Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
Вăл кăтартнă çĕре пăхрăм та йăлтăр-йăлтăр кăвак çутăсем вĕлтлетнине асăрхарăм. Чĕремçĕм сиксе тухас пек хăвăрт тапма пуçларĕ. Ула кĕçре вара хăрт-харт туса илчĕ те ĕрĕхсе кайнă пек сиккипе яра пачĕ. Пирĕн лавçă, хăрах аллипе çуна пуçĕнчен ярса илнĕскер, тепĕр аллипе хĕрес хывса, турра кĕлтуса кăна пырать. Çав хушăрах хăй пирĕн çинелле çаврăнса пăха-пăха илет те: «Ах, пĕтрĕмĕр-çке, ачасем, пĕтрĕмĕр», — тесе ӳлеме тытăнать...
— Вася, — терĕм Гаврикова, — наганпа пеме пĕлетĕн-и?
— Пĕлмесĕр, эпĕ Хĕрлĕ Çарта пулнă пуль...
— Ме, — терĕм, наган тыттарса, — патрон урăх çук, барабантисем кăна...
Вася нагана илчĕ, чĕркуçленсе кашкăра тĕллерĕ те кĕрĕслеттерсе персе ячĕ. Тĕттĕм пулин те, асăрхарăм: пĕр кашкăрĕ пăлтăр-палтăр çаврăнса ӳкнĕ пек туйăнчĕ. Гавриков теприне тĕллесе пеме хатĕрленнĕ вăхăтра пирĕн çуна сасартăк сулнăка лекрĕ те, эпир пăкăлт! кăна юр çине тухса ӳкрĕмĕр,
— Вася! — кăшкăртăм эпĕ, — наганне çухатмарăн-и?
— Çухатман, — илтĕнчĕ Вася сасси, — урана хытă ыраттартăм-ха...
Эпир ура çине тăнă тĕле персе ӳкернĕ кашкăра чĕрри туртса çурма пуçланă та иккен...
— Тăванне çисе ямасăр ку кашкăр пире çулăхас çук, — терĕм эпĕ, — атя, малалла каяр.
— Çук, — хирĕçлерĕ Гавриков, — алăра наган пур чухне çак усала чĕрĕ хăварсан, этем пулмастăп вара...
Çапла каларĕ те вăл, тĕллемесĕрех тенĕ пек, тепĕр кашкăрне печĕ. Лешĕ те, пирвайхи пекех, пăлтăр-палтăр çаврăнса ӳкрĕ, урăх çĕкленмерĕ...
— Пултаратăн та-çке, — ырларăм Гайрикова, — эпĕ пулсан, тивертес те çукчĕ пуль...
— Хĕрлĕ Çарта снайпер пулнă, — терĕ вăл.
17
Шупашкартан таврăннă çĕре Иринăран çыру килнĕ. Чи малтан çавна уçса вуларăм. Ирина аван çырать. Хĕл сиввине кĕрсен хăйне лайăх туйма пуçлани çинчен пĕлтерет. Халĕ кашни кунах икшер хут урама тухса утса çӳреме ирĕк пачăç, тет. Чугун çул çине тухатăп та, анăçалла поезд иртсе кайсан, вăл курăнми пуличченех, тăтăшах сан çинчĕн шухăшласа тăратăп, тесе çырать. Эх, апăрша, апăрша!
«Малалла та сывлăхăм лайăхланса пырсан, — тет вăл, — больницăран кăлараççĕ пулĕ. Темĕн тумалла вара, çывăхри вăхăтрах кăлараççĕ пулсан, те хамăр яла каяс пулать, те сан пата пырсан лайăхрах? Çавна хам та пĕлместĕп. Сана та, ĕçлĕ çынна, чăрмантарас килмест те-ха, курассăм та килет-çке!.. Çакăн пирки хăвăн шухăшна пĕлтер».
Эсĕ Шупашкартан шăнкăравлани çинчен каларĕç мана, тенĕ Ирина. Вăл вăхăтра эпĕ шăпах уçăлса çӳреме тухнă пулнă: инçерех утрăм пулмалла, мана çитсе чĕнеймен вĕсем...
Савăнтăм Иринăн çак çыруне вуласан, чĕререн савăнтăм. Эппин, вăл майĕпе сывалса пырать. Шанчăка çухатма кирлĕ мар апла!
Çийĕнчех ответ çырма лартăм. Шупашкара кайса килни çинчен, çулта кашкăрсем тапăнни çинчен питĕ кулăшла çырса ятăм. Больницăран кăларасси çинчен вăхăтра пĕлтер, тесе асăрхаттартăм Иринăна. Эпĕ сана илме Канаша пыратăп, тесе çыртăм.
Çырса пĕтернĕ тĕле Терентий Васильев пырса кĕчĕ.
— Райкомра пултăн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Пулман, — терĕм эпĕ. — Каçалапа тин çитрĕмĕр те, шăнасса та хытă шăннăччĕ, тӳрех хваттере килес терĕм.
— Эппин, эпир райкомол бюровĕн ларăвне ирттерни çинчен пĕлместĕн-ха?
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ.
— Итле, апла пулсан, — терĕ вăл, çывăхарах ларса. — Авдеевпа Оля ĕçне пăхса тухрăмăр...
Манăн пит-куçăм пĕçерсе кайрĕ. Темшĕн иментĕм Терентий сăмахне илтсен...
— Мана кĕтме пулмарĕ-и-мĕн?
— Пулмарĕ çав, — терĕ вăл, — Иван Ильич çапла канаш пачĕ, эпĕ хам ертсе пытăм...
— Мĕн пирки айăпларĕç вĕсене?
— Авдеев комсомолецăн наган пурринĕ ăдмпăйĕ пĕлнĕ. Борис Ларионч вара Авдебва хăй патне чĕнтернĕ те тĕпчеме тытăннă. «Санăн наган пуррине пĕлетпĕр, эсĕ ăна ăçтан тупрăн, тӳррипе каласа пар», — тенĕ. «Манăй чăнах та наган пулнă, — тенĕ Авдеев, — халĕ çук». — «Ăçта хутăн?» — ыйтнă хайхинчен. «Хуçине тавăрса патăм», — тенĕ лешĕ. «Хуçи кам унăн?» — «Оля», — тенĕ лешĕ.
Çав кунах Борис Ларионч Ольăна чĕнтерсе ыйтнă. Лешĕ наган çинчен нимĕн те пĕлмен. «Ниепле наган та курман, Трошкăна та пама пултарайман», — тенĕ. Эппин Авдеев мĕншĕн сан çине ярать, тесе ыйтсан, Оля: «Кĕвĕçнипе пăтратать», — тесе каланă. «Мĕншĕн кĕвĕçет-ха вăл?» — тесен, Оля: «Хăйĕнчен сивĕннипе кӳлешет», — тенĕ.
Ольăсем патне милицисем кайса ухтарнă, анчах хĕç-пăшал тупман. Вара, Авдеевпа Оля иккĕшĕ те комсомолецсем пулнине шута илсе, бюро ларăвĕнче пăхса тухас терĕмĕр. Борис Ларионч хăй те пулчĕ унта, самантлăха Иван Ильич та кĕрсе тухрĕ. Вăл итлесе кăна тăчĕ, сӳтсе явас ĕçе пачах хутшăнмарĕ.
— Ларура мĕнле тыткаларĕç хăйсене? — ыйтмасăр тӳсеймерĕм эпĕ,
— Йĕркеллĕ мар, — терĕ Терентий. — Оля та, Авдеев та пĕтĕмпех тунчĕç. Оля каллех айăпне пĕтĕмпех Авдеев çине ячĕ, никама та наган таврашĕ паманни çинчен тупăшсах каларĕ. «Трошка мана кӳлешнипе элеклет», — тесе пат татсах ĕнентерчĕ.
— Вара решени йышăнтăр-и?
— Çук, эсĕ таврăнсан тепĕр хут пăхса тухмалла пулать, терĕç.
Тĕлĕнтĕм эпĕ Трошкăпа Оля хăйсене тыткаланинчен. Хам куçпа хам куртăм-çке-ха Трошка аллинчи нагана! Хăшĕ суять вĕсенчен? Трошка пирки Гавриков каланине аса илтĕм: «Пăтранчăк вăл, пăтранчăк пуç!» — терĕ вăл ун пирки. Чăнах та ку ыйтура та пăтратма хăтланмасть-и вăл? Мĕн тума кирлĕ Трошкăна наган? Оля паман пулсан, ăçтан тупнă вăл ăна? Чунĕсене уçса, ăшне-чиккине тавăрса пăхасчĕ пĕреххутчен.
— Юрĕ эппин, — терĕ Терентий, — çулта ĕшеннĕ хыççăн канас та килет пулĕ. Кайса килмеллисем пурччĕ-ха...
Терентий тухса кайсан, эпĕ нумай лармарăм, аспирин ĕçрĕм те, салтăнса, вырăн çине кĕрсе выртрăм. Чӳречерен ӳкекен уйăх çутине пăхса выртнипе çывăрса та кайнă иккен. Нумай çывăрнă-ши, сахал-ши — ăна-кăна пĕлеймерĕм — алăк умĕнче ура сасси илтĕннипе тата кайри пӳртре калаçнипе вăранса кайрăм. Хваттер хуçин сассине уççăнах уйăрса ялтĕм. Тепри кам-ши тата?..
Эпĕ лачкамах йĕп-йĕпе, кăкăр, çурăм çине те чĕп-чĕр тар тапса тухнă иккен. «Халех аялта кĕпене улăштармаллă», шутласа илтĕм эпĕ. Пӳлĕм алăкĕ уçăлчĕ те, хваттер хуçи кĕчĕ. Эпĕ ăна уттинчен палларăм.
— Çывăратăн-и, Миша? — ыйтрĕ вăл, вырăна хыпашласа.
— Халь çеç вăрантăм...
— Тăратăн пулĕ апла, ачам, сана кайри пӳртре чипер пике кĕтсе тăрать.
— Мĕнле пике?
— Кĕрсен куратăн акă, — терĕ вăл, — эпĕ хăй çутса ярам...
— Кинемей, — тилмĕртĕм эпĕ, — тархасшăн чăматанран шурă кĕпе кăларса парăр-ха. Лачкам тара ӳкрĕм те кĕпе улăштарас терĕм.
Кинемей пулĕмрен тухсан, эпĕ аялти кĕпене улăштарса тăхăнтăм та васкасах тумлантăм. Пиншак тăхăнма тăрсан пӳлĕм алăкне шаккарĕç.
— Кĕрĕр!
Пӳлĕме Оля кĕрсен, эиĕ шалтах тĕлĕнтĕм. «Мĕне пĕлтерет-ха ку япала?» — çиçсе илчĕ пуçăмра. «Каçне-çĕрне пăхмасăр, мĕн шыраса çӳрет-ха ку пике?»
— Оля?
— Эпĕ-ха, — терĕ вăл, илĕртуллĕн кулса. — Мĕншĕн тĕлĕнетĕр? Райкомол секретарĕ патне комсомолка кирек хăçан та кĕме пултарать пуль?..
— Ларăр, — кăтартрăм Ольăна пукан, — мĕншĕн хывăнмастăр тата?
— Хывăнса тăрас мар, — терĕ те вăл пукан çине пырса ларчĕ.
— Мĕн калас тенĕччĕ эсир?
— Миша, — ура çиие тăрса ман паталла çывхарчĕ Оля, — тӳрĕ калаçма юрать-и сирĕнпе?
— Юрать пулмасăр, тӳрĕ калаçмасан тата мĕнле калаçмалла?
— Апла пулсан, чарăр Трошкăна лĕпĕртетме, ман çинчен элек сарма!
— Мĕнле элек сарать вăл сирĕн çинчен?
— Пĕлместĕр пулĕ тата? Наган пирки ĕнтĕ, эпĕ ăна наган панă тесе суять вĕт вăл! Ăçтан тупам-ха эпĕ наган, Трошкăна мĕн тума панă пулăттăм ăна?
— Нимĕн калама та пĕлместĕп...
— Эсир те çав, — тарăхса каларĕ Оля, — сире хăй пăтне наганне кăтартма юри илсе кайнă-çке вăл! Октябрь уявĕ каçĕнче иксĕмĕр пĕрене çинче ларнине, сăнаса тăни çинчен хăй каласа пачĕ... Кĕвĕçнипе халĕ ман çинчен элек сарать. Мĕн тăвас ĕнтĕ манăн? Милицисем пирĕн патăрта ухтарнă хыççăн атте мана çисе яма хатĕр! Кама тилмĕрсе, кам çине таянас манăн йывăр вăхăтра, Миша, сан çине мар пулсан?
Эпĕ иккĕленсе лартăм: Оля каланинче тĕрĕсси те пур пек туйăнчĕ те, çавах ĕненсех каймарăм ăна. Тепĕр енчен, Оля йĕрсе ярасран шиклентĕм. Юратмастăп хĕрарăм куççульне...
— Оля, — терĕм вара, — лăплан, ан кулян. Трошка юриех калать пулсан хăйĕннех пăшăрханмалла пулĕ. Каçар мана, эпĕ паян çеç Шупашкартан таврăнтăм, пăртак шăнса пăсăлтăм пулмалла. Халĕ сана татăклăн нимĕн те калаймăп. Ыран райкомола пыр, унта калаçăпăр...
Оля ман çине кӳреннĕ пек пăхса илчĕ, ура çине çĕкленчĕ, çĕлĕкне тăхăнчĕ.
— Сывă пулăр, чăрмантарнăшăн каçарăр, — терĕ те, вăрт! çаврăнса, алăк патнелле кайрĕ.
— Тăхта, Оля, ăсатса ярам!
— Тавтапуç! — терĕ вăл, — кирлĕ мар. Трошкăна ăсатăр, вăл килес пулсан!..
18
Оля ман патăма пырса кайнă хыççăн икĕ кунтан пулас, Трошка Борис Ларионч патне кайса шалт тĕлĕнтернĕ. Пырса кĕнĕ те вăл начальник кабинетне, сетел çине шăкăрт! наган кăларса хунă.
— Мĕне пĕлтерет ку япала? — ыйтнă начальник.
— Хайхи нагана илсе килтĕм, — тенĕ лешĕ.
— Мĕнле нагана?
— Ольăна тавăрса патăм, тенине.
Борис Ларионч кăмăллă çын. Тепри пулсан, Трошкăна ятласа илнĕ пулĕччĕ, ятламасан, сиввĕн пăхса та пулин çилли-пăшшине палăртнă пулĕччĕ. Борис Ларионч пачах апла туман: вăл йăл-л! кулса янă, сĕтел çинчи нагана алла илнĕ. Барабанне çавăркаланă, патрон пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ, юлăшкинчен нагана пӳрне вĕççĕн тытса силленĕ те Трошкăна çапла каланă:
— Наганĕ чиперех те... номерĕ лармасть...
— Мĕнле лармасть? — сиксе тăнă Трошка, — манăн урăх наган пулман-çке...
— Пĕлместĕп, — хăйĕннех пенĕ Борис Ларионч, — анчах Оля панă наган номерĕ ку мар!
— Мĕнле ку мар? — чĕрре кĕрсе кайнă Трошка. — Манăн урăх наган нихăçан та пулман. Мĕншĕн тăрăхлатăр эсир манран?
— Пулнипе пулманнине хăвăр пĕлетĕр, — тенĕ лешĕ. — Çапах тепĕр наганне те кӳрсе парас пулать.
Нар пек хĕрелсе кайнă Трошка, — çилли-пăшшине шанараймасăр, ӳлесех йĕрсе янă... Борис Ларионч ăна чарман, наганне илнĕ те сейфа питĕрсе хунă.
— Урăх тытмастăп сире, — тенĕ вăл Трошкăна, — киле кайса шухăшласа пăхăр та тепĕр наганне (хайхи Ольăран илнине) çывăхри вăхăтра леçсе пама тăрăшăр. Капла туни пирĕншĕн те, пуринчен малтан хăвăршăн, лайăх пулмалла...
Вăл Трошкăна хулĕнчен çавăтса алăкран кăларсах ăсатса янă...
Çакна эпĕ çийĕнчех пĕлтĕм. Малтан Трошка хăй райкомола пырса каларĕ, вăл тухса кайсан, Борис Ларионч чĕнтерчĕ, Трошкăпа пулнă мыскара çинчен каласа култарчĕ. Малтан эпĕ Борис Ларионч шухăшне ăнлансах илеймерĕм: мĕнле тепĕр наган ыйтать-ха вăл Трошкăран? Трошкăн икĕ наган пулма пултарнă-ши? Калкжов бандинче тăман-çке-ха вăл, тепĕр тесен, Муля пек!
Кун пирки хам иккĕленнине Борис Ларионча пĕр пытармасăр пĕлтертĕм.
— Ан васка-ха, — лăплантарчĕ вăл, — эпĕ те шутламастăп унăн урăх наган пур тесе. Мĕншĕн суйрĕ-ха вăл, эппин, малтан? Ольăна тавăрса патăм тесе мĕншĕн улталарĕ? Пуç купташкине ватса лартăр пăртак, уншăн усал пулас çук! Ман шутпала, — терĕ юлашкинчен Борис Ларионч, — Авдеев комсомолец (ку сăмаха вăл уйрăмах палăртрĕ) çак ĕçе Ольăна ахалех хутшăнтарать: Оля ăна ниепле наган та паман пулмалла.
— Эпĕ те çаплах шутлатăп...
Райкомйла утнă чухне мана ятран чĕнсе илчĕç. Çаврăнса пăхрăм та Маюкпа Вася килнине асăрхарăм. Чарăнтăм, хайхисене кĕтсе илтĕм.
— Сана кам систерчĕ паян килме? — ыйтрăм Гавриковран.
— Мĕншĕн? — терĕ вăл.
— Çур сехетрен черетсĕр бюро ларăвĕ пуçланать, эсĕ пĕлнĕ пекех çитрĕн вара. Вася кулса каларĕ:
— Пĕлетĕн-и кам систернине?
— Çук, ăçтан пĕлем-ха...
— Леш выçă кашкăрсем хыпарларĕç, çул çинче тапăннисем...
— Эпир кулса илтĕмĕр.
— Мĕнле кашкăр çинчен эсир? — ыйтрĕ Маюк.
— Шӳтлесе калатпăр эпир, — терĕ Вася.
Эпĕ Маюк çине пăхса илтĕм. Вăл туллатнă хура кĕрĕк тăхăннă, уринче хура кăçатă, пуçĕнче кĕшемир тутăр, сарăрахскер.
— Куллен-кун чиперленсех пыратăн-çке, Маюк, — терĕм, унăн çырла пек хĕрлĕ питне курса.
Маюк шарламарĕ, йăл-л! кулса илчĕ те тутине шăлам пекки турĕ.
Райкомола кĕтĕмĕр. Маюкпа Вася кĕне-кĕменех алăк патĕнче темĕн пăшăлтатса илчĕç, Маюкĕ çавăнтах тухса кайрĕ.
— Маюка ăçта ăсатрăн? — ыйтрăм тусăмран.
— Секрет, — терĕ Вася, — кайран пĕлтерĕп акă...
...Лару вĕçленсен, Хурăнвара кайма Гавриков яланхи пек васкамарĕ. Çынсем тухса кайсан, Гавриков пире, Гришăпа иксĕмĕре, тумланма хушрĕ.
— Эсир хатĕр-и? — терĕ вăл.
— Ăçта каймалла? — ыйтрăм эпĕ. Малтан лавккана, унтан сирĕн пата.
— Лавккана мĕн тума?
— Маюк кĕтет, — терĕ вăл, — ĕçме-çиме илмеллеччĕ вăл, ку темĕн илчĕ пулĕ ĕнтĕ...
— Нимĕн те ăнланмастăп, — терĕм эпĕ, Гриша çине ыйтуллăн пахса, — Эсĕ ăнлантăн-и мĕн те пулин?
— Итлĕр, ачасем, — терĕ Гавриков, — Паян Маюк вунтăххăр тултарать» çав куна паллă тăвас терĕмĕр, сирĕнпе пĕрле... Ăнлантăр-и?
— Чăнах калатăн-и?
— Чăн сăмахăн суйи çук! — татса хучĕ Гавриксув. — Айтăр хăвăртрах, Маюк кĕтсе супрĕ пулĕ паян...
Эпир Гришăпа пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр те килĕшес терĕмĕр.
Маюк чăнах та лавккара тăрать иккен...
— Пурте хатĕр-и? — ыйтрĕ Гавриков, кĕрсенех.
— Пурне те илтĕм терĕм те...
— Кайрăмăр апла пулсан.
Гавриков кашнине пĕрер тĕрке çыхă тыттарчĕ, эпир лавккаран тухрăмăр.
— Мĕн илсе тултарнă вара эсир капла? — ыйтрăм эпĕ.
— Çитсен курăпăр, — терĕ Гавриков.
Хваттере çитсен, пирĕя Вася калама çук харсăрланса кайрĕ. Тĕлĕнсех тĕлĕнтĕмĕр эпир вăл çыхă-тĕркене салтса апат-çимĕçне сĕтел çине хума пуçласан. Мĕн кăна илсе тултарман Маюк! Сыр, колбаса, тĕрлĕ йышши канфет, премĕк, печени, шушкă — каласа та пĕтерес çук...
— Эсĕ мул чӳлмекĕ тупман пулĕ-çке Хурăнвар çырминче? — ыйтмасăр тӳсеймерĕм тусăмран.
— Чӳлмек тупман, — терĕ вăл, — индустри заемĕпе алла тенкĕ выляса илтĕмĕр.
— Чăнах калатăн-и?
— Чăнни-суйи кĕрекерех! — аллине сулса илчĕ Вася. — Хăналанăр.
Вася çапла калани Маюка килĕшсех каймарĕ, вăл мăшăрĕ çине ӳпкевлĕн пăхса илчĕ.
Сăмавар вĕресен сĕтел хушшине лартăмăр. Вася хĕрлĕ эрех кĕленчи уçрĕ. Ку таранччен пирĕн лавккара хĕрлĕ эрех пуррине асăрхаманччĕ эпĕ. Кирлех те пулман та вăл пире... Маюк сывлăхĕшĕн ĕçсе патăмăр.
— Трошка çине пăхса тĕлĕнсе лартăм эпĕ паянхи ларура, — пуçларĕ Гриша, — малтан вăл чиперех ларатчĕ, Борис Ларионч сăмах илсен, пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ. Вася калама пуçласан, кĕл пек кăвакарса кайрĕ вара. Темĕн каласшăн пек пулчĕ, калаймарĕ... Пăтранчăк терĕм эпĕ ăна... Пăхăр-ха, хăйĕн ирсĕр ĕçне айăпсăр хĕре хутшăнтарма пĕлнĕ тата, анчăк çури!..
— Çынна мĕнле аплах хăртатăн? — пӳлсе каларĕ Маюк.
— Эсĕ пĕлместĕя, Маюк, — лăплантарчĕ Вася мăшăрне. — Вăл этемĕн чунĕ тикĕт пек хура пулмалла... Кам ухмахĕ илнĕ-ши ăна комсомола?
Çав вăхăтра хуллен алăка шаккарĕç.
— Кам унта? — ыйтрăм эпĕ.
— Кĕме юратчĕ-ши?
Пӳлĕме Трошка кĕрсен, эпир пурте çав тери тĕлĕнтĕмĕр.
— Батя, — терĕ вăл, — йăпăртлăха тух-ха, калаçмалли пур...
— Кала кунтах, — терĕм эпĕ, — ку юлтапкенчен манăн пытармалли нимĕн те çук.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...