Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Апрелĕн вунулттăмĕшĕнче ир-ирех тупă сассисем кĕрлесе кайрĕç. Ку Берлина илессишĕн çапăçу пуçланнине пĕлтерчĕ.
Халĕ пирĕн йыш пысăк. Çĕнĕрен килнĕ летчиксем нумай. Вĕсем ăмăрткайăк пекех вăйлă, тӳсĕмлĕ, хăюллă. Летчиксем татти-сыпписĕр вĕçеççĕ, çĕр çинчи пĕтĕм çарпа пĕрле тăшмана хăйĕн йăви патнелле хĕссе, тĕп туса пыраççĕ.
Тата икĕ эрне иртрĕ хĕрӳ çапăçура. Уяв кунĕ. Майăн пĕрремĕшĕнче, истребительсем Берлин çине çĕнтерӳ ялавĕ пăрахрĕç.
Вăрçă халь-халь пĕтет. Куллен кĕтетпĕр ăна.
Юлашки çапăçура манăн истребитель кăшт çĕмĕрĕлчĕ. Çавна пула вĕçейместĕп. Хăçан юсаса пĕтереççĕ-ши? Çакнашкал вăхăтра алă усса лармалла. Чер мăшкăл ку. Сиксе каçаймăн, ирĕксĕрех тӳсĕмлĕн кĕтмелле.
Ирхине чĕнтерчĕç мана. Çар штабне васкавлă пакет илсе кайма хушаççĕ. Самолет пур. Хирĕçлейместĕн, çар йĕрки çапла хушать.
Вĕçетĕп. Сывлăшра тăшманпа хирĕç пуласран шикленмелле мар. Аэродром çине вĕçсе анса самолетран тухрăм çеç, мана ярса тытрĕç те «урра!» çĕклеме тытăнчĕç. Ним те ăнланмастăп.
— Çĕнтерӳ ячĕпе! Çĕнтерӳ ячĕпе! — харăссăн кăшкăраççĕ хăйсем.
Тин çеç тĕнчене тахçантанпах кĕтнĕ чаплă хыпар сарăлнă-мĕн. Паян, майăн тăххăрмĕшĕнче, фашистла Германи парăннă.
Совет халăхĕ гитлерла пусмăрçăсене хирĕç пынă вăрçăна чаплă Çĕнтерӳпе вĕçлерĕ.
Чун хĕпĕртенипе ниçта кайса кĕме пĕлместĕп. Кĕтсе илтĕмĕр иккен çутă куна!
Пакет пама кĕтĕм. Мĕн хăтланать халăх! Çынсем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, çурăмран кӳпкеççĕ, чышкалаççĕ, алăран тытса чăмăртаса саламлаççĕ.
Çук, нихăçан та курман эпĕ çынсен сăн-питĕнче çакнашкал савăнăç. Пурте пĕр харăс курăнать: йăлтăркка куç, кăшт кӳпченĕ тута, анис питçăмарти, ун тăрăх йĕр хăварса юхса анакан куççулĕн çутă тумламĕ...
Мана каялла ярасшăн мар. Хăйсемпе пĕрле юлма илĕртеççĕ. Апла май килмĕ. Çакăн пек самантра тăван аэродром çинче пулнине мĕн çиттĕр!
Тавăрăнтăм. Булат пырса ыталарĕ.
— Пирĕн кунта чăн-чăн акатуй, — тет вăл. Çĕнтерӳ ячĕпе митинг ирттернĕ. Вара уяв пуçланнă.
Ташлаççĕ, юрлаççĕ... Çар çыннисем темерĕн çав: арăслан пек çапăçма та сатур, вăхăт çитсессĕн, савăнма та пĕлеççĕ вĕсем.
38
Çар хĕрĕсене ăсатаççĕ. Киле каятпăр эпир. Çĕнĕ тум тăхăнтартрĕç. Кăкăр çинче орденсем, медальсем йăлтăртатаççĕ. Чунăм пĕр савăнать, пĕр хурланать. Тăван çĕр-шывра лăпкă, мирлĕ самана хуçаланма тытăнчĕ. Аннесем кĕтеççĕ пире. Кĕçех вĕсен ытамне ыткăнăпăр. Ку — савăнтарать. Анчах çапăçу хирне чи çывăх туссене ĕмĕрлĕхех пăрахса хăвартăмăр. Тата йывăр самантра тăванланнă юлташсенчен уйрăлатпăр. Ку — хурлантарать.
Эпир, хĕрсем, — хăнасен сĕтелĕ хушшинче. Катя командировкăран таврăнман, вăл юлать. Умра — ăсату апачĕ. Саламлаççĕ пире, паттăр хĕрсен ячĕпе черкке çĕклеççĕ.
Хăналантăмăр. Çул куркипе пĕрле парнесем тыттараççĕ.
Чăматан туллиех. Юрать-ха, çĕклекенни Булат пур.
Ĕнтĕ алă парса тухнă. Уйрăлатпăр. Пире станцие çитиччен машинăпа ăсатаççĕ.
Станци. Эпир ларса каяс пуйăс вакунĕсене чечексемпе, ешĕл йывăç тураттисемпе илемлетнĕ.
Çырмана антăмăр. Çул çинче тусанланнă-çке. Çăл шывĕпе пит çурăм. Уçăлтарсах ячĕ. Булатран алшăлли илтĕм те тăратăп шăлкаланса. Сасартăк курах кайрăм ача чухнехи тусăма. Вăл та аллине типĕтет.
— Анюк! — кăшкăрса ятăм ирĕксĕрех. Эпĕ ăна çухатнăччĕ. Фронтра унран пĕр çыру та илмен.
— Талюна! ― Вăл та мана асăрханă-мĕн.
Чупса пырса ыталаса тытрăмăр пĕр-пĕрне. Кулатпăр хамăр, куçран куççуль шăпăртатать.
— Мĕнле хĕр-герой летчица тăрать тетĕп. Эсĕ иккен, Талюна. Маттур. Чунтан саламлатăп!
— Киле каятпăр, Анюк!
Çапла персе ятăм та çавăнтах çăвара хупрăм. Ара, Анюк тăлăх ӳснĕскер, килĕ те çук-çке ун.
— Анюк, атя пирĕн пата, — тытăнтăм ăна тилмĕрме.
— Тавтапуç. Ленинграда васкатăп. Институт пыма чĕнет. Эсĕ, Талюна, медицина институтне кăçалах пырайăн-и вĕренме?
— Темле, — текелетĕп. — Чăнахах пĕлместĕп. Малаллахи пурнăçăм хамран çеç килмест. Эпĕ ĕнтĕ пĕччен мар.
Анюк Булата асăрхарĕ те шăппăн ыйтрĕ манран:
— Талюна, ку летчик санпа пырать-и?
— Ăсатать çеç.
— Качча каймарăн пулĕ те?
— Кайнă.
Эпĕ Анюка Булатпа паллаштаратăп.
Анюка тусĕсем васкатаççĕ. Ăна машина кĕтет. Тĕплĕн калаçаймарăмăр та. Хăйĕн çинчен те, Федор Самсонов çинчен те нимскер ыйтса пĕлеймерĕм.
— Ан хуйхăр, Талюна, — тет Анюк. — Сывă юлнă. Халĕ тĕл пулатпăрах. Сирĕн пата та пырса тухăп-ха.
— Кĕтетĕп, Анюк! Чуптурăмăр та уйрăлтăмăр.
Чугун çул хĕрринелле утатпăр. Станцире туллиех хĕр-салтак хĕвĕшет.
Митинг пуçланчĕ. Трибуна çине мана та чĕнчеç. Сăмах каламалла ман. Ыттисем саламланă, калаçнă чух эпĕ шухăша пуçтартăм. «...Мирлĕ саманан хĕрӳ ĕçĕ пирки асăнмалла, фабрик-заводсем, совхоз-колхозсем, тĕрлĕрен учрежденисем ĕçе таврăнасса кĕтеççĕ пире. Вăрçă халăх ху-çалăхне юхăнтарса хăварнă. Ăна ура çине тăратмалла, çĕклемелле. Çак ĕçе салтак пулнă хĕрсен кӳлĕнме тивет...» Акă ят тухрĕ:
— Совет Союзĕн Геройне, çар-летчицине Татьяна Итемри лейтенанта сăмах паратпăр.
Хускалнă майăн кăкăр çумĕнчи Ылтăн Çăлтăр, медальсем шӳлкеме пек чăнкăртатаççĕ. Хĕрсене пурне те киле кайма тухнă ятпа саламларăм. Таврара тăвăллăн алă çупни шăпăртатать. Эпĕ мĕн шухăшласа хунине каларăм. Вара сăмаха çапла вĕçлерĕм:
— Эпир, хĕр-салтаксем, ĕçре те çарти пекех хастар пулăпăр!
Ăсату митингĕ вĕçленчĕ. Оркестр чуна уçса яракан музыка калать.
Вакунсем алăкĕсене уçрĕç. Ларма вăхăт. Юлашки хут чуптăвать мана Булат.
— Чипер çит, — ырă сунать вăл. — Ан тунсăхла. Эпĕ те часах таврăнăп.
Варукпа иксĕмĕр пĕр вакуна кĕретпĕр. Эшелон тапранчĕ. Майĕпен шăватпăр. Шурă тутăрсем вĕл-вĕл вĕлкĕшеççĕ. Хĕрсен юрри янăрать. Пуйăс ураписем кĕвве кĕреççĕ.
Булат пирĕн вакунпа юнашар чупать. Çук, ăçтан хăваласа çитейĕн хĕрсен эшелонне.
— Сывă пул!
— Тепре куриччен!
Тухса кайрăмăр вăш-вăшлатса станцирен. Чашкăрать пăравус.
Киле каятпăр, киле!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...