Вăрман витĕр кил курăнать


— Кĕрĕр, ан айăплăр! — тенĕ пекех курăнать çуртăн алăкĕ.

Уçланкăн тепĕр хĕрринче пĕчĕкрех çурт вырнаçнă. Ку çурчĕ пысăккинчен çĕнĕрех те тирпейлĕрех курăнать. Унăн тимĕр тăррине симĕс сăрăпа сăрланă.

— Ку çуртра кантур вырнаçнă пуль-ха, — тавçăрса илчĕ Çтаппан. — Мастерсемпе пуçлăхсем лараççĕ пуль.

Чăнах та, Кавĕрле пичче ачасене уçланкă хĕрринче тăратса хăварчĕ те, ытти ушкăнсен аслисемпе пĕрле кантура кĕрсе çухалчĕ. Унта вăрах пулчĕ вăл. Ачасем самаях шăннипе ĕнтĕркеме пуçласан çеç тухрĕ.

— Пулчĕ!— пĕлтерчĕ бригадир ачасене. — Халех çак баракра нарсем çине вырнаçатпăр та, эпĕ складран сире валли пурт— пăчкăсем илсе килĕп. Тата кашнине икĕ куна пĕр буханкă çăкăрпа çур кило çăнăх пама пулчĕç. Ыран ирхине мастер касмалли вăрман лаптăкне кăтартать те ĕçлеме пуçлатпăр. Ăнлантăр-и?

— Илтрĕн-и? — тĕксе илчĕ Микиш Çтаппана, барак енне утнă май. — Пире паракан çăкăрпа çăнăх тăранма çитет-им ?

— Элле çав? — хутшăнчĕ калаçăва Çтаппанран тепĕр енче утакан Вихтĕр, ялта Çтаппансемпе урам урлă пурăнаканскер. — Кил апачĕ кунта пулмасси паллă ĕнтĕ.

— Килӳнте тăраниччен çинĕ пек калаçатăн! — йĕплесе илчĕ имшер кевтеллĕ Вихтĕре Микиш. — Хăçан какай çинине астăватăн-и?

Тавлашса та кайĕччĕç-и тен, часах барака пырса кĕчĕç. Каччăсем пĕр вĕçĕнчи хăмасенчен çапса тунă нарсем çине, хĕрсем — тепĕр вĕçĕнчи нарсем çине вырнаçма тытăнчĕç. Барак пӳлĕмĕ самантрах шăв-шавпа тулчĕ. Барак варринчи тимĕр кăмакана пĕр мучи, пушкăрт пулас, вутă пуленккисем пăрахса ларать. Вăл килнисем çине çаврăнса пăхрĕ те ури çине тăчĕ.

— Ăçтан пулатăр? — ыйтрĕ вăл хăйăлтатарах тухакан сассипе Кавĕрлерен. Лешĕ хуравланă май мучие алă пачĕ.

— Чăвашсем пулатăр апла, — çăварĕнчи чĕлĕмне паклаттарса илчĕ пушкăрт. — Эпĕ чăвашсене лайăх пĕлетĕп. Ĕçчен халăх эсир, пултаруллă.

— Пултарайăн кунта çак сăмсисем типеймен ачасемпе! — куçĕсемпе хăйĕн ентешĕсем çине тарăхса кăтартрĕ Кавĕрле. — Ĕç норми пысăк тата! Эсĕ ху , мучи, кунта мĕн тăватăн?

— Инçетри мар ялта пурăнатăп та барака кашни кун хутма çирĕплетрĕç мана, — кăмака çумĕнчи вут пуленккисем çине кăтартрĕ мучи. — Тата вăрман касакансен мăкалнă пурттисемпе пăчкисене хăйраса паратăп. Ĕçĕ çакă манăн, хырăма тăрантма пулăшать.

Бригадирпа ватă пушкăрт калаçнă вăхăтра Кавĕрлен çамрăк ентешĕсем умлăн тăракан сакăр нара йышăнма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Тăххăрмĕш çине те, Кавĕрле пиччĕшне валли тесе, никама та вырттармарĕç.

— Йышăннă! — кĕскен каларĕ Çтаппан çак нар çине вырнаçас тесе кутамккипе тăрмашакан паян пĕрле килнĕ палламан çамрăка. — Ав, пушă нарсем тата пур, çавăнта кай!

Килнисем, вăтăра яхăн çын, юлашкинчен пурте нарсем çине вырнаçса пĕтрĕç, тумтирĕсене хывса ларчĕç. Вĕсен бригадирĕсем складран çăкăр буханкисемпе çăнăх илсе килчĕç те хăйсен çыннисене валеçсе пачĕç.

— Акă мĕн! — ăнлантарчĕ Кавĕрле ентешĕсене çăкăр валеçнĕ май. —Кунта çăвар карса пурне те шанса çӳресен, вăрăсенчен çăкăрсăр та, çăнăхсăр та юлма пултарăпăр. Вара шăлсене шаккаса ларасси çеç юлать. Çавăнпа çивĕч пулăр, çывăрса ан çӳрĕр!

Бригадир тĕрĕс калани каçпах паллă пулчĕ. Паянхисенчен темиçе кун маларах килнĕ вунна яхăн вăрман касакансем ĕç хыççăн килсе кĕчĕç те вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем нарĕсене паян килнисем йышăннине курчĕç.

— Марш манăн вырăнтан! — хыттăн каларĕ пĕри, мăйăхли, кĕтесри нар çине вырнаçнă паян килнĕ çамрăка. — Кай алăк патĕнчи нар çине, çавăнта çывăр!

Лешĕ вăрман касакан çине хăраса пăхса илчĕ те кăтартнă нар çине шăппăн кайса выртрĕ.

— Куртăр-и? — ыйтрĕ Кавĕрле пичче ентешĕсенчен. — Хамăра кӳрентерме парас мар тесен, пирĕн пĕр чăмăр пек туслă пулас пулать. Ăнлантăр-и?

Каччăсем, ăнланнине пĕлтерсе, пуçĕсемпе сĕлтсе илчĕç.

 

III

Кавĕрле нарсем çинче лăпкăн çывăракан хăйĕн ентешĕсене ирех тĕрткелесе-чышкаласа вăратрĕ:

— Тăрăр, тăрăр! Сехет çиччĕ енне кайрĕ ĕнтĕ. Часрах çиер те вăрман касма каяр! Кун çутăличчен мастер кăтартнă çĕре çитер!

Ыйхи тăранман ачасем куçĕсене сăтăркаласа илчĕç, нарсем çине тăрса ларчĕç. Пĕри çеç — Ваçили — вăратакан бригадир енне çурăмпа çаврăнчĕ те каллех çывăрса кайрĕ. Кавĕрле ăна вăйпах нар çине тăратса лартрĕ:

— Эпĕ саншăн аннӳ мар кунта! Час вĕрентĕп «çĕршыва юратма»!

Вăл баракăн хĕрарăмсем çывăракан енне хăвăрттăн пăхса илчĕ: Верукпа Нина тăнă та ĕнтĕ, çӳç тураççĕ.

— Çăнăхăра чашăксем çине ярса кăшт нимĕр пăтти пĕçерĕр! Пăттăра çăкăрпа çийĕр! — хушать вăл çамрăксене. — Часрах, часрах!

Халиччен кун пек çĕрте пулса курманскерсем, пурте бригадир хушнине тĕплĕн тума тăрăшаççĕ. Вĕри кăмака умĕнче, чашăксенчи шыва вĕретме вырăн кашнине çитменрен, тĕрткелешеççĕ. Çитменнине ытти вăрман касакансем те тăчĕç. Кам уборнăя чупать, кам стена çумне çакнă кăмкансенчен пит çăвать. Ыттисем çак кирлĕ ĕçсемпе аппалланнă вăхăтра Кавĕрлен бригади ирхи апат çиме те ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Çамрăксем урама тухрĕç. Кашнин çурăмĕ çинче— çăкăрпа çăнăх чикнĕ кутамкка . Сивĕ самантрах Çтаппан кевтине çатăрласа илчĕ. Çакна туйса вăл ĕç хатĕрĕсем йăтнă, сукмакпа вăрман енне бригадир хыççăн утакан тусĕсенчен кая юлмасса тăрăшса, хăвăрттăн утрĕ. Ку кăшт пулăшрĕ пек:тепĕр самантран сивĕ каллех фуфайка айĕнчен урасем патне анчĕ, чĕпĕте-чĕпĕте пычĕ. Кĕç сукмак вĕçленчĕ те вăрман касакансем стена евĕр çăра вăрмана çитсе тăрăнчĕç, урасем чĕркуççи таран юр ăшне путса анчĕç.

Çутăла та пуçларĕ ĕнтĕ. Пĕр сăмахпа, ĕçлеме вăхăт çитрĕ. Бригадир Нинăн аллинчи кĕреçене илчĕ те парка хырă йывăç патне пычĕ, ун таврашĕнчи юра ывăтма пикенчĕ. Çак самантра бригада патне мастер, ваттăллă шăлавар тăхăннă вăтам пӳллĕ арçын пырса тăчĕ.

— Ну, мĕнле, ачасем, вăрмана хăнăха пуçларăр-и? — хыттăн калаçрĕ вăл, куларах. Унăн куçĕсем, пĕр çамрăк çинчен теприн çине куçса, тимлĕн пăхрĕç. «Мĕн тăратăр-ха эсир?» — тени пулчĕ ĕнтĕ унăн пăхни. —Вăрманта асăрхануллăн та пĕлсе ĕçлемелле. Ĕçленĕ чухне шăнмастăн !

Çак сăмахсемпе мастер сивĕпе ĕнтĕркесе тăракан пĕр-ик ачана хулĕсенчен çапса илчĕ. Лешсем ура çинче сиккелеме тытăнчĕç. Мастер йывăçа епле майпа тĕрĕс касмаллине, ăçталла йăвантармаллине, вакламаллине кăтартрĕ, каснă йывăçăн турачĕсене иртсе çунтармалли пирки каларĕ. Çакăн хыççăн каллех ачасем çине тинкерчĕ.

— Кунхи норма — кашнине виçшер кубометр. Эсир кунта — вуннăн. Икĕ пилĕкшер çынлă ушкăна уйрăлăр та эпĕ кăтартнă йывăçсене ӳкерĕр, ваклăр, купалăр. Каçчен сирĕн вăтăр кубометр пĕрене хатĕрлемелле. Ăнлантăр-и?

— Ăнлантăмăр! — пуриншĕн те хуравларĕ бригадир. — Вакланă пĕренесене вăрмантан уçă çĕре кăларма лаша пур-и кунта?

— Лаши пур. Ăна йывăç ӳкере пуçласан барак патĕнчи сарайĕнчен çавăтса килĕр. Ĕнер кунĕпе ĕçлесе ывăннă вăл. Кăшт кантăр, — хуравларĕ мастер. — Анчах, нормăра тултармасăр барака ан таврăнăр!

— Юрĕ, юрĕ! — кăмăлсăррăн мастер çине пăхрĕ Кавĕрле пичче. — Ĕнерех норма пирки каласа хăлхана çĕртрĕн!

Мастер сукмакпа каялла кайсан ачасем ушкăна пайланчĕç те ĕçе пикенчĕç. Çтаппанăн ушкăнне Нина, Кĕркури, Микиш тата Вихтĕр лекрĕç. Бригадир Нинăна кĕреçе тыттарчĕ:

— Ме, Нина, кĕреçӳне! Эсĕ йывăç айĕсене юртан тасат! Каччăсем сан хыççăн йывăç касса ӳкерĕç.

Çак сăмахсемпе вăл пăчкă тытса тăракан Микиш çумне Çтаппана тăратрĕ те çывăхри хырра касса ӳкерме хушрĕ, йывăçа ăçталла ӳкермеллине кăтартрĕ. Кĕркурипе Вихтĕре тепĕр парка йывăç лекрĕ. Кавĕрле пичче çакăн хыççăн Верук ĕçлекен ушкăн еннелле юр ашса утрĕ. Каччăсем ĕçлеме тытăнчĕç. Çтаппанпа Микишăн пăчки сăмалаллă нӳрĕ йывăçа васкамасăр касса кĕме тытăнчĕ. Ĕçленĕçем, чăнах та, сивĕпе шăннă ачасем ăшăна пуçларĕç, ĕнтĕркеме пăрахрĕç. Пăчкă йывăçа кăшт касса кĕрсен, Çтаппан касăк йĕрĕнчен çӳлерехре пурттипе шăннă хырра чалăшшăн картса иле пуçларĕ, турпассем айккиннелле вĕçрĕç.

— Халĕ ку йывăçа тепĕр айккинчен касăпăр, — çавăрчĕ вăл тарланă питне Микиш енне. — Мастер кăтартнă пек.

— Атте те мана пĕлтĕр хамăрăн вăрмана кайсан çапла вĕрентнĕччĕ, — килĕшрĕ тусĕпе Микиш.

Йывăç вуллине тепĕр енчен ăшкасан-ăшкасан, лешĕ чĕриклетсе илчĕ, каллĕ-маллĕ сулăнса кайрĕ те пăчка хĕссе лартрĕ. Çтаппанпа Микиш вулла пуртăпа картнă енне харăссăн тĕртрĕç.

— Нина, кай унтан! — кăшкăрчĕ Çтаппан çывăхра тăракан хĕре. — Йывăç айне ан пул!

Йывăç, чăнах та, тĕртнĕ енне тайăлчĕ те хĕсĕннĕ пăчкă, ачасем ăна унталла-кунталла туртнипе, каллех шăлĕсемпе йывăçа кăшлама тытăнчĕ. Юлашкинчен çĕр ытла çул ӳснĕ йывăç шатăртатса илчĕ те, тайăлса-тайăлса, айккинчи вĕт йывăçсене хуçса, шавлăн кайса ӳкрĕ.Ун айне лекнĕ юр шурă та сивĕ тусана çаврăнса çӳлелле хăпарчĕ, ачасем çине ерипен анчĕ.

— Пулчĕ! — савăнчĕ Микиш. -Укертĕмĕр!

— Халĕ йывăçран тăхăр метрлă пĕрене хатĕрлĕр! — хушрĕ ачасене ӳкнĕ йывăç патне çитсе тăнă Кавĕрле пичче. — Юлнă тăрринчен метр çуршар тăршшĕ пуленкесем ваклăр!

— Ма?

— Вĕсем вутă валли. Шурорецкри металлурги комбинатне валли тимĕр шăратма.

Çтаппанпа Микиш йывăç турачĕсене пуртăпа иртме тытăнчĕç. Касса татнă туратсене Нина купана пухма пикенчĕ. Çак самантра аякра мар ĕçлекен Кĕркурипе Вихтĕрĕн парка хырри те, ухлатса, çĕр çине персе анчĕ. Унăн турачĕсене те каччăсем васкаса иртме тытăнчĕç.

— Нина! — кăшкăрчĕç вĕсем. — Пирĕн туратсене те купу патне сĕтĕр!

— Хăвăрах сĕтĕрĕр! — хирĕç кăшкăрчĕ хыррăн симĕс йĕпсемлĕ туратне хулĕ çине хуракан Нина. — Пĕччен ĕлкĕрейместĕп!

Кăнтăрлаччен тата пайтах йывăç касса вакларĕç.

— Килĕр кунта! — чĕнчĕ пурне те каччăсем иртнĕ туратсен купине çунтаракан бригадир. — Кутамккăрсенчи чашăкăрсене илĕр те юр ăсăр, ăна кăвайт çинче ирĕлтерĕр. Вара çăнăхăрсенчен нимĕр пĕçерĕр. Кăнтăр апачĕ тăвăпăр.

Вунă çамрăк шатăртатса çунакан купа патне васкамасăр пухăнчĕç те çăнăх пăтти пĕçерме хатĕрленчĕç.

— Ку — апат мар! Сыснасем-им эпир çакна çиме? — лач! сурчĕ айккинелле Микиш. — Ма урăх ним те памаççĕ пире?

— Çи, çи! Кун пек калаçиччен нормуна тултар! — йĕплĕн пăхса илчĕ ун çине бригадир. — Нормуна тултармасан кун пек апат та çиеймĕн!

Микиш кăмăлсăррăн чашăкне вут çулăмĕ çине лартрĕ.

— Каçпа хĕрсем пире салма яшки пĕçерсе çитерĕç. Эпĕ улмине те килтен кăшт илсе килнĕччĕ. Ăна та тураса яшкана ярăпăр! — пăхса илчĕ Кавĕрле пичче хĕрсем çине. — Çапла-и, чиперккесем?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: