Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
Шăпах çак самантра ман пуçăма харсăр шухăш пырса кĕчĕ. Пырса кĕчĕ те, пĕтĕмпех çавăрса илсе, пуç пулса тăчĕ: «Иринăпа иксĕмĕрĕн мăшăрланас пулать! Халех, паян-ыранах мăшăрланса, ЗАГСа кайса çырăнас, Иринăна арăм туни çинчен законлă хут илес... Тепĕр тесен, чахоткăпа чирлекен пурте вилмест, сывалаканни те пулать. Иринăн мĕншĕн вăхăтсăр вилсе çĕре кĕмелле? Миллионшар çын савăнса пурăнать пулсан, Иринăн кун-çулĕ мĕншĕн татăлмалла?»
Шутларăм та çапла, чĕре тĕпĕнче ăшă туйăнса кайрĕ. Мĕн каланă пулĕччĕ-ши Ирина çак шухăш пирки. Йывăра илмĕ-ши ăна?
— Ирина, — терĕм каллех, — эсĕ нимĕн текаламарăн-çке Лисукпа Вася мăшăрланни пирки. Савăнмастăн-и вара вĕсем телейлĕ пулнишĕн?
— Питĕ савăнатăп, Миша, — йăл-л! кулса ячĕ вăл. — Савăнатăп та çав, анчах...
— Мĕн «анчах», Ирина?
Вăл чĕнмерĕ. Пуçне чикрĕ те утиял хĕррине пӳрнисемпе турткалама пуçларĕ.
— Ирина, тусăм, — терĕм, янахĕнчен тытса, — айта эпир те Лисукпа Борисов пек мăшăрланар...
— Мĕн калаçатăн эсĕ, Миша? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Ирина. — Манăн тупăк çинчен шухăшламалла, эсĕ пур, мăшăрланасси çинчен калаçан... Сăнчăр тăхăнас килет-и-мĕн, вилес хĕрпе çырăнса? Мăшкăллас теместĕн пулĕ те манран?
— Ирина, — терĕм эпĕ ăна ыталаса, — чунăм, эпĕ чăннине калатăп. Итле, савнă тусăм, çуралнă çын кашниех вилет: пĕри паян, тепри — ыран, виççĕмĕшĕ — çирĕм çултан, çĕр çултан... Виличчен пурнăç çинчен шутлас пулать. Мĕн чухлĕ пурăнăпăр эпир пĕрле, ăна никам та пĕлмест. Анчах санпа виçĕ кун пурăнни те маншăн питĕ паха. Вăл пурнăç çинчен миçе çул хушши ĕмĕтленнĕ пулĕ эпĕ!..
Ирина каласа пĕтерме памарĕ. Вăл ерипен çĕкленчĕ те вăйсăр аллисемпе мана çатăрах ыталаса илчĕ, сасăпах йĕрсе ячĕ.
— Миша, тусăм, — терĕ вăл, ĕсĕклесе, — эпĕ шанатăп, ĕненетĕп, юрататăп сана... Кирек мĕн ту, эпĕ хирĕç мар....
Вăл хăйĕн пуçне манăн кăкăрăм çине хучĕ, икĕ аллипе мăйран ыталарĕ. Эпĕ унăн пуçне, çамкине çине-çинех чуптăва-тăва илтем, çепĕç сăмахсем каларăм, имшер кĕлеткине çупăрларăм пĕчĕк ачана йăпатнă пек, çурăмĕнчен лăпкарăм...
Мĕн чухлĕ лартăмăр-ши эпир çапла? Пĕлместеп. Пирĕншĕн вăхăт тени пачах çухалчĕ: вăхăт та, тавралăх та, чахотка чирĕ те — нимĕн те юлмарĕ халĕ... «Пăхăр, курăр, ăмсанăр: ку — Ирина, манăн пулас мăшăрăм, туятăн-и çавна, çутă тĕнче!» — тесе, хытă кăшкăрассăм килчĕ çав самантра...
13
Чалăш тăман çул шăлать, тенĕ ваттисем. Чăнах та, Канаш çулĕ маншăн чалăш тăманлă пулчĕ пулин те, çулăма пачах та шăлмарĕ вара...
— Эпĕ халех килетĕп, — терĕм Иринăна хăлхаран, сестра палатăна кĕрсе врач килесси çинчен пĕлтерсен. Кăларăм та çапла, Ирина çине вăрттăн пăхса илтĕм, «Ăнлантăм, — терĕ вăл куçĕпе кăна, — чипер кайса çӳре...»
Тухрăм та больницăран перрон тăрăх станцинелле утрăм. Çанталăк лайăхланнă. Çутă хĕвел тĕнче çине пĕр тĕлĕннĕ пек, пĕр кулнă пек пăхнăн туйăнать... Вокзал буфетне кĕтĕм, мĕн те пулин çырткалас пулĕ, тесе тăратăп. Унччен те пулмарĕ, манă такам ятран чĕннине илтех патăм. Сасă еннелле çаврăнтăм, такам мана кăчăк туртнине асăрхарăм. Куртăм та, çурăм тăрăх сӳлетсĕ кайнипе вырăнтан тапранмасăр тăтăм.
— Мĕскер пулнă сана, Миша? — терĕ Коля, сĕтел хушшинчен тухса. — Чăнах паллаймарăн-и мана?
Алă парас тесе, вăл сылтăм аллине тăсрĕ, эпĕ алă парассине кĕтнĕ пек, кулкаласа илчĕ. Малалла мĕн пулассине эпĕ хам та шутламан. Самантрах Ирина хăй çырăвĕнче çырса кăтартни тухса тăчĕ куç умне. Коля ăна-кăна чухласа иличчен питĕнчен пĕтĕм вăйпа çатлаттарса ятăм.
— Акă сана, анчăк çури, Иринăшăн!..
Каларăм та çакна, алăк патнелле вăркăнтăм. Алăкран тухас умĕн, мĕн тăвать-ха ку ача тесе, каялла çаврăнса пăхрăм. Хĕрелсе кайнă Коля, питне аллипе хупласа, паçăрхи вырăнтах тăрать.
— Улĕм пăрăнарах çӳре манран! — кăшкăрса хăвартăм юлашкинчен. Хĕрсе кайнăскер, хăвăрт утса, хула урамне тухрăм, симĕс киоск умĕнче чарăнса, сывлăш çавăрма шутларăм. Киоскра тутлă шыв сутаççĕ иккен... Пĕр стакан шыв илсе, ĕçме пуçланăччĕ кăна (шывĕ сивĕччĕ вара), каллех Коля пырса çитрĕ.
— Миша, мĕскер пулнă сана?
— Мĕнле Миша тата? — терĕм палламана персе. — Эпĕ сире пирвайхи хут куратăп, гражданин...
— Чипер калаç-ха, Миша, — терĕ Коля, аптăраса, — эсĕ ăсран кайман пулĕ-çке?..
— Халлĕхе! — терĕм эпĕ, çĕлĕке хывса. — Чипер юлăр!
Çапла каларăм та киоск умĕнчен пăрăнса кайрăм. Ик-виç утăм тусан, хытса кайнă Коля енне çаврăнтăм, çапла каласа хутăм:
— Сирĕн ялти, пирĕн ялти вилес карчăк пурăнать-и? — Салам калăр эппин çавна!..
Коля текех хыçран пымарĕ, киоск майрине ман çинчен пулмалла, хăлаçлана-хăлаçланах, темскер каласа тăрса юлчĕ...
«Тĕрĕс турăм-ши эпĕ капла? Айванла пулмарĕ-ши?» — ыйтрăм хамран хам, вĕсем курăнми пулсан.
Утнăçемĕн тата ыйтусем сиксе тухма пуçларĕç, тĕпсĕр çӳпçерен тăкăннă пекех пулчĕç вĕсем: «Мĕн каланă пулĕччĕ-ши Ирина, çак мыскарана курас пулсан? Кирлĕ-ши ăна Кольăпа тĕл пулни çинчен пĕлтерме? Ăçтан килсе лекнĕ-ха Коля Канаш станцине? Мĕнле шуйттан илсе килнĕ-ха ăна çакăнта? Мускавра вĕренет терĕç мар-и-ха ăна?..»
Эпĕ утăм шайне ӳстертĕм, ЗАГСа кĕмелли çинчен аса илтĕм. «Иринăпа çырăнмалла вĕт пирĕн паян...»
ЗАГС çуртне эпĕ часах тупрăм. Хуллен кăна алăкран шаккарăм. Сас-хура илтĕнмерĕ. Тата тепре, ку хутĕнче хытăрах шаккарăм, «Кĕрĕр», тенĕ пек илтĕнчĕ шалтан.
Пӳлĕме кĕтĕм. Чӳрече патĕнче, тĕвелте, юнашар сĕтелсем хушшинче, икĕ çын ларать: пĕри арçын, тепри хĕрарăм.
— Сире чăрмантарма юратчĕ-ши? — ыйтрăм арçын сĕтелĕ патне пырса.
— Чăрмантарса пăхăр, — терĕ вăл, куçлăх çийĕпе ман çине пăхса.
— Мăшăрланни çинчен çыртарма килнĕччĕ те, — терĕм эпĕ. — Мĕн кирлĕ пулать-ши çавна йĕркелеме?
— Пулас мăшăру ăçта? — ответлес вырăнне хăй ыйту пачĕ хайхискер.
— Унсăр çырăнма пулмасть-ши? — терĕм эпĕ.
Этем шарламарĕ. Куçлăхне йăпăрт илсе сĕтел çине пăрахрĕ те ура çине тăма пуçларĕ. Эпĕ, пĕр утăм чакман пулсан, çĕкленнĕççмĕн кукша пуçĕпе вăл ман сăмсана лапчăтса пăрахатчĕ пуль... Ура çине тăчĕ те хайхискер, куçлăхне кукăртарах сăмси çине лартса ячĕ. Вăл мана вăрăм хăмла шалчине аса илтерчĕ.
— Çамрăк тусăм, — терĕ вăл, тăрăхланă пек пулса, — эсир кампа мăшăрланас тетĕр вара? Çак пикепе мар пулĕ-çке, — сĕлтсе кăтартрĕ вăл, пĕрле ларакан хĕрĕхрен иртнĕ хĕрарăм çине.
— Каçăрăр, хисеплĕ юлташăм, — терĕм эпĕ, сассăма нимĕн чухлĕ те хăпартмасăр, — ку пикене чăрмантарма хăймастăп эпĕ. Манăн мăшăрланмалли пике хамăн пур...
— Кĕленче керменте-и вăл халь?
— Çук, — терĕм эпĕ, унăн латтине ларма хăтланса, — керменте мар çав, чугун çул больницинче выртать.
— Чипер калаçăр, — терĕ хайхи «шалча». — Мĕн туса выртать вăл унта?
— Больницăна сывалма выртаççĕ пуль, — терĕм эпĕ. — Вăл питĕ йывăр выртать — унăн чахотка!
Çакна каларăм та ЗАГСра ларакансем çине — малтан пĕрине, унтан теприне — куçран пăхса илтĕм.
— Эсир кунта мăшкăллама килтĕр-и? — сассине чылаях хăпартса каларĕ арçын.
— Çук, çук, — хыпаланса ӳкрĕм эпĕ, — тĕрĕссине калатăп. Пирĕн çав пикепе, тем пулсан та, паян, ыран мар, паян мăшăрланни çинчен хут тутармалла...
— Вăл хут мĕн тума кирлĕ сире?
— Мĕнле каламалла-ши? — терĕм эпĕ, — мăшăрланни çинчен пĕлтерекен хута мĕншĕн параççĕ-ши ăна?..
Çакна илтсен, хайхи арçын сĕтел çинчи папкине шалт! хупрĕ те сунтăха персе чикрĕ.
— Ăпатланма каятăп, Нонна Григорьевна, — пĕлтерчĕ вăл юлташне.
— Çырăнасси пирки мĕнле? — каллех ыйтрăм эпĕ. — Сирĕн пата эпĕ шӳтлеме килмен вĕт!
— Пикене илсе килсен калаçăпăр, — терĕ те вăл алăк патне пырса тумланчĕ.
Эпĕ шалтах аптăрарăм. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ ку бюрократпа? Ăна мĕнле ӳкĕте кĕртес?
Арçынĕ тухса кайсан, хĕрарăмĕпе калаçса пăхма шутларăм, анчах ку шухăш кăлăхах пулчĕ. Асли вĕсен арçынĕ иккен... Вăл хушмасан, хĕрарăмĕ нимĕн тума та пултараймасть. «Ак тамаша! Ăçтан сиксе тухрĕ-ха ман тĕллĕме ку «хăмла шалчи»?
Вăхăта ахаль ирттерес мар тесе хĕрарăмпа сывпулашрăм та тухса кайрăм. «Кам пултăрать-ха çăк ĕçрĕ пулăшма? — шутларăм, урама тухсан, — кама кайса йăлăнас?»
Апла-капла шутласан райисполкома кайса пăхас терĕм. Хашкаса çитрĕм хайхи райисполкома. Председатель çук иккен, парти райкомне кайнă терĕç. Эпĕ унта тухса чупрăм та Етрухин юлташа лăпах тĕл пултăм. ЗАГСра тарăхнине ăна пĕр пытармаçăр калăса патăм. Кампа çырăнас тенине пĕлсен, вăл шалтах тĕлĕнсе кайрĕ.
— Пĕлетĕп Ирина Петровнăна, — терĕ вăл. — Çав териех йывăр выртать-и?
— Питĕ йывăр.
— Эсĕ хăçан килтĕн?
— Ĕнер çĕрле çитрĕм, — терĕм эпĕ, — талăк та çитеймен-ха.
Райисполкома кайрăмăр. Кабинета кĕрсен, Етрухин юлташ исполком секретарьне чĕнтерчĕ те мана мĕнлерех пулăшу кирли çинчен пĕлтерчĕ. «Эсĕ Александров юлташпа ЗАГСа кай, — терĕ вăл, — мăшăрланни çинчен хут çыртарăр та, больницăна кайса, Ирина Петровнăна парăр. Райисполком ячĕпе салам кала унта, кучченеç çинчен те манас мар...»
Хавасланса тухрăм Етрухин юлташ патĕнчен, васканипе тав тума та ĕлкĕреймерĕм пулас.
— Ясаловпа Доброва салам кала çитсен, — илтĕнчĕ алăкран тухнă чухне.
ЗАГСа каялла пынă тĕле хайхи арçынпа хĕрарăмĕ иккĕшĕ те вырăнтах лараççĕ. Райисполком секретарьне курсан, вĕсем пĕтĕмпех улшăнчĕç. Кускалаççĕ кăна, пуринчен ытла хайхи «хăмла шалчи» текенни ниçта кайса кĕме пĕлмен пек хыпаланать. Куç умĕнчех улшăнчĕç çынсем!
Вунă минут хушшинче Иринăпа мăшăрланни çинчен тивĕçлĕ хут тусă пачĕç те. Вăл хута райисполком секретарĕ, регистраци кĕнеки ăшне хурса, хăйпе пĕрле илчĕ. Лешсем ним те шарламарĕç...
— Хăш больницăна каймалла? — ыйтрĕ Бойцов юлташ.
— Чугун çул больницине, — терем эпĕ.
Эпир урама тухрăмăр. Çул майĕпе вокзала кĕрсе çырткаларăмăр, эпĕ шампайски эрехне илтĕм, — мăшăрланнă ятпа пĕрер курка ĕçни чармасть-çке-ха...
Больницăна пырса кĕнĕ тĕлĕ пиллĕк çине кайнă. Коридорта ĕнерхи мар, урăх сестра ларать.
— Эсир Ирина Петровнăн мăшăрĕ мар-и? — ыйтрĕ вăл.
— Самăй çавă! — терĕм эпĕ. — Ăçтан пĕлетĕр вара?
— Иван Иванч систерчĕ. Ирина Петровна сире тахçанах кĕтет, апатне те тутанса пăхмарĕ... халат тăхăнăр, эппин.
Эпир шап-шур халатсем тăхăнтăмăр та палатăна кĕтĕмĕр.
— Ириночка, юратнă мăшăрăм, — терĕм эпĕ, ăна çамкинчен чуптуса, — кĕтсе супрăн пулĕ-çке паян?
Ирина, ырă кăмăлне палăртса, куланçи пулма хăтланса пахрĕ, анчах кулли тухмарĕ унăн. Вăл пăлханма пуçларĕ.
— Хисеплĕ Ирина Петровна, — терĕ исполком секретарĕ Бойцов юлташ, — ирĕк парсамăрччĕ пĕр-ик сăмах калама...
Минтер çине таянса ларакан Ирина утиял айĕнчеи аллине кăларчĕ те ман аллăма ярса илчĕ.
— Миша, — терĕ вăл, куçран пăхса, — мĕне пĕлтерет ку япала?
— Ку япала, Ириночка, — терĕм эпĕ, — иксĕмĕр мăшăрланнине пĕлтерет. Сывалса çитсен туйне тăвăпăр.. Эпĕ сансăрах ЗАГСа çитсе килтĕм. Акă, райисполком секретарĕ Бойцов юлташ пулăшрĕ пире...
— Кĕскен каласан, — терĕ Бойнов юлташ, — мăшăрланнă ятпа сире, Ирина Петровна, чун-чĕререн саламлатпăр. Йышăнсамăр ЗАГСран панă çакă хутпа пирĕн кучченеçе...
Тумбочка çине вăл илемлĕ торт кăларса лартрĕ.
Ирина малтан ман çине, унтан Бойцов çине пăхса илчĕ, ик аллипе питне хупларĕ те ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Ăна лăплантарас тесе, эпĕ Иринăна алла илтĕм, пĕчĕк ача пек алăра çĕклесе çӳрерĕм. Вăл лăпланма пуçласан, вырăн çине пырса лартрăм, хам юнашар лартăм.
— Ăнлантăн-и халĕ мĕн пулнине?
— Ăнлантăм, — терĕ те именӳллĕн кулса илчĕ.
— Чăрмантарас мар ĕнтĕ, — терĕ Бойцов юлташ. — Чипер юлăр-ха, миххипех телей сунатăп...
— Тавтапуç! — терĕ те Ирина, сапăнса кайрĕ, каçса кайсах усĕрме пуçларĕ...
14
Виçĕ талăк иртрĕ Канашра. Иринăран уйрăлса кайма питĕ йывăр пулчĕ. Вăхăт иртни пачах сисĕнмерĕ. Тĕлĕнмелли çук: ĕмĕтленнĕ ĕмĕт тинех çитрĕ — Ирина манăн арăм пулса тăчĕ. «Ах, чирлес мар пулсан! Мĕнле майпа сыватас-ха ăна? Манран килес пулсан, эпĕ халь тесен халь уншăн чунăма кăларса пама хатĕр, сывалтăрччĕ çеç апăрша...»
Канашра эпĕ яланах Иринăпа пĕрле пултăм, Хресчен çуртне çывăрма та сĕм-çĕрле кăна каяттăм. Çутăлнă-çутăлманах тăраттăм, каллех Ирина патне васкаттăм. Вăл чăнах та манăн мăшăрăм-çке ĕнтĕ, юратнă мăшăрăм пулса тăчĕ! Малашне эпир (вăл больницăран тухсан) çутă куна та пĕрле кунлăпăр, тĕттĕм çĕре те пĕрлех çĕрлĕпĕр.
Иринăпа Канашра пирвайхи каçа ирттернине эпĕ виличчен те манассăм çук! Епле ăшран кăларăн-ха ăна?.. Каç пулчĕ. Палатăра эпир Иринăпа иккĕнех. Тумбочка çинчи абажуртан пӳлĕме кăвакрах сăн çапать. Палатăра ăшă, шăп, таса...
Ирина минтер çине таянса ларать. Пит хытă ӳсĕрнĕ хыççăн вăл пăртак лăпланчĕ. Эпĕ шутларăм: «Çырăннă ячĕпе хĕрлĕ эрех тутанса пăхнишĕн çылăх пулмĕччĕ пулĕ те... Ириннне хăйне те хĕрлĕ эрех астивсе пăхни сиен кӳрес çук. Вăл çеç те мар, хĕрлĕ эрех унăн кăмăлне уçса яма пултарать. Чахоткăпа асапланакан çынна тунсăх кăмсакĕ питĕ сиенлĕ пулни такама та паллă. Эрнеччĕ те, эрнекун мар-çке паян! Больницăра мĕнле пит-куçпа эрех ĕçсе ларăн-ха!..»
— Миша, — терĕ Ирина, — ман питĕме сĕртĕнсе, — лар-ха юнашар, çывăхарах...
Эпĕ ăна тутинчен чуптуса илтĕм, пепкене ачашланă пек ачашларăм, унăн хура куçĕнчен тинкертĕм...
— Кала-ха, Миша, — терĕ Ирина, мăйран çакăнса, — вилес хĕре качча илсе инкек тупас шухăш хăçан пырса кĕнĕ сан пуçна?
Эпĕ куланçи пултăм, Иринăна кăкар çумне чăмăртарăм.
— Ах, Ирина, Ирина, — каллех чуптурăм ăна тутинчен, — эпĕ санпа мăшăрланасси çинчен тăхăр çул хушши емĕтленсе пурăннă... Пĕлместĕн-и вара çавна?..
— Урăх ан чупту, мана тутаран. — кăмăлсăрланнă пек пулчĕ Ирина. Каларĕ те çапла, аллине вĕçертрĕ, каллех минтер çине таянчĕ, — Чахотка çинчен пĕр минулăха та манма юрамасть... Хăвна шелле ĕнтĕ пăртак та пулсан...
— Эпĕ хăрамастăп сан чирӳнтен, тусăм, — терĕм Ирина умне тăрса, — Маншăн вăл пĕрре те хăрушă мар, сунас вырăнне те хумастăп ăна.
— Мĕнле апла? — терĕ Ирина, — эсĕ юри калатăн...
— Юри мар, Ирина, — терĕм эиĕ, — чахоткăна хирĕç манăн хăватлă талисман пур.
— Мĕнле талисман? — хыпăнса ӳкрĕ вăл. — Эсĕ тĕшмĕше ĕненместĕн пулĕ-çке?
— Тĕшмĕшрен турă хăтартăр, — кулкаласа каларăм элĕ. — Манăн талисман тĕшмĕш таврашне çывăха тамасть.
— Мĕн-ши вăл апла?
— Юрату! — терĕм Иринăна хăлхаран. — Ăнлантăн-и?
Вăл ман çине именчĕклен пăхса илчĕ, шухăша кайнă, пек пулса, татах минтер çине таянчĕ, куçне хупрĕ те лăпланнă пек пулчĕ.
Сестра палатăна кĕнипе пирĕн юмах-сăмах татăлчĕ.
— Çывăрать-и Ирина Петровна? — ыйтрĕ вăл.
— Çывăрмастчĕ-ха.
— Иван Иванч килчĕ те, çавăн çинчен пĕлтерес терĕм. Вăл кашни минутрах кунта кĕме пултарать.
— Тавтапуç, Лена, — пуçа сĕлтсе илтĕм. — Манăн тухса каймалла-и кунтан?
— Хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр пуль...
Эпĕ Ирина çине пăхса илтĕм. Унăн куçĕ мана, хăвар пире врачпа иксĕмĕре, тесе каланă пек туйăнчĕ. Коридорта эпĕ лăпах Иван Иванча тĕл пултăм.
— Ну-с, çамрăк тусăм, — лăскаса илчĕ вăл çурăмран — сире чун-чĕререн саламлатăп...
Вăл ман аллăма хытă чăмăртарĕ.
— Тавтапуç! — терĕм эпĕ, мĕншĕн саламланине чухлаймасăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...