Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Сывă пул! — темелли çеç юлчĕ манăн та. Эпир ютшăннă пек пулса уйрăлтăмăр. ...Хваттере çитнĕ тĕле тĕттĕм карса илчĕ. Алеша килте çук иккен. Эпĕ редактор хушнă ĕçе аса илтĕм, сĕтел хушшине лартăм. Ĕç шухăшĕ пуçа каймасть. Иринăпа сиввĕн уйрăлни ăша çунтарать. Çырма тытăнса пăхатăп, нимĕн те тухмасть. Ура çине тăрса уткаласа çӳретĕп, шухăша ниепле те пĕтĕçтесе çитерейместĕп. Каллех сĕтел хушшине ларатăп, съездра çырса пынисене вулатăп, вĕсем ман пуçăмра юласшăн мар...
— Эсĕ çывăрман-çке, Миша, — терĕ тин çеç килсе çитнĕ Алеша, пӳлĕме кĕрсенех. — Мĕн ĕçлетĕн вара?
«Çамрăк хресчен» валли çыркалатăп та-ха, — терĕм эпĕ, — хĕрарăмсен съезчĕ çинчен...
— Пĕлетĕп, — терĕ Алеша, — редактор каланăччĕ мана. Çывăрма выртатпăр-и?
— Манăн кăштах ларма тивет, Алеша, — терĕм юлташăма, — ирччен çырса пĕтерес пулать. Эсĕ выртма пултаран.
Алеша салтăнчĕ те выртнă-выртманах çывăрса кайрĕ — харлаттарчĕ кăна. Эпĕ пĕчченех лартăм вара, хушнă ĕçе туса пĕтериччен.
Вырăна выртсан та часах çывăрма пулмарĕ: сăпса пек çыпăçакан шухăшсем канăç памарĕç. Иринăна кӳрентернĕшĕн хытă пăшăрхантăм. Коля çине тарăхса выртрăм... Этем тени питех те кăткăс япала пулас çав вăл!..
3
Тепĕр ирхине обкомол секретарĕ Вастрюк юлташ хăй патне чĕнтерчĕ те паян-ыранах района тухса каймалли çинчен асăрхаттарчĕ.
— Октябрĕн пĕрремĕшĕнче районсенчи советсен съезчĕсем пулса иртеççĕ, унччен сирĕн вырăна çитмелле, — терĕ.
— Юрĕ, — терĕмĕр эпир.
«Юрĕ» тени аван сăмах пулĕ те-ха вăл, Иринăпа мĕнле тăвас тата? Вăл Шупашкартине Вастрюк юлташ пачах пĕлмест-çке-ха. Пĕлес пулсан, мĕн улшăнать? Тепĕр тесен, Вастркюкшăн пулсан, Ирина такам вăл: те пур çутă тĕнчере, те çук!..
Канаша çитиччен те пулин Иринăпа каясчĕ тени ĕмĕт халлĕнех тăрса юлчĕ. Ирина манпала пымарĕ. Çĕнĕ района вара пĕчченех тухса каймалла пулчĕ.
Сăмах майĕпе çакна калăса хăварас тетĕп: Иринăпа паллашсанах ĕмĕрлĕхех юратса пăрахнăран вара тăхăр çул иртрĕ. Çав иртнĕ тăхăр çул хушшинче унпала юнашар ларса, шăкăл-шăкăл калаçса савăнасси тăхăр хут пулнă-ши? Мĕншĕн апла-ха? Сăлтавне ăçта шырамалла: Иринăра-и, хамра-и? Тен, çичĕ ют айăплă? Çук пулĕ çав, сăлтавне те, айăпне те пĕр хамра кăна шырама пĕлмелле, пĕр хамра кăна!..
Шухăшлатăп та Ирина çинчен, ăшăма тата акă мĕн çунтарать: вăхат тени мĕн чухлĕ малалла шуса пырать, эпĕ те Иринăна çавăн чухлĕ ытларах юратса пыратăп. Анчах тĕлĕнмелле: хам юратни çинчен Иринăна ниепле те ĕнентерме пĕлместĕп пулас. Çавăнпа та, çывхарса пырас вырăнне, вăл манран ытларах та ытларах уйрăлса кайнă пек, çултан çул ютшăнса, сивĕнсе пынă пек туйăнать. Чăнах çапла-ши вăл?
Иринăпа уйрăлас килмесен те, района каясах пулать... Пăрахут хăçан пулассине пĕлмелле Алешăпа пристане кайрăмăр. Çулĕ пирĕн пĕрле мар та-ха: Алешăн Атăл тăрăх тăвалла — Васильсурскине çитмелле, унтан, пĕчĕк пăрахут çине ларса, Етĕрнене каймалла. Манăн — Атăл тăрăх анаталла. Района каяс умĕн эпĕ киле кĕрес, аннене курас терĕм.
— Пăрахут час пулать-ши? — ыйтрăмăр пристаньре.
— Ăçта каймалла?
— Манăн тăвалла, — терĕ Алеша, — юлташăн анаталла каймалла...
— Тăвалла тепĕр сехетрен пулать, — терĕ пристаньте ĕçлекен, — анаталла каçаласăр пулас çук...
Икĕ тĕрлĕ туйăм çавăрса илчĕ мана: пăшăрхантăм та, савăнтăм та пĕр вăхăтрах. Пăшăрхантăм, мĕншĕн тасен, манăн Алешăран уйрăлас килмест. Чылай вăхăт пĕрле ĕçлесе пурăннă, пĕр тирĕк-чашăкран апатланса пурăннă çынпа уйрăлас пулать вĕт. Акă, тепĕр сехетрен-мĕнрен вăл пăрахут çине ларĕ те, унăн сăнарĕ кăна асăмра тăрса юлĕ...
Анаталлă пăрахут халех килменнипе савăнсах савăнтăм вара. Иринăна курмасăрах, унпа сывпуллашмасăрах тухса каймаллаччĕ вĕт. Апла тума ăçтан пултарăп-ха?
Хваттере таврăнтăмăр. Алеша пуçтарăнкаларĕ те, тăванла уйрăлса, Етĕрне районне тухса кайрĕ. Эпĕ ăна Атăл хĕррине çити асăтса ятăм. Унтăн Канаш урăмĕнчи «Çамрăк хресчен» редакцине кĕтĕм.
— Çырса килтĕн-и? — ыйтрĕ редактор.
— Васкамалла пулчĕ çав, — терĕм эпĕ, — тĕпле пулчĕ ĕнтĕ. Çитменнине çитерĕр, ытлашшине кăларăр — паян района тухса каймалла...
— Паянах-и? — терĕ редактор. — Апла пулсан, çулĕ такăр пултăр. Съездăн ĕнерхи ларăвĕ çинчен те çыртăн-и?
— Çыртăм. Кĕскен доклачĕсене те çыркаларăм.
— Кӳр-ха, пăхса тухар.
Эпĕ кĕсъерен çӳхе тетрадь кăларса, редактор сĕтелĕ çине хутăм.
Редакцирен тухрăм та тӳрех театра чупрăм — манăн Иринăна курас пулать. Театра пырса кĕнĕ тĕле сурпан сырнă чăваш хĕрарăмĕ лăпах сăмахне вĕçлерĕ. Ăна хисеплесе, нумайччен алă çупрĕç. Эпĕ пушă вырăн тупса лартăм та йĕри-тавра пăхса илтĕм. «Ăçтарах ларать-ши Ирина?»
Çапла шухăшланă вăхăтра съезд председателĕ Ирина Ястребова юлташа сăмах пани çинчен пĕлтерчĕ. Мĕн тунине ăнланмасăр, эпĕ ура çине çĕклентĕм. Ирина трибуна умне тухрĕ, çав самантра вăл мана питĕ пĕчĕк пек курăнса кайрĕ. Тухрĕ те хайхи халăх умне, алăри хутне майласа хучĕ, ӳсĕркеленĕ пек пулчĕ, пырне якаткаларĕ. Хăй хытă пăлханать пулмалла.
— Юлташсем! — илтĕнчĕ Ирина сасси. Кăна вăл питĕ çемçен каланă пек пулчĕ.
Ирина малалла мĕн çинчен каларĕ-ши? Эпĕ, тимлесех итлерĕм пулин те, ун шухăшĕ хыççăн асăрхаса пыма пултараймарăм. Хĕрарăмсене вĕренме кирли çинчен ытларах каларĕ пулас. «Ахальтен мар пуль вăл: вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм, теççĕ», — тесе асăрхаттарни хăлхара нумайччен янăраса тăчĕ.
Вăл каланинчен пĕр сăмахне те çухатас мар тесе, эпĕ ура çинчех тăтăм, çавна хам пачах асăрхаман. Ирина сăмахне вĕçлесе сцена çинчен ансан тин хам ура çинчех тăнине асăрхарăм. Сцена çинчен ансан, вăл малтанхи вырăннех пырса ларчĕ. Эпĕ те хам вырăна лартăм,итлеме пуçларăм. Ирина хыççăн каланисем питех асăмра юлмарĕç. Куç-пуçăм та Ирина ларакан тĕлтен хăпма пĕлмерĕ.
Перерыв пулчĕ. Эпĕ театртан тухрăм та Иринăна кĕтме пуçларăм. Хĕрарăмсем, хĕрсем кĕшĕлтетсе тухаççĕ, вĕсенчен çурри ытла чăваш тумĕпе. Ирина курăнмасть.
Эпĕ питĕ хăвăрт, чупнă пекех утса, картишнелле тухакан тепĕр алăк патне çитрĕм. Ирнна кунта та курăнмасть. Акă зал та пушанчĕ, юлашки делегаткăсем тухса столовăя утрĕç. Ирина утă çинчи йĕп пек çухалчĕ. Ăçта кайса кĕчĕ-ха вăл?
Шухăшласа пăхатăп та эпĕ тепĕр чухне, хама хам çав тери тарăхса илĕтĕп. Мĕншĕн-ха эпĕ, Ирина сăмахне вĕçлесен, унпа юнашар пырса лармарăм? Вырăн тупма пулатчĕ вĕт унта? Халĕ ăна шыраса та çӳремен пулăттăм. Пĕрле тухаттăмăр та каймалли çĕре пĕрле кайнă пулăттăмăр... Ахăль каламан пулĕ çав: чăваша кăнтăрла иртсен тян ăс кĕрет, тесе...
Капла ӳпкелешсе тăнинчен те усси пулас çук. Вара эпĕ Ирина чарăннă общежитие çитсе пăхас терĕм, çула май столовăя та кĕрсе тухрăм. Ирина ниçта та курăнмарĕ. Каялла çаврăнтăм та, нимĕн тума аптăраса, каллех театр патнелле утрăм. Ак тамаша! Мана хирĕç Ирина пыра парать.
Эпир чарăрса тăтăмăр. Эпĕ ăна Канаша çитиччен пĕрле кайма ӳкĕтлерĕм. Съезд пĕтмен тесе, вăл килĕшесшĕн пулмарĕ. Эпĕ питĕ курентĕм.
— Апла çакăнпах уйрăлăпăр-ши? — ыйтрăм юлашкинчен.
— Эсĕ хăçан каятăн вара?
— Паян каç.
Ирина мана куçран тинкерсе пăхрĕ те нимĕн каламасăрах аллине тăсрĕ.
— Чипер кай, эппин...
Пăрахут çине ларсан та лăпланма пĕлмерĕм. Ирина сăнарĕ асран каймасть. «Чипер кай, эппин...» тесе калани халĕ те хăлхара янăраса тăрать. Чăнах та капла уйрăлма шутламанччĕ эпĕ унпала. Шупашкартан Канаша çитиех пĕрле пулăпăр тенĕччĕ: Куславккана çити шывпа, унтан Тĕрлемес станцине лашапа кайăпăр, юнашар ларса пырăпăр, тенĕччĕ. Тĕрлемесрен Канаша — поездпа. Ирина килĕшес пулсан, киле кĕрсе тухăпăр, Мăнъялтан Вăрманпуçне ăсатса ярăп, кайран станцине пĕрлех кайăпăр, тенĕччĕ. Мĕн тери ырă ĕмĕтсем! Çунатсăр пулчĕç пулмалла вĕсем — ĕмĕт халлĕнех тăрса юлчĕç.
Çук, ăнланса çитерейместĕп эпĕ Иринăна. Вăрманпуçĕнче пĕр ырă кун, вĕсен саденче лăрнă чухне, вăл пĕтĕмпех урăхлаччĕ мар-и-ха? Пачах урăхлаччĕ çав. Халĕ вăл хура кĕркунне çулçине тăкнă çамрăк ӳлмуççи пек туйăнчĕ мана. Мĕншĕн апла-ха?
Пирĕн пăрахут анаталла лăпкăн шăвать. Каçалана сулăннă ĕнтĕ. Пăрахут çинчи халăх та лăпланнă: лараканни ларать, выртаканни выртать, хăшĕ-пĕрисем чей ĕçеççĕ, халап çаптараççĕ. Пăрахут çине кĕнĕренпе эпĕ ларса пăхмарăм-ха, ларас-тăрас килмест. Уçă алăкран Атăл çине пăхса пыратăп. Атăл шывĕ тĕкĕр пек çутă, пирĕн пăрахут урапи çатлатса пынипе хăпаракан хумсем çырана пыра-пыра çапăнаççĕ, малалла хăпарма çуккипе каллех Атăла кĕрлесе анаççĕ…
Ешĕл вăрман çийĕпе шурă пĕлĕтсем шăваççĕ, шыва ӳкекен пĕлĕтсене те, симĕс йывăçсене те пăрахут хумĕсем чӳхентерсе илеççĕ. Вара эпĕ шыва мар, çыран хĕррине куç хыватăп.
Акă Ивански сали патне çитрĕмĕр, кĕçех илемлĕ Çавал шывĕ курăнса кайрĕ. Хитре те-çке кунти вырăнсем... Текех пăрахут çинче пăчăхса тăма пултараймарăм, виççĕмĕш класăн балконĕ çине тухас терĕм. Тухрăм та хайхи, шурă карлăк çине таянса, çыраналла тинкертĕм. Акă, Çавал та çутăлса кайрĕ, Атăла тухнă тĕлте вăл чылаях сарлака. Çавал варринче шурă парăслă кимĕ. Те шăвать вăл, те пĕр вырăнтăх тăрать, пăрахут çинчен пĕлме çук.
Шухăшсем каллех Ирина патне çитеççĕ. «Енчен, çак шурă парăслă кимĕ çинче Иринăпа иксĕмĕр ларас пулсан унтан ырри мĕн пулма пултарать?..
«Пĕчченçĕ парăс шуралать,
Тĕтреллĕ тинĕс хумĕнче.
Вăл инçетре мĕскер шырать,
Мĕскер — тăвăн кĕтесĕнче?..»
Лермонтов... Вырăс халăхĕн генийĕ, сĕм-тĕттĕмре ялкăшса илнĕ çутă çăлтăр!,.»
Шухăшсем каллех улшăнаççĕ. Вĕсем Атăлта Чӳхенекен шурă пĕлĕтсем евĕр: пĕрин хыççăн тепри шăвăна-шăвăна иртеççĕ, пĕрин çине тепри купаланса пыраççĕ... «Пурнăç, — вĕлтлетет пуçăмра, — ытла та кĕске. Çавна шута илсен, çут тĕнчере пĕринчен пĕри пачах йĕрĕнмелле мар, пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлмелле. Кашни этем теприншĕн ырă тус пулсан, мĕн тери аван пулмалла та çутă тенчере! Çапла пулĕ те коммунизм общĕствинче...»
Сасартăк эпĕ çакăнса вилнĕ Çтаппана аса илтĕм. Питĕ шел ачана, калама çук шел! Çтаппана вилĕмрен хăтарса хăварма пачах май пулман-и вара? Пулнă! Анчах эпир çав майпала усă курма пĕлмен... Пурнан пурнăçра кĕтмен-туман çĕртен йăкăлт! сиксе тухакан вак-тĕвек те тепĕр чухне сухăр вĕлтренĕ пек çунтарса илет. Вăл пурнăçăн тӳрĕ йĕрне пăрса яма пултарать, тепĕр чухне (ак тамаша!) вăл хăех пурнăçпа çыхăнтаракан меслет пулса тăрать. Хăш еннелле туртатăн тилхепине: сылтăмалла туртсан, лаши те сылтăмалла супать, сулахаялла туртсан... Этем пурнăçĕнче те çавнашкалах иккен...
Акă шурă парăслă кимĕ те хыçа юлчĕ. Пирĕн пăрахут анаталла мар, парăслă кимĕ хăй тăвалла шăвать тейĕн. Шăпах çав кимĕ тĕлĕнче илемлĕ кĕвĕ кĕрлесе кайрĕ. «Мĕнле кĕвĕ-ха вăл? Вăштăр çил парăс пирне çупăрланипе туйанмарĕ-ши?» Ăна-кăна чухласа илеймерĕм-ха эпĕ, хуллен çеç илтĕнекен çав кĕвĕ манăн шухăш-кăмăла, чун-чĕрене, ăшăм-чиккĕме тĕппипех çавăрса илчĕ.
Мĕн амакĕ-ха вăл, чăнах, хăлхаран кайма пĕлменскер: юрă кĕвви-ши, ташă çемми-ши? Кун пек юрă эпĕ ниçта илтнине те астумастăп. Апла пулин те, кĕвĕ хăлхаран каймасть, кĕвĕ хăй ман ăшăмран йынăшса тухатъ тейĕн. Чăнах та, чăваш, тутар, вырăс юррисене, çав тери хитрисене те, илтмен мар эпĕ, тепĕр чухне юрлакаласа та пăхнă пулĕ. Анчах илтнĕ юрă-кĕвĕсенчен нихăшĕ те халь илтĕнекен кĕвĕ евĕрлĕ мар. Аптранă енне, хăлхаран тухма пĕлмен кĕвве ку таранччен илтнĕ юрă-кĕвĕсемпе танлаштарма пуçларăм. Шупашкарти педтехникум хорне Федор Павлович юрлаттаракан «Вĕлле хурчĕ» юрра аса илтĕм. Ытарайми хитре юрă вăл. Унăн хăвачĕ чĕре тĕпĕнчи чи ырă туйăмсене хускатса кăларассăн туйăнатчĕ. Чунсăр каска пуканĕ те йĕрсе яма пултарĕ ăна итлесен...
Каялла пăхса илтĕм. Эпир Çавалтан тахçанах иртсе кайнă ĕнтĕ, пăрахут ешĕл вăрманлă сылтăм çыран хĕррипе çăмăллăн пырать. Шурă парăс курăнмасть пулин те, хайхи кĕвĕ халĕ те илтĕнет. «Мĕн амакĕ ку, чăнах? Ăçтан тухать-ха çак тĕлĕнмелле кĕвĕ? Ман ăшăмра çуралмасть вĕт вăл, тепĕр тесен, тĕлĕк те тĕлленместĕп эпĕ. Ăсăм-пуçăм та йĕркеллех пулмалла... Эппин, мĕне пĕлтерет-ха çак илемлĕ кĕвĕ янравĕ? Мĕншĕн тухма пĕлмест вăл хăлхаран?»
Палуба тăрăх малалла темиçе утăм турăм та пачах чарăнса тăтăм. Мана тĕлĕнтерсе янă кĕвĕ çӳлтен, пĕрремĕш класри салонран илтĕнет иккен. «Акă сана шурă парăс, акă сайа «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт», — кӳренсе илтĕм ăшăмра. Ĕмĕт çуначĕсем лăштах усăнчĕç... — «Ирина? — шутласа илтĕм çавăнтах. — Ун çинчен ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем те çавăн пекех çăмăллăн ишĕлсе анмĕç-ши?»
Пăрахут сăмсинче çакăнса тăракан шурă кимĕ çумне тайăнса тăтăм та çӳлтен килекен кĕвве тимлесех итлеме пуçларăм. Хуллентерех калакан рояль сассине уççăнах уйăрса илтĕм. Анчах мĕнле кĕвĕ-ха вăл? Мĕнле пултарать-ха çав чунсăр инструмент этем шухăш-кăмăлне çав тери çĕклесе яма е пусарса хурлантарма? Тĕлĕнмелле мар-и çакăнтан?
Çав вăхăтра эпĕ рояль сасси çумне сĕрме купăс сасси хутшăннине уйăрса илтĕм. Халĕ ĕнтĕ мана аташтарса яма пуçланă рояль сасси иккĕмĕш вырăна юлчĕ. Сĕрме купăс сасси, Атăлти аслă хум пек хăпарса, пĕтĕмпех хăйĕн айне туса хучĕ... Чăн та музыка амăшĕ пулĕ çав, сĕрме купăс тени!..
Эпĕ пĕрремĕш класа хăпаракан алăк патне хăвăрт çитсе чарăнтăм. Музыка хăй патне йыхăрать, текех чăтса тăма пултараймарăм... Алăкĕ уçах, пусма умĕнче виççĕн картла çапаççĕ. Эпĕ пусма тăрăх хăвăрт хăпартăм, çамкапа перĕннĕ пекех, матроспа тĕл пултăм. Вăл çӳлти коридора çăвать иккен.
— Билет? — чарасшăн пулчĕ вăл.
— Салона васкатăп, — алăпа сиртĕм ăна çул çинчен, — ан чăрмантарăр!..
Вăл тата темĕн каларĕ пулас та, эпе ăна итлесе тăмарăм.
Салонра çын сахал: сĕтел хушшинче иккĕн апатланса лараççĕ, рояль умĕнче вăрăм çӳçлĕ каччă ларать. Рояль каланăçемĕн вăл, аллисене çӳле çĕклесе, хăлаçланса илет, çавăнтах вылянă вăхăтрах, пуçне сулса, вăрăм çӳçне каялла лăст! ярать. Ун çумĕнче илемлĕ пике тăрать, вăл сĕрме купăс калать. Хăй шурă пурçăн кофтăпа, хура юбкăпа. Вăрăм, сарăрах çивĕтне умнелле янă. Манăн çав пикен куçне питĕ курассăм килчĕ, анчах вăл сĕрме купăсне янахĕпе хĕстерсе пуçне чикнĕ пирки курма пулмасть.
Эпĕ музыкантсем патне çывхартăм, хытă диван пекки çине лартăм та вĕсем вылянине тимлĕн итле пуçларăм. Чăнах та, лайăх выляççĕ те, кĕвви хăй те çав тери илемлĕ иккен. Сĕрме купăсĕ пĕрре йынăшса илет, чуна хумхантаракан сасăпа чĕрене тăрмалать, унтан савăнăçпа тулнă сасăсем чĕрене пĕтĕмпех хăпартлантарса яраççĕ... Çак ытарайми музыка чунăма пĕтĕмпех çавăрса илчĕ.
«Ирина пуласчĕ çаканта, — аса илтĕм савнине, — вăл итлесчĕ çак музыкăна...» Ман шутпала, Ирина пулас пулсан, çак асамлă музыка тата хăватлăрах янăранă пулĕччĕ, кăмăлĕ çемĕçнипе Ирина хăй те ăшшăнрах калаçма пултарĕччĕ-и, тен...
Сасартăк музыкантсем калама чарăнчĕç, апатланса ларакан икĕ çын алă çупса ячĕç. Эпĕ те, хама хам пĕлми пулнăскер, вĕсемпе пĕрле алă çупрăм, чун хавалне чараймасăр, музыкантсем патне çывхартăм.
— Каçарăр, — терĕм палламан çынсене, — эсир çав тери ăста каларăр. Тавтапуç! Тархасшăн калăр: мĕнле кĕвĕ пулчĕ ку?
Рояль калаканни ларнă çĕртех çаврăнакан пуканĕпе пăлтăр! çаврăнчĕ те ман çине тиркевлĕн пăхрĕ. «Мĕнле упăте пулчĕ ку?» — шутларĕ пулмалла вăл...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...