Çăкăр
Пĕр çурхи кун, эп астăватăп,
Киле килетĕп вăрçăран.
Ывăннипе аран утатăп,
Çунса тухать вĕри суран.
Ял çывхарсан пур пек хал-хăтăм
Ăшра ман хĕрнĕччĕ кăна —
Тăп чарăнса сасартăк тăтăм,
Эп куртăм, куртăм эп çакна:
Ана çинче — çур шывĕ хăмăр,
Юртан тасалнă тин тăпра.
Тем чавалать пĕр çамрăк хăвăрт,
Алли те, пичĕ те хура.
Сулкаланать пĕччен шурутăн,
Асăрхамасть мана пачах.
Ыйтатăп: — Шăллăм, мĕн шыратăн?
— Крахмал пухатăп, — тет ача.
Пĕр çĕрулми сирсе кăларчĕ,
Хирте вăл выртнă хĕл каçа.
Каймасть çусан та пылчăк карчĕ,
Йĕпетрĕ пĕчĕк хутаçа.
Хура шыв юхрĕ сумккинчен.
Мана курнать вăл чĕрĕ юнăн,
Кĕнекисем выртаççĕ унăн
Урок кĕтсе сукмак çинче...
...Вутра çуралнă çутă ирĕк
Вутра çунмарĕ. Кур паян:
Кашлать тăван колхоз уй-хирĕ,
Кашлать пучахĕ йывăртан.
Юхса килет ăш çил ачашĕ
Ĕçре çĕкленнĕ юрăпа.
Пĕр сарă каччă (çав ача-ши?)
Комбайнпа вырать урпа.
Ăна телей курмашкăн пӳрнĕ,
Вăл çавăнпа кулать йăл-ял.
Ун аллипе çак мирлĕ пурнăç
Халь тытнă çирĕппĕн штурвал.
Çĕн çăкăра çиме ларсан,
Асилӳпе хĕрет ман чун.
Ан пултăр вăрçă тек нихçан!
Ан килтĕр урăх выçă кун!
Шухăшсем
Ready to drive targeted visitors to your...
Повысьте эффективность своего производс...
Want more targeted leads to your website...
https://krak33...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Предлагаем вам высококачественный троту...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Need help getting targeted visitors to y...