Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Çар экзаменĕ айтурах йывăр. Пăркаларĕç хыпкачпах. Вĕçне тухиччен чăм шыва ӳкрĕм. Эпĕ тарăхмастăп. Чунăм уçă. Пĕлĕве пĕрчĕн-пĕрчĕн тĕрĕслеччĕр. Унсăрăн ăçтан самолет шанса парас?
Сĕтел хушшинчисем шăпăрт. Ыйту иксĕлчĕ-ши? Пӳлĕме хăйсем кăна юлаççĕ канаша. Эпĕ васкасах тухатăп.
Тăратăп алкум вĕçĕнче. Кĕр-кĕрлесе, кантăксене чĕтретсе вĕçсе иртеççĕ самолетсем. Пуçа каçăртса пăхатăп. Иванов эскадрильйи ку. Заданирен таврăнать. Булат та пур ĕнтĕ вĕсемпе.
— Итемри! Итемри!
Мана чĕнеççĕ. Кĕтĕм.
— Теорипе — отлично! — пĕлтерет Куропаткин майор, кулнă май куçне хĕскелесе. — Çакăн пекех отлично вĕçсе кăтарт.
Аэродрома каймалла. Алкум вĕçне машинăсем килсе чарăнчĕç, комисси членĕсене лартса каяканнисем. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле. Пысăк чинлă командирсем пулин те, пĕри те вĕсенчен мăнаçланса тутине пăркаламасть. Манпа шӳтлеççĕ.
— Чипер каччă тупса памалла-ха Итемри юлташа, — тет полковник.
— Хальхи çамрăксем тупса парасса кĕтмеççĕ, — хирĕçлет çавăнтах тепри.
— Тупнă та пуль-и? — ыйтать полковник. — Тĕрĕсех, пиçсе çитнĕ хĕрлĕ çырлана татса илме пурте хапăл.
Кулаççĕ. Вĕсем çине пăхатăп та, çĕр çинче вăрçă та çук пекех туйăнать.
Аэродром. Ман самолет хăй вырăнĕнчех. Ăна туратсемпе витнĕ. Варук ĕçĕ ку. Ав, хăй тăрать. Чун савăнчĕ. Ĕçе тухнă вăл. Тухтăрсем йăлтах тĕрĕсленĕ. Сывалчĕ хĕр.
— Сан самолету терĕç те, тĕплĕн тепĕр хут çапă хурса тухрăм.
— Тавтапуç сана, юлташăм, — тетĕп Варука. — Анчах чăннипех пулайĕ-ши манăн? Вĕçессипе тытайăп-ши экзамен?
— Эх, ача, эсĕ те тытмасан вара...
Маскировкине Варук сирчĕ. Техник каллех рапорт парать.
Кабинăна кĕрсе лартăм. Куçпа тĕрĕслетĕп. Пурте хăй вырăнĕнче.
Ним чухлĕ те пăшăрханмастăп. Чунăм хăнк та тумасть, пирчерĕ.
Çар йăлисене пурнăçласан, эпĕ çĕклентĕм. Тӳпере хăвна ху хуçа, чĕкеç кайăк темелле, вĕç те вĕç. Малтан тӳп-тӳрĕ çул хыврăм. Унтан çӳлтен çӳле вăшлатрăм, аялалла пĕтĕрĕнсе антăм, каллех, хырăм çинче шунăн, тӳп-тӳрĕ вĕçрĕм.
Сывлăша Булат вĕçсе хăпарчĕ. Вăл халĕ тăшман самолечĕ вырăнĕнче. Çапăçмалла. Атакăна кĕретĕп. Вăл ман самолетăн хӳри вĕçне лекесшĕн, эпĕ ирĕк памастăп, самолет сăмсине шав ун патнелле тытатăп, тăшмана ман автоматпа пемелле пулать-çке.
Антăмăр: Булат малтан, эпĕ — ун хыççăн.
Кабинăран сиксе антăм та мĕнле вĕçни çинчен начальника рапорт патăм.
Тытăнчĕç саламлама!
— Эсĕ чăн-чăн летчик пулса çуралнă.
— Кăмăлтан йышăнатăп хамăн эскадрильйăна, ―тет Иванов капитан.
Экзамен тытрăм. Пехиллерĕç. Эпĕ — Совет Çарĕн летчици.
Пилот тумне тăхăнтартнă май чинпа та ӳстерчĕç — кĕçĕн лейтенант.
Çарти çĕнĕ пурăнăç пуçланать. Сывă пултăр анлă тӳпе! Сывă пултăр Çĕр-аннемĕр!
29
Уртемовăпа курнăçманни хăçан! Эпир килсе выртнă чух койки пушă е вăл хăй çывăрать. Тухса кайнă чух та çавах. Вăхăчĕ те хĕсĕк пулчĕ ман. Хĕл сиввине пăхмасăр, шав вĕçетпĕр. Уйрăмах пире, Булатпа иксĕмĕре, разведкăна ярса тăчĕç.
Виçĕмкун, акă, ирхине ирех çĕклентĕмĕр сывлăша. Çанталăкĕ латтисĕр, çилтăман ахăрать. Пурпĕрех вĕçмелле. Фронт линийĕ урлах каçрăмăр. Тăшман чугун çулсем тăрăх мĕн турттарнине пĕлмелле пирĕн. Часах мĕн шыранине тупрăмăр. Станцире çар хатĕрĕ, хĕçпăшал тиенĕ эшелонсем капланса тăнă. Çакă кирлĕ те разведчиксене. Васкасах аэродрома таврăнтăмăр. Булат йăлтах каласа пачĕ. Вара самант та иртмерĕ, штурмовиксене ертсе кайрăмăр. Çул тăршшĕпех тапранса каймарĕç-ши эшелонсем тесе пăшăрханса пытăм. Станци патне çывхарас умĕн, чылай аякран, пăравуссем шурă тĕтĕм мăкăрлантарнине куртăм. Эппин, эшелонсем вырăнтах. Савăнатăп.
Вĕçетпĕр. Таçтан муртан юр пĕлĕчĕ йăтăнса анчĕ те тĕллеве хупласах хучĕ. Иванов капитан летчиксене юр пĕлĕчĕсене хăваласа хуса çитсе иртме хушать. Пĕр хушă алхасакан çил-тăман стена çумĕпе вĕçрĕмĕр. Унтан штурмовиксем çил-тăмана касса тухрĕç те чугун çул станцине ĕнтме тытăнчĕç.
Бомбăсем ӳкеççĕ, кĕрĕслетсе çурăлаççĕ. Эшелонсене вут хыпса илчĕ. Нимĕçсем, çакна кĕтменскерсем, шар курчĕç кăна.
Хамăр ĕçе тусан, чиперех каялла таврăнтăмăр.
Халĕ пĕр пысăк операци ирттерме хатĕрленеççĕ. Çавна май вĕренетпĕр. Сывлăшра та, çĕр çинче те çапăçу меслечĕсене тишкеретпĕр.
Темиçе сехетлĕхе канма ячĕç. Шăпах Уртемовăна тĕл пултăмăр. Вăл тем мăштăртатать. Чăматанне хупать, уçать.
— Ира, ăçта пуçтарăнан эсĕ? — ыйтатăп эпĕ.
— Турра тав ту, курмасăрах юлаттăрччĕ-ха мана, — тутине чăпăртаттарчĕ вăл.
— Мĕн калаçатăн эсĕ? Ăçта та пулин яраççĕ-и?
— Çитет çын ĕслетнипе çӳресе, — ятланăн, шăл витĕр калать Уртемова. — Киле кайма хам хут тутарттартăм.
— Киле?! — тĕлĕнчĕç хĕрсем.
— Акă сана Уркка-муркка хыт пикка, кантăр щăмми ланчашки, — витлесе илчĕ Варук.
— Мĕн, ман ывăлăн тăлăх ӳсмелле тет-и? — йăслашать Уркка. — Ашшĕ фронтра вилнĕ. Халĕ вăл, мĕскĕнскер, амаçурипе пурăнать. Шухăшлăр-ха хăвăрах, вăл — пачах ют хĕрарăм-çке уншăн. Паллах, кашни кун хĕнет, çиме çăкăр та памасть. Хам тавăрăниччен выçă ан вилтĕрех.
Уртемова каланине ман темшĕн чĕрне хури чухлĕ те ĕненес килмест. Вальăна вĕлерчĕç. Пирĕнпе инкек-синкек пулнисене, нимĕçсем килсе бомба пăрахсах тăнине пĕлмест мар вăл. Халĕ Совет Çарĕ калама çук пысăк наступление хатĕрленет. Каллех çухатусем тӳсмелле пулать. Тупата, хăйне шырлăх пуласран хăрать. Килтисене «ача амăшĕ» тесе хут тутарса яма анратнă ĕнтĕ вăл. Тепĕр тесен, çавнашкал çынран таси паха. Фронтра хăравçăсем пурри хамăр хушăра тăшман çӳренипе пĕрех. Анчах иккĕленетĕп: уйăх-уйăх çурăри ачана пăрахса хăварма кăмăл çитернĕскер, пăхĕ-ши вăл халь тин ăна?
— Хăçан тухса каян, Уркка? — вĕтеленет ун умĕнче Варук.
— Халех. Часах машина килмелле, çавăнпа ларса каятăп.
Мĕн те пулин асăнмалăх парасчĕ! Ним те тупаймастăп. Чăматана уçрăм та тытăнтăм тустарма. Салтак чăматанĕнче мĕн тупăнтăр-ши ĕнтĕ? Алла тĕкĕр лĕкрĕ. Тен, çак тĕкĕре парас? Хамшăн та хаклă япала, ăна Çар шкулĕнче вĕреннĕ чух парнеленĕччĕ. Парне япалана çĕнĕрен парнелемеççĕ, телей каять имĕш. Тĕрĕс мар пулĕ, тĕшмĕш.
— Ира, — кăчăк туртрăм ăна. — Сана куçкĕски халалласшăн эпĕ.
— Питĕ чаплă! Ман çук шăпах.
— Алла тытмассерен пире аса ил, аса ил салтак пурнăçне.
— Сана, Талюна, асра тытма тăрăшăп. Салтак пурнăçĕнче эпĕ ним ыррине те курман. Çавăнпа та манма тăрăшăп.
— Эсĕ вара, Уркка, кунта ырă курма килнĕ-и? — тĕлĕнет Кира.
— Эсĕ ма килнĕ тата? — ыйтать Уртемова.
— Эпĕ-и? Эпĕ, çынсене ырлăх пултăр тесе, тăшманпа çапăçма килнĕ.
— Ну-и вилен Валя пек.
— Мĕнех. Ман вилĕм пĕр е ик совет салтакне çăлса хăварать пулсан, эпĕ вилме те хатĕр.
— Ну-и ухмах, — лаплаттарса хучĕ татах Уркка. ― Илтсен-тусан, икерчĕ асăнса çийĕп…
— Сан икерчӳне йышăнмастăп, йытта ывăтса паратăп.
— Эсĕ, эсĕ — мухтанчăк хĕр, — урса кайрĕ киле кайма пуçтарăннă Уркка. — Мĕншĕн, эппин, эсĕ Валя вырăнне хăвăн пуçна пырса чикмерĕн?
— Хуп çăварна, Уртемова! — хăтăрса пăрахмасăр тӳсеймерĕм ăна. — Киле кайма пуçтарăнтăн пулсан, кай. Çулу такăр пултăр.
Кăмăлăм кӳтсе килчĕ. Тек нимĕн те калаймарăм. Уртемова чăматанне йăтрĕ те вăрт-варт утса тухса кайрĕ. «Сывă пулăр!» ― темерĕ иçмасса.
Ăсатмаллаччĕ пулĕ. Çĕкленме вăй-хал çитмерĕ. Ытти хĕрсем те тапранмарĕç. Çав териех кӳрентерчĕ пулас вăл хăйĕн сĕмсĕрле калаçăвĕпе. Чун чăтаймарĕ.
— Атьăр, херсем, Уртемовăна машина çине лартса ярар, — ӳкĕтлетĕп тантăшсене. — Пирĕн пирки япăх ан шухăшлатăр.
Хĕрсем танлă çынсен шутне кĕмеççĕ. Ырă кăмăллă вĕсем. Тухрăмăр тула вăркăнса. Пăхкалатпăр кăн-кан. Ав, пĕр машина çул çине тухрĕ те яра пачĕ. Ун çара кăшкарĕ çинче пирĕнпе пĕрле пĕр ял Советĕнчен килнĕ Уркка. Вăл мĕскĕннĕн ларса пынă пек туйăнчĕ. Çакна пурте асăрхарĕç. Чупрăмăр пĕр кана машина хыççăн, анчах хăваласа çитеймерĕмĕр. Карталанса тăтăмăр та, сăмса тутрисем кăларса сулларăмăр. Асăрхарĕ-ши вăл пире е асăрхамарĕ-ши? Машина курăнми пуличченех тăтăмăр çапла.
Хам чухлаймастăп: чунра хаваслăх хĕлхемĕ те, тунсăх та пур.
30
Булатпа иксĕмĕре питĕ йывăр задани пачĕç. Пирĕн фронт урлă вĕçсе каçмалла та палăртнă вырăнта анса лармалла. Унта кĕтсе илекенсем пур. Çав çынсем пире фашист çарĕн вăрттăнлăхĕ пирки хыпар пĕлтермеле.
Тĕттĕмленчĕ. Хăпартăмăр. Истребительпе мар, урăх самолетпа вĕçетпĕр. Тӳпе таса. Çуллахи каç çав, июль пуçланчĕ-çке.
Питĕ çӳлте пыратпăр. Çĕр çинчисем кураймаççĕ. Фронт урлă каçрăмăр. Ку енче — тăшман. Ниçта та пĕр самолет курăнмасть. Шăп. Çумăр умĕнхи лăпкăлăхра вĕçет икĕ чĕкеç. Анчах ĕненместĕп, ку шăплăх ултавлăскер. Кӳпсе çитнĕ пăр шатăрр çурăлĕ те вут-хĕм пĕрхĕнме тытăнĕ. Куропаткин майор летчиксемпе калаçнă сăмахĕ аса килчĕ: «Нимĕç çарĕ каллех тапăнма ăнтăлать. Халь-халь асар-писер пуçланмалла. Пирĕн, сывлăшрипе çĕр çинчи çарсен, çыхăнса, пĕр планпа çапăçмалла».
Сасартăк халĕ пире персе антарсан? Ырă мар шухăш, сирĕл! Кашкăртан хăратăн пулсан, вăрмана ан кай, теççĕ.
Чăнах, фашистсем çывăраççĕ-и вара? Е вилсе пĕтнĕ вĕсем? Мур килсе пурне те шăлса тухинччĕ пĕрех хут.
Булат аялалла анма пуçларĕ. Ман унран юлма юрамасть. Вăл — асли, эпĕ — ăна пăхăнаканни.
Çĕр. Хуп-хура вăл. Ав кăвайт çунать. Пире анса ларма паллă параççĕ.
Нумай-и, сахал-и вăхăт иртрĕ, эпир умлă-хыçлă çĕр çумне йăпшăнтăмăр. Вăрман уçланки. Çынсем чупса çитрĕç. Хамăрăннисемех-ши? Пемеççĕ-тумаççĕ. Эппин, пирĕннисем. Вăрçăри пек те мар. Юмахри пек. Никам та чăрмантармасть.
Каланă — тунă, çитес çĕре çитнĕ. Булат та хăй самолечĕн кабининчен сиксе анчĕ, эпĕ те. Кĕтсе илекенсемпе алă тытса пĕр-пĕрне саламларăмăр.
— Сăмахпа каласа тăма вăхăт çук, ―тет пĕри, Булата хут чăмакки тыттарса. — Тăшман хăйĕн çарĕсене ăçта тата мĕнле вырнаçтарнине, хăш вырăнта аэродромсем пуррине пĕтĕмпех карттă çине паллă тунă.
Булат карттăна планшета чикрĕ.
— «Калаçакан карттине» те парса яратпăр. Темиçе сехет каялла кăна пирĕн çамрăксем пĕтĕм хурал умĕнчех вăрласа тухнă ăна, ӳсĕрскерне. Нимĕç çарĕ ытла иртĕхрĕ. Халĕ те пулин çĕнтерессе шанаççĕ. Офицерĕ, салтакĕ кӳпеççĕ эрехне. Кăна шăршлаттартăмăр-ха, çывăрать, — пăшăлтатса ăнлантарчĕ карттă тыттарниех. ― Час вăранмасть-ха вăл.
Çак вахăтра иккĕн çĕклесе килчĕç хайхи «калаçакан карттăна». Миххе чикнĕ сысна тушки пекех вăл.
— Ăнланмалла, — кулкалать Булат.
— Ну, васкăр, хăвăртрах вĕçсе кайăр, — теççĕ пире. ― Пурне те салам калăр! Генералне çухатса ан хăварăр.
Сывпуллашрăмăр та хăпăл-хапăл çула тухрăмăр.
Киле май кăмăл та урăхла, çĕкленӳллĕ. Моторсем те ырă кĕвĕ ĕнернĕн пĕр тикĕс кăрăлтатаççĕ.
Тул çути çапрĕ. Пыратпăр вĕçсе. Булат — малта, эпĕ — хыçалта.
Паçăр сĕнккенĕ тăшман вăраннă. Зенитчиксем вут-хĕм пĕрĕхтерме пуçларĕç. Эпир малалла талпăнатпăр. Пĕтрĕмĕр, Булат самолетне лектерчĕç. Самолет вĕçнĕ çĕртенех персе анма тытăнчĕ. Мĕн тумалла? Хыпса çунатăп. Вĕçмелле, урăх нимле те май çук. Тухмалла ку тамăк хуранĕнчен. Ав, епле переççĕ, лектерĕç хама та. Вĕçетĕп. Чим, мĕн шухăш тытрăм эпĕ? Чĕрем тапма чарăнчĕ. Ара, çĕр çинче маншăн чи хаклă, юратнă çын выртса юлать. Вăл Ким пек туйăнать. Çук, çук... Ким мар вăл, Булат вăл, Булат. Тен, вăл аманнă? Тен, вилет? Тен, пулăшу ыйтса мана чĕнет? Эпĕ, мулкач чунлăскер, таратăп. Самолета вăш-ваш çавăратăп та, тăшман зенитчикĕсем персе тăнине пăхмасăр, çĕрелле яртлаттаратăп. Булат самолетĕнчен чылай аякка лартăм. Пăхатăп. Курах кайрăм: вăл аллине суллать. Сывă!
— Булат! — кăшкăрса ятăм эпĕ. — Кил хăвăртрах!
Пĕрле вĕçетпĕр!
Булат чиперех чупма тытăннăччĕ ман паталла, — тем пулчĕ, çурма çултан вăл палт! каялла çавăрăнчĕ те, хăйĕн самолечĕ патнелле тĕрлеттерчĕ.
Тавçăртăм: хаклă тупăша пăрахса хăварасшăн мар.
— Ан çыхлан! Хамăрăн çăлăнмалла! — кăшкăратăп эпĕ.
Итлес пур-и? Айван çын мар вăл.
Булат çиттипе чĕркесе, кантрапа çыхнă япала йăтса килет. Ку япали — фашист генералĕ. Булат ăна каллех ман самолетăн хыçалти вырăнне çыхса лартрĕ. Ванакан çӳхе кантăка тыткаланăн çемçен тыткалать. Эпĕ пулсан, тапмалла хытăрах. Генералĕ тем ĕнрешет. Путех, тĕлĕк курать-тĕр.
Аякрах та мар фашистсем хĕвĕшеççĕ, кунталла килеççĕ вĕсем.
Булат кабинăра аранах манпа юнашар хĕсĕнсе ларчĕ. Эпĕ самолета хускатрăм.
— Талюна, чунăм, маххă ан пар! — тет мана Булат.
Тĕнчери хăрушлăха манса, хам çума çыпçăнса ларнă каччăна сасартăк тытса хĕрӳллĕн чуптăвас килчĕ. Эпĕ ăна çак самантра чунтан юратса пăрахрăм.
Фашистсем ĕлкĕреймерĕç пире ярса тытма. Улăхра утса пынă чух ура айĕнчен пăрр вĕçсе тухса кайнă кайăк евĕр, тăшман эшкерĕ умĕнчех вĕçсе çĕклентĕмĕр эпир сывлăша.
Переççĕ. Çумран, çӳлтен, аялтан вăшлатаççĕ пульăсем. Кашни кашăка какай турамĕ кĕмест. Лектереймерĕç. Самолетăм, тин çех çуралнă хĕрӳ юрату пĕркенчĕк хӳттине кĕнĕн, вĕçет те вĕçет тĕрĕс-тĕкел.
Фашист генералĕ пакăлтатать. Çирĕп яваласа çыхнă çав ăна кантрапа, унсăрăн хытах тапăлтатмалла. Хăй инкеке лекнине чухлать пулĕ. Эпĕ нимĕçле пĕлместĕп, тен, вăл хăтарма тилмĕрет, тен, хăратать пире. Хăрасси иртрĕ. Эпир паçăрах фронт линийĕ урлă каçрăмăр. Тăван аэродрома антăмăр. Хамăра килте тесе шутлатпăр.
Мĕнле кайса килни çинчен Булат рапорт парать. Планшетĕнчен карттă кăларса тыттарчĕ. «Калаçакан карттине» те антарчĕç.
Кĕтсе илекенсем тĕлĕнеççĕ, савăнăçлăн калаçаççĕ, пире мухтаççĕ.
— Итемри Татьянăна герой ятне, Костин Булата Ленин орденĕ памалла, — терĕ полковник.
«Герой ятне пама эпĕ ним те туман», — тесе каласшăн эпĕ, анчах чĕлхе-çăвар çыхланса ларчĕ. Булат хыççăн кăна эпĕ те пăт-пат каласа хутăм:
— Служу Советскому Союзу!
31
Аэродромра эскадрилья командирне — Иванов юлташа кĕтнĕ май, çар хаçачĕн çĕнĕ номерĕпе паллашатăп. Тыткăна лекнĕ нимĕç генералĕ совет летчикĕсен хастарлăхĕ çинчен каласа пани пур. Вулатăп: «Пирĕн наступлени пуçланчĕ. Тепĕр темиçе сехетрен сывлăшра вырăс самолечĕсем хĕвĕшме тытăнчĕç. Лĕпĕ пек нумаййăн вĕсем. Пирĕн пуç тăрринче хăрушă çапăçу пуçланчĕ. Вăрçă пуçланнăранпа та ун пеккине курманччĕ...»
Шухăша кайрăм. Мана та июль уйăхĕн варрииче пуçланнă çапăçу аса килчĕ. Тӳпе тăрă. Хура «çивитти» айĕнче йăлтăркка çăлтăрсем мĕлтлетеççĕ.
Шăп. Команда парасса кĕтетпĕр. Шурăмпуçĕ кĕренленчĕ. Унччен те пулмарĕ, умлăн-хыçлăн сывлăша вăркăнтăмăр. Пыратпăр вĕçсе. Тӳпере самолетсем, шутласа та кăлараймăн. Вĕсем мĕнпур аэродромран вĕçсе хăпарнă пулас.
Пирĕн эскадрильйăн вăрман çывăхĕнчи аэродрома тапăнакан бомбардировщиксене сыхласа пымалла.
Тăшман аэродромĕ курăнчĕ. Унта фашист паллиллĕ-самолетсем речĕпех лараççĕ. Вĕсене курсан, пĕтĕм ăш пăтранать, курайманлăх çĕкленсе хăпарать.
Вăйлă тăкрĕç пирĕннисем бомбисене. Тăшманăн пĕр самолечĕ те вырăнтан тапранаймарĕ. Çулăм, тĕтĕм явăнать.
Çапах та пирĕн çапăçма лекрĕ. Таçтан муртан «хейнкельсем» килсе тухрĕç.
Пирĕн артиллери те кĕрлет. Капланса тăнă нимĕç çарĕсене тĕпĕртеттерет. Сывлăшра та, çĕр çинче те хĕçпăшал вăй вылять.
Тӳпери тĕтĕм пĕлĕчĕсем пире пĕр-пĕрне курма та чăрмантараççĕ. Хĕвеле хупласа лартрĕç, каç пулнă пекех тĕттĕм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...