Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Яра пачĕ машина малалла! Ун хыççăн эпир тĕрлеттертĕмĕр тусан мăкăрлантарса. Машина машинах çав, самант пăрахса хăварчĕ пире. Чарăнсан, хăваласа çитрĕмĕр. Кабина алăкне уçрĕ те Варук, унăн хĕвел пек çиçекен сăн-пичĕ курăнчĕ. Çĕре анма шутламасть хăй.
— Ĕçчен салтаксем, урасене шеллекене тупрăмăр, малашне пурăнăç каять, — тет Варук. — Хăпарăр, чуптарам катаччи.
— Хумошова, кала тĕрĕссипе, шанчăклă-и? ―тĕпчет кĕçĕн лейтенант Измайлова. — Тӳнтерсе хăвармăн-и халăха?
— Шанăр, командир. Ку тарана çитсе никама та шырлăх кăтартман, — тавăрать Варук. — Кайран, ку машинăна сӳтсе, кашни пайне тасатса çу сĕрĕп. Вара...
— Вара Берлина та çитĕпĕр теесшĕн-и эсĕ, Хумошова юлташ? — сатурланать командир. Ыттисем те савăнса кăна тăраççĕ, вĕсен калаçăвне итлесе.
— Юрĕ, ― тет Катя, — ĕненĕпĕр. Приказ çапла: пурте машина çине хăпарăр!
Командир сăмахĕ пирĕншĕн — саккун. Тиентĕмĕр хăвăрт. Тапранчĕ машина. Чиперех йăрлатать. Хир-хир урлă каçатпăр. Йывăçсем мĕлт-мĕлт ирте-ирте юлаççĕ.
Машинăпа вĕçтерсе пынă чух темшĕн-çке юрлас килет. Эпир ахăрттарма хатĕр, анчах юраманни касать, халь урăхла лару-тăру. Ĕмĕтленни — умра.
Çитес çĕре часах çитрĕмĕр. Грузовик, тăшманăн пулин те, никама та çухатса хăвармарĕ, мĕншĕн тесен вăл совет салтакĕн аллинче.
* * *
Комсомол пухăвне пуçтарăнтăмăр. Куропаткин комиссар та килнĕ. Çамрăксене юратать пулас вăл, вĕсемсĕр пурнаймасть тейĕн, ялан ăна куран. Тен, каллех... Чим, акă вăл сăмах илет. Апла пулсан... Тăхтар. Тĕрĕсех, Указ вулать.
Урра! Пире «За отвагу» медальпе наградăланă. Ял хĕрĕсене: Елиса, Варука, мана сĕтел умне чĕнеççĕ. Кăкăр умне медаль çакса ярать Куропаткин юлташ. Тав тăватпăр. Кира та, кĕçĕн лейтенант Измайлова та медальсĕр юлмарĕç. Вальăн ячĕ те пур указра: вилнĕ хыççăн наградăланă.
Медаль илнĕ ятпа пире пурте ура çине тăрсах саламларĕç.
Пуху кун йĕркинчи «Комсомола илесси» ыйтăва пăхса тухма тытăнчĕ.
Манпа юнашар Варук ларать. Чĕтрет мĕскĕн.
— Эх, ача, илмесен, пуçа ăçта кайса чикес, — пăшăрханать вăл.
— Илеççĕ, — лăплантаратăп эпĕ ăна.
Малтанах икĕ çамрăкăн заявленисене пăхса тухрĕç. Вĕсем — штурман. Фронта вĕçме приказ кĕтеççĕ. Пирвайхи вĕçеве ленинла комсомол ретне тăнипе паллă тăвасшăн.
Варук ячĕ тухрĕ. Ăна хăй çинчен каласа пама хушрĕç. Нар пек хĕрелчĕ хĕр. Тутине мăкăлтаттарать, сасси тухмасть. Çăмăл мар çав халăх умĕнче сăмах тытма.
— Ăçта çуралса ӳснĕ эсĕ, Хумошова? — ыйтать секретарь. — Миçе çулта, аçу-аннӳ кам, мĕншĕн эсĕ комсомола кĕресшĕн?
Кĕххĕм! кĕххĕм! ӳсĕркелерĕ Варук. Пыр шăтăкĕ тасалчĕ пулас тинех.
— Эпĕ чăвашра çуралса ӳснĕ, — уçăмлăнах каларĕ вăл. — Ман атте-анне хресчен. Колхозра тракторпа ĕçлерĕм. Пăлахая пемен. Çавăншăн юрататчĕç. Кунта нимĕнле паттăрлăх та кăтартайман-ха, анчах ман комсомола çав тери кĕрес килет. Хамăр ял хĕрĕсенчен Талюнаран, Елисран юлас килмест. Вĕсем — комсомолкăсем.
Измайлова юлташ Варукăн салтак ĕçĕнчи ырă енĕсене кăтартрĕ: ĕçчен, лайăх юлташ, медаль илме тивĕçлĕ пулчĕ. Нимĕç грузовикне илсе килнине те асăнмасăр хăвармарĕ.
Эпĕ те алă çĕклерĕм.
— Тархасшăн, Татьяна Итемри, ― терĕ секретарь мана. — Сан хак памаллах хăвăр ял хĕрне.
Хурлама сăлтавăм çук. Варук пек хастар çамрăксем ленинла комсомол ятне çĕртмĕç. Тантăшăм çинчен хам мĕн пĕлнине йăлтах каларăм.
Варвара Хумошовăшăн хăйсен ретне илме комсомолецсем пурте шăкăрах алă çĕклерĕç.
Варукăн ĕмĕчĕ тулчĕ. Вăл калама çук савăнать.
* * *
Хĕрсем шутсăр ывăннă, калаçма та халĕсем юлман. Тӳсме çук ыйхă килет. Выртма хатĕрленетпĕр. Варук кравать çине тӳннĕ те хăрлаттарать. Ыттисем тем кăштăртатаççĕ. Эпĕ те, çăвăнса тасалнăскер, утиял айне чăмма пикенетĕп. Çак вăхăтра пирĕн пата пĕр летчик кĕрсе тăчĕ.
— Кам сирĕнтен Варвара Хумошова? — ыйтать вăл хĕрсем çине чăр-чăр пăхса, хăй шыранă хĕре палласа илесле.
— Эпĕ! — яшт сиксе тăчĕ Варук.
— Демьян Павлов аманнă.
— Аманнă? Эх, ача. Тимук аманнă! Ăçта, ара, вăл? — хыпăнса ӳкрĕ пирĕн хĕр.
— Аэродромра, — тет летчикĕ. — Ăна госпитале илсе каяççĕ.
— Камсем?
— Хамăр летчиксемех. Унччен сире курасшăн вăл. Чĕнме ячĕ.
Хĕрсен ыйхисем сирĕлчĕç. Кашни хăйĕн савнийĕ аманнă пек сĕнӳ парать. Варукĕ тăпăртатса тăрать. Аллине мĕн лекнĕ, çавна тыта-тыта хурать.
— Каймалла пулĕ? — текелет Варук.
— Паллах, каймалла, — хĕтĕртеççĕ хĕрсем ăна. Варук хăйпе пĕрле мана чĕнет — эпĕ унăн аппăшĕ тейĕн.
— Тархасшăн атя, йăпăрт çитсе килĕпĕр.
Ăçтан турткаланса тăрăн. Каймаллах. Юлташ хĕр-çке. Çывăрасси тарам.
Тухса кайрăмăр. Ертсе каяканĕ вĕçнĕ евĕр утать. Летчиксем çапла çав вĕсем, утма пĕлмеççĕ, çĕр çинче те вĕçеççĕ. Хамăрăн та ура тупанĕсем çĕре перĕнмеççĕ-тĕр.
Пашкаса пырса кĕтĕмĕр аэродрома. Демьяна шыраса тупрăмăр. Ăна илсе кайма хатĕрленнĕ. Кая юлма та пултарнă эпир.
Тĕттĕм. Демьянăн пичĕ лайăххăн курăнмасть.
— Çухалнă хĕр тупăнчĕ-и? — шӳтленçи тăвать вăл.
— Эпĕ ниçта та çухалман, — тавăрать Варук ачашшăн. — Ĕнертенпех чĕнтеретĕп, çук та çук теççĕ.
Варук аманнă летчика чĕркенĕ чăмакка тыттарать.
— Шăрттан. Анне ярса панă. Çи, — сĕнет хĕр каччăна.
— Тавтапуç, — тет Демьян. Унтан пĕр кана чĕнмесĕр выртрĕ те çапла хушса хучĕ: — Итле-ха, эпĕ сан пата çыру çырса тăратăп. Сывалсанах хамăр чаçа таврăнатăп. Кĕт.
Хирĕç ним те чĕнеймест Варук. Нăш-нăш йĕрет.
Демьяна самолет çине лартрĕç. Шурăмпуç çути çапрĕ. Самолет сывлăша хăпарчĕ. Эпир алă сулса тăрса юлтăмăр.
25
Халĕ пирĕншĕн инçе çул чăрмав мар. Варук хăйĕн машинипе таçта та илсе çитерет.
Вăрман тăрăхĕнчен паçăрах хăпрăмăр. Таса уйра грузовик чарăнчĕ.
— Анмалла-и?
— Тăхтăр-ха.
Кĕçĕн лейтенант карттă кăларса пăхать.
— Çитеймен, — тет Катя. Татах чуптарчĕ Варук машинине.
Пĕчĕк ял хыçĕнче чарăнтăмăр. Çакăнта иккен эпир ĕçлес вырăн. Пĕлтернĕччĕ: ку вырăн темиçе кун кăна ирĕкре-ха. Унччен фашист атти таптаса тăнă ăна.
Машина çинчен сике-сике антăмăр. Япаласене пушатрăмăр. Командир мана пулас «аэродром» планне тыттарчĕ. Хăйĕн каймалла. Мĕн-мĕн тумаллине ăнлантармарĕ. Кирлĕ те мар. Хăнăхнă, пĕлетĕп.
Катьăпа Кира машина çине ларса вĕçтерчĕç. Ытти чух, чи малтан, пулас «аэродром» айккинче çĕр чавса шăтăк алтаканччĕ. Хамăра пытанма хальхинче шăтăк кирлĕ мар. Ун пек-кун пек килсе тухсан, ял юнашарах.
Пулас «аэродромăн» урлăшне, тăршшĕне виçсе илтĕмĕр, кĕтесĕсене ялав лартрăмăр. Вĕсем çил вĕрнипе вăр-вăр вăркăшаççĕ. Самолет чупмалли çул тăвасси йывăр мар, ешĕл курăк çинех катанпиртен «Т» туса саран та — пулчĕ те.
Машина каялла çавăрăнса çитрĕ. Самолет чупмалли çул вĕçне чарăнчĕ вăл.
— Атьăр, юлташсем, пушатар, — чĕнет кĕçĕн лейтенант.
Самолет тиесе килнĕ-мĕн. Чăн-чăнниех.
— Мĕншĕн чăн-чăнниех?
— Çапла хушаççĕ, — ăнлантарать Катя. — Анчах кулянма кирлĕ мар, вĕçме юрăхсăр вăл, кулепи çеç унăн.
Антарчĕç самолета. Майласа лартрăмăр. Сывлăша вĕçме хатĕрленнĕ самолет теччĕр нимĕçсем. Тӳперен сăнаса пăхсан çапла курăнать те.
Апат çимелле. Яла кĕрсе, яшка пĕçерсе çиме шутларĕç. Грузовик çине тиентĕмĕр. Ялĕ çырмана тăрăхла ларнă. Пырса кĕтĕмĕр. Ялĕнче мĕнпурĕ те пĕр урам çеç.
Кунта фашистсем хуçаланнă. Урамăн тури вĕçĕнче чарăнтăмăр. Ниçта та çын курăнмасть. Пĕр пысăк çурта кĕтĕмĕр. Хирĕç тухса илекен пулмарĕ. Хуçисем тахçанах эвакуаци йĕркипе Çĕпĕре е Атăл тăрăхне — пирĕн чăваш çĕршывне — кайнă пулĕ. Хĕрсем хапха умĕнче анчĕç. Картишĕ пысăк. Варук грузовикне лупас айнех кĕртсе лартрĕ.
Пӳрчĕ те пушах. Эпир Елиспа иккĕн витре илсе урам тăрăх пусă шыраса утрăмăр. Çырмара çăл тупăнчĕ. Çăлĕ вăйлăн тапса выртать. Шывĕ сивĕ, тăрă. Шывне тулли витре ăсрăмăр. Утатпăр урам варринчи çулпа. Пĕр витре хăлăпĕнчен иккĕн тан тытса пыратпăр. Хамăр вырнаçнă кил патне çитсе те пыраттăмăр, таçтан муртан фашист самолечĕ килсе тухрĕ. Урам тăрăх пулеметран шатăртаттарса хăпарать. Тем тесен те пире асăрханă. Эх, мĕскĕнсем, икĕ çын курнă та савăннă, хăвалаççĕ персе тивертеешĕн. Эпир тĕпĕр-тĕпĕр канава кĕрсе выртрăмăр. Пуçа çĕклеме май çук.
— Ха, çеçенхирте туман урапана кустарать, — мăкăртатать Елис.
— Анчах ку çавраçилĕ тăхлан пĕрĕхтерет, — тӳрлететĕп ăна.
Иртрĕ çил-тăвăл. Лектереймерĕç пире. Йăпăр-япăр сиксе тăтăмăр. Катя хирĕç чупса тухрĕ.
— М-мĕнле, сывах-и эсир?! — кăшкăрать вăл. Пирĕншĕн пăшăрханнă курăнать, чĕлхи çыхланать хăйĕн. Шыв витрине ярса тытрĕ. Йăтать. Алкум вĕçĕнче чарăнса тăтăмăр. Эпир суя аэродром тунă çĕрте тĕтĕм явăнать, сывлăш чĕтренсе улать.
— Аэродромне тума çеç тытăннă, вĕсем бомба пăрахаççĕ те, — тет Катя, — чармастпăр, тархасшăн.
— Пирĕн самолет фашистсемпе çапăçса пуçне хучĕ, ― куляннăн калать Елис.
— Чăн-чăн герой-самолет. Ĕненмелле илĕртнĕ, — мухтать ăна Катя.
Пӳрте кĕрсе хурана шыв янăччĕ кăна, каллех тулта эсрел туй пуçларĕ. Урайне выртрăмăр, шăтăр-шатăр! çăт-çат! тăвать тулта. Те пӳрт ишĕлет, те тĕнче йăтăнса анать. Пĕтрĕмĕр тинех. Сывă пул, атте-анне! Манпа юнашар выртакан Варук сиксе тăчĕ те тапса сикрĕ тулалла. Ăçта каять? Мĕн шухăш тытрĕ пулĕ? Çав териех хăранипе ăсран тайăлчĕ-ши?
— Хумошова, вырт, вырт! — кăшкăрать командир. Лешĕ хăлхине те чикмест.
Юрать-ха, пăтăрмах нумая пымарĕ. Картишне тухрăмăр. Урам тепĕр енчи çурта вут хыпса илнĕ. Ăнлантăмăр: пирĕн кунта пĕр минут та тăхтаса тăма юрамасть, часрах шăвăнмалла. Ырă ял пулмарĕ ку пирĕншĕн. Ăçта машина хуçи?
— Варук! Варук! — чĕнетпĕр пĕри те тепри. Сас памасть.
— Ав карта çумĕнче выртать, — курчĕ ăна тахăшĕ. Чупса пытăмăр ун патне. Йынăшать хăй.
— Мĕн пулчĕ, Варук?
— Урана, урана! — тет хĕр аран-аран.
Аттине хывма тăтăмăр, кунчинчен юн сăрхăнать. Чĕркуççинчен аяларах амантнă Варукăн урине.
— Ы-ых, кам илсе тухрĕ-ши сана?! — йĕретпĕр Варука хĕрхенсе. Елис хăйĕн хĕрлĕ хĕреслĕ сумкинчен бинт, мамăк, йод кăларчĕ. Çыхрăмăр Варукăн суранне.
Хăвăртрах каймалла пирĕн кунтан. Варука мĕнле илсе çитерес? Машинипе нихăшĕ те çӳреме пĕлместпĕр. Елиспа иккĕн, алăран алла тытса, Варука çĕклерĕмĕр. Кунтан вăрман инçех мар, каçчен çавăнта çитсе ӳкесчĕ.
Утатпăр мекеçленсе. Пире хирĕç пĕр çамрăк йĕкĕт килет. Сывлăх сунчĕ вăл. Пире хĕрхенет, фашистсене ятлать, юнать аллине чăмăрласа.
— Пĕтерчĕç яла. Ку ман тăван ял, — тет вăл, ―Çунса каять ĕнтĕ, никам та пушарне сӳнтерекен çук.
Вăл партизансене шырать имĕш.
— Партизансем ăçтине пĕлместпĕр, — тетпĕр эпир.
— Чим, — чарчĕ пире татах йĕкĕт. — Паçăр эсир машинăпа килтĕр-çке. Халĕ мĕншĕн çуран? Капла аманнă çынна аякка илсе каяс пур-и?
Эпир хамăр хуйхă-суйхă çинчен каларăмăр çынна. Шеллет пире. Вăрçăччен вăл та шофер пулнă имĕш. Тăхтама хушать пире, машинăна ĕçлеттерсе пăхасшăн. Тем пекехчĕ, ĕçлет пулсан, Варука хăвăртрах илсе çнтермелле-çке. Вырăнта тухтăрсем пур.
Йĕкĕт машина патне кайрĕ, эпир ăна кĕтсе тăмарăмăр, малалла утрăмăр. Çапах та шанни харама каймарĕ, йĕкĕт машинăпа хăваласа çитрĕ пире, Командира, хирĕçлет пулин те, çĕнĕ шоферпа юнашар лартрăмăр, хамăр — çӳле. Кунта Варука меллĕрех, урине хуçлатмалла мар, тăсса пырать. Çемçе пулма ури айне япаласем хутăмăр.
Эпир шухăша ӳкрĕмĕр. Варук аманни чунтан кулянтарать. Макăратпăр вăрттăн. Ĕмĕрлĕхех уксах пулса юлсан, мĕн тери шел хĕре. Ăна аякри госпитале ярĕç акă.
Вырăна çитсен, врачсем сурана пăхрĕç те ырă хыпар каларĕç. Варук кунтах юсанма пултарать иккен. Суранĕ хăрушах мар.
26
Сасартăк Елис хĕвел пек çуталса çӳрекен пулчĕ. Аттине тасатса çеç тăрать. Гимнастерка çухи çумĕнчи шурă хăйăва кунне иккĕ те улăштарать, аллинчен тĕкĕр вĕçертмест, текех çӳçне якатать.
— Талюна, сан хура кăранташ тупăнмасть-и? — ыйтрĕ вăл пĕррехинче манран. — Куç харшине хуратса пăхасшăн. Килĕшет-ши? Унсăрăн хĕвел çисе шупкалатнă кăлкан пек çеç, аякран ним те курăнмасть.
Чăматанта темиçе тĕслĕ кăранташ пурччĕ ман. Килтенех илсе тухнăскерсем. Шырарăмăр. Тупăнчĕ ун телейне. Елис кăранташа çурмаран хуçрĕ, шĕвĕртрĕ. Айланчĕ вара пĕр авăк. Куçкĕскине пĕрре çывхартрĕ, тепре аякка тăсать. Унтан ман енне çавăрăнса тăчĕ те хаклама сĕнчĕ.
— Мĕнле пек?
Тинкерсе пăхкаларăм. Мĕнех, куç харшипе куç хăрпăкне хуратни килĕшет теме те юрать. Куçĕ пысăкланса çавракаланнă. Çапах та хĕр темшĕн кулăшлараххăн курăнать. Хăнăхманран-ши? Тĕрĕссипе каласан, Елиса эпĕ хăйĕн эрешлемен сăн-сăпачĕпе юратарах паратăп.
Çиелтен улшăнчĕ Елис. Ку çитмест. Вăл тата юрăçа тухрĕ. Кăнтăрла та, каçхине те чĕлхи çинче ун текех — юрă.
— Мĕне кура татти-сыпписĕр юрлан çав эсĕ, ейпух? Артиса тухас шут тытрăн-и? — вăлтать Варук.
— Эх, тантăшăм, юрă вăл — эмел, чуна сиплет.
— Чуну сусăрланман-ха сан, ―сăмахран юлмасть лешĕ.
— Ах, Варук, хăвах пĕлен, çамрăк хĕр чĕри çӳп-çӳхе кантăк, шăши хӳрипе тивертсен те ванать.
Эпĕ тункатах, сисместĕп кĕçĕн тантăш мĕнле сывлăшпа сывланине. Елис — шухă хĕр. Лара-тăра пĕлмест. Унтан темле мыскара та кĕтме пулать. Ĕçрен таврăнсан, выляса ахăлтатнă хыççăн, учебник тытса лараканччĕ вăл. Ку яхăнта вуланине асăрхамастăп. Çавăнпа та эпĕ ăна сăмахпа тĕртсе илме шутларăм:
— Учебниксене йăлтах шĕкĕлчесе тухрăн курăнать. Вуласа вăхăта ахаль ирттерме кирлĕ мар текех. Техникума ярт çеç утса кĕрсе каян ĕнтĕ эсĕ.
— Тĕрĕс, — çирĕплетрĕ Елис, пуçне каçăртса. Эпĕ ытарлă каланине юри сисмĕше хывать-ши? — Техникума кĕмелĕх пĕлӳ туптанă эпĕ. Анчах çип çинçе те çапах шĕвĕртмесĕр тиреймĕн. Вуламалла та-ха, пуç мими шĕвелнĕ. Винтисене те хытармалла, вара çĕнĕрен пухăнакан ăс-хакăл тытăнса тăрĕ.
Татах ик-виç кун иртрĕ. Канма ларнăччĕ те йăпăр-япăрах Булат панă журнала тытрăм. Кунта Алексей Толстой писателĕн «Вырăс кăмăлĕ» ятлă тĕлĕнмелле чаплă калавĕ пичетленнĕ. Каçса кайсах вулатăп. Пулать-мĕн çирĕп кăмăллă хĕр. Вăл, фронтран аманса таврăннă каччине палласа илеймен пулин те, чунĕпе сиссе илсе, кайран пулас хунямăшĕпе пĕрле ун патне чаçе каять. Шăп çак тĕле вуласа çитнĕ чух ман çума Елис пырса тĕршĕнчĕ. Кушак пек ачашланать, ыталать, чуптăвать. Манăн вулама пуçланă калава вуласах пĕтерес килет.
— Мĕн-ха? — тетĕп.
— Талюна, итле-ха, эсĕ медицина пĕлтерĕшне манран нумай ытларах ăнланан, — шухăшлăн калать Елис.
— Ытларах мар пулĕ те-ха, — сăпайланатăп эпĕ.
— Ан сăпăлан. Кала-ха, çак ман пит çинчи куктĕррине мĕнле те пулин питĕ хăвăрт хырса тăкма пулать-ши?
— Метаморфоза сĕр, — сĕнтĕм Елиса.
— Мĕн вăл?
— Крем.
— Ăçта тупас-ха ăна?
— Аптекăсенче сутаççĕ.
— Аптеки ăçта?
— Вăрçă пĕтиччен тăхтама тивет.
— Ай-уй! Хăçан вăл?! Ман халь таса питпе çӳрес килет.
— Ку таранччен çӳренине тӳс тепĕртак. Вăрçă хыççăн санпа чиперлетекен института кĕрĕпĕр те шап-шурă таса питпе тухăпăр. Тепĕр тесен сана, Елис, хуратут питĕ килĕшет.
— Килĕшмест, — питне алă тутрипе хупăрласа йĕрсе ячĕ хĕр. — Халĕ мана чăпар питпе çӳреме юрамасть.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...