Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ


— Эсир, — терĕ вăл, — инçех ан кайăр-ха, манăн сирĕнпе калаçса пăхас килет...

— Юрĕ, — терĕм эпĕ.

Уçă сывлăша тухсан, каллех тĕрлĕ шухăшсем çавăрса илчĕç. «Тĕрĕс урăм-ши Иринăпа çырăнса? Усă пулĕ-ши унтан Ирина сывлăхне? Тен, ЗАГСа кайса çӳрени мăшăрланни çинчен хут тутарни ман çăмăлттайлăха кăна палăртать? Мĕн тумалла-ха манăй Иринăнă çалса хăварма? Камран ыйтас, кампа канашлас?..»

Çур сехет пек çӳресен, эпĕ каллех больницăна таврăнтăм. Коридорта сестра пĕчченех ларать. Эпĕ таврăнассине кĕтсе пулĕ, алăкне те питермен хăй.

Иван Иванч каланине асра тытса, эпĕ унăн кабинечĕ патне пытăм, алăкран шаккарăм.

— Кĕрĕр, — илтĕнчĕ шалтан.

Иван Иванч сĕтел умĕнче, алăк патнелле çурăмпа ларать. Те хыçалтан пăхнипе, унăн анлă хулпуççийĕсем тата сарлакарах курăнаççĕ...

«Вăт этем-тĕк этем, — шутларăм, ун çурăмне пăхса. — Сывлăхĕ питĕ çирĕп пулмалла... Миçе çула çитнĕ-ши вăл?»

Эпĕ кĕрсен, вăл пукан çинчен тăмасăрах каялла çаврăнчĕ, шурă калпакне хывса çӳлĕк пекки çине хучĕ.

— Ларăр, Михаил Александрович, — кăтартрĕ юнашар пукана.

Эпĕ тав турăм та, вăл кăтартнă пукана кĕлт сиктерсе, ун çумне лартăм. Сасартăк эпĕ виç-тăватă çул каяарах ялти больницăра выртнине аса илтĕм. Унти врач та питĕ интереслĕ этемччĕ: «Мишель» тесе чĕнетчĕ мана. Эпĕ Çтаппан хутне кĕрсе нимĕн хăрамасăр халăх хушшине çĕмĕрсе кĕнинчен питĕ тĕлĕнчĕ вара. «Ку врач тата мĕнлескер-ши», шутларăм Иван Иванч çине пăхса.

— Ирхине йĕркеллĕ калаçма пулмарĕ, — пуçларĕ хайхискер куçран тӳрех пăхса. — Халĕ пире никам та чăрмантармасть, иксĕмĕр арçынла калаçма пултаратпăр...

— Питĕ аван, — хушрăм эпĕ.

— Çамрăк тусăм, — терĕ вăл, сассине кăштах хăпартнă пек туса, — паян эсир мана шалтах тĕлĕнтертĕр...

— Мĕнпе-ши, доктор?

— Пĕлмĕш пулать тата, — терĕ овăл, куçне хĕссе. — Ватă тилĕрен те чеерех пуласшăн-и-мĕн эсир?

— Каçарăр та, — терĕм эпĕ, — анчах сире ăнлансах çитеймерĕм-ха...

— Пулĕ те, — килĕшнĕ пек пулчĕ вăл, — тепĕр чухне çын мар, эпĕ хама хам та ăнланса çитейместĕп. Ĕненме пултаратăр-и çавна?

— Тепле каламалла, — иккĕленсе лартăм эпĕ.

— Çапла, çамрăк тусăм, — терĕ вăл, каланăçемен хавхаланса. —Шалтах тĕлĕнтертĕр паян... Кама? Мана, ватă скептике!

Эпĕ ун çинĕ тинкерсе, вăл мĕн калассине кĕтсе шарламасăр лартăм.

— Тавтапуç сире, — терĕ вăл, тăрса, — законлă мăшăрпа чунтав саламлатăп. Ирина Петровнăна та çăплах калăр, питĕ савăннă Иван Иванч эсир мăшăрланнишĕн, тейĕр...

Эпĕ, ура çине тарса, унăн аллине чăмăртарăм.

— Миша, — терĕ вăл, каллех пукан çине ларса, — ăнланма тăрăшăр-ха мана. Эпĕ — окептик. Этем натурине лайăх пĕлетĕп тесе шутлаттăм. Мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме питĕ йывăр пулнă мана... Анчах паян, — ĕненмелле мар япала, — эсир мана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтертĕр!..

— Мĕнпе, доктор?

— Вилĕм шăтăкĕ умĕнче тăракан пикене качча илнипе. Ăнлантăр-и ĕнтĕ? Иринăн пурнăçĕ мĕн чухлĕ юлнине пĕлетĕр-и эсир?

— Ăçтан пĕлен ăна?

— Çавă çав — терĕ вăл. — Чахотка, виççĕмĕш стади. Икĕ ӳпкинче те каверна (çĕрсе пулнă шăтăксем, эппин), ăнлантăр-и çавна?

Эпĕ нимĕн те чĕнмерĕм.

— Халлĕхе Иринăна вилĕмрен упраса хăвартăмăр пулас, — терĕ вăл. — Хĕле кĕнипе çанталăк та йĕркеленчĕ, анчах хĕл хыççăн çур килет-çке, тусăм. Çавă мана халех хăратать. Çурхи шыв шавласа иртнипе пĕрле Ирина хăй те çĕр айне кĕрсе выртма пултарать...

Эпĕ ассăн сывласа илтĕм, Иван Иванча куçран чар-р! пăхрăм.

— Сире эпĕ пачах хăратмăттăм, тусăм, — терĕ Иван Иванч, — врачсем ялан калакан йăпатмăш сăмахсем каланă пулăттăм, апла тума пултараймастăп паян. Нимĕн шутласа, иккĕленсе тăмасăр çавăн пек утăм тунăшăн ăпĕ сирĕн умăрта ватă пуçăма тайма хатĕр... Хисеплетĕп сирĕн пек этеме!

Тĕлĕнсе кайнипе, эпĕ хускалмасăр лартăм.

— Каçарăр, — терĕ Иван Иванч, кăштах лăплансан, — эсир Иринăна нумайранпа пĕлетĕр-и?

— Тăхăр çул.

— Вăл чирлине хăçан пĕлтĕр?

— Нумай пулмасть, Иринăран çыру илсен.

— Халĕ миçере эсир?

— Çирĕм пĕрре тултартăм.

Вăл урăх шарламарĕ. Сĕтел çине чавсаланчĕ те пĕр хускалмасăр ларчĕ. «Çывăрса каймарĕ-ши ку?» тесе те пăхрăм аптраса.

— Манран мĕнле пулăшу кирлĕ? — ыйтрĕ вăл кĕтмен çĕртен.

— Пулăшасси-мĕнни, Иринăпа пĕрле ытларах пулма ирĕк пани çеç кирлĕ...

Вăл сестрана чĕнсе илчĕ те Ирина палатинчи пушă вырăна илсе тухма хушрĕ, мана çĕрле вунпĕр сехетчен ларма ирĕк пани çинчен пĕлтерчĕ.

— Тавтапуç сире, хисеплĕ Иван Иванч, — терĕм те тухса кайрăм.

— Ирина тусăм, — йăпатасшăн пултăм алăкран кĕрсенех, — эсĕ мана çухатрăн пуль?

— Акă, — терĕ вăл аллинчи апельсинне çавăркаласа, — эсĕ çук чухне апельсин çисе лартăм.

— Тути пур пек-и?

— Питĕ тутлă, — терĕ вăл, илемлĕн кулса. Хăй çавăнтах анасласа илчĕ.

— Çывăрма выртатăн пуль, Ирина, — аса илтертĕм ăна ачашласа.

— Выртас пулать, — килĕшрĕ вăл, — ĕшентĕм эпĕ паян.

— Тăр-ха, Ирина, сан вырăна пăртак тӳрлетем.

Эпĕ ăна тăма пулăшрăм, пушă койка çине лартрăм. Вырăнне турлетнĕ чухнĕ вăл ман çине сăнавлăн пăхса ларчĕ. Юсаса пĕтерсен, эпĕ ăна çĕклесе хăйĕн вырăнĕ çине вырттартăм.

— Çывăрах ĕнтĕ, тусăм.

— Эсĕ мĕнле? — ыйтрĕ вăл.

— Эпĕ пăртак ларатăп сан çумăнта.

Çутă сӳнтерсе, Ирина çумне пырса лартăм. Вăл ман аллăма тытса ачашларĕ, пичĕпе сĕртĕнкелерĕ...

— Миша, — терĕ вăл, — эпир чăнах мăшăрлантăмăр-и?

— Чăнах, Ирина, чăйах... Халĕ эпир пĕр хупăри йĕкĕреш мăйăр пек пулса татăмăр...

Ирина лăпланчĕ, унăн сывлăшĕ тикĕсленчĕ. Эпĕ çаплах пĕр хускалмасăр ун çинчен шухăшласа лартăм. Сасартăк Ирина хускалса илчĕ.

— Халĕ те ларатăн-и, Миша? — терĕ вăл.

— Ларатăп-ха.

— Ытала мана, — пăшăлтатрĕ Ирина, — хытăрах чăмăрта...

— Мĕн пулчĕ, Ирина?

— Хăратăп эпĕ, Миша, салху мана кичĕм. Хура пĕркенчĕк хупласа тăрать... Эсĕ туятăн-и çавна?

— Хăй çутас мар-и?

— Кирлĕ мар, — терĕ вăл, — ан хускал, ытала мана... Эпĕ ăна ыталаса чуптурăм. Ирина хаш туса сывлама пуçларĕ, майĕпе каллех лăпланчĕ. Ман чĕрене вĕри çапса илчĕ, чунăм сӳлетсе кайрĕ...

Ирина çывăрса кайсан, эпĕ ăна çамкинчен чуптурăм, Хресчен çуртне тухса утрăм.

 

15

Райкомол бюровĕн ларăвĕ кăятăрла иртсен икĕ сехетре пуçланчĕ. Кун йĕркинче ыйту нумай, лару вара ултă сехетченех пычĕ. Кĕркунне ултă сехетре тĕттĕмленет ĕнтĕ, ăна пурте пĕлеççĕ. Çавăнпа та эпĕ Вася Гаврикова çывăрмă хамăр пата чĕнтĕм.

— Çук, Миша, — терĕ вăл, — пыраймастăп халĕ.

— Мĕншĕн?

— Маюк кĕтет.

— Ăçта вăл?

— Кунтах пулмалла, киле тухса каймарĕ пулсан.

— Чим-ха, — аса илтĕм эпĕ, — хĕрлĕ туй пирки мĕнле татăлтăр çак эсир?

— Çук, ача, — пуçне сулчĕ вăл, — пулмасть пулĕ хĕрлĕ туйсем ирттерме...

— Мĕн пулчĕ тата?

— Маюк килĕшмест. «Муля намăс кăтартнă хыççăн хĕрлĕ туй туса аташма ухмаха ермен-çке эпĕ», тет.

— Çаплах калать-и?

— Тĕрĕс те калать пулĕ вăл, пĕр шутласан...

— Пулма пултарать, — терĕм эпĕ, турех Иринăна аса илсе. «Мĕнле пурăнкалать-ши савнă мăшăрăм?..»

— Миша, — терĕ Гавриков, кăшт тăхтасан, — эсĕ Канаша мĕн ĕçпе кайса килтĕн çак?

Эпĕ ăна Канаша мĕн тума кайнине кĕскен пĕлтертĕм. Итленĕ хушăра вăл мана куçран пăхса ларчĕ...

Паянхи ларура эпир Гаврикова партне кĕме рекомендаци панăччĕ.

Шăл çав вăхăтра Маюк пырса кĕнине эпĕ сăмах хушма ĕлкĕреймерĕм.

— Акă Маюк та çитрĕ сăмах çинех.

— Çитрĕм-ха, — терĕ те вăл, питĕ чипер кулса илчĕ.

— Киле каятпăр-и? — ыйтрĕ Вася.

— Каяс пулать, пушантăн пулсан...

— Каçа хирĕç сире кам хăвалать? — ӳкĕтлесе каларăм эпĕ, — çывăрăр пирĕн патăрта, ирхине ирех, йытă тăричченех вăратса ярăп...

— Çук, Миша, — Маюк çине пăхса каларĕ Вася, — пирĕн каясах пулать...

— Кирек мĕн тăвăр, эппин, хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр пуль...

— Эпир сехет те утас çук, — сăпайлăн хушса хучĕ Маюк, — туххăмрах çитетпĕр.

Сĕтел çинчен хутсене пуçтарса питĕрсе хутам та, ушкăнпа урама тухрăмăр.

— Ăсатса ярас-и сире?

— Кăмăлу пулсан, ăсат.

Эпĕ вĕсене уй хапхинчен кăларса ятăм. Уйрăлас умĕн Гавриков темĕн шухăшласа илнĕ пек пулчĕ, алă парса, çапла каларĕ:

— Калаçмаллисем пурччĕ те санпала, паян пӳлмарĕ ĕнтĕ.

— Юлăр, терĕм-çке сире.

— Тепĕр чухне юриех килĕпĕр. Халлĕхе чипер юл, юлташсене салам кала.

— Чипер кайăр.

Таврăннă чухне, тӳрĕ тухас тесе, Ольăсен тăкăрлăкĕпе иртрĕм. Ольăсен каски çинче çынсем пур иккен. «Сивĕрен те хăрамаççĕ кусем!» — шутларăм ăшăмра. Вĕсен тĕлне çитсен, мана ятран чĕнсе чарчĕç.

— Батя, ăçта васкатăн вара? — ку Трошка пулчĕ ĕнтĕ.

— Киле каятăп, — терĕм эпĕ. — Гавриковпа Маюка ăсатрăм та...

— Килсе лар-ха йăпăртлăха.

— Сивĕ пулĕ ларсан.

— Лар-ха, лар, — пусахласах каларĕ вăл, — самантрах шăнса пăрланмастăн ĕнтĕ.

Эпĕ вĕсем патне пытăм, Трошкăпа юнашар Оля ларнине асăрхарăм.

— Сыва-и, хĕрĕм? — алă патăм Ольăна.

— Чиперех-ха, — терĕ вăл. — Хăвăр мĕнле тата?

— Çӳрекелетĕп-ха майĕпе.

Çакăнпа пирĕн сăмах-юмах татăлчĕ. «Мĕне кура чĕнсе илчĕ-ха ку Трошка, — шухăшларăм, Ольăпа юнашар ларса — Иккĕн ларсан, виççĕмĕш ытлашши пулаканччĕ-çке?»

— Кала-ха, батя, — сасартăк ыйтрĕ Трошка, — этем тени тĕнчере мĕншĕн пурăнать?

Эпĕ нимĕнле мар пулса кайрăм. «Мĕн кирлĕ-ха ку Трошкăна, — шухăшларăм ăшăмра, — ăçтан туртса кăларчĕ-ха вăл кун пек ыйтăва?» Аптăранă енне хам пĕрре Трошка çине, тепре Оля çине пăха-пăха илтĕм. Пуçăма çапла шухăш пырса кĕчĕ: «Хăй кĕвĕçсе кӳлĕшнипе, Оля умĕнче намăслантарас шутпа ыйтмарĕ-ши Трошка çапла?»

— Мĕншĕн чĕнместĕн, батя, — татах çулăхрĕ Трошка. — Эсĕ ху, сăмахран, мĕншĕн пурăнатăн çĕр çинче?

— Паллах, — терĕм эпĕ, — коммунизм тăвассишĕн пурăнатăп...

— Чим-ха, — пӳлчĕ вăл, — ăна пурте пĕлеççĕ — татăклăрах калама пултаратăн-и?

— Çуралнă çыннăн пурăнмаллах ĕнтĕ, — терĕм эпĕ, юлташа чĕрре кĕме сăлтав парас мар тесе. — Эсĕ мĕнле шутлатăн, Оля? — ыйтрăм ăна та калаçăва хутшăнтарас шутпа.

— Нихăçан та шутламан кун çинчен, — терĕ вăл. — Мĕншĕн пурăнать пулĕ этем? Çуралнă та, пурăнмалла ĕнтĕ унăн... Çакăнса вилмелле-и-ха тата?

— Чимĕр-ха, чимĕр, — тӳсеймерĕ Трошка, — эсир мана ăнланаймарăр-и е юриех ыйтăва пăтраштарса ярасшăн-и? Эпĕ сире философиллĕ ыйту патăм-çке...

— Туйăннă филолог — терĕ те Оля, ахăлтатсах кулса ячĕ.

— Каçар та, юлташăм, — терĕм эпĕ, — философи тĕлĕшĕпе пачах хатĕрленмен. Тӳррипе каласан, нимĕн те ăнланмастăп темелле. Ку ыйтăва, ман шутпа, нумай вĕреннĕ, аслă шкул пĕтернĕ çынсене памалла пулĕ. Учительсем хушшинче пулма тивĕç ун пеккисем...

— Юрĕ, эппин, — кăмăлсăрланчĕ Трошка, — тепĕр чухне калаçăпăр кун пирки.

— Тупнă калаçу! — терĕ Оля. — Ыратман пуçа çĕмĕрни çеç вăл!..

Эпир пĕр хушă чĕнмесĕр лартăмăр. Трошкăн кăмăлĕ хуçăлчĕ пулас, мана хама та аван мар пек пулчĕ.

— Михаил Александрович, — терĕ Оля кĕтмен çĕртен, — эсир авланнă теççĕ, тĕрĕсех-и вăл?

— Тĕрĕс, Оля, питĕ тĕрĕс, — терĕм эпĕ. — Кам каларĕ вара?

— Уй куçлă, вăрман хăлхаллă... Ялта тем те илтĕн!..

— Эсĕ чăнах калатăн-и, батя? — ыйтрĕ Трошка.

— Чăнах, — çирĕплетсе каларăм эпĕ, — мĕн тĕлĕнмелли пур-ха кунта?

— Туйне те турăр пулĕ апла? — тĕпчерĕ Оля.

— Туйне туман-ха, малтан вуникĕ кăшăллă пичке сăра тумалла...

— Мăшăру ăçта, эппин?

— Канашра.

— Мĕн ĕçлет унта, мĕншĕн илсе килместĕр?

— Больницăра выртать...

— Больницăра? — тĕлĕнсе кайрĕ Оля, — сывă хĕр тупаймарăр-и вара?

— Тупаймарăм пулас çав...

— Тĕлĕнтертĕн паян, батя, — терĕ Трошка хуллен. — Кун пеккине пачах кĕтменччĕ санран...

— Мĕншĕн? — интереслентĕм эпĕ. — Авланнă пулсан, мĕнех вара?

Трошкăпа Оля нимĕн те шарламарĕç...

— Шăнтăм эпĕ, — хускалса илчĕ Оля, — киле кĕрес пуль.

— Манăн та каймалла, — ура çине тăтăм эпĕ.

— Саланăпăр, эппин, — килĕшрĕ Трошка.

— Ырă тĕлĕк курмалла пултăр, Оля, — терĕм те пикене, вĕсенчен уйрăлтăм. «Тен? вăрттăн калаçу пур вĕсен?» — шутларăм ăшăмра.

Виç-тăватă утăм тусан, Ольăсен калинкки шăнкăрт! тунине илтрĕм те çаврăнса пăхрăм. Оля кĕрсе кайнă иккен.

— Тăхта-ха, ăçта васкатăн? — терĕ те Трошка мана хуса çитрĕ. Эпир юнашар утрăмăр. Трошка — туллатнă хура кĕрĕкпе, шурă кăçатăпа, пуçĕнче — хура çĕлĕк. Эпĕ пур — халĕ те сăран тужуркăпах, урара та сăран атă. «Мĕншĕн пальто тăхăнмарăм-ши?»

Эпир шарламасăр пытăмăр. Ялта лăпкă, ниçта та сас-хура илтĕнмест, ура айĕнчи типĕ юр кăчăртатни кăна таçта çитиех каять...

— Кĕрсе ларăпăр-и ман патăма? — ыйтрĕ Трошка, площаде тухсан.

— Мĕн тума?

— Ахалех, — тере вăл, — ăшăнмалăх чей ĕçĕпĕр, хитре пластинкăсем ярса парăп...

— Санăн патефон пур-и-мĕн?

— Пур, — терĕ вăл.

— Айта, эппин, кĕрсе тухар, — килĕшрĕм эпĕ. Çав хушăрах пуçăма çакăн пек шухăш пырса кечĕ: «Эсĕ манпа чей ĕçесшĕн чĕнместĕн, пулĕ те-ха, патефон итлеме те мар пулĕ, темĕн çинчен калаçмалли пур манпала...»

Эпир Трошка патне кĕтĕмĕр.

— Хывăн, — терĕ вăл, — килти пек пул!

Элĕ хывăнтăм, вырнаçса лартăм. Пӳлĕме пăхса çаврăнтăм. Хваттерте малтанхи пекех — улшăнусем палăрмаççĕ, юлташĕ каллех çук пулас.

Трошка сĕтел çине хатĕрленĕ вахăтра эпĕ Оля сăн-ӳкерчĕкне пăхма пуçларăм.

— Питĕ интереслĕ япала, мĕнле тума пĕлнĕ эсĕ?..

— Унăн историйĕ пур, — терĕ Трошка. — Тăхта-ха, ăкă, патефон ярăпăр та калаçăпăр вара...

Вăл икĕ стакан чей тултарчĕ, сĕтел çине йĕркелерĕ, патефон кăларчĕ, чылайччен пластинка шырарĕ. Патефон калама пуçласанах аса илтĕм: ку кĕвĕ — эпĕ пăрахут çинче пуçласа илтнĕ, ман ăсăм-пуçăма пĕтĕмпех çавăрттарса янă кĕвĕ...

— Огинский полонезĕ? — ыйтрăм Трошкăран.

— Çавă, — терĕ вăл. — Эсĕ пĕлетĕн-и вара? .

— Пĕлсех пĕлместĕп çав, — тӳррипе каларăм эпĕ. — Ĕмĕрте пĕрремĕш хут пăрахут çинче илтнĕччĕ, çав кĕвĕ манăн кăмăлăма пĕтĕмпех çавăрса илнипе ăна ниепле те манаймастăн...

— Пулма пултарать, — килĕшрĕ Трошка. — Итле, батя, — терĕ вăл. — Оля портретне тунă чухне шăпах Огинский полонезĕ хавхалантарчĕ те мана.

— Чăнах-и?

— Чăнах, Оля портретне ӳкернĕ вăхăтра эпĕ лăпах Огинский полонезне сĕрме купăспа калама вĕренме пуçланăччĕ.

— Сĕрме купăспа та аппаланатăн-и? Эпĕ сана художник çеç тесе.

— Питĕ вырăнлă каларăн, — кулса илчĕ Трошка, — темпе те аппаланатăп çав, часах сăвă çырма пуçлатăп пулмалла... Тепĕр чухне хамран хам шикленетĕп вара...

Эпĕ куланçи пултăм та шухăша кайрăм...

— Малалла калас-и? — ыйтрĕ вăл.

— Кала, кала, — терĕм эпĕ.

— Пытармасăр каласан, — терĕ вăл, пластинкине çавăрса, — ун чухне. эпĕ Ольăна самаях килĕштернĕ.... Çавăнпа та портрет ӳкерттерме пыратăп тенĕскере хытă пăлханса кĕтрĕм... Оля килчĕ, эпĕ нимĕн тума та пĕлместĕп. Пĕр енчен, хăлхара Огинский полонезĕ янăрать, тепĕр енчен, умра Оля куçĕ йăлкăшать... Ăçтан тӳсетĕн-ха çавăн пек тиенчĕке?..

Çак тĕлте манăн Трошкăран «Халĕ Ольăна юратма пăрахрăн-и вара?» тесе ыйтассăм кйлчĕ, анчах темшĕн ыйтмарăм. Мĕнле калас, тепĕр чухне çынран тӳрех ыйтни вырăнсăр пулма пултарать. Кунта эпĕ «лаши пулсан, йĕвенĕ пулĕ» тенĕ пек, тинкеререх пăхсан, ответне хăйех тупăп, тесе йăпантăм. Тĕлĕнмелле: эпĕ тĕрĕсех шутланă-иккен!..

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14