Кĕнекесем
Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.
Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.
КĕнекесемКунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă. Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ. ÇăлтăрчăксемЗотова Г.В. Çăлтăрчăксем. Юмахсем. — Чебоксары: Изд-во Л.А.Наумова, 2007. — Зотова Галина Вячеславовна 1956 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралнă. Кăкшăмри 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Палтайри вăтам шкулта ăс пухнă. Кăкшăмри шкулта лаборанткăра, ĕçпе кану лагерĕнче аслă пионервожатăйра ĕçленĕ. И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1980 çултанпа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Галина Зотова тĕрлĕ хаçат-журналпа çыхăну тытать. Вăл 1996 çулта «Хатĕр пул» журналăн Трубина Мархви ячĕпе хисепленекен премине ача-пăча валли çырнă чи лайăх хайлавшăн тивĕçнĕ. «Çăлтăрчăксем» — авторăн виççĕмĕш кĕнеки.
© Зотова Г.В., 2007 Сӳнми хĕлхемБ-24
Бараев В.В. Сӳнми хĕлхем: сăвăсем, поэмăсем, калавсем, юмахсем, çырусем, дневниксем. — Шупашкар: Чăваш АССР государство издателсьстви, 1961 — 204 с.
Составитель Стихван Шавлы. Оформление Н. Краснова. Редактор И. Вашки. Худож. редактор Н. Кириллов. Корректор И. Р. Остроумов. Техн. редактор Л. Иванова. Али-паттăрБараев В.В. Али паттăр: Сăвăллă юмах. — Шупашкар, Чăваш АССР государство издательстви, 1955. — 64 с.
Художник П. Сизов Тех. редактор А. И. Краснов. Корректор М. А. Алексеев, Редактор Н. Г. Григорьев. Художественный редактор М. Ильин
Типография №1 Министерства культуры Чувашской АССР. г. Чебоксары, ул. Володарского, 5. Кайăк тусĕУДК 821.512.111-93 ББК 84(2Рос=Чув)6-4 К38
Кибек Д.А. Кайӑк тусӗ: Роман / Д.А. Кибек. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 383 с. Сунар хуҫалӑхне ҫамрӑк директор Виктор Тараев киличчен браконьерсем хӑйсене питӗ ирӗклӗ туйнӑ. Саккунсене пӑхӑнма хӑнӑхманскерсем, вӗсем малтан ҫӗнӗ пуҫлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӑрмана ачаранпах лайӑх пӗлекен директор ҫутҫанталӑка юратакансене хӑй тавра пухма май тупать-тупатех.
© Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008 ISBN 978-6-7870-1671-9 Хура çăкăрББК 84 Чув 7 И 43
Илпек Микулайĕ. Хура çăкăр. Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Илпек Микулайĕн тĕнче умне тухнă сумлă романĕнче Октябрьти социализмлă аслă революци умĕнхи чăваш ялĕн пурнăçне анлăн сăнласа панă. Мĕнле те пулин пуясчĕ тесе ĕмĕтленсе, çунăхса пурăнакан Шерккейĕн пурнăç шăпине çыравçă питĕ те ăста çырса кăтартнă.
ISBN 5—7670—0138—3 © Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç. ТаркăнБВК 84 Чув 7-4
У 99
Уяр Ф. Е. Шурча таврашĕнче. 2 кĕнекеллĕ роман. 2-мĕш кĕнеке. Таркăн. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чăваш халăх писателĕ Хветĕр Уяр «Таркăн» романра Шурча таврашĕнче 1-мĕш Микулай патша вăхăтĕнче пулса иртнĕ ĕçсемпе малалла паллаштарать. Ку произведенире чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕ, унăн йăли-йĕрки яр уççăн та туллин курăнать. Сунарçă халлапĕсемЧ-89
Куçма Чулкаç. Сунарçă халлапĕсем: Калавсем. — Шупашкар: Чувашгосиздат, 1944. — 122 с. Иккĕмĕш кăларăм. Ӳкерчĕксене П. Сизов тунă. Тăм ӳкнĕ ирУДК 821.512.111.0 ББК 83.3(2Рос=Чув) И 20
Иванов Л.И. Тăм ӳкнĕ ир: Новеллăсем / Л.И. Иванов. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2008. — 111 с.
Пурнăçран илнĕ фактсене шута илсе çырнă новеллăсенче автор Çеçпĕл Мишшин ачалăхне тата çамрăклăхне сăнарлать. Кĕнекене поэт шăллĕ Кузьмич тата унăн ытти тăванĕсем каласа панине тĕпе хурса çырнă. Паллă поэтăн характерĕ мĕнле аталанса çирĕпленни çак кĕнекере уйрăмах лайăх курăнать.
ISBN 978-5-7670-1565-8 © С.П. Павлов, пухса хатĕрлени, 2008 © Чăваш кĕнеке издательстви, 2008 Атăл шывĕ юха тăратьУДК 821.512.111 ББК 84 (2Рос=Чу)-4 Ю 94
Юхма М.Н. Атăл шывĕ юха тăрать. Историлле роман. Чăваш халăх писателĕн, паллă тĕпчевçĕ-академикĕн çĕнĕ романĕнче авалхи чăвашсен X ĕмĕрти пурнăçне çырса кăтартнă. Тĕп ĕçсем вункăмĕш ĕмĕрĕн пуçламĕшĕнче, Алмас патша авалхи чăваш патшалăхне, Атăлçи Пăлхарстана, çирĕплетес, ăна пĕтĕм тĕнчери ытти патшалăхсемпе терлĕ килĕшӳсем туса тата та вăйлатас тенине çырса кăтартнă. «Атăл шывĕ юха тăрать» - Юхма Мишши çыракан 12 кĕнекерен тăракан «Хуркайăк çулĕ» ярăма кĕрет. Ку роман çак тетралогире шучĕпе улттăмĕш кĕнеке пулать. Писателĕн малтанхи пилĕк романĕ уйрăм кĕнекен пичетленсе тухса вулакансем патне çитнĕ ĕнтĕ. Çич çунатлă куракУДК 821.512.111 ББК 84 (2Рос=Чув)6-44 Г 68
Денис Гордеев. Çич çунатлă курак. Повеçсем. — Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2002 — 270 с. Ку чухнехи пурнăç ача-пăча тĕллĕн те, яшши, ватти тĕллĕн те ытлăн-çитлĕнех хĕн-асап ярса пачĕ. Кĕнекене кĕртнĕ икĕ повеçĕн геройĕсем ăна чăтăмлăн тӳссе ирттереççĕ, çынлăха çухатмасăр, пурнăçа ылханмасăр ун витĕр тухаççĕ, вулакана та çаплах пулма чĕнеççĕ.
ISBN 5-7670-1237-7 ТупмаллиСайта кĕрШыравÇыравçăсем
|
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...