Кĕнекесем


Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.

Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.

Ытла та хитреччĕ ун чух çуркунне


УДК 821.512.111.

ББК 84 (2 Рос=Чув)-5

Ю 94

 

Савнă мăшăрăма, Роза Шевлепие юратса халлалатăп.

Автор

 

Юхма М.Н. Ытла та хитреччĕ ун чух çуркунне. Сăвăсемпе юрăсем, куçарусем. Шупашшкар, 2008.

Кĕнекене Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвăсемпе юрăсене тата куçарусене кĕрнĕ.

 

© Юхма М.Н.

© Издательство «Аттил».

Кулăшла калавсем


84.3 (Чув.)

М 22

 

Кĕнекене П. Н. Метин пухса хатĕрленĕ

 

Иван Мучи (Илларионов Иван Иванович). Кулăшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1982. — 232 с.,

Ку кĕнекене чăваш совет литературин сатирăпа юмор никĕсне хываканĕн — Иван Мучин калавĕсемпе фельетонĕсем кĕнĕ.

Хăйĕн произведенийĕсенче писатель тĕнпе тĕшмĕше хирĕç çирĕппĕн кĕрешет, çĕнĕ пурнăç тума кансĕрлекенсене хĕрӳллĕн питлет.

 

(с) Чăваш кĕнеке издательстви, 1982 ç.

Пирĕн çулталăк


УДК 821.512.111-93

ББК 84 (2 Рос=Чув) 6-5

Б82

 

Борлен Б.Л. Пирĕн çулталăк: Сăвăсем / Б.Л. Борлен (Тихонов). — Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. — 16 с., ил.

Художникĕ Е.В. Иванова

 

ISBN 978-5-7670-1604-4

© Борлен Б.Л., 2008

© Чăваш кĕнеке издательстви, 2008

Йытă тĕлĕкĕ


УДК 821.512. 111

ББК 84(2Рос — чув) —6—4

П20

 

Патмар Э.И. Йытă тĕлĕкĕ. Повеçсемпе калавсем. — Шупашкар: «Çĕнĕ вăхăт», 2007. — 80 c.

 

Редактор: Морозова С. Г.

Художник: Плеханов А. А.

Верстка и дизайн: Сидорова А. Г.

 

© Патмар Э.И., 2007.

Шевле çути


ББК 84 (Чув)

Ш31

Свет зарницы. Литературно-художественный альманах (стихи, повести и рассказы членов литобъединения "Шевле" ("Зарница") при редакции Ульяновской областной чувашской газеты "Канаш"). — Ульяновск: «Симбирская книга». 2000. — 384 с.

 

Кĕнекене Ульяновск облаçĕнче чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçат çумĕнчи «Шевле» литпĕрлешӳ членĕсен сăввисемпе калавĕсене кĕртнĕ. Литпĕрлешӳ тĕрлĕ çулхи тата тĕрлĕ специальноçлă çынсене пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем пурте — хаçат тусĕсем, пирĕн тăрăхри чăвашсен тĕрекĕпе шанчăкĕ. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев — тăван чĕлхепе литературăна юратни — пĕрлештерсе тăрать. Эппин, вĕсен малашлăхĕ те çук мар. Çав шанчăклă малашлăх ăрусен çыхăнăвĕнче тĕпленнĕ.

В сборник включены стихи, повести и рассказы членов литобъединения «Зарница», созданного при Ульяновской областной газете «Канаш», которые являются опорой и надеждой чувашской национальной диаспоры. Это — активисты местной печати, люди разных возрастов и специальностей. Их всех объединяет любовь и преданность к родной литературе и языку. У них — уверенное будущее, ибо оно основывается на незыблемой преемственности поколений.

 

Книга издана в соответствии с распоряжением Главы адми-нистрации Ульяновской области от 26.04.99 г. № 487-р.

 

ISBN 5-8426-0229-6

© «Симбирская книга», 2000

© Составление, оформление. Редакция газеты «Канаш», 2000

Пепке çуралсан...


УДК 821.512.111

ББК 84 (2Рос=Чув) 6—4

Э 53

 

Эльби В.А. Пепке çуралсан...: Повеçсем. — Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 2006. — 255 с.

Кĕнекене виçĕ çĕнĕ повесть: «Уйăх çинчи пике курнă...», «Пепке çуралсан...» тата «Юнтарнă пĕлĕт» кĕнĕ. Хайлавсенчи тĕп сăнарсем — таса та тӳрĕ чунлă çамрăк хĕрарăмсем. Ăмсанакансен элекĕ сахал мар ура лартать вĕсене пурнăçра. Апла пулин те çамрăк хĕрарăмсем пуçа усмаççĕ, темле йывăр килсен те малаллах талпăнаççĕ.

 

ISBN 5-7670-1450-7

© Эльби В.А., 2006

© Чăваш кĕнеке издательстви, 2006

Юрату йĕтесĕ


УДК 821.512.111

ББК 84 (2 Рос=Чув)-5

 

Станьял В.П. Юрату йĕтесĕ: Суйласа илнĕ сăвăсем. — Шупашкар, 2004. — 200 с.

Çырнисен пуххине тĕрлĕ çулсенчи сăвăсем кĕнĕ. Вĕсене «Тухса пыратăп, эс мана чараймăн», «Ытамлатăн, Çĕршывăм, мана», «Араскал тĕпренчĕкĕ» кĕнекесенчен, тĕрлĕ хаçат-журналтан, килти архивран, тус-юлташĕсенчен илнĕ. Кĕнекери паллăрах ярăмсем — «Юрату йĕтесĕ», «Йăмрасарăм, йăмралăх», «Иккĕн çума-çумăн», «Калаçатăп Тăван Çĕршывпа», «Хама туятăп салтакла», «Тăван чĕлхе кĕллисем», «Çул юппи — чун савăлĕ». Вĕсенче çыраканăн савăнăçĕ, пăшăрханăвĕ, кулленхи пурнăçĕ кун кĕнекинчи пек ӳкерĕнсе пынă. Тăван çĕршыв шăпи, халăхăн ăс-хакăл еткерĕ, çынлăхпа тасалăх, тӳрĕлĕхпе сутăнчăклăх, юратупа курайманлăх пирки шухăшлани — пĕтĕмпех сăвăç хăй чăтса ирттерни.

Эрбина Никитина пухса хатĕрленĕ.

Чапшăн пурăнмастпăр


С (Чув.) 2

Е60

 

Емельянов А. Чапшăн пурăнмастпăр: Повеçсем, калавсем. — Шупашкар: Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1971. — 208 с.

Анатолий Емельянов произведенийĕсене вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем хаçат-журналсенче те, уйрăмшар кĕнекен те сахал мар пичетленнĕ.

Писатель пултарулăхĕ çулран-çул ӳссе пырать, вăл çĕнĕрен те çĕнĕ проблемăсем хускатать. «Чапшăн пурăнмастпăр» повеçех илер, акă. Пур-ха Михатайкин пек кăра кăмăллă председательсем хăшпĕр колхозсенче. Пĕр енчен илсен, калама çук нумăй вăй хунă вĕсем япăхса кайнă колхозсен хуçалăхĕсене çĕклеме, малтисен шайне çитерме. Çавăнпа вĕсем мухтава та тивĕçлĕ. Тепĕр енчен, чап тени чипер çыннах иртĕхтерсе яма пултарать, вара малтан хăйсене йĕркеллĕ тытнă председательсемех улпутсем евĕр хăтланма, колхозниксене хĕсĕрлеме пуçлаççĕ. Çавăн пек çынна, Михатайкина, хытă лектерет автор ку повеçре. Тепĕр повеçĕнче А. Емельянов колхозри партком секретарьне, тин çеç суйланă çыннăн малтанхи утăмĕсене кăтартса панă. Кунта вара автор юрату темине анлăн хускатать. Тĕрĕссипе илсен, ку тема ытлашширех те пек повеçре. Вулакана ан хумхантартăр ку, мĕншĕн тесен «Пĕр уйăх» виçĕ пайран тăракан «Шăнкрав курăкĕ» повеçĕн пĕр пайĕ çеç-ха. Тепĕр икĕ кĕнекине каярахпа вулăпăр, ун чухне ку кĕнекере паллашнă партком секретарĕ çинчен ытларах пĕлĕпĕр.

Ытти виçĕ калавĕ те — «Тикĕс килмен ĕмĕр», «Менелник умĕн», «Сысна уявĕ» — пысăк шухăш çуратакан произведенисем.

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт


УДК 821.512.111

ББК 84 (2 Рос=Чув) 6—4

A 19

 

Алентей В.С. Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт: Роман, повесть. — 2-мĕш, тӳрлетнĕ кăларăм. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2005. — 479 с.

Василий Алентей ял пурнăçĕ, уй-хирте чунне парса ĕçлекен тыр-пул ăстисем çинчен ĕненмелле, витĕмлĕ сăнласа çыракан писательсенчен пĕри пулнă. «Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт» романри ĕçсем 1950-1960-мĕш çулсенче чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Унти геройсем: Улатти, Пракка, Лисук, Татюк, Хритун мучи — «пирĕн колхозри, пĕтĕм бригадăри çынсен пĕр вĕллери хуртсем пек пулмалла» тесе тăрăшса, ырми-канми вăй хуракан ял ĕçченĕсем.

Кĕнекене кĕнĕ «Сар çӳçеллĕ сарă тутăр» повеçри ĕç-пуç Нина Сатлайкина хĕр трактористка тавра аталанса пырать. Вăл ĕçе чунтан парăнни, çынсемпе сăпайлă пулни вулакана тыткăна илет.

Романпа повеçре сав тапхăрти идеологи пусăмĕ, вăхăт таппи уççăнах палăрса тăрать. Паянхи вулакан çакна шута хурасса шанас килет.

 

ISВN 5-7670-1413-2

Илле Тăхти


УДК 821.512.111

ББК 84(2Рос=Чув)6

Т24

 

Илле Тăхти. Суйласа илнисем: сăвăсем, поэмăсем, калавсем, статьясем, çырусем — Шупашкар: ЧПГĂИ, 2009. — 366 с.

Кĕнекене чăваш литературин классикĕн Илле Тăхтин паллăрах хайлавĕсене — сăввисемпе поэмисене, калавĕсемпе очеркĕсене тата статйисене — кĕртнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пĕрремĕш хут пичетленет. Кăларăма çыравçă çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă.

 

Пичете Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕ çирĕплетнĕ.

 

ISBN 978—5—87677—122—3

 

© Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, 2009

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12