Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Халех! — терĕ вăл, мана асăрхасан, — пулăшу парăпăр ăна...
Фельдшер çине тилмĕрсе пăхрăм, ун хыççăн васкарăм.
— Михал Васильч, — йăлăнтăм эпĕ, — тархасшăн çăлăр Иринăна.
— Мĕн кирлине пурне те тăвăпăр, çамрăк тусăм, — терĕ вăл, васкарах утма пуçларĕ. Пусма патне çитсен, вăл мана асăрхаттарса каларĕ:
— Эсир ан кĕрĕр, тăрăр тулта!.. Эпĕ алăк патĕнче сывламасăр тăтăм. Сас-хура илтĕнменнише пусма çинчен антăм та чӳрече патне пытăм. Хам вут çинчи пек тăратăп. Мĕн чухлĕ тăтăм-ши, чӳрече умĕнче — пĕлместĕп. Ирина лăпланчĕ пулмалла: ӳсĕрни те, йынăшни те илтĕнмерĕ... Энĕ каллех пусма патне çаврăнса пытăм. Палатăран фельдшер тухрĕ, сестра унтах юлчĕ пулас...
— Ирина мĕнле?. — ыйтрăм эпĕ. — Тархасшăн калăр тĕрĕссине...
— Халлĕхе лăпланчĕ, — терĕ вăл, — анчах нумайлă-ха-ши?
— Ăна питĕ йывăр-и-мĕн?
— Кăна хавăрах куртăр пулĕ ĕнтĕ.
— Кăмăс ĕçме илсе кайма пулать-ши ăна? Фельдшер пуçне сулларĕ:
— Çук, — терĕ вăл, — халĕ кăмăс тă пулăшаймĕ... Маларах шутламалла пулнă ун пирки. Эпĕ ассăн сывласа илтĕм.
— Эсир ăçта чарăнтăр? — ыйтрĕ фельдшер. — Чуварлей салинче хваттер йышăнмарăр-и?
— Çук-ха.
— Апла пулсан, кайса килĕр халь. Эпĕ сире лайăх хваттер кăтартса ярам...
Эпĕ шутларăм: «Ирина патне халĕ кĕртес çук, вăхăта ахаль ирттериччен, чăнах та, кайса хваттер йышăнас мар-и? Эпĕ таврăннă тĕле, тен, Иринăна та çăмăлтарах пулĕ... Шутларăм та çапла, Чуварлее кайма тухрăм. Сали санаторирен инçе мар: пĕр-икĕ анапӳ пур-и, çук-и — çакăн пек çеç. Çитрĕм те хайхи фельдшер каласа янă киле, хваттер ямă ыйтрăм. Хуçисем чăнах та ытлăшши калаçса тăмасăрах мана хваттере яма килĕшрĕç.
— Мĕн чухлĕ пурăнатăр? — ыйтрĕç вĕсем.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ, — пĕр-икĕ эрнерен кая пурăнас çук ĕнтĕ...
Мĕн тума кайрăм-ши хваттер йышăнма? Мана вăл пачах кирлĕ пулман! Икĕ эрне мар икĕ кун та пурăнаймарăм унта... Эпĕ таврăниччен Ирина вилсе кайнă...
Чуварлей салинчен тухсан, шухăша путнăскер, эпĕ малтанах васкамарăм. Хыр вăрманĕпе йăпанса, Ирина çинчен шухăшласа, хуллен кăна каялла утрăм. Санатори уçланкине кĕрсен, лаштака хыр кутĕнче çынсем пухăнса ларнине, вĕсем шахматла вылянине асăрхарăм та çавăнта пырса тăтăм. Çав вăхăтрах унта Архип Михалч пырса çитнине асăрхарăм.
— Салам, Архип Михалч! — терĕм, алă парса.
— Александров мар-и ку, — терĕ вăл тĕлĕнсе, — шахматла вылянине курас терĕн-и?
— Шахмат шухăшĕ мар-ха манăн, — терĕм эпĕ. — Эсир çитни нумай пулать-и?
— Пĕр çур сехет пур пулĕ, мĕншĕн ыйтатăн вара?
— Кирлĕ. Ирина Петровнăна куртăр-и?
— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн пирĕн ял хĕрне?
— Вăл манăн мăшăрăм пулать.
— Чăнах-и? — тĕлĕнсе кайрĕ Архип Михалч.
— Мĕншĕн суяс-ха?
— Нимĕн тума та май килмерĕ, — терĕ вăл хурлăхлă сасăпа, — тин çеç вилсе кайрĕ вăл, сивĕнсе те çитмерĕ пулĕ-ха...
— Мĕн?! Мĕн калаçатăр, Архип Михăлч?! Эпĕ нумай та пулмасть Ирина патĕнчен тухрăм-çке, ӳслĕкĕ иртсе кайнă хыççăн вăл лăпланчĕ-çке...
— Вилсен пурте лăпланатпăр, — терĕ вăл. — Мĕн тăвас тетĕн, ӳпки пĕтĕмпех çĕрсе кайнă вĕт унăн...
Ирина вилсе кайнине эпĕ тинех ăнлантăм. Вара хăрушла кăшкăрса ятăм та Ирина выртакан павильон патнелле чупрăм.
— Александров юлташ, тăхта, ăçта чупан? — илтĕнчĕ Архип Михалч сасси.
— Ăçта вăл эсремет медикĕ? Ăçта? — кăшкăртăм чупнă çĕрте. — Мĕншĕн улталарĕ вăл мана?
Эпĕ чупса кĕнĕ вăхăтра Ирина патĕнче такамсем апналанатчĕç пулас, анчах эпĕ никама та курмарăм, нимĕн те илтмерĕм.
— Ирина, чунăм, мĕскер турĕç санпала? — тесе кăшкăртăм та ун койки çине тĕшĕрĕлсе антăм, ăна ыталаса илтĕм те пĕчĕк ача пек йĕрсе ятăм... Ман тĕттĕм хупласа илчĕ.
* * *
Вăшăл кăна вăшăл çилсем килет: ши-ши-ши! шăхăрать, çеçенхирте ахăрать, сĕм вăрманта туллашать, мĕскĕн чуна хăратать...
Вăшăл кăна вăшăл çилсем килет: сарă тулла савса хумхантарать, вăрăм çӳçе лăскать — пăтраштарать, шухăш хыççăн шухăш вăркăнтарать...
Вăшăл кăна вăшăл çилсем килет: ырă çыннăн чун-чĕрине çĕклентерет, пит-куçа çупăрлать, ӳт-пĕве кăтăклать, юн тымар таппине ӳстерет, вăйлатать...
Мĕн каласшăн, мĕн систересшĕн вăшăл-вăшăл харсăр çил? Кам пĕлет, кам чухлать унăн чĕлхине? Пат татса калама кам пултарать, эппин? Эсĕ те пĕлместен пулĕ, тусăм, эпĕ те пĕлместĕп, пелме çук-çке çавна, хăямат... Ах, пĕлме çук!
Ăна-кăна пĕлмесен те, этем тени çакна аван чухлама тивĕç: вĕресе тăракан çамрăклăх кирек камшăн та ĕмĕрте пĕрре çеç, çитменни çине çуллахи каç çек питĕ кĕске килет... Апла пулсан, тусăм, хаклă туçăм, чун-чĕре санăн ĕмĕр-ĕмĕр çамрăк пултăр, вăшăл çил пек хăрсăр пултăр, чăн тӳпе пек тăрă пултăр, çут хĕвел пек çутă пултăр!
Чунтан юратни — чĕрене ăшăтать, пурнăçа илемлетет...
* * *
«Юратнă аннеçĕм, аппа, йысна!
Сире вăхăтра ответ парайманшăн тархасласа каçару ыйтатăп. Тайма пуçа хĕç витмест, тенĕ-çке ваттисем.Пĕлсемĕр, тăвансем, сăлтавне, мĕншĕн вăхăтра ответ çырманнине: çак çулта эпĕ авлантăм çеç мар, арăма çухатса, тăлăха тăрса юлма та ĕлкĕртĕм. Çĕр çинче çук халĕ савнă Ирина, вăл çăва çинче, сивĕ тăпра айĕнче выртать, унăн сăнарĕ кăна яланах асăмран тухма пĕлмест...
Каçар, аннеçĕм, каçарăр эсир те, аппа, йысна, çире нимĕн пĕлтермесĕр пурнăçра çавăн пек утăм тума хăйнăшăн... Урăхла тума пултарайман эпĕ, тархасшăн ăнланăр мана, тăвансем...
Анне Иринăна пĕлме тивĕç: вăл Вăрманпуçĕнчи Хурчка Петĕрĕн хĕрĕ. Мăнъялта, высшенечальнăй шкулта эпир Ирйнăпа пĕрле вĕренме пуçланăччĕ. Çавăнтанпах эпĕ унăн сăнарне чĕрере усрарăм. Кайран, эпĕ Шупашкарти педтехннкума кĕрсен, вăл Хусанти педтехникума кайса кĕчĕ... Икĕ çул каярах унтан вĕренсе тухрĕ те Канаш хулинче ачасене вĕрентсе пуранчĕ. Вĕренсе тухна тĕле ăна чахотка çакланнă, çав чиртен вал сывалма пултараймарĕ, кăçалхи апрелĕн çирĕм çиччĕмешенче Чуварлей санаторийĕнче вилсе кайрĕ.
Малтан эпĕ вăл чирлине пачах пĕлмен. Хашпĕр чухне иккеленеттĕм те унăн сывлăхĕ пирки, анчах пĕлсех пĕлмен. Иртнĕ кĕркунне вăл ман патăма пысак çыру çырса ярсан тин эпĕ Ирина питĕ йывăр чирлине, вал Канаш больницинче выртнине пĕлтĕм. Эпĕ ун патне кайма васкарăм. Канаш больницинче Иринăна курсан, шалтах тĕлĕнсе кайрăм, вăл вилес патнех çитнĕ иккен. Шăпах çакăнта пуçăма авланас, Иринăпа мăшăрланас шухăш пырса кĕчĕ. Шутларăм: çапла тунипе унăн кăмăлĕ çĕкленĕ-и, сывлăхĕ лайăхланĕ-и, тен. Тата сиртен мĕн пытарас: эпĕ ăна тахçанах мăшăрланма ӳкĕтленĕччĕ, анчах вăл ун пирки шӳтлесе кăна ирттерсе яратчĕ. Халĕ чухлатăп: чирлĕ пирки вăл çапла тунă иккен...
Çапла, больницăра выртакан савнă хĕрпе çырăнтăмăр та арлă-арăмлă пулса тăтăмăр. Канашра эпĕ, паллах, Иринăпа нумай пурнаймарăм — ĕçрен пăрăнма çук çке-ха. Кайран, больницăран тухсан, ашшĕ ăна Вăрманпуçне илсĕ кайнă иккен. Çуркуннепе вăл каллех йывăр чирлесе ӳкнĕ, ăна Чуварлейри санаторие ăсатнă. Анчах санатори те ăна пулăшаймарĕ. Лăпах эпĕ унта пырса çитнĕ кун вăл вилсе кайрĕ... Ирина тупăкне вара Вăрмар станцийĕ урлă Вăрманпуçне илсе кайрăмăр. Акă мĕн пулса тухрĕ манăн пурнăçра!..
Иринăна пытарсан, манăн чĕремçĕм пуш хутаç пек пушанса юлчĕ. Куляннипе хама хам темĕн туса хурас патне çитрĕм, анчах вăхăтра алла илме пĕлтĕм. Шухăшларам-шухăшларăм та вара вăхăтлăха чăваш çĕршывĕнчен тухса каяс терĕм. Ăçта? — тейĕр эсир. Халлĕхе хам та пĕлместĕп-ха. Çĕршывăмăр анлă, нумай çĕрте çĕнĕрен пысăк заводсем тума тытăнмалла, теççĕ. Днепрогэс, кабиль завочĕ, Царицынри трактор завочĕ, Чулхулари автомобиль завочĕ. Сахал-и ун пеккисем? Ĕçлеме кăна ан ӳркен, çамрăк вăхăт килнĕ чухне. Индустриализаци саманине кĕтсе илтĕмĕр! Ленин вĕрентни çирĕппĕн пурнăçа кĕрсе пыни куç умĕнчех…
Тăван кĕтесрен уйралас тенине Иван Ильич та хирĕç пулмарĕ. Эпир унпа нумай халапларăмăр. Атте пекех хисеплетĕп те эпĕ ăна. Вăл пирĕи район та пăрти райкомĕн секретарĕ пулса ĕçлет. Çула кайма юлташсем те тупăнчĕç: харсăр та шанчăклă юлташсем — Вася Гавриковпа унăн мăшăрĕ — Маюк. Иккĕшĕ те питĕ ĕçчен çынсем... Усал калас çук вĕсем çинчен.
Çуралнă вырăнтан вăхăтлăха тухса каятăп пулсан та, Чăваш республикипе ĕмĕрлехе уйрăлатăп тесе шутламастăп-ха. Кам пĕлет, тен, пысăк стройкăна кайса ĕçĕ хăнăхни кайран, хамăр республикăна таврăнсан та усăллă пулма пултарать. Чăваш çĕршывĕнче те ӳлĕмрен пысăк заводсемпе фабрикăсем тума тытăнассине эпĕ çирĕп шанса тăратăп... Вăл шанăçăн çăлкуçĕ — Коммунистсен партийĕ çирĕппĕн ертсе пынинче!
Каллех калам: çуралнă кĕтесе, атте-аннене, тăвансене ăçтан манан? Ирина тата? Унăн вилтăприне куçран çухатма епле пултарăп-ха? Асатте-аттесен çăви çинче выртать вĕт вăл, Мăнъял çăви çинче! Манассăм çук эпĕ ăна, икĕ куçăм хупăниччен...
Халлĕхе çиттĕр пулĕ. Вырăна çитсе вырнаçсан, тĕплĕн çырса пĕлтерĕп. Сывă пулăр, пурне те пысăк салам.
Сирĕн Миша».
1957-1963 çç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...