Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ


— Капла тата лайăх, — килĕшнĕ пек пулчĕ вăл, — акă мĕн, батя, Ольăна иксĕмĕр мăшăрланнă ятпа сире хăнана чĕнетпĕр...

— Мĕ-ĕн?.. Эсир Ольăпа мăшăрланатăр-и? — сиксе тăтăм тĕлĕннипе.

— Аха, — терĕ Трошка.

Эпĕ ним калама аптăраса пĕрре пĕрин çине, тепре теприн çине пăха-пăха илтĕм. Мĕнле-ха капла? Адмпайра йытăпа кушак пек хирĕçнĕскерсемех халĕ пĕрлешеççĕ! Мĕн пулса иртмест пулĕ ку çут тĕнчере!

— Туй тăватăр-и-мĕн?

— Туй тесех калас мар та, çавнашкалрах пулса тухать пулас... Кăмăл тусамăр ĕнтĕ...

— Мана чĕнместĕр-и вара? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ Гриша.

— Мĕншĕн чĕнес мар, — куланçи пулчĕ Трошка, — эсир те пырăр, кăмăл пулсан…

— Чĕннĕшĕн тавах, — терĕм эпĕ, — халĕ хамăрăн çĕнĕ çынсем пур, вĕсене мĕнле пăрахса хăварас?

— Каçарăр апла пулсан, — терĕ те Трошка тухса кайрĕ.

— Вăт шăпăрлан! — тӳсеймерĕ Гавриков, — çакăн пек шăпăрлана урăх ăçта курнă эсир? Оли те пур... Çӳпçипе хупăлчиех ĕнтĕ.

 

19

Хĕл сиввисем иртсе пынăçемĕн Ирина çинчен ытларах та ытларах шухăшлама пуçларăм. Ялтан яла çӳренĕ чухне пăхаттăм та кукшаланма пуçланă сăрт-ту тӳписене, чĕре çурăлса тухас пек ыратма пуçлатчĕ. «Çуркунне çывхарать-çке, мĕнле пурăнать-ши Ирина?» — çуратчĕ шухăш пуçăма. «Сывлăхĕ мĕнле-ши халь? Мĕн тăвать-ши вăл эпĕ ялсем тăрăх çӳренĕ вăхăтра?..» Çырусем çыраттăмăр та-ха эпир пĕр-пĕрин патне, анчах мĕнех вăл хут, тăрăх калаçни? Вольницăран кăларсан, эпĕ ăна хăм пăта пыма чĕннĕччĕ. Килес пекех çырнăччĕ вăл пĕр çырура. Телеграмма илетĕп те Иринăран, теттĕм ăшăмра, çийĕнчех ун патне тухса каятăп... Кăлăхах пулчĕ апла шутлани!

Ирина ман патăма килмерĕ. Вăл больницăран тухнă тĕле Канаша лăпах унăн ашшĕ пырса çитнĕ иккен. Вăл вара хĕрне Вăрманпуçне илсе кайнă. «Мĕн тăвать-ши вăл халь килĕнче? Мĕншĕн пĕлме çук-ши, пĕреххутчен, инçетре пурăнакан чи çывăх çыннăн шухăш-кăмăлне, туйăм-суйăмне?»

Вăрманпуçĕнчен килнĕ малтанхи çыруне илсе вуласан, манăн чун-чĕрем лăштах пулнă пек туйăннăччĕ. Шел, вăл туйăм нумая пымарĕ. Тĕплĕрех, шухăшларах вуласа пăхрăм та Ирина çыруне, вăл юриех мана лăп-лантарас шутпа çырнă пек туйăнчĕ. Паян-ыран çĕре кĕрес пек пурăнать пулин те, хăй çавăх мана, сывă çынна, йăпатма хăтланать. Ах, апăрша чĕри! Мĕнле çав териех кăмăллă пулма пултарнă-ха вăл? «Кĕçех çăва тухатпăр, чунăм Миша, — тенĕччĕ Ирина çырăвĕнче, — эсĕ отпуск илĕн те, иксĕмĕр Пушкăрт енне кăмăс ĕçме кайăпăр. Сĕнтĕрвăрринче пăрахут çине ларăпăр. Шафраново станцине çитиех кĕрлеттерĕпĕр. Курăн вара манăн сывлăх епле çирĕпленнине! Сĕнтĕрвăррннчи кулач майрисем пек самăрăлса кайсан, мен тăвăн-ши мăшăрупала?..»

Ах, Ирина, Ирина, капла шӳтлени вырăнлă пулĕ-ши?

...Парти райкомĕн ларăвĕ пырать. Çуракине ирттересси çинчен калаçаççĕ. Çĕрĕç пайĕн пуçлăхĕ доклад тăвать, хăй, пĕчĕк çеç пулин те, капан пек сарлака.

— Вăрлăх çитет-и районта? — ыйтрĕ Иван Ильич.

— Чухăнсене шута илмесен, — терĕ докладчик, — районта пур йышши вăрлăх та çитет...

Иван Ильич тӳсеймерĕ, пуçларĕ хайхи докладчике пăсăрлантарма. Пуянсен вăрлăх çителĕклине кам пĕлмест? Чухăнсем пирки шухăшлас пулать...

Çак тĕлте «Коммунар Макар» алăка уçрĕ те мана кăчăк туртса тухма чĕнчĕ.

— Мĕн пулнă, мĕншĕн чĕнетĕн?

— Телеграмма килчĕ, — терĕ вăл.

Телеграммине илсен, эпĕ чи малтан камран килнине пăхса илтĕм, «Ирина» тенине асăрхасан, ал-ура тымарĕсем лăштарах пулчĕç... «Коммунар Макар» мана пукан çине лартрĕ, вара тин телеграммине вуласа тухрăм.

«Çакна Илсенех пĕр тăхтамăсăр ман патăма кил. Эпĕ Чуварлейри санаторире выртатăп. Ирина».

Мĕн пурĕ те вуникĕ сăмах кăна, анчах мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕсем!

Ирина ялта, Вăрманпуçĕнче тесе пурăннă вăхăтра, вăл Чуварлейри санаторие çитме елкĕрнĕ иккен. Мĕншĕн Ирина мана нимĕн пĕлтермесĕр санаторие кайма шутланă-ха? Сывлăхĕ япăхланнă пулĕ çав! Япăхланнă ĕнтĕ, çуркунне çитсе килнĕ май. Иван Иванч Канашрах: килес çуркунне халех шиклентерет, тесе асăрхаттарчĕ-çке!

Телеграммине пиншак кĕсйине чикрĕм те каллех кабинета кĕтĕм. Ларура çаплах калаçаççĕ, анчах мĕн çинчен калаçнине эпĕ ниепле те тавçăрса илейместĕп...

— Миша, мĕскер пулнă сана? — ыйтрĕ Иван Ильич перерывра.

Эпĕ ăна телеграммăна тыттартăм. Вăл вуласа тухрĕ, каялла тавăрса париччен аллинче çавăркаласа пăхрĕ темĕн шутларĕ пулмалла.

— Хăçан тухса каяс тетĕн? — ыйтрĕ вăл, телеграммине тавăрçа.

— Нимĕн те пĕлместĕп, — алла султăм эпĕ. — Хăвăртрах çитесчĕ кăна.

— Ытлашши ан пăшăрхан, — асăрхаттарчĕ вăл, — темле йывăр пулсан та, пуçа çухатма кирлĕ мар... Ăна пĕлмелĕх пур ĕнтĕ, текех ача мар...

Тепĕр кунах эпĕ Улатăра тухса кайрăм. Канаша çитсен, Улатăр поезчĕ киличчен, Ирина выртнă чугун çул больиицине кĕрсе тухрăм. Иван Иванча кураймарăм пулин те, Лена сестрапа нумайччен калаçрăмăр. Хĕлле Ирина чылай самайланнă пулать. Çыру тăрăх пĕлнĕ те-ха эпĕ çавна, Лена хăй куçĕпе хăй курнă-çке ун чухнехи Иринăна.

— Ирина Петровнăна эпир яланах асăнатпăр, — терĕ Лена юлашкинчен, — пысăк салам калăр ăна...

...Улатăр поезчĕ Мускав вăхăчĕпе каçхине вунпĕр сехетре хашлатса çитрĕ. Вăл Хусанпа Рузаевка хушшинче çӳрет. Пăхатăп та чашлатса тăракан, хĕм сирпĕтекен хура паровоз çине, вăл мана юмахри вĕреçĕлен пек туйăнать... Поезд çинче халăх йышлă мар: çывăракансем çӳлти вырăнсене йышăннă, ларакан-тăракан нумай мар. Эпĕ виççĕмĕш купери чӳрече патне пырса лартăм. Вагонăн ике пуçĕнче икĕ çурта кăна çунниде çутă сахал. Çур сехет пек иртсен, поезд тапранса кайрĕ. Канаш çутинчен хăйнăран пулас, тĕттĕмленчĕ. Поезд тапрансанах манăн чĕрем йăшкаса ырата пуçларĕ. «Мĕншĕн-ха апла? Эпĕ Ирина патне каятăп-çке, ыран ирхинех Иринăна кăкăр çумне чăмăртаса илĕп те, ăшă сăмахсем каласа йăпатăп. Савăнмалла чухне мĕншĕн пăшăрханса пыратăп-ха?..» Шутласа илтĕм те çапла тамбура тухрăм. Кунта пĕр çын пирус туртса тăрать.

— Улатăра миçе сехетре çитетпĕр? — ыйтрĕ вăл.

— Мускав вăхăчĕпе ултă сехетре, — терĕм эпĕ.

— Çутăлсан çитетпĕр, эппин, ку — аван, — терĕ те вагона кĕрсе кайрĕ.

Тамбурта эпĕ чылай тăтам. Шухăшсем, паллах, Чуварлейри çанаторире... «Кĕтет-ши вăл мана çак самантра?»

Йĕпреçе çитиччен тамбуртах тăтăм. Йĕпреçрен иртсен, хам вырăна кĕрсе лартăм. Пирĕн çул çаплах вăрманпа пырать. Вăрманĕ ытла та анлă-çке! Пирĕн район, кунти вырăнпа танлаштарсан, пушă хир кăна. Вăрман çуккипе те çырма-çатра çултан-çул ӳссе пырать пулĕ çав... Тухса пăх-ха юриех пирĕн таврари уй-хире. Çырма хыççăн çырма сарăлса выртать, пĕринчен пĕри тарăнрах! Сайра хутра çеç пĕччен хурама кашласа ларать е пĕчĕк-çеç ката палăрать...

Атрать станцине çитремĕр. Пирĕн поезд чарăнас-и, чарăнас мар-и тенĕ пек хуллен кăна пыраканскер, темиçе хутчен йывăррăн хашлатса илчĕ. Унтан, пĕтĕм вăрмана янратмалла, хытă кăшкăртса ячĕ те чарăнса тăчĕ. Хура вăрман станци çурчĕ хыçнех капланса килнĕ пек туйăнать. Хатĕрленес пулать — кунтан Улатăр инçе мар иккен... Сăр шывĕ урлă каçсан, Улатăр хули пуçланчĕ. Поезд савăйăçлăн вăшлаттарса пырать. Манăн чĕрем тата хытăрах йăшка пуçларĕ. Ăçтарах-ши вăл Чуварлей сали, хăвăртрах çитесчĕ-çке çитмелли çĕре!

Вокзалтан тухрăм кăна, лавçăсем сăрса илчĕç, кирек ăçта илсе кайма тă хатĕр вĕсем. Эпĕ пĕринпе калаçма тытăнсанах, ыттисем, куç хупса иличченех, таçта кайса çухалчĕç. Хăйсем пурте пролетка текен рессорлă тăрантас кӳлнĕ. Кун пек пролеткăсенĕ ун чухне пысак хуласенче çеç курма пулнă. Шупашкарта та курнăччĕ эпĕ çавăн пек пролетка 1921 — 1922 çулсенче, ун çинче облĕçтăвком председателĕ ларса çӳретчĕ. Халĕ мана хама та çавăн пек пролетка çине ларса кайма тӳр килчĕ. Эпир сехете яхăн анлă улăхпа карлаттарса кайрăмăр. Хĕвел тухнă ĕнтĕ, тăхлан пек йывăр пĕлĕтсем карса илнипе çанталăк тĕксĕм курăнать. Сулахайра ял палăрать, чылаях вăрăм пулмалла.

Вăрмана кĕтĕмĕр кăна, хыр-чăрăш хушшипе пысăк мар кăвак çуртсем курăнма пуçларĕç: пĕри — унта, тепри — кунта. Мĕнле йĕркепе лартса тухнă-ши рĕсене?

— Тпру! — чарчĕ лавçă лашине. — Çитрĕмĕр, çамрăк çыннăм, санаторие…

Йăпăр-япăр пролетка çинчен сиксе антăм та иртсе каякан шурă халатлă хĕрарăма чартăм. — Ирина Петровна ăçта выртать?

— Мĕнле Ирина Петровна?

— Сирĕн санаторире, — терĕм эпĕ, — Ирина Петровна Ястребова выртать, вăл мана телеграммăпа чĕнтерчĕ. Эпĕ унăн мăшăрĕ пулатăп. Манăн çавна тупас пулать.

Шурă халатлă хĕрарăм мана хăйпе пĕрле пыма хушрĕ. Нумаях та утмарăмăр, сукмак пеккипе пĕчĕк кăвак çурт патне пырса та çитрĕмĕр. Эпĕ, кĕç-вĕçех Иринăна курассипе савăнса кайнăскер, лутра пусма тăрăх хĕпĕртесех хăпартăм, хĕрарăм хыççăн хайхи çурта кĕтĕм. Чĕре хамăн ура тупанне аннă пек, халь тесен халь çурăлса кайма хатĕр...

— Михаил Васильевич, — терĕ хайхи хĕрарăм пирĕнтен инçе мар тăракан çынна, — çак юлташ Ирина Петровнăна ыйтать.

Каларĕ те çапла хĕрарăм тухса кайрĕ. Палламан çынпа эпир куçа-куçăн юлтăмăр. Вăл ман еннелле çаврăнчĕ те, куçлăхне хывса, мана тинкерсе пăхрĕ.

— Кам пулатăр эсир? — сасă пачĕ хайхискер.

— Ирbна Петровнăн мăшăрĕ.

— Мĕнле ĕнентерме пултаратăр?

Самантлăха эпĕ аптăраса тăтăм. Мĕнле ĕнентерес-ха ку старике? Сасартăк Ирина телеграмми çинчен аса илтĕм те, ăна кĕсъерен кăларса, старике тыттартăм.

— Мĕскер ку? — ыйтрĕ вăл.

— Ирина чĕнсе янă телеграмма.

— Телеграмма тетĕр, — кăмăлсăрланнине уççăнах палăртрĕ вăл. — Кам ярса панă сире телеграмма?

— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ. — Ун пирки телеграммăра нимĕн те каламан... Хăш палатăра-ши вăл? Ман ăна хăвăртрах курасчĕ-çке!

— Çамрăк çыннăм, — терĕ вăл — эсир кунта кану çуртĕнче мар, ӳпке чирне юсакан санаторире! Астăвăр çавна!

— Чухлатăп, — терĕм эпĕ, чунсăр старик вăхăта ахалех иртернипе тарăхса, — эсир кам пулатăр тата?

— Çак вăхăтра главнăй врач ĕçĕсене туса пыракăн медик... Ăнлантăр-и?

— Тавтапуç! — пуçа тайса каларăм эпĕ, — пĕтĕмпех ăнлантăм, медик юлташ. Апла пулсан Ирина ăçта выртнине кăтартса памăр-ши мана?

— Пăртак тăхтас пулать, — терĕ вăл, — ытла ир килсе çитнĕ эсир.

— Миçе сехетре курма пулать, эппин?

— Тăхăр сехет иртсен, — татса каларĕ вăл. Çавăнтах, кăшт шухашласа илнĕ пек пулчĕ те, ман çине пăхмасăр, хушса хучĕ:

— Иккĕмĕш павильонра вăл, кайса курăр, эппин...

 

20

Иккĕмĕш павильон пусми тăрăх хăпарнă чухне манăн чĕркуççисем чĕтреве ӳкрĕç. Пусма тăрăх хăпарса терраса çине кĕрсен, самантлăха эпĕ пачах Ирина çинчен мар, урăххи пирки шутласа илтĕм. «Мĕншĕн-ха тухтăр таврашĕсем, Канашра та, кунта та, пире Иринăпа пулма чăрмантараççĕ? Эпĕ хам айăплă-ши кунта: вĕсемпе мамăлтăкла калаçма пĕлместĕп-ши е этем инкекне хăнăхса çитнипе вĕсен чунĕçем хытса ларнă-ши?» Шухăшларăм та çапла алăкран пырса шаккарăм. Шалтан сасă илтĕнмерĕ. Алăкне уçрăм, тĕпелте выртакан Иринăна курнипе телĕнсе, сикмесĕр тăтăм. Ирина куçне хупнă: пуçĕнчи шурă тутри унăн питне тата ытларах шуратать. Хăрах алли кăкăрĕ çинче...

Нумай тăтăм-ши, сахал-ши пĕр вырăнта, ăна калама пĕлместĕп, манăн кăмăлăм Иринăна шелленипе патăртах хуçăлчĕ. Эпĕ ĕлĕкхи Иринăна аса илтĕм: епле илемлĕччĕ, епле чиперччĕ вăл сывă чухне!.. Халĕ вара, тинкеререх пăхмасан, ăна палласа та илес çук: çĕр сăнĕ çапнă тейĕн, вилĕм палли ӳкнĕ тейĕн пичĕ çине...

Элĕ Ирина умне пырса тăтăм та кăкăр çинчи шурă аллине тута патне илсе пытăм. Ирина вăранчĕ, мана палласа илчĕ.

— Мишенька, — терĕ вăл, — çитрĕн-и вара? Вăл çапла каласан, мана сасартăк чун кĕрсе пек пулчĕ: пӳлемре тĕпренех урăхлăнсă улшăннă пей, чир шăрши çапнă пĕчĕк палата ăшă та телейлĕ вырăн пек туйăнсă кайрĕ...

— Чунăм, Ириночка, эсех-и ку?

— Мĕншĕн апла ыйтатăн, Миша? — куçне чарса пăрахрĕ Ирина. — Эпĕ çав териех начарланнă-и вара?

— Уншăн мар, — лăплантарма хăтлантăм мăшăрăма, — эсĕ кунта килсе лекнинчен тĕлĕнетĕп. Мана пĕлтерме ниепле те май килмерĕ-и вара?

— Ун çинчен кайран, — терĕ Ирина, алăран тытма хăтланса. — Лар койка çине, мĕн ура çинче тăратăн...

Эпе лартăм, Иринăна ыталаса илтĕм, çутă çамкинчен хĕрӳллĕн чуптурăм.

— Çитĕ сана, Миша, — чаранçи пулчĕ Ирина.

Эпĕ самантлăха чарăнтăм, путса кайнă куçĕнчен тинкерсе пăхрăм. Ирина тата ытларах начарланнă пек пулчĕ. Сăмси анчах тăрса юлнă тейĕн: пичĕ туртăнса кайнă, тути-çăварĕ сӳннĕ кĕл пек кăвакарнă.

— Питĕ начарланнă пек-и? — шăппăн кăна, тилмĕрсе каланă пек ыйтрĕ Ирина, эпĕ сăнаса пăхнине асăрхасан.

— Ытлах мар та, начарланнă ĕнтĕ, — шелленине пытарма хăтлантăм эпĕ. — Халĕ, эпĕ килнĕ хыççăн, самайланма пуçлатăн ĕнтĕ... Çапла мар-и?

Ирина куланçи пулма хăтланчĕ, анчах кулли тухмарĕ, çепĕç тути пăрăнса илчĕ кăна...

— Тусăм! — пăшăлтатрĕ Ирина, — сана кĕтсе хăшкăлтăм-çке... Мĕншĕн маларах килмерĕн вара? Эсĕ килтĕн çеç, чĕре йăшкама пăрахрĕ... Тытса пăх-ха, вăл халь мĕнле тикĕс тапать...

Эпĕ аллăма унăн кăкăрĕ çине хутăм та итленçи пултăм.

— Мĕнле пек? — ыйтрĕ вăл, — аван тапать-и?

— Маншăн питĕ аван, тухтăрсемшĕн тепле-çке. Ирина, — ыйтрăм кăшт тăхтасан, — амбулаторире хуçаланакан старик фельдшер-и вăл?

— Фельдшер-çке, мĕншĕн ыйтатăн вара?

— Килĕшсех каймарĕ вăл мана. Сирĕн кунта врач çук-и-мĕн?

— Пур-çке, — терĕ вăл, — хамăр ялти Архип Михалч, хăй Улатăрта пурăнать, кунта эрнере виç хут çеç килсе каять.

Пĕр самант эпир чĕнмесĕр пĕр-пĕрне пăхса лартăмăр.

— Нумайлăха килтĕн-и? — ыйтрĕ Ирина.

— Отпуска килтĕм, — терĕм эпĕ. — Уйăх пĕрле пулăпăр...

Ирина чĕнмерĕ пулин те, эпĕ асăрхарăм: унăн хура куçе йăлкăшса илнĕ пек туйăнчĕ. Вăл ман çумарах пăчăртанчĕ, пичĕпе ман питĕме сĕртĕнчĕ, вăйсăр аллине ыталама хăтланчĕ... Эпĕ ăнлантăм: çак самантра вăл, мана курса савăннипе, иксĕлми ырă кăмăлне, таса юра-тăвĕн хăватне кăтартса парасшăн пулчĕ...

— Ирина, — терĕм пуçĕнчен çупăрласа, — врач мĕн калать сывлаху пярки?

— Татăклăн нимĕн те каламасть, — терĕ вăл. Каларĕ те темле айăплă çын пек куланçи пулчĕ, вырăн çине выртрĕ.

— Уçăлма тухкалатăн-н?

— Тухаймастăп çав, — хурлăхлăн каларĕ вăл. — Ура çине тăрсанах куç хуралса каять те, ниепле те утаймастăп вара...

Манăн чĕрем чул пек хытса ларчĕ, эпĕ нимĕн калама, нимĕн тума аптăрарăм. «Чăнах вилсе кайма пултарать-çке, апăрша, — шутларăм ăшăмра. — Мĕнле пулăшас ăна, мĕнпе çăлса хăварас?»

Те туйрĕ Ирина эпĕ йывăр шухăшланине, те туймарĕ, темĕн каласшăн пек пулчĕ — калаймарĕ, тăрса ларма хăтланчĕ — тăраймарĕ... Пулăшас тесе эпĕ ăна тытсан, вăл кĕххĕм-кĕххĕм туса илчĕ-те каçса кайса ӳсĕрме пуçларĕ. Унăн чирлĕ ӳпки тухса ӳкет пулĕ тесе эпĕ çав тери хăраса кайрăм...

— Сестра! — кăшкăртăм алăка уçса, — килĕр хăвăртрах!.. — Хам çаплах Ирина патĕнче кускаласа çӳрерĕм.

Пырса кĕнĕ сестра Иринăна сиплеме пуçларĕ, тумбочка çинчи эмеле ĕçтерчĕ. Ирина çăварĕнчен чĕп-чĕр юн палкаса тухрĕ...

— Тухăр хăвăртрах! — хушрĕ сестра, — ан чăрмантарăр кунта!

Тухиччен эпĕ Ирина çине пăхса илме ĕлкĕртĕм, чи малтан çамки çине тапса тухнă пăчăр-пăчăр тарне асăрхарăм... Терраса çине тухсан та Ирина çинчен куçăма илмерĕм. Сестра алăка шалт! тутарса хупрĕ. Пирĕн паталла васкаса фельдшер утнине курсан, пусма тăрăх хăвăрт анса, ăна хирĕç васкарăм.

■ Страницăсем: 1... 8 9 10 11 12 13 14