Энтип Ваççи (Антипов Василий Иванович) 1937 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Хура шыв ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ялти клуб заведующийĕ, чукун çул çыхăнăвĕн юсав бригадин бригадирĕ, слесарь пулнă. Чăваш çĕршывне куçса килсен Çĕнĕ Шупашкарта стройкăра ĕçленĕ, каярах нумай тиражлă хаçатăн тата вырăнти радиовещани редакторĕ пулнă. 1974-1977 çулсенче Энтип Ваççи Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тата тĕп редакторĕнче вăй хунă. Каярах вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата СССР Писателĕсен союзĕ çумĕнчи литературăн аслă курсĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн Чăваш Республикин Писательсен союзĕн литконсультанчĕ тата правлени председателĕн çумĕ пулнă, Чăваш Республикин Вăрман министерствинче ĕçленĕ.
Энтип Ваççи 1977 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ. Тăван литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна «Чăваш Республикин искусствасен тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ят панă.
Унăн паллăрах кĕнекисем: «Çалкуç» (1974), «Алăри асамат» (1976), «Туслăх кăшăлĕ» (1977), «Пыл çунă ир» (1979), «Юрату юрри» (1984), «Самана» (1967).
Поэт публицистика жанрĕнче те ăнăçлă ĕçлет.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Пĕрремĕш йĕркесенченех паллă пулчĕ калав...
Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах ....
Ну, калаçаканни Хусанкай темĕпĕр...
Ку сăвăра Хусанкай арçынпа мар, хĕрарăм...
Чăвашсем Матĕрне мар, Маттĕрне теççĕ тем...
Кунта та чăваш чĕлхи пиркиех щухăшлать Ç...
кенеке интересле ,малалла вулас килет
Литлаххан тени çыравçăсен пĕрлĕхне пĕлте...
Курак курака аякранах сас парать
Ехрим Иванĕ миçемĕш çулта çуралнă?