Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ


«Халех Ирина патне, унăн шкулне чупас, — вĕçсе илчĕ шухăш пуçăмра — халех, кая юлма пултаратăп...»

Станцири сехет çине пăхса илтĕм. Пысăк сехетĕн минут йĕппи йăкăлт! сиксе илчĕ. Вăл та мана васкатнă пек туйăнчĕ. Тепĕр çирĕм пилĕк минутран поезд Канашран тухса каять...

Пĕр хушă эпĕ, аптранă сурăх пек, станцири пысăк сехет çине тĕлсĕррĕн пăхса тăтăм. «Чи пахи вăл, — аса илтĕм Ирина телеграммине, — çамрăклăхăн иксĕлми хăватне, ялкăшса тăракан хĕлхемне, пуласлăхăн çутă ĕмĕтне яланлăхах упраса хăварма пĕлесси...» Аса илтем те çавна, Ирина патне чупрăм.

...Кăлăхах пулчĕ Ирина патне чупса кайни те. Вăл Шупашкартан таврăнайман иккен. Ах, чун тăвăнса килчĕ-çке! Мĕн тăвас? Калаçкаларăм та пĕр учительницăпа, каялла станцăналла уттартăм. Ак тамаша! Татах инкек, эпĕ вокзала çитнĕ çĕре манăн поезд тапранса та кайнă, хӳрине кăна курса юлтăм. Çапла пулать вăл ăнман пурнăçра!

 

6

Район цетрне сĕм-тĕттĕмре пырса кĕтĕмĕр. Кивĕ чиркӳрен тунă клубран çынсем тухаççĕ. Ниçта кайма аптраса, сакăр çул вĕренмелли шкул патне çул тытрăм. Парти райкомĕн секретарĕ — Добров патне каяс темерĕм, чăрмантарас килмерĕ ăна. Мĕншĕн тесен вăл хăй те кунта эрне маларах çеç çитнĕ. Ку шкулта манăн юлташ, Шупашкарти педтехникумра пĕрле вĕреннĕскер, учительте ĕçлет. Хушамачĕ унăн — Авдеев, ячĕ — Трофим.

Техникумра вăл пирĕнтен пĕр çул маларах вĕренетчĕ, вĕренсе пĕтерсен, ĕçлеме ăна кунти сакăр çул вĕренмелли шкула янă пулнă. Çакăнта вăл иккĕмĕш çул ĕçлет. Тĕлĕнмелле ачаччĕ çав Трофим Ильич: шӳтлеме, тăрăхлама питĕ ăстаччĕ, ӳкерчĕксем, портретсем хитре тăватчĕ, хăй уçă кăмăллăччĕ, питĕ сăпайлăччĕ. Вăл кунта ĕçленине пĕлсен, эпĕ çул çинчех чи малтан çавăн патне кĕме шутласа хунăччĕ.

Пырса кĕтĕм шкул картишне. Пырса кĕтĕм те хайхи, юлташăм ăçта пурăннине пĕлменскер, унталла-кунталла пăхса илтĕм. Кĕрхи çĕр пăч-тĕттĕм, йĕппечиксен те курăнмасть. Пĕр кĕтесре икĕ чӳречерен шăши куçĕ пек çута курăнать. Эпĕ çавăнталла пытăм. Аван мар пек пулчĕ кĕтмен çĕртен килсе çынна чăрмантарма, çавăнпа та васкамарăм чӳречерен шаккама. «Мĕскер тăвас?» — иккĕлентĕм тĕттĕмре. Каялла çаврăнтăм та ман паталла иккĕн калаçса пынине асăрхарăм. «Хуçи килет пулас», — шутларăм ăшăмра.

Хускалмасăр тăнипе тĕттĕмре вĕсем мана асăрхаймарĕç, манăн ирĕксĕрех вĕсен юмах-сăмахне итлемелле пулчĕ.

— Кĕрсе тухатăн-и? — терĕ арçынĕ. Трофим Ильич сассине эпĕ часах уйăрса илтĕм.

— Темĕн тумалла-çке, — терĕ хĕрĕ.

Курăймасăр тăни аван мар пулнипе, вĕсем çурт патне çитнĕ тĕле эпĕ çурт çумĕнчен кайрăм, вĕсене хирĕç тухса, ик-виçĕ утăм турăм.

— Кĕтмен хăнана йышăнатăр-и?

Трошкăпа (техникумра ăна çапла чĕнетчĕç) унăн пики самантлăха аптраса ӳкрĕç пулмалла. Пики вара ай! тесе ячĕ. Трошка васкамасăр çывхарчĕ, тинкерсе пăхрĕ те:

— Кам эсир, мĕн кирлĕ сире? — тесе ыйтрĕ.

— Эпĕ-ха, — алă тăсрăм Трошкăна, — паллаймарăр-и?

— Батя! — кăшкăрчĕ вăл. — Мĕнле çăмăлпа?

— Çул çӳреме пуçласан, сăлтавĕ тупăнать вăл, — шӳтлесе илтĕм эпĕ. — Йышăнатăр-и кĕтмен хăнана?

— Халех, батя, — терĕ вăл. Вара пике еннелле çаврăнчĕ те темĕн пăшалтатса каларĕ. Итлес мар тесе, эпĕ ик-виçĕ утăм турăм, вĕсенчен уйрăлнă пек пултăм.

— Вăхăтлăха кĕрсе тухмастăн-и вара? — терĕ Трошка.

— Çук, кĕместĕп, — татса каларĕ пике, — ăсатса яр, кăмăлу пур пулсан.

— Эпĕ халех, — терĕ Трошка, — самантрах ăсатса килетĕп. Хваттере кĕртсе хаварас мар-и сире?

— Кĕрĕпĕр-ха, ăсатса кил, эппин...

Алла-аллăн тытăнса, вĕсем хапха патнелле утрĕç. Эпĕ, нимĕн тума аптраса, вырăнтах тăтăм. «Çынсен кăмăлне хуçса çӳреме аван мар та-ха», — шухăшласа илтем ăшăмра. Вĕсем куçран çухалсан, каллех Иринăна аса илтĕм, ăна халь çеç кайнă пикепе танлаштартăм. Каç тĕттĕмĕнче ăна курса юлаймарăм та-ха, уттине сăнарăм, сассине илтсе юлтăм...

— Кĕтсе ывăнтăн пулĕ, батя, — илтĕнчĕ Трошка сасси. Вăл мана хулран тытрĕ те хваттере илсе кĕчĕ.

Лампа çутине пысăклатсан, эпĕ пукан çине лартăм, пӳлĕмне сăнаса пăхрăм.

— Пĕчченех пурăнатăн-и? — ыйтрăм Трошкăран.

— Пĕччен мар, юлташăм пурччĕ те-ха, таçта çӳрет паян...

— Мăшăрланмарăн пулĕ-çке?

— Ăçта унта, — алне сулчĕ вăл, — пулас мăшăрăм сăпкара та вытмасть халь...

— Пит çамрăккине илесшĕн-çке эсĕ, юлташăм. Кайран йĕмелле пулмĕ-ши?

— Мĕнле пулĕ унта, — терĕ вăл, сĕтел çине хатĕрлесе. — Лар-ха чей ĕçме, çулта ĕшентĕн пуль...

Эпĕ сĕтел патне куçса лартăм, стена çине пăхса илтĕм те палламан пике ӳкерчĕкне курах кайрăм. Лампа абажурĕ стена çине çутă ӳкме чарать пулин те, пике темшĕн мана питĕ интереслентерчĕ. Пики те мар пулĕ, пуринчен ытла мăшăр хура куçĕ, пысăк та çăлтăр пек йăлкăшакан куçĕ тĕлĕнтерчĕ.

— Сан ӳкерчĕк-и? — чăтаймарăм ыйтмасăр, стена çинелле кăтартса.

— Манăн, — терĕ вăл, — килĕшрĕ пек-и?

— Килĕшрĕ çеç-и, тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ, — терĕм эпĕ. Вара тăтăм та портрет умне пырса чарăнтăм. Çывăхран пăхса илсен, портрет мана тата ытларах килĕшрĕ. Пике çара пуçăн, кĕскетсе кастарнă çӳçĕ хулпуççи çине йывăррăн ӳкет. Куçĕ вара шăпах ман çине тинкернĕ пек пăхать. Ытла та пысăк, чăрсăр куç. Уçăлса тăракан таса мăйне хăмăр кĕпе лайăх палăртать. Сăмси кăшт кăна каçăрăлса тăрать. Хулăнрах тута хĕррисем тăртаннă пек курăнаççĕ...

Пăхса тăтăм-тăтăм та хайхи пике çине, нимĕн каламасăр, каллех хамăн вырăна, сĕтел умне пырса лартăм. Трошка ман çине куç айĕпе вăрттăн пăхса илчĕ. «Ну, мĕскер шарламастăн тата, кала чĕлхӳ вĕçĕнчи сăмахна»» — тесе хистенĕ пек пулчĕ.

— Ну, мĕнле ĕçпе çитрĕн пирĕн пата? Нумайлăха-и?

— Чылаях пурăнмалла пулать пулĕ çав, сирĕн района ТЗЛКСМ оргкомисси председателĕ туса ячĕç...

— Ку — аван.

Эпир калаçса кайрăмăр: техникумри пурнăçа аса илтĕмĕр, вăл е ку юлташ ăçта ĕçленине ыйтса пĕлтĕмĕр... Пӳлĕм ăшă, çутă, чей вĕри — халапла кăна!

Вăхăт чылаях шурĕ пулмалла, мĕншĕн тесен, кунĕпе çулта ĕшеннĕскер, эпĕ анаслама пуçларăм. Çакна Трошка асăрхарĕ те вырăн хатĕрлеме тытăнчĕ.

— Ăçта выртма кăмăл тăван, — ыйтрĕ вăл, — арча çине-и, çĕре-и?

— Çĕрте шанчăклăрах пулĕ, — терĕм эпĕ, — арча çинчен ыйхă тĕлĕшпе ăнсăртран персе анас мар...

— Апла пултăр, — килĕшрĕ юлташăм. — Çĕре-тĕк, çĕре сарар. Итле-ха, батя, — терĕ вăл, — портрет пирки мĕншĕн нимĕн те каламарăн?

— Мĕн калас, — ăнланман пек пултăм эпĕ. — Лайăх ӳкернĕ, çавна çеç калама пулать...

— Оригиналне курас теместĕн-и?

— Мĕн тума?

— Танлаштарса пăхма, — ăнлантарчĕ вăл. — Куратăн вара хăшĕ лайăраххине: ориганалĕ-и, портречĕ-и?

— Халĕ-и? — шӳтлĕме хăтлантăм эпĕ.

— Паллах, паян мар, — терĕ вăл. — Ыран-и, тепĕр кун-и унта...

— Паçăр килнĕ пике мар-и вара вăл?

— Тĕттĕмре ăна курса юлма мĕнле ĕлкĕртĕн вара? Эсĕ çĕрле те куратăн-и-мĕн?

— Çук, — терĕм эпĕ, — тăмана çеç çĕрле курать. Эпĕ хама тăманапа хурăнташлă тесе шутламастăп. Хăйне курман пулин те, унăн сассине илтсе юлтăм. Пӳлĕмре портрета курсан, çав пике сассипе танлаштарса пăхрăм та, эсĕ шăпах ăна ӳкернĕ пулĕ, тесе шутларăм.

— Акă эсĕ мĕнлескер! — тĕлĕннĕ пек пулчĕ юлгаш. — Сасă тăрăх çынна паллама пултаратăн иккен! Кĕтменччĕ кăна санран...

Çенĕкре ура сасси илтĕнчĕ.

— Юлташăм çитрĕ пуласу — терĕ Трошка.

Эпĕ алăк патнелле пăхрăм. Пӳлĕме вăрăм пиншак тăхăннă хурарах çамрăк çын кĕчĕ. Вăл чăл-чал пăхса илчĕ те, палламан çынна курсан, самантлăха чарăнса тăче. Хăй пĕрре Трошка çине, тепре ман çине пăха-пăха илчĕ.

— Паллашăр, — аллипе сĕлтрĕ Трошка. — Ку — пирĕн райкомол секретарĕ пулмăлли юлташ, техникумра пĕрле вĕреннĕскер...

— Александров, — терĕм эпĕ, килнĕ çынна алă парса.

— Кожаров, — паллаштарчĕ вăл, — кунти учитель. Çак пиçсе çитмен художникпе пĕр шăтăкра пурăнаканскер... — Çапла шӳтлесе, вăл пиншакне хывса çакрĕ те çӳçне-пуçне якаткаларĕ, сĕтел хушшине пырса ларчĕ.

— Эсĕ таврăнни нумай пулать-и? — ыйтрĕ Трошкăран.

— Çур сехет çитет пуль, — терĕ лешĕ. — Эсир ăçта çухалтăр вара?

— Сире чăрмантарас мар тесе, кайри урамра çӳрерĕмĕр... Пĕр каска çинче икĕ мăшăр ларни вырăнлă мар вĕт вăл, мăшăр пикисем аппăшĕпе йăмăкĕ пулсан пушшех те, — терĕ вăл, кулкаласа.

— Çитĕ палкама, — пӳлчĕ Трошка, — вăрман улпучĕ умĕнче пуртă-çĕçĕ кăтартмаççĕ ăна...

Хăй ман çине пăхрĕ, куçне чеен хĕссе илчĕ.

Эпĕ ăнлантăм: юлташĕ чĕлхи-çăварне тытма пĕлменнишĕн Трошка тарăхать, Кожаров ытлашши персе ярасран шикленет. Вĕсен тӳрĕ хĕрĕсем — аппăшĕпе йăмăкĕ иккен. Çавах та мĕн пытарасшăн-ха Трошка манран?

Хуçисене тав турăм та, кĕрекерен тухрăм. Пуçăмра мĕнле шухăшсем вĕçнине вĕсем пĕлмеççĕ те-ха, именме пĕлекен çынна хăй шухăшĕ те тепĕр чухне тинкерен кăларма пултарать.

— Çывăрас пулĕ, — терĕм эпĕ, сарнă вырăн патне пырса, — тавтапуç хуçисене, хваттер панăшăн...

— Мĕн эсĕ? батя, — пӳлчĕ Трошка, — ун пек калама юрать-и?

— Юрать çав, — хирĕçлерĕм хуçана. — Эсĕ пулман пулсан, çĕре хиреç ăçта кĕрсе каймаллаччĕ-ха?

— Тупнă калаçма, — тавăрчĕ Трошка, — ялта çерçи вилмен!..

Эпĕ хывăнса выртрăм. Кожаровпа Трошка час çывăрмарĕç. Малтан вĕсем уроксене хатĕрленчĕç пулмалла кайран шахматла выляма пуçларĕç...

 

7

Çĕнĕ района килнĕренпе уйăх ытла иртрĕ. Октябрь революцийĕ вунă çул тултарнă уяв та çитрĕ. Паян, акă, район центрĕнче пысăк митинг, унтан демонстраци пулчĕ. Каçалапа комсомолецсемпе çамрăксем, шкул ачисем факелсем çутса, урам тăрăх стройпа çӳрерĕç, революциллĕ юрăсем шăрантарчĕç. Питĕ хавхалантарчĕ пире çак уяв.

Каçхине сакăр сехетре клубра спектакль лартса патăмăр. Залра халăх лăк тулли: тухсă кĕме те çук. Райкомола кайса килме тивсен, сцена хыçĕнчи чӳречерен тухса кĕмелле пулчĕ... Кайран ташă-юрă пуçланчĕ. Ташлама эпĕ ăста мар: çитĕннĕ чухне, çирĕммĕш çулсен пуçламăшĕнче, эппин, комсомолецсене ташлани килĕшмест тесе шутланă. Ташлани, галстук çакни мещенлĕх пулнă имĕш. Техникумра хĕрсенчен эпĕ вальс тата краковяк ташлама вĕреннĕччĕ. Çавăнпа та ялта хама ташлама пĕлетĕп тесе шутлама пултарнă.

Купăс калаканĕ — Илюш комсомолец — куçне ман çинчен илмест. Кăшт куç хĕссенех, вăл юрă е ташă кĕвви шăрантарма хатĕр. Ах, калать те-çке хăй купăсне! Юрлас килмесен юрласа, ташлас килмесен ташласа ярăн. Унăн хуткупăсĕ чунлă тейĕн...

Чи малтан Илюш вальс каларĕ. Икĕ-виçĕ мăшăр тухрĕ те ташлама пуçларĕ. Эпĕ купăсçă çумне лартăм, çынсем ташланине сăнарăм. Ташлакан сахал, ку мана килĕшмест. Паянхи кун савăнмасан, хăçан савăнас тата?

— Илюш, — терĕм хăлхинчен, — мĕншĕн ташлакан сахал?

Купăс калакан Илюш пуçне чалăштарса ман çине чеен пăхса илчĕ, калама васкамарĕ. Унăн тути кăна мар, куçĕ те çиçсе кулнине лайăх асăрхарăм эпĕ.

— Вăхăт çитмен-ха, — терĕ вăл, ман çумалла сулăнса. — Каярах курăн акă...

Залри çынсенчен (кунта ытларах çамрăксем ĕнтĕ) нумайăшне эпĕ паллаймастăн-ха. Пĕр уйăхра мĕн чухлĕ çынпа паллашăн? Çакна та асăрхас пулать: кунта килнĕренпе вăхăтăн çурри ялсем тăрăх çӳресе иртрĕ...

Пăхса çаврăнатăп та залри çынсене, паллакансем те сахал мар иккен. Çынсен пичĕсем савăнăçлă. Чӳрече умĕнче пĕчченех ларакан Трошка кăна темшĕн салхуллă паян. Унăн капăр тăхăннă пики, Оля, Трошка патне пырса, темĕн каласа ӳкĕтлерĕ. Лешĕ пуçне пăркаласа илчĕ те Оля каланипе килĕшмерĕ. Мĕн пирки ӳкĕтленĕ-ши ăна Оля? Манан çавна пĕлессĕм килчĕ, анчах мĕнле пĕлĕн ăна? Трошка ыйтсан та калас çук, Ольăран ыйтма аван мар...

Оля вăл — Трошкăн туçлă хĕрĕ, эпĕ пирвайхи каçах курнă пике. Халĕ пĕлетĕп: Кожаров учитель Ольăн аслă аппăшĕпе — Лизăпа туслă вĕсем паян-ыранах мăшăрланма хатĕрленеççĕ. Лизăран кĕçĕнреххи — Вера — Илюшпа туслă. Вĕсен тепĕр кĕçĕн хĕр те пур, анчах вăл пĕчĕккĕ-ха: шкулта вĕренет, хĕрлĕ галстукпа çӳрет.

Çитсен тепĕр кунах пире Ольăпа тĕл пулма тӳр килчĕ. Шкул картишĕнчен тухрăм та эпĕ пыратăп, хайхи, площадьпе. Ман çула пӳлсе, хăмăр пальтоллă пике васкаса утнине асăрхарăм.

— Александров юлташ! — чарчĕ вăл кăшкăрса, — кăшт кăна тăхтăр-ха.

Эпĕ чарăнтăм, пике çитессине кĕтсе тăтăм. Çитнĕ-çитменех вăл сывлăх сунчĕ, аллине тăсрĕ.

Акă ĕнтĕ ман умра Трошка ӳкернĕ портретăн чĕрĕ оригиналĕ. Чăнах та чакăр хура куçĕсем ытла та чăрсăррăн пăхаççĕ. Мана çав портрет рамăран тухса кунта килсе тăнăнах туйăнса кайрĕ.

— Эпĕ кунти ячейкăн секретарĕ, — терĕ вăл, кулкаласа. — Ыран эпир пуху ирттерме палăртса хунăччĕ, эсир пыраймăр-ши?

— Кун йĕрки мĕнле?

— Отчетлă доклад, çĕнĕ бюро суйласси тата районти конференцие делегатсем суйламалла...

— Пыратăп, — терĕм эпĕ. «Акă мĕнлескер эсĕ, Трошкăн тусĕ», шухăшларăм ăшăмра.

— Чăрмантарнăшăн каçарăр, — терĕ вăл, каллех алă парса. — Ыран ултă сехетре пыратăр, эппин...

— Пыратăп, — шантартăм эпĕ.

Ольăпа çапла паллашрăмăр. Вăл пăрăнса кайсан, самант хушши эпĕ вырăнтах тăтăм. Оля шкул картишне кĕрсе кайнă чухне унăн вăрăм кунчаллă пушмакне лайăх асăрхарăм...

Авă халĕ те, уяв вечерĕнче те, вăл çав пушмакпах. Чечеклĕ çитсă кĕпи майралла, пуçĕнче — пурçăн калпак. Зал тăрăх вăл пирĕшти пек çăмăллăн çӳрет. Утса мар, вĕçсе çӳрет тейĕн. Пичĕ-куçĕнче савăнăç йăлкăшать. Вăл каллех хускалмасăр ларакан Трошкăна турткаларĕ, çине-çинех темĕн каласа ӳкĕтлерĕ. Трошка ӳкĕте кĕмерĕ, тарăн шухăша кайнă пек, пĕр тĕле пăхса ларчĕ. «Мĕн амакĕ пулнă-ши Трошкăна?»

— Пăх-ха, Илюш, — терĕм, Трошкăпа Оля çине сĕлтсе, — мĕн пулнă вара вĕсене паян?

Илюш тăрлавлă нимĕн те каламарĕ: хуткупăсне туртнăçемĕн хулпуççийĕпе мана çĕртĕнсе йăл! кулса ячĕ...

Ташлакан пĕр мăшăр анчах юлсан, Илюш купăс калама чарăнчĕ, чăлт тапса тухнă çамка çинчи тарне шăлса илчĕ:

— Пĕлес тетĕн пулсан, — терĕ вăл, кĕтмен çĕртен, — эпир Трошкăпа нихăçан та пуçаналлă пулас çук.

— Мĕншĕн?

— Вĕсен характерĕсем пачах расна: Оля пулă пек чĕрĕ, Трошка — мĕшĕлти папай, çуламан пăру, эппин... Ăнлăнмалла пек-и?

Эпĕ чĕнмерĕм, ăшăмра кăна кулса илтĕм. Трошкăна эпĕ чылайранпа пĕлетĕп ĕнтĕ... Чăнах та, усаллине ун çинчен нимĕнех те калаймасан та, çав мĕшĕлти тени çук мар пулас унăн. Япăх-ши вăл? Кам пĕлет? Тепĕр тесен, çамрăклăхра тапса тăракан хастарлăх çиçни ытлашшн те мар пулĕ çав...

Ку çеç-и? Трошка чĕлхе-çăварĕ çивĕч пулнипе ыттисенчен пачах уйрăлса тăратчĕ. Вăл çавăрттарса хунă сăмахран тепĕр чухне техникумри ачасем пĕççе çапсах кулатчĕç. Ачасене тăрăхласа тĕрлĕрен ятсем пама та питĕ пултаратчĕ вăл. Мана хама та «батя» тесе чĕнессине вăл туртса кăларнă пулмалла. Мĕншĕн апла каланă вăл ман пирки? Çавна эпĕ халĕ те чухлаймастăп. Исполбюро председателĕ пулнă вăхăтра кăларнă пулĕ çеç.

Пирĕн пата Оля пырса чарăнчĕ.

— Илюш, — тилмĕрчĕ вăл, — тустеп ташлас килет... Илюш чĕнмерĕ, ман çине пăхса илчĕ.

«Яра пар!» — систертĕм Илюша, куçа хĕссе. Вăл ăнланчĕ — калама пуçларĕ, Оля çаврăнчĕ те çепĕççĕн мана ташлама чĕнчĕ.

— Александров юлташ, — терĕ вăл, — сирĕнпе ташласа пăхма юратчĕ-ши?

— Питĕ хавас, — терĕм эпĕ, ăна аллинчен тытса. Эпир ташлама пуçларăмăр. Хулпуççи урлă Трошка çине пăхса илтĕм. Вăл, паçăрхи пекех пуçне чиксе, тарăн шухăша путнă пек ларать. Мĕн амакĕ пулнă-ха ăна, чăнах?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 14