Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ


1

Xулара пурăнма хăнăхнă çынна сасартăк яла куçса кайма çăмăлах мар иккен. Çавна эпĕ çĕнĕ района куçса каяс вăхăт çывхарнăçемĕн ытларах та ытларах туйма пуçларăм. Хула комитечĕн секретарĕ Алеша Зарубин та, ман пекех района каймалласкер, вăхăчĕ-вăхăчĕпе сăлтавсăр-мĕнсĕрех шухăша путнине асăрхаттăм.

— Мĕскер тунсăхларăн, тусăм? — ыйтаттăм унран çавăн пек вăхăтра.

— Çук-çке, — тетчĕ вăл, пуçне йăлт çĕклесе. — Ăçтан тупрăн çак сăмаха? Эпĕ тунсăх мĕн иккенне пĕлместĕп те!..

Пыр та калаç çав шереметпеле!

Юлташăм тĕрĕс каламаннине, вăрттăн шухăшĕсене уçса парасшăн пулманнине кураттăм та-ха эпĕ... Çавах та пусахласах тĕпчеме хăймастăмччĕ çав. Мĕн тăвас тетĕр? Юлташпа юлташла пулма хушнă-çке-ха ваттисем...

Пĕрреччен, ирхине ĕçе кайнă вăхăтра, юлташăм çапла каларĕ:

— Итле-ха, Миша, парти обкомĕн секретарĕ патне кĕрсе тухас мар-ши пирĕн? Района кайма укçа ыйтса пăхас...

Эпĕ савăнсах килĕшрĕм. Кĕсъесем якарах пулнă çав пирĕн. Çула кайма та укçасăр пулмасть, лере çитсен те кăштах пурăнмалăх кирлĕ.

Хула комитетне çитсен, чăнах та заявлени çыртăм, Алеша кабинетне кĕтĕм. Ун патĕнче çынсем пулнă пирки калаçма май килмерĕ. Заявление сĕтел çине хутăм та тăхтаса пăхас терĕм. Çынсемпе калаçнă хушăрах, Алеша ман заявление пăхса тухрĕ, çырнипе килĕшнĕ пек пулса, пуçне сулса илчĕ...

Вăл кун манăн тĕрлĕ учрежденисем тăрах нумай çӳремелле пулчĕ. Заняти пĕтне тĕле облаçри пионер бюровĕн ларăвне чĕнтерчĕç, унта ултă сехетченех ларма тиврĕ...

Сентябрь уйăхĕ пулин те, çанталăк ăшă, лăпкă. Çутă хĕвел чĕрене савăнтарать. Эпĕ обкомолтан тухрăм та Карл Маркс урамĕпе Хĕрлĕ площаделле антăм. Утса пынă май района тухса каясси пирки шутларăм. «Хăçан тухса каймалла пулĕ-ши?»

Чăнах та, «Канаш» хаçатăн сентябрĕн 7-мĕшĕнче тухнă номерĕнче Тĕпĕçтăвком председателĕ Юшунев хаçат корреспондентне районлас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа панине пичетлесе кăларнăччĕ-ха. Республикăри уездсемпе вулăссем вырăнне вунçичĕ район туса хунине çирĕплетнĕ иккен. Районри советсен оргкомисси составĕсене те пĕлтернĕ унта. Малтан кантожем пулмалла пек калаçатчĕç, халĕ ĕнтĕ, Мускав çирĕплетсе панă тăрăх, кантонсем мар, районсем пулаççĕ... Эпир Алешăпа хамăр районсенчи оргкомисси председателĕсен хушамачĕсене те çырса илнĕччĕ. Оргкомисси членĕсем хушшинче Иван Ильич Добров хушаматне асăрханипе питĕ савăнтăм. Эпĕ каякан районра вăл парти райкомĕн секретарĕ пулмалла иккен. Районсенчи Советсен съезчĕсем октябрен пĕрремĕшĕ тĕлне уçăлмалла тенине те асăрханăччĕ. Эппин çав вăхăталла пирĕн те хамăр районсене çитмелле пулать.

Çапла шухăшласа пынă çĕрте пĕр пике иртсе кайни картах сиктерчĕ. Пикине те мар, унăн тумне асăрханипе пулчĕ ку. Çӳренĕ чухне эпĕ, пуçа чиксе çĕрелле пăхса пынипе, час-часах хирĕç пулакан çынна асăрхамасăрах юлатăп. Аван мар пулĕ те-ха çак йăла, мĕн тăвас тетĕн, пĕчĕкрен çапла хăнăхнă пулсан? Патах чарăнтăм та каялла пăхса илтĕм. Пике инçе те кайман, вăл та каялла çаврăнчĕ, мана курнипе йăл! кулса илчĕ. Ирина!..

— Ирина! — чун хавалĕпе ун патнелле ыткăнтăм. — Мĕнле килсе лекрĕн кунта?

— Çаплах! — терĕ вăл, мана хирĕç пырса.

— Ирина...

Эпĕ ун аллине чăмăртарăм, чылайччен вĕçертмерĕм. Ыталаса илĕттĕм те эпĕ халь Иринăна, хытă-хытă чуптăвăттăм, юрамасть: çынсем çумранах ирте-ирте каяççĕ.

— Хăçан çитрĕн, Ирина?

— Паян.

— Мĕн ĕçпе?

— Сана курма, — хуллен кулса илчĕ вăл.

Чухлатăп, паллах, вăл мана курма çеç килмен, апла пулин те, çав тери çĕклентерсе ячĕç мана ун сăмахĕсем.

— Ирина! — терĕм эпĕ, пăшăрханнă пек пулса, — мĕншĕн тăрăхлатăн, эпĕ чăннине пĕлесшĕн-çке...

— Чăнах, чăнах! — каллех кулса ячĕ Ирина, — Юрĕ, эппин, калам: хĕрарăмсен съездне килтĕм.

Ав мĕнле иккен. Эпĕ сентябрĕн 27-мĕшĕнче хĕрарăмсен съезчĕ уçăлмалли çинчен аса илтĕм.

— Халĕ ăçта васкатăн? — ыйтрăм эпĕ, вăл таçталла туртăннине сиссе.

— Обкомола, — терĕ вăл, — пионер бюроне кĕрсе тухмалли пурччĕ те...

— Эпĕ халь çеç унтан тухрăм, председатель кайма ĕлкĕреймерĕ пулĕ-ха. Атя, ăсатам-и?

Эпир тăвалла утрăмăр. Эпир — Иринăпа. Каллех пĕрле! Хирĕç килекен кашни çыннах пирĕн çине уйрăмах ачашшăн пăхнă пек туйăнать. «Курăр, акă, мĕнлерех манăн чун савни!» — кăшкăрса ярас килет манăн.

— Апла темиçе кун каллех пĕрле пулатпăр, — терĕм эпĕ, савăнăçа ниçта шăнăçтараймасăр.

— Çапла пуль ĕнтĕ, вăхăт пĕр-пĕрне йăлăхтармалăх та пулать, — кулчĕ Ирина.

— Тĕл пулнă-пулманах-и? Ах, Ирина, Ирина, ĕмĕр пĕрле пурăнсан та, нихăçан та йăлăхтармăттăн эсĕ мана!

— Хуллентерех, çынсем илтсен мĕн тейĕç? — терĕ Ирина, мана вăрттăн юнаса.

— Илтĕçин!..

Эпир хапха умне çитсе чарăнтăмăр.

— Пĕрле кĕрес-и, кĕтсе тăрас-и? — ыйтрăм эпĕ, хапха алăкне уçса.

— Эсĕ ывăннă вĕт паян, çимен те пулĕ-ха. Каçхиие тĕл пулатпăр. Кайса кан халь.

— Чунăм, пĕр минута та уйрăлас килмест халь санран. Юрĕ, эппин. Ăçта тĕл пулатпăр? Кинона каяр мар-и?

— Мĕнле картина-ши?

— Авă кур, — кăтартрăм çывăхри афишăна.

— «Чашка чая, — вуларĕ Ирина сасăпах, — с участием Игоря Ильинского...», çавăнта пыратăп.

— Сакăр сехетчен, эппин, — терĕм эпĕ, Ирина аллине хамран вĕçертмесĕр, — çуллахи кинотеатра пĕлетĕн пуль?

— Пĕлĕтĕп, — терĕ вăл, мана ăшшăн пăхса. Унтан хапхаран кĕчĕ те обкомол алăкĕ еннелли утса кайрĕ.

Эпĕ решетке карта витĕр унăн уттине сăнаса тăтăм. Кайсан-кайсан, Ирина каялла пăхса илчĕ, эпĕ çаплах тăнипе кăмăллăн кулнă пек пулчĕ.

«Улшăннă-çке ку Ирина, — пырса кĕчĕ шухăш пуçăма. — Палăрмаллах начарланнă, апăрша, сăмси шĕвĕрленнĕ пек, пичĕ шуралнă пек туйăнать. Чирлемен-ши вăл?»

Киле пырса кĕнĕ чухне шăпах Алешăна тĕл пултăм. Вăл çавăнтах кĕсйине хыпалама пуçларĕ, пиншакăн шалти кĕсйинчен ман заявление туртса кăларчĕ.

— Тыт. Обком секретарĕ алă пусса пачĕ. Ыран бухгалтерирен укçа кĕрсе илме пултаратăн.

Эпĕ заявлени çине урлă çырса хунă революцие вуларăм: «Выдать тридцать пять рублей. С. Петров», тенĕ унта.

Хваттере кĕтĕм, апат çикелерĕм. Апатланнă хушăра час-часах сехет çине пăха-пăха илтĕм. Çиччĕ иртни вунпилĕк минутра хваттертен тухрăм та çуллахи кинотеатра васкарăм. Иринăна курнипе хамăн пĕтĕм чун-чĕре савăнать. Тĕл пулакан çынсем те мана питĕ ырă, савăнаçлă пек туйăнаççĕ. Тăвалла пулин те, питĕ хăвăрт утрăм: çурăм хыçĕнче мăшăр çунат ӳссе тухнă пек çăмăл пулчĕ.

Атăл хĕрринчн çуллахи кинотеатр патне часах çитрĕм. Иринăна кĕттерес килмест-çке! Касса умĕнче халăх йышлă мар. Хулинче те ун чухне хальхи пек халăх йышлă марччĕ — вунă пин çынна та çитместчĕ пулмалла. Ăçта вунă пин! Мĕнпурĕ те хулара çичĕ пин çын ытларах кăна шутланатчĕ...

Икĕ билет илтĕм те хайхи унăн-кунăн пăхкаласа çаврăнтăм. «Час килет-ши ку Ирина, нумай кĕтмелле пулать-ши ăна?» — тесе, вĕчĕрхенсе тăратăп. «Вăл путех бульварпа анатран хăпарать пулĕ-ха», — тесе шутларăм та хуллен кăна анаталла утрăм.

Кино шăнкăравĕ пĕрремĕш хут янăрани чĕререн йăшт! тирсе илнĕ пек пулчĕ. Ирина курăнмасть. Çыран хĕрринчи йывăç карлăк çумне пырса таянтăм. Йăлăм енне пăхса илтĕм те çапла шутларăм. «Иккĕмĕш хут шăнкăравласан, кино алăкĕ патне пыратăп, Иринăна çавăнта кĕтетĕп...» Акă икĕ хут шăнкăравларĕç. Эпĕ кино алăкĕ патне пытăм. Ирина çаплах курăнмасть. Мĕн тăвас? Кинона пĕчченех кĕрес-и е халех Иринăра шырама каяс-и?

Çав тери пăлханса кайнăскер, нимĕн тума ăйтрарăм. Акă шăнкăрав виççĕмĕш хут янăраса кайрĕ. Кинона юлашки мăшăрсем кĕреççĕ. Кĕç-вĕçех картина пуçланать. Акă, тӳшек пек мăнтăр хĕрарам-контролер алăкăн хăрах енне çаклатса та хучĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ манăн?..

Сивчир тытнă пек чĕтреве ӳкрĕм. «Кинона пырап тесе, Ирина юри каламарĕ-ши? — кĕрет шухăш пуçăма. — Çук, — лăплантаратăп хама хам, — Ирина апла тăвас пике мар!..»

Шухăшăмпа çапла асапланса, сисмесĕрех Атăлăн чăнкă çыранĕ патне пырса çитнĕ иккен. Йывăç карлăкран тытрăм та йăлăм вăрманĕ çине кăйрăм. Ăшăмра та вăл çавăрттарать.

— Каçар, Миша! — йлтĕнчĕ юнăшар. Эпĕ шартах сикрĕм çумра Ирина тăнинĕ курсан.

— Ирина, ăçта çӳретĕн паян?

— Нумай кĕтрĕн-и?

— Кĕтетĕп çавă. Килместĕн пулĕ тесе пăшăрхансах ӳкнĕччĕ.

— Каçар. Час пушанаймарăм, — терĕ Ирина, ман çинелле ыйтуллăн пăхса.

— Юрĕ-çке, — терĕм эпĕ, — килтĕн, çавă паха. Ăçта кайăпăр ĕнтĕ, кинона-и?

— Бульварта çӳресен те юрать пулĕ.

Алăран алă тытса, анаталла кайрăмăр. Иринăна кĕтсе хăшкăлнипе пăлханса кайнăскер часах лăпланаймарăм. Савни çумра пулнипе чĕрене вери туйăм çапрĕ. Эпир Разин палăкĕ патне çитрĕмĕр. Çăнталăк тĕттĕмленчĕ.

— Çакăнта ларăпăр-и? — ыйтрăм Иринăран, йывăçсем айĕнчи тенкел патне çитсен.

— Ларăпăр, — килĕшрĕ вăл.

Эпĕ кивĕ тенкел çине тӳрех пырса лартăм. Ирина апла тумарĕ. Вăл пĕр хушă тем шухăша кайнă пек пулса тăчĕ. Эпĕ хам сисмесĕрех ассăн сывласа илтĕм…

— Мĕн пулчĕ, Миша? — ыйтрĕ вăл, ман çума ларса.

— Ах, Ирина, Ирина, — терĕм эпĕ, ун çумнерех йăпшăнса, — мĕн чухлĕ çунтартăм пулĕ ăшăма сана юратма пуçланăранпа... Шутласа пăх-ха хăвах: эпир паян кун та тĕрлĕ çĕрте пурăнатпăр, пĕрне-пĕри ăнсăртран çеç куркалатпăр... Çакă çырлахтарать-и сана? Мана пачах çырлахтармасть: манăн яланах санпа пĕрле пулас килет, чĕремĕрсене те пĕр харăс таптарас килет, ырлахне те, хурлăхне те пĕрле уйăрса, ялан пĕрле пурăнас килет. Хăçан курма пулĕ-ши çавăн пек пурнăçа?

— Ăçта васкас? Пĕрле пулсан, тен, часах йăлăхтарса та çитерĕпĕр пĕр-пĕрне. Халь ак кашни тĕлпулу уяв пек пирĕншĕн. Çапла-и? Тепĕр енчен, тĕрĕслесе пăхар-ха хамăр юратăва та. Çирĕп-и вăл, çирĕп мар-и?

— Хăçанччен-ха, хăçанччен?

Ирина чĕнмерĕ. Халĕ вăл хăй ассăн сывласа илчĕ, мăнăн пӳрнесене пĕрерĕн-пĕрерĕн турткалама пуçларĕ.

— Мĕншĕн чĕнместĕн? — ыйтрăм Иринăран, е сан урăх нимĕн каламалли те çук-и?

— Апла ан кала-ха, Мишă, — терĕ Ирина ман çине кĕлт таянса. — Эпĕ вĕт...

— Мĕн эсĕ? — васкаса ыйтрăм эпĕ. — Каласа пĕтер ĕнтĕ пуçланă сăмаха...

— Тепĕр чухне, — вĕçлерĕ вăл, — юрать-и?

Эпĕ ним калама аптăрарăм. Мĕн пĕлтересшĕн пулчĕ-ши Ирина? Бульвар тăрăх анаталла халăх йышлăн утма пуçланине асăрхарăм... «Киноран тухрĕç пулмалла...»

Çав вăхăтра, пирĕнтен инçе те мар, иккĕн такмакласа юрлани илтĕнсе кайрĕ. Пĕри — арçын, вăл такмакне пуçласа ярать, ӳсĕртерех пулмалла. Тепри — хĕрарăм, пит çӳлти нотăсемпе хутшăнса, юрă вĕçне çав тери тăсса ярать. Вĕсем çапла такмаклаççĕ:

 

Карила, Кĕркуря, ик Карила пĕр Мархва.

Ик Карила, ик Карила, ик Карила пĕр Мархва-а!..

 

— Мĕскерле çынсем вĕсем? — ыйтрĕ Ирина.

— Упăшкипе арăмĕ пулĕ, кăштах сыпнă та, — терĕм эпĕ, Иринăна ыталаса.

Юрă сасси çывхарма пуçларĕ.

— Атя, каятпăр кунтан, — терĕ Ирина, тенкел çинчен тăма хăтланса.

— Мĕншĕн?

— Тепле çынсем вĕсем... ӳсĕре ăçтан шанан?

— Ан хăра, чунăм, — лăплантартăм Иринăна, — эпĕ санпа чух нимĕнрен те ан хăра.

— Тӳсме пултараймастăп эпĕ ӳсĕрсене.

— Шикленетĕн пулсан, кайăпăр-и?

— Кайăпăр, — хавасланчĕ Ирина.

Эпир тенкел çинчен тăтăмăр, кинотеатртан иртсе, «Юрату сăмсахĕ» патне утрăмăр. Сывлăш уçă. Атăл çинчен вĕрекен вăштăр çил пит-куçа çупăрлать.

Чылайччен çӳрерĕмĕр эпир Иринăпа. Тем çинчен те калаçрăмăр: ĕлĕкхисене аса илтĕмĕр, халĕ кам мĕнле пурăннине пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлтĕмĕр, — çырусенче каланисемсĕр пуçне те ыйтса пĕлмеллисем нумай тупăнчĕç çав. Чăнах та Ирина шкулта ĕçлеме юратать иккен, ачасем çинчен самах хускатсан, çав тери хавасланса калаçрĕ. Манăн та хам мĕнлерех пурăнни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама тиврĕ. Паллах, эпĕ уншăн çуннă самантсем çинчен каланисем вăрăмрах та пулчĕç ĕнтĕ. Ирина хавхаланса итлерĕ. Вăл хăй те ман пирки сахал мар шухăшланă иккен. Пĕр сăмахпа каласан, кăмăл туличчен калаçрăмăр темелле.

Çапах... Çапах та тем ăнлансах çитеймерĕм эпĕ Иринăна. Хушăран-хушăран савăнăçлă вăл, ахăлтатать, кулать, чиперех калаçать. Сасартăк сăн-питрен улшăнса каять те тарăннăн сывласа илет, пачах калаçма чарăнать. Мĕншĕн ун пек? Юрĕ-ха,чуптутарасшăнах пулманни вăтаннăран, тейĕпĕр. Кăмăл улшăнни мĕнрен? Унтан тата, мĕн чул йăлăнсан та, манпа çĕнĕ района куçса пыма килĕшмест Ирина. Ирĕксĕрех Коля аса килсе каять (юратнăран кĕвĕçет-çке чунăм). Чăнах та мĕн те пулин пур-шим вĕсен хушшинче? Çук, çук, пулма пултарайман! Мĕншĕн тесен ак каллех Ирина кулать, ак каллех Ирина савăнăçлă. Эпĕ каллех телейлĕ.

Тулли уйăх тухса тӳпене хăпарсан, анлă Атăл тĕкĕр пек çӳталсан тин Иринăпа уйрăлтăмăр...

 

2

Тепĕр ирхине, хула комитетне çитнĕ-çитменех, «Çамрăк хресчен» редакторĕ Степанов юлташ телефонпа шăнкăравларĕ. Вăл мана хĕрарăмсен съездне корреспондент пулса кайма тархасларĕ.

— Унта мĕн тумалла пулать? — ыйтрăм эпĕ.

— Съезд çинчен çырса паратан, урăх нимĕн те мар.

— Алешăпа калаçса пăхас пулать...

— Вăл хирĕç мар...

Каçхине эпĕ делегатсем вырнаçнă общежитие пытăм, унтан Иринăпа театра кайрăмăр. Шăп ултă сехетре Тĕпĕçтăвком председателĕ Юшунев юлташ кĕске сăмах каласа, хĕрарăмсен республикйри съездне уçрĕ. Докладсем пуçланчĕç. Манăн вĕçене кĕскен те пулин çырса пымалла пулĕ...

Тăхăр сехет тĕлĕнче лару хупăнчĕ. Делегаткăсем валли Павловăн «Ялта» драмине выляса пама пулчĕç.

— Спектакль курма юлатпăр-и? — ыйтрĕ Ирина.

— Эпĕ Атăл хĕррине тухас тенĕччĕ, — терĕм Иринана, хулĕнчен тытса — Эсĕ ку спектакле пĕрре кăна мар курнă пулĕ, хăвăр та лартнă мар-и-ха?

Ирина чĕнмерĕ. Вăл эпĕ каланипе килĕшме те хатĕр пулмалла. Манăн пăртак тăхтамаллаччĕ çеç. Анчах çакăнта эпĕ хайхи Коля çырăвне аса илех патăм. Унта вăл «Ялта» спектакльте Иринăпа пĕрле выляни çинчен систернĕччĕ-çхе. Аса илтĕм те çавна, шутламасăр-тумасăр, кӳлешӳ туйăмне çĕнтереймесĕр, персе ятăм:

— Эсир Кольăпа иксĕр вылянă-çке-ха Хусанта çак спектакльте?

Ирина, йӳçĕ уй улми хыпнă пек, тути-çăварне пĕрсе илчĕ те кăмăлсăрланнине пытармарĕ:

— Мĕне кура Коля кирлĕ пулчĕ вара?

— Мĕнле кирлĕ мар? — терĕм эпĕ, чĕрре кĕрсе. — Хусантан вĕренсе тухсан, эсир унпа пĕрле кану çуртне те кайса килнĕ теççĕ вĕт...

Ирина сасартăк пĕтемпех улшăнчĕ. Хăй нимĕн те чĕнмерĕ пулин те, унăн чун-чĕри пăлханнине эпĕ лайăхах асăрхарăм. Питĕ пăшăрханчĕ пулас вăл: унăн чиперкке хурă куçĕ яланхи пек кăмăллăн мар, çилленчĕклĕн ялтăртатса илчĕ...

Театр умне тухсан, Ирина чарăнса тăчĕ, ман çине сăнавлăн пăхса илчĕ те, ним каламасăрах, хуллен-хуллен общежитинелле утрĕ.

— Ирина! — терĕм эпĕ, ăна çитсе, — мĕн пулчĕ сана? Каллех кӳрентертĕм-и шухăшламасăр персе янă сăмахăмпа?

Ирина хăнк та тумарĕ. Эпĕ ăна хулĕнчен тытсан та вăл нимĕн те шарламарĕ. Пĕр хушă эпир сăмах хушмасăр утрăмăр.

— Атăл хĕрне тухатпăр-и?

— Çук, — терĕ Ирина, — темскер вăй-хал çук халь ман... Кашни каç Атăл хĕррине утăмпа виçсе çӳрени те ырă мар пулĕ вăл...

Общежити патне çитрĕмĕр. Ирина манран вĕçерĕнчĕ те, темĕн кĕтнĕ пек, ман çине пăхса илчĕ.

— Сывă пул-ха, эппин, — терĕ те аллине тăсрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 14