с. Кĕнекере Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Алексей Александрович Воробьевăн (1922-1976) сăввисем пичетленеççĕ. Алексей Воробьĕв хайлавĕсем — нумай нациллĕ Раççей литературин пуянлăхĕ. Вĕсенче тĕп вырăнта — тăван çĕршыва, тăван тавралăха тата Çынна юратни, ырă сунни. Сăвăсен пуххи Чăваш Республикинчи Çеçпел Мишшин обществăлла ыркăмăллăх фончĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн кун çути курать.
© Воробьев А.В., 2012. Ылханлă хура çĕмĕртУДК 821.512.111-93 ББК 84 (2Рос=Чув) 6-4 Ф 53 Филиппова Л.И. Ылханлă хура çĕмĕрт: калавсемпе пьеса/ Л.И. Филиппова. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2012. — 159 с. Тин кăна пурнăçăн аслă çулĕ çине тăракан çамрăксене такăнмăсăр утма пĕрре те çăмăл мар. Ултавлă юрату серепи те пысăк укçа асамлăхĕ те илĕртсех тăраççĕ. Тĕрлĕ йывăрлăхсене тӳссе ирттернĕскерсем юлашкинчен пĕр шухăш патне пырса тухаççĕ: çирĕп туслăхпа таса юратуран, çемье ăшшинчен илемли пурнăçра нимĕн те çук иккен.
ISBN 978-5-7670-1902-1. © Филидпова Л.И., 2012 © Чăваш кĕнеке иадательстви, 2012 Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхББК 84 (Чув) Д 53
А.Г. Дмитриев (Ырьят). Закат серебряного полумесяца: повести. — Ульновск: Симбирская книга, 2001 — 216 с.
Пурнӑҫ чӑнлӑхӗ калама ҫук пуян. Ку чухнехи синкер ахӑрсамана вăхӑтӗнче нимӗнле художник фантазийӗ те шухӑшласа кӑларма пултарайман трагедисем те, кулӑшла самантсем те чылай пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн повеҫӗсем валли ҫавнашкал хӑй еверлӗ сюжетсем суйласа илнӗ, вӗсене художник куҫӗпе курса чӗри витӗр кӑларнӑ. Ҫак хайлавсенче автор "чечек пулса тӑкӑнакан" этем кун-ҫулӗн ӗмӗрхи философиллӗ пулӑмӗсене — ҫамрӑклӑхпа юрату, этем кӑмӑл сипетлӗхӗпе чун пахалӑхӗ, ӑру ҫыхӑнӑвӗ, пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен калакан ыйтусене хускатать.
Жизненная правда безгранично богата. В это непонятно- мрачноватое время происходят такие комедии и трагедии, которые неподвластны фантазиям никакого художника. Писатель для своих повестей отобрал именно такие своеобразные сюжеты, предварительно увидев их глазами художника и пропустив через сердце. В этих произведениях автор поднимает вечные философские вопросы человеческого бытия — молодость и любовь, нравственность и честь, связь поколений, жизнь и смерть.
5-8426-0237-7 © Ырьят (Дмитриев) А. Г, 2001 © «Симбирская книга», 2001 © Составление, оформление. Редакция газеты «Канаш», 2001 Акăшсем таврăнаççĕББК 83.3 Чув. Э 84
Эсхель А.А. Акăшсем таврăнаççĕ: калавсемпе повеçсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1983 — 528 с. «Акăшсем таврăнаççĕ» кĕнекери çынсем — пурте пирĕн вăхăтри ялпа хула ĕçченĕсем. Автор вĕсен кулленхи пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне, савăнăçĕпе хуйхи-суйхине, юратăвĕпе курайманлăхне ĕненмелле, уçăмлăн сăнлăса кăтартнă.
(c) Чăваш кĕнеке издательстви, 1983 ç. Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томББК 84 Чув 7–5 М88
Мранька Н.Ф. Ĕмĕр сакки сарлака. Роман. 2-мĕш том. Виççĕмĕш кăларăм. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паллă писателĕн революци умĕнхи чăваш халăх пурнăçне кăтартса паракан романĕ.
ISBN 5-7670-0164-2 © Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç. Çул хыççăн çулББК 83.3 Чув. Э 84
Эсхель А. А. Çул хыççăн çул: сăвăсемпе поэмасем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1984. — 272 с. Кĕнекене поэтăн чи лайăх произведенийĕсене суйласа илсе кĕртнĕ. Литературăра 50 çул ĕçлесе, А. Эсхель Тăван çĕршывпа унăн ĕçчен халăхĕ çинчен, юратупа туслăх çинчен сăвăсемпе поэмасем нумай çырчĕ. «Анна аппа», «Елиххан калавĕ», «Ăмăрткайăк» поэмăсенче совет çыннисен пурнăçе чăннипех те телейлĕ пулни çинчен çырса кăтартнă.
(c) Чăваш кĕнеке издательстви, 1984 ç. ИлемББК 84 Чув 7 А 92
Аттил А.В. Илем. Сăвăсем — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, — 1985. — 48 с.
Кĕнекене пултаруллă чăваш поэчĕн Алексей Аттилăн (1943–1979 çç.) суйласа илнĕ сăввисене кĕртнĕ. Ун сăввисем ку таранччен «Виçĕ хĕлĕх» (1971) тата «Хĕвел пайăрки» (1981) ятлă коллективлă сборниксенче пичетленнĕ.
© Чăваш кĕнеке издательстви. 1985 ç. Пулас кинсемББК 84 Чув 7—4 Э 53
Эльби В.А. Пулас кинсем. Роман — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, — 1989. — 416 с. Кĕнекере çырса кăтартнă чăваш хĕрĕсем — Талюнапа унăн тус-тантăшĕсем — çитĕнсе çитнĕ-çитмен фронта тухса каяççĕ. Тăван çĕршывшăн пынă хаяр вăрçă вĕсен шухăш-кăмăлне пиçĕхтерсе çирĕплетет, халăх ирĕклĕхĕшĕн, юратнă çĕршыва хӳтĕлесе хаварассишен темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттереççĕ вĕсем. Хаяр çапăçусенчен киле çĕнтерӳçĕсем пулса таврăннă хĕрсем мирлĕ ĕçе кӳлĕнеççĕ. Тăнăç пурнăçра та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
ISBN 5-7670-0166-9 © Чăваш кĕнеке издательстви. 1989 с. Кĕтмен венчетУДК 821.512.111 ББК 84 (2Рос=Чув) 6-4 Т 19
Тарават В.Н. Кĕтмен венчет: калавсемпе повесть / В.Н. Тарават. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. — 159 с.
Хăйĕн хайлавесенче В.Н. Тарават тĕрлĕ тема хускатать: çамрăксен таса юратăвĕ, ултав, çемье ăшши, пĕр-пĕрне хисеплени, ырă кăмăллăха сума суни... Сăмахран, «Элек» калавра каччă хăйĕн тусĕ пирки ялта сăмах сарать: вăл пĕринпе туслă, тепринпе пурăнать имĕш. Çак элеке пула икĕ юратакан чĕре пĕр-пĕринчен уйрăлать.
ISBN 978-5-7670-1793-5 © Тарават В.Н., 2010 ç. © Чăваш кĕнеке издательстви, 2010 ç. Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Любовь Лĕпĕшпи. Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем... Сăвăсем. — Шупашкар: «Аттил» издательство, 2012.
© «Аттил» издательство, 2012 ç. © Любовь Шашкина, 2012 ç. ТупмаллиСайта кĕрШыравÇыравçăсем
|
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...