I
Чинкей ялĕн пĕренерен лартнă клубĕнче çамрăксем кармун кĕввипе, урай тусанĕ мачча таранах йăсăрланса хăпарнине пăхмасăр, сиксе ташлаççĕ. Кармунçи, кăтра çӳçлĕ те типшĕм, вăтăралла çывхарнă хусах каччă, стена çумĕнчи пукан çине ларнă та аллинчи инструментне шеллемесĕр «ĕçлеттерет». Пуçне малалла пĕкнĕ вăл, кармунĕ çине хунăпа пĕрех. Çамки çинчен тар шăпăртатса юхать. Тарне çумĕнче ларакан савнийĕ — Верук, аллинчи алтутрийĕпе шăла-шăла илет, хăйĕн Çимунĕ çине юратуллăн пăхать. Клуб алăкĕ, тулти ноябрь уйăхĕнчи сивве пăхмасăрах, яри уçă. Мĕншĕн тесен, ăна хупăнса-уçăлса ĕлкĕрме те май çук: пĕрисем кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ. Ташлакансем хушшинче хĕрсем нумайрах. Каччисем вара сахалрах тата вĕсем шăлт çамрăкскерсем: вунулттă-вунсакăр çулхискерсем. Вĕсенчен аслăраххисем те — кармунçă Çимун пеккисем, пур, анчах вĕсем сайра. Мĕн калăн, Аслă Аттелĕх вăрçи пĕлтĕр çеç чарăнчĕ. Вăл, ирсĕрскер, çак икĕ ту хушшинче вырнаçнă, Хурамал çырми тăрăх тăсăлакан илемлĕ чăваш ялĕнчен те нумай çамрăка ĕмĕрлĕхех çăтрĕ. Анчах пурнăç малаллах тăсăлать çав, хăйĕннех илет. Паян та, акă, кино хыççăн çамрăксем клубра ташлама юлчĕç, савăнаççĕ.
Кăçал çеç вун улттă тултарнă Кирук Çтаппанĕ те пур кунта. Вăл, çийĕнчи фуфайккин тӳммисене вĕçертнĕскер, клуб пӳртĕмĕни уçă алăкăн каçакĕ çумне тĕршĕнсе тăрать. Ташлакансене сăнать. Ташлакансем хушшинче унпа пĕр классра вĕреннĕ Нина та пур. Тата пĕрле шкулта вĕреннĕ Кĕркурипе Микиш те ташлама пĕлнĕ-пĕлмен урисемпе тăпăртатаççĕ. Вĕсем иккĕш те Çтаппан тусĕ пекех ялта тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлеççĕ. Бригадир ăçта хушать — çавăнта каяççĕ. Юлашкинчен Çтаппана ташлакансене пăхса тăма йăлăхтарчĕ те вăл пăчă клубран урама тухрĕ, тулли кăкăрпа уçă сывлăша сывласа илчĕ. Урамра лайăх та иккен! Тăрă тӳпери çăлтăрсем сана çӳлтен куç хĕссе саламлаççĕ, çак кунсенче çеç ӳкнĕ юр уйăх çутинче çемçен кĕмĕлленет, сарлака та тӳрĕ урам тăрăх тăсăлакан çуна йĕрĕ йăлтăртатать. Кино кăтартма тата клуба çутатма электричество паракан дизель моторĕ кăлтăртатса ĕçлесе ларать, ун çумĕнче Анатуль киномеханик тăрмăшать. Çтаппан мотор çумĕпе иртрĕ те, çанталăкпа киленсе, килĕ еннелле васкамасăр утрĕ. Акă Çӳлти пĕве çывăхĕнчи урам вĕçĕнче вырнаçнă çурт. Килне кĕнĕ çĕре сехет пĕрререн те иртсе кайнăччĕ ĕнтĕ. Мачча каштинчен çакнă краççын лампи тĕксĕммĕн, пĕчĕк çуртăн кĕтесĕсене ĕмĕлкесем пăрахса, çунатчĕ.
— Мĕншĕн çывăрмастăн, анне? — ыйтрĕ сĕтел умĕнче кăштăртатакан амăшĕнчен ывăлĕ, фуфайкипе кирзă аттисене хывнă май. — Атте ăçта?
— Çывăрать. Сана кĕтрĕ-кĕтрĕ те çывăрса кайрĕ.
Чăнах та Çтаппанăн ашшĕ, лаша пăхнă çĕрте ĕçлекен Власов Кирук, вăрçăран кăкăрĕпе пуçне амантса таврăннăскер, час ывăнать çав. Çавăнпа, ывăлне кĕтсе илеймесĕрех, çывăрса кайнă вăл. Ав, халĕ те ыйхи витĕр ӳсĕркелесе илет, йынăшать. Кăмака çинче Коля шăллĕпе Наçтук йăмăкĕ çывăраççĕ: иккĕшин те çара урисем кăмака мăрйи хыçĕнчен курăнаççĕ. Вĕсен пиччĕш йăмăкĕпе шăллĕн урисене кăтăкласа илме аллине тăснăччĕ çеç, амăшĕ чарчĕ:
Вырт çывăрма! Ыран ирех сана Шурорецк районне вăрман касма яраççĕ. Бригадир Кавĕрле çакăн пирки эсĕ клуба тухса кайсан килсе каларĕ. Ялтан вунă çамрăка вăрман касма яма районтан хушнă, терĕ. Кавĕрле сирĕнпе асли вырăнне пырать.
Çтаппан хăй çине шеллесе пăхса тăракан амăшне йăл! кулчĕ:
— Юрĕ, кайăпăр! Эпĕ ӳснĕ ĕнтĕ.
Амăшĕ ассăн сывласа илчĕ çеç.
— Сана валли аçу урусене тăхăнма пăйма хатĕрлесе хучĕ. Эпĕ алсасемпе шарф кутамккуна чикрĕм. Тата кăшт аш-какай, çăкăр, сухан. Çул çине.
Çтаппан, нумай шухăшласа тăмасăрах, сак çинчи юркан айне чăмрĕ те ыйхă ăна çăмăллăн та çемçен ыранхи куна хирĕç илсе кайрĕ. Ирхи çичĕ сехет те çитменччĕ, вăл, амăшĕ ăна пуçĕнчен шăлнипе, куçĕсене уçрĕ.
— Мĕн, тăмалла та-им? — тутлăн карăнса илчĕ çамрăк каччă.
— Çапла, ачам, тăмалла. Кавĕрле ирхи сакăр сехете клуб умне пыма хушрĕ ĕнер. Каякансем çавăнта пухăнмалла, терĕ.
— Атте ăçта?
— Вăл ирех тăрса калхусăн лаша картине кайрĕ. Сире Çтерле леçме виçĕ çуна кӳлет.
— Атте те пире леçме пырать-и?
— Çук. Кармунçă Çимуна хушнă пулас. Ĕнер çапла ăнлантăм Кавĕрлерен.
Çтаппан вашт кăна çиелти юрканне сирсе сиксе тăчĕ, кăмака хыçĕнчи стена çумне çакнă кăмкан патне пырса çăвăнчĕ. Кĕпипе шăлаварне тăхăннă вăхăта сĕтел çинчи çу çинче ăшаланă çатмари улма тутлă шăршă кăларса ларатчĕ те ĕнтĕ. Анчах каччăн çиесси питех килмерĕ. Вăл вĕри улмана кăшт-кашт хыпкаларĕ те урине пăйма, çине фуфайка тăхăнчĕ.
— Юрĕ, анне, каятăп! — терĕ вăл вăрăм хăлхаллă çĕлĕкне пуçĕ çине лартнă май. — Пар кутамккана!
Амăшĕ шăппăн тулли кутамккана ывăлне тыттарчĕ.
— Аçуна вăрçа ăсатнине те лайăх астăватăп-ха. Халĕ, акă, сана вăрмана ăсататăп, — куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлкаларĕ вăл. — Хăвна сыхла, ачам, асăрхануллă пул!
— Юрĕ, юрĕ, анне! Ан пăшăрхан! — хаваслăн калаçрĕ Çтаппан. — Эй, шăпăрлансем! Тăрăр! Пиччĕр вăрман касма каять!
Пиччĕш йăмăкĕпе шăллĕн кăмака çинчен усăнса тăракан урисене кăтăкласа илмесĕр тӳсеймерĕ. Лешсем хихиклетсе илчĕç, вăранайман куçĕсене шăлкаларĕç. Пиччĕшĕ урама тухрĕ те сылтăм аллипе хулĕ çинчи кутамккине майлаштарса клуб патне васкарĕ. Вăрман касма каякансем клуб умĕнче пухăннă та ĕнтĕ. Клубăн хупă алăкĕ çумне Микишпа Кĕркури тĕршĕннĕ, анаслакалаççĕ. Вĕсем те Çтаппан пекех тумланнă. Айкинче вĕсенчен аслăрах каччăсем махоркăран пирус пĕтĕреççĕ, пирусĕсене шăрпăкпа чĕртесшĕн аппаланаççĕ. Нинăпа Верук та кунтах: вĕсем Çтаппан ашшĕ лаша кӳлсе килнĕ виçĕ çунаран малти çинче, айĕсенчи улăма майлакаласа лараççĕ. Çимун Верук валли килĕнчен лăпсăркка та пысăк тăлăп йăтса килнĕ, унпа ик хĕре чĕркесе лартнă.
— Каччăсем шăнсан -чупĕç, — пăхса илчĕ вăл лешсем çине. — Ман пек «ватă» мар вĕсем.
— Çапла, çапла! — килĕшрĕ унпа халĕ çеç çитсе тăнă Кавĕрле пичче. Çавăнпа вĕсем кайри çунасем çине тиенĕç. Эсĕ хĕрсемпе малта пырăн, хăвăн ăшшупа Верукна ăшăтăн!
Сарлака та çӳллĕ кевтеллĕ бригадир ахăлтатса кулса ячĕ. Унăн хулăн та уçă сассине илтсе, клуб тăррине витнĕ улăм айсенче çĕр каçнă çерçисем чĕриклетсе илчĕç те таçта вĕçсе кайрĕç.
— Килĕр кунта, ачасем! — чĕнчĕ Кавĕрле вăрмана кайма пуçтарăннă çамрăксене. — Эсир пурте аллăрсенче пуртă-пăчкă тытса курнă. Çакна шута илсе, эпĕ сире Шурорецк районне хамăрăн калхуспа район валли вăрман касма илсе каятăп. Эпир каснă вăрманăн пĕр пайне патшалăх хăйне илет. Вăрманта çуркуннеччен ĕçлĕпĕр. Ĕç хатĕрĕсене лере çитсен парĕç.
Çтаппан çумне ашшĕ шăппăн пырса тăчĕ.
— Ӳркенмесĕр ĕçле! Панă нормăна яланах тултар! — хулĕнчен лăпкаса илчĕ вăл ывăлне. — Эпир — Власовсем — кахалсем пулман.
Каякансем пурте бригадир каланă пек çунасем çине вырнаçса ларчĕç те Çимун лашине пушшипе çапса илчĕ:
— Но-о! Кайрăмăр!
Хĕллехи кун васкамасăр çутăла пуçларĕ. Виçĕ çуна юра качăртаттарса, вырăнтан тапранчĕç те, клуб умĕнчен аялалла, Хурамал çырми урлă хывнă кĕпер енне, анса кайрĕç. Кĕпер урлă каçни ялтан тухса кайнине пĕлтерчĕ. Çамрăксене тăван ялĕ автансем кăшкăрса авăтнипе ăсатса ячĕ.
II
Ялтан тухнă хыççăн виççĕмĕш кун вăрман касакансем çитес вырăна çитрĕç. Пĕрремĕш кун вĕçне, каçпа, вĕсем лаша çунисемпе Çтерлĕн чукун çул вокзалне çитсе ӳкрĕç те, Çимун кайри лашасен йĕвен кантрисене пĕрин хыççăн теприне малти çунасем çумне çыхрĕ. Вăл, малти çуна çине ларнăскер, Верука хăй çумне туртса илчĕ те тутисенчен хыттăн чуптурĕ, кĕç виçĕ çунапа тăван ялне таврăнса кайрĕ. Çтерлĕ вокзалĕнче çын чылай иккен, Çтаппансем пек вăрман касма каякансем, тĕрлĕ районсенчен килнĕскерсем, нумайăн пухăннă. Кавĕрле пичче вокзал администраторĕ патне кĕрсе тухсан, Шурорецк вăрманне çити тавар вакунĕнче каймаллине пĕлтерчĕ, пурне те вăхăт пур чух кутамккисенчи апачĕсене çиме хушрĕ. Кайран вокзалта пухăннă вăрман касакансене тавар вакунĕсенчен ятарласа пухнă поезд çине лартрĕç те, сутка ытла кайсан, лешĕ Шурорецк районĕнчи Вĕçень станцине çитсе чарăнчĕ. Халăх вакунсенчен кĕпĕрленсе тухнă хыççăн килнисем станцин пысăк мар çуртне кĕчĕç, хăйсене кунтан ăçта илсе каяссине кĕтсе ларчĕç. Кашни ушкăн хăйне меллĕрех вырăн тупма тăрăшрĕ. Кавĕрле пиччен ушкăнĕ те кĕтесри икĕ сак çине ларса вырнаçрĕ. Бригадир станцин администраторне шырама кайсан, каччăсемпе Верукпа Нина каллех кутамккисенчи самаях кемнĕ апат-çимĕçне çикелерĕç, калаçса ларчĕç. Кайран бригадир хыççăн тăватă-пилĕк çухрăмра вырнаçнă вăрман касакансен баракĕ патне çуранах утрĕç.
Акă, шартлама сивĕпе хĕсĕннĕ шăп тăракан вăрманти лаша çунисем çӳресе такăрлатнă çул тăрăх Кавĕрле пиччен ушкăнĕ пырать. Ун умĕнче— хыçĕнче тата темиçе ушкăн пыраççĕ. Вĕсенчен хăшĕнче тăватшар-пилĕкшер çын, хăшĕ — йышлăраххисем. Ура айĕнчи юр шавлăн кăчăртатать. Сывлăшри вĕтĕ-вĕтĕ юр пĕрчисем, хĕвел пайăркисемпе йăлтăртатса, çынсен çурăмĕсем çине лараççĕ.
Пурин те хырăмĕ выçнине пăхмасăрах, кăмăлĕсем савăк. Çтаппан, кун пек хырă вăрманĕнче халиччен пулманскер, çул айккинчи парка та çӳллĕ симĕс йĕплĕ йывăçсем çине тĕлĕнсе пăхать, çывăхри чăнкă тусем çине тинкерет. Çул хĕрринчи каллĕ-маллĕ хуçăлса чупакан мулкач йĕрĕсене те асăрхарĕ вăл.
— Çакăн пек парка йывăçсене пирĕнех ӳкермелле пулать-ши? — калаçас килсе кайрĕ çамрăкăн çумĕнче утакан Микишпа. — Питĕ парка та çӳллĕ-çке-ха вĕсем.
— Касă-ăн! — тăсарах хуравларĕ тусĕ. — Касассу килмесен кутран тапа-тапа кастарĕç. Астумастăн-им, Кавĕрле пичче кашнине норма параççĕ, терĕ. Нормуна касса тултараймасан — çиме памаççĕ.
— Çаплах пулĕ-шим? — янкăр тăрă çанталăк тăнине пăхмасăрах, тĕксĕмленчĕ Çтаппанăн сăн-пичĕ.
— Юрĕ, чăтăпăр! Мăйсем çеç ан кукăрăлччăр! — аллине сулчĕ Микиш, айккинелле лач! сурса. Сурчăкĕ çул хĕрринчи хырăн вулли çине лекрĕ те çавăнтах шăнса пăра çаврăнчĕ.
Пĕр сехете яхăн утсан сарлака вăрман уçланкине пырса тухрĕç. Вăл йывăçсемпе хупланнă пĕр çӳллĕ тăвăн айĕнче вырнаçнă, айлăмра cарăлса выртать. Ту айĕпе, унăн хĕрринче, пĕчĕк çеç çырма юхса выртать. Унăн çак сивĕре те шăнман шывĕ шăнкăртатса юхни илтĕнет. Унта та кунта касса ӳкернĕ хырăсем выртаççĕ, вĕсен юр çĕлĕксемпе витĕннĕ тункатисем пысăк шурă кăмпасем пек курăнса тăраççĕ. Уçланкăн ту хĕрринче стенисен пĕренисем тĕксĕмленнĕ , пысăк, пĕр хутлă çурт ларать. Унăн пĕртен-пĕр алăкĕ уçланкă еннелле пăхать. Пысăках мар чӳречисем те, алăкăн кашни енче тăватшар, кунталлах тинкереççĕ.
— Кĕрĕр, ан айăплăр! — тенĕ пекех курăнать çуртăн алăкĕ.
Уçланкăн тепĕр хĕрринче пĕчĕкрех çурт вырнаçнă. Ку çурчĕ пысăккинчен çĕнĕрех те тирпейлĕрех курăнать. Унăн тимĕр тăррине симĕс сăрăпа сăрланă.
— Ку çуртра кантур вырнаçнă пуль-ха, — тавçăрса илчĕ Çтаппан. — Мастерсемпе пуçлăхсем лараççĕ пуль.
Чăнах та, Кавĕрле пичче ачасене уçланкă хĕрринче тăратса хăварчĕ те, ытти ушкăнсен аслисемпе пĕрле кантура кĕрсе çухалчĕ. Унта вăрах пулчĕ вăл. Ачасем самаях шăннипе ĕнтĕркеме пуçласан çеç тухрĕ.
— Пулчĕ!— пĕлтерчĕ бригадир ачасене. — Халех çак баракра нарсем çине вырнаçатпăр та, эпĕ складран сире валли пурт— пăчкăсем илсе килĕп. Тата кашнине икĕ куна пĕр буханкă çăкăрпа çур кило çăнăх пама пулчĕç. Ыран ирхине мастер касмалли вăрман лаптăкне кăтартать те ĕçлеме пуçлатпăр. Ăнлантăр-и?
— Илтрĕн-и? — тĕксе илчĕ Микиш Çтаппана, барак енне утнă май. — Пире паракан çăкăрпа çăнăх тăранма çитет-им ?
— Элле çав? — хутшăнчĕ калаçăва Çтаппанран тепĕр енче утакан Вихтĕр, ялта Çтаппансемпе урам урлă пурăнаканскер. — Кил апачĕ кунта пулмасси паллă ĕнтĕ.
— Килӳнте тăраниччен çинĕ пек калаçатăн! — йĕплесе илчĕ имшер кевтеллĕ Вихтĕре Микиш. — Хăçан какай çинине астăватăн-и?
Тавлашса та кайĕччĕç-и тен, часах барака пырса кĕчĕç. Каччăсем пĕр вĕçĕнчи хăмасенчен çапса тунă нарсем çине, хĕрсем — тепĕр вĕçĕнчи нарсем çине вырнаçма тытăнчĕç. Барак пӳлĕмĕ самантрах шăв-шавпа тулчĕ. Барак варринчи тимĕр кăмакана пĕр мучи, пушкăрт пулас, вутă пуленккисем пăрахса ларать. Вăл килнисем çине çаврăнса пăхрĕ те ури çине тăчĕ.
— Ăçтан пулатăр? — ыйтрĕ вăл хăйăлтатарах тухакан сассипе Кавĕрлерен. Лешĕ хуравланă май мучие алă пачĕ.
— Чăвашсем пулатăр апла, — çăварĕнчи чĕлĕмне паклаттарса илчĕ пушкăрт. — Эпĕ чăвашсене лайăх пĕлетĕп. Ĕçчен халăх эсир, пултаруллă.
— Пултарайăн кунта çак сăмсисем типеймен ачасемпе! — куçĕсемпе хăйĕн ентешĕсем çине тарăхса кăтартрĕ Кавĕрле. — Ĕç норми пысăк тата! Эсĕ ху , мучи, кунта мĕн тăватăн?
— Инçетри мар ялта пурăнатăп та барака кашни кун хутма çирĕплетрĕç мана, — кăмака çумĕнчи вут пуленккисем çине кăтартрĕ мучи. — Тата вăрман касакансен мăкалнă пурттисемпе пăчкисене хăйраса паратăп. Ĕçĕ çакă манăн, хырăма тăрантма пулăшать.
Бригадирпа ватă пушкăрт калаçнă вăхăтра Кавĕрлен çамрăк ентешĕсем умлăн тăракан сакăр нара йышăнма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Тăххăрмĕш çине те, Кавĕрле пиччĕшне валли тесе, никама та вырттармарĕç.
— Йышăннă! — кĕскен каларĕ Çтаппан çак нар çине вырнаçас тесе кутамккипе тăрмашакан паян пĕрле килнĕ палламан çамрăка. — Ав, пушă нарсем тата пур, çавăнта кай!
Килнисем, вăтăра яхăн çын, юлашкинчен пурте нарсем çине вырнаçса пĕтрĕç, тумтирĕсене хывса ларчĕç. Вĕсен бригадирĕсем складран çăкăр буханкисемпе çăнăх илсе килчĕç те хăйсен çыннисене валеçсе пачĕç.
— Акă мĕн! — ăнлантарчĕ Кавĕрле ентешĕсене çăкăр валеçнĕ май. —Кунта çăвар карса пурне те шанса çӳресен, вăрăсенчен çăкăрсăр та, çăнăхсăр та юлма пултарăпăр. Вара шăлсене шаккаса ларасси çеç юлать. Çавăнпа çивĕч пулăр, çывăрса ан çӳрĕр!
Бригадир тĕрĕс калани каçпах паллă пулчĕ. Паянхисенчен темиçе кун маларах килнĕ вунна яхăн вăрман касакансем ĕç хыççăн килсе кĕчĕç те вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем нарĕсене паян килнисем йышăннине курчĕç.
— Марш манăн вырăнтан! — хыттăн каларĕ пĕри, мăйăхли, кĕтесри нар çине вырнаçнă паян килнĕ çамрăка. — Кай алăк патĕнчи нар çине, çавăнта çывăр!
Лешĕ вăрман касакан çине хăраса пăхса илчĕ те кăтартнă нар çине шăппăн кайса выртрĕ.
— Куртăр-и? — ыйтрĕ Кавĕрле пичче ентешĕсенчен. — Хамăра кӳрентерме парас мар тесен, пирĕн пĕр чăмăр пек туслă пулас пулать. Ăнлантăр-и?
Каччăсем, ăнланнине пĕлтерсе, пуçĕсемпе сĕлтсе илчĕç.
III
Кавĕрле нарсем çинче лăпкăн çывăракан хăйĕн ентешĕсене ирех тĕрткелесе-чышкаласа вăратрĕ:
— Тăрăр, тăрăр! Сехет çиччĕ енне кайрĕ ĕнтĕ. Часрах çиер те вăрман касма каяр! Кун çутăличчен мастер кăтартнă çĕре çитер!
Ыйхи тăранман ачасем куçĕсене сăтăркаласа илчĕç, нарсем çине тăрса ларчĕç. Пĕри çеç — Ваçили — вăратакан бригадир енне çурăмпа çаврăнчĕ те каллех çывăрса кайрĕ. Кавĕрле ăна вăйпах нар çине тăратса лартрĕ:
— Эпĕ саншăн аннӳ мар кунта! Час вĕрентĕп «çĕршыва юратма»!
Вăл баракăн хĕрарăмсем çывăракан енне хăвăрттăн пăхса илчĕ: Верукпа Нина тăнă та ĕнтĕ, çӳç тураççĕ.
— Çăнăхăра чашăксем çине ярса кăшт нимĕр пăтти пĕçерĕр! Пăттăра çăкăрпа çийĕр! — хушать вăл çамрăксене. — Часрах, часрах!
Халиччен кун пек çĕрте пулса курманскерсем, пурте бригадир хушнине тĕплĕн тума тăрăшаççĕ. Вĕри кăмака умĕнче, чашăксенчи шыва вĕретме вырăн кашнине çитменрен, тĕрткелешеççĕ. Çитменнине ытти вăрман касакансем те тăчĕç. Кам уборнăя чупать, кам стена çумне çакнă кăмкансенчен пит çăвать. Ыттисем çак кирлĕ ĕçсемпе аппалланнă вăхăтра Кавĕрлен бригади ирхи апат çиме те ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Çамрăксем урама тухрĕç. Кашнин çурăмĕ çинче— çăкăрпа çăнăх чикнĕ кутамкка . Сивĕ самантрах Çтаппан кевтине çатăрласа илчĕ. Çакна туйса вăл ĕç хатĕрĕсем йăтнă, сукмакпа вăрман енне бригадир хыççăн утакан тусĕсенчен кая юлмасса тăрăшса, хăвăрттăн утрĕ. Ку кăшт пулăшрĕ пек:тепĕр самантран сивĕ каллех фуфайка айĕнчен урасем патне анчĕ, чĕпĕте-чĕпĕте пычĕ. Кĕç сукмак вĕçленчĕ те вăрман касакансем стена евĕр çăра вăрмана çитсе тăрăнчĕç, урасем чĕркуççи таран юр ăшне путса анчĕç.
Çутăла та пуçларĕ ĕнтĕ. Пĕр сăмахпа, ĕçлеме вăхăт çитрĕ. Бригадир Нинăн аллинчи кĕреçене илчĕ те парка хырă йывăç патне пычĕ, ун таврашĕнчи юра ывăтма пикенчĕ. Çак самантра бригада патне мастер, ваттăллă шăлавар тăхăннă вăтам пӳллĕ арçын пырса тăчĕ.
— Ну, мĕнле, ачасем, вăрмана хăнăха пуçларăр-и? — хыттăн калаçрĕ вăл, куларах. Унăн куçĕсем, пĕр çамрăк çинчен теприн çине куçса, тимлĕн пăхрĕç. «Мĕн тăратăр-ха эсир?» — тени пулчĕ ĕнтĕ унăн пăхни. —Вăрманта асăрхануллăн та пĕлсе ĕçлемелле. Ĕçленĕ чухне шăнмастăн !
Çак сăмахсемпе мастер сивĕпе ĕнтĕркесе тăракан пĕр-ик ачана хулĕсенчен çапса илчĕ. Лешсем ура çинче сиккелеме тытăнчĕç. Мастер йывăçа епле майпа тĕрĕс касмаллине, ăçталла йăвантармаллине, вакламаллине кăтартрĕ, каснă йывăçăн турачĕсене иртсе çунтармалли пирки каларĕ. Çакăн хыççăн каллех ачасем çине тинкерчĕ.
— Кунхи норма — кашнине виçшер кубометр. Эсир кунта — вуннăн. Икĕ пилĕкшер çынлă ушкăна уйрăлăр та эпĕ кăтартнă йывăçсене ӳкерĕр, ваклăр, купалăр. Каçчен сирĕн вăтăр кубометр пĕрене хатĕрлемелле. Ăнлантăр-и?
— Ăнлантăмăр! — пуриншĕн те хуравларĕ бригадир. — Вакланă пĕренесене вăрмантан уçă çĕре кăларма лаша пур-и кунта?
— Лаши пур. Ăна йывăç ӳкере пуçласан барак патĕнчи сарайĕнчен çавăтса килĕр. Ĕнер кунĕпе ĕçлесе ывăннă вăл. Кăшт кантăр, — хуравларĕ мастер. — Анчах, нормăра тултармасăр барака ан таврăнăр!
— Юрĕ, юрĕ! — кăмăлсăррăн мастер çине пăхрĕ Кавĕрле пичче. — Ĕнерех норма пирки каласа хăлхана çĕртрĕн!
Мастер сукмакпа каялла кайсан ачасем ушкăна пайланчĕç те ĕçе пикенчĕç. Çтаппанăн ушкăнне Нина, Кĕркури, Микиш тата Вихтĕр лекрĕç. Бригадир Нинăна кĕреçе тыттарчĕ:
— Ме, Нина, кĕреçӳне! Эсĕ йывăç айĕсене юртан тасат! Каччăсем сан хыççăн йывăç касса ӳкерĕç.
Çак сăмахсемпе вăл пăчкă тытса тăракан Микиш çумне Çтаппана тăратрĕ те çывăхри хырра касса ӳкерме хушрĕ, йывăçа ăçталла ӳкермеллине кăтартрĕ. Кĕркурипе Вихтĕре тепĕр парка йывăç лекрĕ. Кавĕрле пичче çакăн хыççăн Верук ĕçлекен ушкăн еннелле юр ашса утрĕ. Каччăсем ĕçлеме тытăнчĕç. Çтаппанпа Микишăн пăчки сăмалаллă нӳрĕ йывăçа васкамасăр касса кĕме тытăнчĕ. Ĕçленĕçем, чăнах та, сивĕпе шăннă ачасем ăшăна пуçларĕç, ĕнтĕркеме пăрахрĕç. Пăчкă йывăçа кăшт касса кĕрсен, Çтаппан касăк йĕрĕнчен çӳлерехре пурттипе шăннă хырра чалăшшăн картса иле пуçларĕ, турпассем айккиннелле вĕçрĕç.
— Халĕ ку йывăçа тепĕр айккинчен касăпăр, — çавăрчĕ вăл тарланă питне Микиш енне. — Мастер кăтартнă пек.
— Атте те мана пĕлтĕр хамăрăн вăрмана кайсан çапла вĕрентнĕччĕ, — килĕшрĕ тусĕпе Микиш.
Йывăç вуллине тепĕр енчен ăшкасан-ăшкасан, лешĕ чĕриклетсе илчĕ, каллĕ-маллĕ сулăнса кайрĕ те пăчка хĕссе лартрĕ. Çтаппанпа Микиш вулла пуртăпа картнă енне харăссăн тĕртрĕç.
— Нина, кай унтан! — кăшкăрчĕ Çтаппан çывăхра тăракан хĕре. — Йывăç айне ан пул!
Йывăç, чăнах та, тĕртнĕ енне тайăлчĕ те хĕсĕннĕ пăчкă, ачасем ăна унталла-кунталла туртнипе, каллех шăлĕсемпе йывăçа кăшлама тытăнчĕ. Юлашкинчен çĕр ытла çул ӳснĕ йывăç шатăртатса илчĕ те, тайăлса-тайăлса, айккинчи вĕт йывăçсене хуçса, шавлăн кайса ӳкрĕ.Ун айне лекнĕ юр шурă та сивĕ тусана çаврăнса çӳлелле хăпарчĕ, ачасем çине ерипен анчĕ.
— Пулчĕ! — савăнчĕ Микиш. -Укертĕмĕр!
— Халĕ йывăçран тăхăр метрлă пĕрене хатĕрлĕр! — хушрĕ ачасене ӳкнĕ йывăç патне çитсе тăнă Кавĕрле пичче. — Юлнă тăрринчен метр çуршар тăршшĕ пуленкесем ваклăр!
— Ма?
— Вĕсем вутă валли. Шурорецкри металлурги комбинатне валли тимĕр шăратма.
Çтаппанпа Микиш йывăç турачĕсене пуртăпа иртме тытăнчĕç. Касса татнă туратсене Нина купана пухма пикенчĕ. Çак самантра аякра мар ĕçлекен Кĕркурипе Вихтĕрĕн парка хырри те, ухлатса, çĕр çине персе анчĕ. Унăн турачĕсене те каччăсем васкаса иртме тытăнчĕç.
— Нина! — кăшкăрчĕç вĕсем. — Пирĕн туратсене те купу патне сĕтĕр!
— Хăвăрах сĕтĕрĕр! — хирĕç кăшкăрчĕ хыррăн симĕс йĕпсемлĕ туратне хулĕ çине хуракан Нина. — Пĕччен ĕлкĕрейместĕп!
Кăнтăрлаччен тата пайтах йывăç касса вакларĕç.
— Килĕр кунта! — чĕнчĕ пурне те каччăсем иртнĕ туратсен купине çунтаракан бригадир. — Кутамккăрсенчи чашăкăрсене илĕр те юр ăсăр, ăна кăвайт çинче ирĕлтерĕр. Вара çăнăхăрсенчен нимĕр пĕçерĕр. Кăнтăр апачĕ тăвăпăр.
Вунă çамрăк шатăртатса çунакан купа патне васкамасăр пухăнчĕç те çăнăх пăтти пĕçерме хатĕрленчĕç.
— Ку — апат мар! Сыснасем-им эпир çакна çиме? — лач! сурчĕ айккинелле Микиш. — Ма урăх ним те памаççĕ пире?
— Çи, çи! Кун пек калаçиччен нормуна тултар! — йĕплĕн пăхса илчĕ ун çине бригадир. — Нормуна тултармасан кун пек апат та çиеймĕн!
Микиш кăмăлсăррăн чашăкне вут çулăмĕ çине лартрĕ.
— Каçпа хĕрсем пире салма яшки пĕçерсе çитерĕç. Эпĕ улмине те килтен кăшт илсе килнĕччĕ. Ăна та тураса яшкана ярăпăр! — пăхса илчĕ Кавĕрле пичче хĕрсем çине. — Çапла-и, чиперккесем?
Лешсем, килĕшсе, пуçĕсене çеç сулчĕç.
Çăнăх пăтти пурпĕрех хырăм тăрантма çитмерĕ. Çавăнпа каçчен вăрман касакансем самаях ывăнчĕç. Барака та вăйсăррăн утса таврăнчĕç вĕсем. Бригадир таçтан тупнă кастрюльте хĕрсем пĕçернĕ салма яшки çеç вĕсен кăмăлĕсене кăшт çĕклерĕ. Пурте йĕпеннĕ тумтирĕсене кăмака çывăхĕнчи пăтасем çине типме çакрĕç, пимисене кăмака çумне хума васкарĕç. Никамăн та ывăннипе калаçасси килмерĕ. Нумайăшĕ нар çине выртсанах тарăн ыйхăпа çывăрса кайрĕç.
IV
Мунча та пур иккен кунта. Çакăн çинчен Кавĕрле бригадин ĕçлекенĕсем пĕр эрнерен пĕлчĕç. Шăмат кун каç, вăрмантан таврăннă хыççăн, вĕсем мунча кĕме кирли çинчен сăмах хускатрĕç. Кавĕрле пиччен хăйĕн те çак шухăш пуçĕнче ларнă пулас. Вăл вăрмана килнĕренпе те хырăнманран ӳссе ĕлкĕрнĕ сухалне аллипе хыçкаласа илчĕ те, Верукпа Нинана салма яшки пĕçерме хушса, баракран тухса кайрĕ.
— Çтаппанпа Кĕркури, айтăр мунча хутма! — чĕнчĕ вăл каччăсене çур сехетрен барака таврăнсан. — Пĕри çырмаран шыв çĕклĕ, тепри мунча хутĕ.
Ачасем, вĕсем çине тусĕсем ыйтуллăн пăхнине асăрхамасăрах, аллине пуртă тытнă бригадир хыççăн баракран тухрĕç.
— Кунти мунча кантур хыçĕнче вырнаçнă. Ăна вăрман касакан ушкăнсем черетпе хутса кĕреççĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсем ылмаш-ылмаш. Паян — пирĕн черет, — ăнлантарчĕ бригадир ентешĕсене, кантур çурчĕ енне утнă май.
Чăнах та, кантур хыçĕнчи çырма хĕрринче пысăках мар пĕрене çурт ларать иккен. Унăн чус хăмапа витнĕ тăрри витĕр кăмакан тимĕр мăрйи çӳлелле кармашать. Кавĕрле пиччепе çамрăк ентешĕсем мунчан пĕр кĕтесĕнче çиелтен çырма чулĕ хунă пĕчĕкçĕ кăмакана курчĕç. Кăмака çумĕнче — пушă тимĕр пичĕке, пĕр витре, курка. Пĕрре пăхсанах, ку кил мунчи марри паллă. Мунча лапкин хăмисем те хуçăлса аннă, сакки çеç стена çумĕнче лăйтăк-лайтăк тăрать. Кăмака умĕнче çӳп-çап.
— Мунча ячĕ кăна ĕнтĕ ку çуртăн! — тарăханçи пулчĕ Кĕркури. — Анчах çăвăнма пырать. Эпĕ ăна халех хутса ярăп. Эсĕ, Çтаппан, шывне çĕкле!
Çтаппан витрене тытрĕ те çырмаран пичкене шыв çĕклеме тытăнчĕ. Кĕркури кăмака умĕнчи çӳп-çапа шăлса пухрĕ, кăмака ăшне ывăтрĕ, тултан типĕ турпассем илсе кĕчĕ, кăмакана пăрахрĕ. Вĕсен çине пуртăпа çурнă пуленккесене хучĕ: вĕсем те мунча умĕнче йăваланса выртаççĕ. Кăшт вăхăтран кăмакари турпассем çуна пуçларĕç, вĕсен çулăмĕ пуленккесене те хыпса илчĕ.
— Мăрйи лайăх иккен, тĕтĕме тула туртать, — кулса илчĕ Кĕркури, аллинчи çунакан шăрпăк пĕрчине кăмакана ывăтнă май.
Çур сехетрен пĕчĕк мунча ăшăна-вĕрилене пуçларĕ. Çамрăксем тумтирĕсене пăтасем çине хывса çакрĕç.
— Чим-ха, милĕк çук-çке пирĕн! — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Кĕркури, мунчан чӳрече кашаки çинчи краççын лампине шăрпăкпа чĕртнĕ май.— Çтаппан, кац, хырă турачĕсене хуçса кил! Вĕсенчен милĕк пекки çыхăпăр.
Халиччен мунчара Çтаппан хырă милĕкĕпе çапăнманччĕ-ха. Ăна тусĕн сăмахĕсем кулăшла пек туйăнчĕç пулсан та, çывăхра ӳсекен хырă турачĕсене хуçса килчĕ.
— Хывăн! — терĕ çакăн хыççăн Кĕркури Çтаппана. — Çăвăна пуçла!
Хăй мунча чулĕ çине шыв сапрĕ те, вĕри пăс мачча патне хăпарса, çамрăксен кевтисене чĕпĕтсе илчĕ.
— Пире ку та пырать! — савăнчĕ Çтаппан, чулсем çине тепĕр курка сапнă май. — Лапка çукки çеç начар, чуна кантарса ларма май çук.
— Юрĕ, юрĕ! Ура çинче тăрсах çăвăн! — тусĕ çине лĕп шыв ячĕ Кĕркури. — Милĕкпе те çапăнса илме пултаратăн.
Каччă хăйне хыр турачĕсемпе çапкаласа илчĕ.
— Хурăн милĕкне çитмест те, ку та пырать, — терĕ вăл кăшт çапăнсан. —Кил мунчинче мар-çке эпир.
Çак вăхăтра мунча пӳртумĕн алăкĕ чĕриклетсе уçăлни илтĕнчĕ.
— Ей, йĕкĕтсем! Çăвăнтăр пулсан, тухса вĕçĕр кунтан! — илтĕнчĕ бригадирăн хулăн сасси. — Вут пуленккисем илсе килсе хăварăр!
— Эс кампа килтĕн? — ыйтрĕ Çтаппан.
— Микишпа тата Вихтĕрпе.
— Çавсене вут хыççăн яр! — кутăна печĕ Çтаппан. — Пуртă тулта выртать. Эпир çăвăнатпăр-ха.
— Юрĕ! — çемçелчĕ Кавĕрле пичче. — Вихтĕрпе Микиш, илтрĕр-и? Марш вутă хыççăн! Вутă пуленкисене вăхăт-вăхăт кăмакана ывăткалăпăр.
Арçынсем пурте çăвăннă хыççăн Нинăпа Верук мунчана кайрĕç.
— Эсĕ, Çтаппан, хĕрсене мунча умĕнче хуралла! — каллех ĕç хушрĕ бригадир. — Вĕсене ют арçынсем ан хăратчăр.
— Юрĕ, Кавĕрле пичче!
Самаях шăнчĕ Çтаппан хĕрсем мунчара çăвăннă вăхăтра. Мунча чӳречи витĕр курăнакан хĕрсен çара кевтисем çеç кăшт йăпатрĕç ăна. Юлашкинчен каччă вĕсене кĕтсе илчĕ-илчех. Барака виççĕн пĕрле таврăнчĕç.
— Хырăму та выçрĕ пуль? — ыйтрĕ баракра Çтаппанран Нина, кăмака умĕнчи пушкăрт мучи çумĕнчи пукан çине ларнă май. — Пире валли мунча хутрăн та яшка çисе те ĕлкĕреймерĕн.
— Çитер апла! — йăл! кулчĕ Çтаппан.
Лешĕ шăппăн тăчĕ те кăмака çинчи кастрюльтен хăй чашăкне çăпалапа яшка тултарчĕ:
— Лар, çи! — Çтаппана кашăк тыттарчĕ Нина. — Алсусем çĕтĕлчĕç пулсан, сапласа пама пултаратăп.
— Юрĕ, Нина! Тавтапуç!
Каччă яшка çинĕ май Нина çине тимлĕн пăхрĕ. Пĕрле ӳснĕ, пĕр классра вĕреннĕ хĕрĕн пичĕ варринчи çинçе те аялалла сарлакаланакан сăмси ăна халиччен хитре мар пек туйăнатчĕ пулсан, халĕ Нинăн мунча хыççăн хĕрелнĕ питçăмартисемпе тутисем çуллахи пиçнĕ çырласене аса илтерчĕç, Çтаппана хăйсем патне асамлăн туртрĕç. Вăл сисмесĕрех хĕре йăл! кулчĕ.
Кайран нарĕ çине кайса выртсан та, каччă Нина çинчен шухăшларĕ. Халиччен пулман туйăм хуçаланчĕ унăн чунĕнче, çывăрма памарĕ. Çывăрса кайсан та хĕрĕн тутисем Çтаппан тĕлĕкне кĕчĕç, хăйсен патне ирччен илĕртрĕç.
Бригада ирпе каллех тĕттĕмлех тăчĕ те, çăкăрпа шӳрпе çикеленĕ хыççăн, палланă çулпа вăрман касакансем ĕçе танккарĕç. Выçлă-тутлă туйрĕç хăйсене çамрăксем. Аванах ывăнни те сисĕнчĕ. Тăраниччен çывăрасси те килчĕ вĕсен. Çавăнпа, вăрмантах кăнтăр апачĕ тунă хыççăн, каç пулассине кĕтмесĕрех, барака таврăнчĕç. Çапла тума ĕçлекенсене Кавĕрле пиччене çакăн умĕн кантура чĕнтерни те хистерĕ пулас. Пĕр сăмахпа, вăрмантан таврăнма вĕсене чаракан пулмарĕ. Баракра ачасем мăкалнă пурттисемпе пăчкисене кăмака хутса ларакан пушкăрт мучи умне хăйрама хучĕç. Хăйсем кăмака умĕнче ăшăнма кĕпĕрленсе тăчĕç. Хăшĕ-пĕрисем нар çине выртнă-выртманах çывăрса кайрĕç. Çак вăхăтра бригадир барака кĕрсе тăчĕ. Унăн самаях ӳсме ĕлкĕрнĕ сухал мăйăхĕ, кĕрĕкĕн çăмлă çухипе сурăх тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕкĕ — пурте шап-шурă пăспа хупланнă. Кавĕрле пичче çамрăксене ту пек капмар та урамри шартлама сивĕ пек хаяр курăнчĕ. Ăна курсан, ăшăран сивве халех тухмаллине чунĕсемпе туйнă ачасем, тен-çурăмĕсене хускаткаласа-выляткаласа илчĕç, умри ăшă кăмака çинчен те манчĕç. Пушкăрт мучи те пуканĕ çинчен тăчĕ, ачасене шелленипе шавлăн сывласа илчĕ. Унăн кĕске те чалăш кевти çав самантра кăвакал аçине аса илтерчĕ. Кавĕрле пичче пурин çине те çиллесĕн пăхса илчĕ.
— Кам паян сирĕншĕн нормăа тултармалла? Пушкин-им? — хăрăлтатса, пыр тĕпĕнчен тухрĕ унăн сасси. — Марш халех пурте вăрмана! Çывăракансене вăратăр!
Çамрăк вăрман касакансем каллех ĕçе кайрĕç, кирлĕ кубометр чухлĕ йывăç касрĕç, вакларĕç, купаларĕç.
— Çитет асапланма! Хамăрăн яла тарар кунтан! — пăшăлтатрĕ Микиш Çтаппана каçпа барака таврăннă чухне. — Тăраниччен çимесĕр çак сивĕре ĕçлеме йăлăхтарса çитерчĕ.
— Килĕшетĕп, анчах çул çинче пире тӳрех тытĕç, каялла илсе килĕç. — иккĕленчĕ Çтаппан.
— Тытаймĕç. Аслă çулпа каймăпăр. Пушкăрт мучи мана Çтерлĕ еннелле епле пушкăрт ялĕсем витĕр улах çулсемпе каймаллине вĕрентрĕ.
V
Икĕ çамрăк каччă, ытти вăрман касакансем çывăрса кайсан, баракран шăппăн тухрĕç те çĕрлехи тĕттĕм вăрмана кĕрсе çухалма васкарĕç. Сивĕ çил вĕрнипе пăлхануллăн шавлакан вăрман таркăнсем çине хура та пысăк çăварĕпе сиввĕн сывласа пăхрĕ. Тĕттĕмрен хăранипе Çтаппан пĕчĕк утăмсемпе аран-аран малалла утрĕ, анчах çак самантра хыçран хăвалама пултарни вăйлăрах хăратрĕ ăна: урасем васкаса тата вăрăммăнрах утăмлама пуçларĕç. Ачасене сĕм вăрман кĕç хăй хӳттине илчĕ. Кемекен уйăх çути айĕпе вăрманти тискер кайăк сукмакĕ аран-аран курăнать. Йывăç ĕмĕлкисем çилпе унталла-кунталла авкаланаççĕ, чунсенче шиклĕх туйăмне çуратаççĕ. Ку малтан пулчĕ. Кăшт кайсан ачасем ĕмĕлкесемпе вăрман шавĕнчен хăрами пулчĕç.
— Кашкăрсене çеç хирĕç пулас марччĕ! — шăппăн калаçать Çтаппан. — Сыхлăха эпĕ хамăн пуртта кутамккана чикрĕм.
— Эпĕ те. Пуртăпа эпĕ хама шанчăклăрах туятăп.
Çинçе сукмак пĕр тĕлте такăр пулсан, тепĕр тĕлте юрпа хупланнă та куçран çухалать. Малалла пăхсан çеç унăн юрпа хупланман вырăнне куратăн та ху сукмакран тухса кайманнине туятăн. Çавăнпа хашка-хашка юра ашса утакан ачасем часах тара ӳкрĕç. Анчах барак патĕнчен инçетерех те инçетерех каймалла пулни вĕсене малаллах хăваларĕ.
Çак сукмакпа кайсан-кайсан, эпир çул çинчи пĕрремĕш пушкăрт ялĕ витĕр тухмалла. Ун хыççăн тата пилĕк ял урлă иртсен, Çтерлĕ хулине çитетпĕр, — ăнлантарать баракри пушкăрт мучи каланине малта утакан Микиш. — Унта тепĕр виç кунсăр çитеймĕпĕр. Инçетре вăл.
— Çапла. Унта хамăрăн калхус хваттерĕнче канăпăр, çĕр каçăпăр.
— Унччен, аттепе пасара кайсан, пулнăччĕ эпир унта. Вăл мĕнле урамра иккенне те пĕлетĕп.
Çак ĕмĕтсем ачасене хавхалантарчĕç курăнать. Вĕсем ăçта утса, ăçта чупса, çĕрлехи вăрман витĕр малалла та малалла васкарĕç. Сехет-сехет çурăран вăрман лупашкинче пытанă аял та пĕчĕк, тарăн юр айĕнчен тăррисем çеç курăнакан çуртсемлĕ пушкăрт ялĕ çумĕпе иртсе кайрĕç. Ачасене ялти йытăсем вĕрсе ăсатрĕç. Сукмак малалла та вăрманпа пычĕ. Ялтан пĕр-ик çухрăм кайсан, таркăнсем сасартăк чарăнчĕç те хăранипе малалла тинкерчĕç.
— Мĕн вăл? — пӳрнипе малалла тĕллесе кăтартрĕ Микиш. — Сукмака пӳлсе, кунталла пăхать. Вăкăр тесен, вăкăр мар.
— Епле вăкăр пултăр-ха вăрманта? — пăшăлтатрĕ тусĕ. — Пăши ку!
Чăнах та, сукмак çинче — хĕрĕх-аллă утăмра маларах, ачасем çине пăхса армак-чармак мăйракаллă пăши тăра парать! Вăл та, ачасене курнăскер, чарăннă та вăрманти кĕтмен хăнасем çине тĕлĕнсе пăхать. Пăши малти урипе умĕнчи юра чакаласа илчĕ. Икĕ таркăн та сукмак айккинчи йывăçсем хыçне пытанчĕç, вĕсен аялти турачĕсенчен аллисемпе çакланчĕç. Пăши ку еннелле тепĕр утăм тусан, ачасем йывăçсем çине хăпарса та кайĕччĕç-и, анчах лешĕ пуçне ухса илчĕ те вăрман ăшнелле тапса сикрĕ. Ун хыçĕнчен вĕтĕр-шакăр йывăçсем хуçăлни çеç илтĕнсе юлчĕ.
— Ух, сехре хăпрĕ! — çăмăллăн сывласа ячĕ Микиш. — Пăшие çакăн пек çывăхран халиччен курманччĕ.
Иккĕш те вăрманпа малалла чупса кайрĕç. Кăшт чупсан вăрман сайралса-сайралса пычĕ те ума çӳллĕ тусем хушшинчи уçă анлă айлăм тухса выртрĕ.
Вăрмана шавласа кашлаттаракан çил, ачасене унта тивменскер, кунта вĕсене айккинчен килсе çапрĕ. Таркăнсен çӳхе фуфайккисем айне кĕчĕ те тарланă кĕлеткисене чĕпĕте-чĕпĕте шăнтрĕ. Çиле хирĕç вăрах вăхăт пычĕç туссем. Юлашки сехетре таçтан килнĕ хура пĕлĕтсем хыçĕнчен уйăх вăйсăррăн аялалла пăхать. «Ăçта васкатăр? Ларасчĕ кутăрсене хĕссе ăшă кăмака çумĕнче!» — тенĕ пек туйăнать вăл пăхни. Умра пыракан Микиш, çĕр çийĕн çил вĕрнипе юхакан юр юхăмĕ витĕр урисем курăнманран, хирпе ишсе пыракан пĕчĕк карап пек туйăнса кайрĕ Çтаппана.
— Тăман тухасшăн пулас! — кăшкăрчĕ вăл юлташне. — Часрах тепĕр пушкăрт ялне çитсе ӳкесччĕ!
Малалла васкаса утрĕç. Çил минутсерен вăйлăрах вĕре пуçлани ачасене хытă шиклентерчĕ. Хирти çак çинçе сукмак, тăман тухас пулсан, самантрах юрпа хупланса куçран çухаласси паллă ĕнтĕ. Вара ăçта кайма пĕлĕç-ха таркăнсем? Çавăнпа малалла чупас пулать! Чупрĕç. Умра иккĕмĕш пушкăрт ялĕ курăнса каяссине вăйлăланса пыракан тăман витĕр тинкерчĕç. Кĕç айлăм вĕçленчĕ те каллех вăрман пуçланчĕ. Ачасене вăл çиелтен хăйĕн хӳттине илчĕ.
— Пушкăрт мучи каланă тăрăх, тепĕр ял çак вăрман пуçлансан пулмалла, калаçрĕ Микиш. — Çав яла çитĕпĕр те пĕр-пĕр çуртăн чӳречинчен шаккăпăр.
— Тĕрĕс. Килне çĕр каçма ярĕç-ха çынсем, — хавхаланчĕ Çтаппан та. — Атту çак тăманлă каç вăрманта шăнса хытма та пултарăпăр.
Икĕ çамрăк чăваш пушкăрт ялне пырса кĕнĕ вăхăта тăман вăйлăланса пычĕ те умра ним курăнми пулчĕ. Ачасем пĕр çурт умне пырса тухрĕç. Пĕр йытă таçтан сиксе тухрĕ те Çтаппана юр çыпçăннă питĕнчен йĕпе чĕлхипе çулласа илчĕ, вĕрме темшĕн уйламарĕ те. Тăман айне лекнĕ ачасене хăйĕн йытă чĕрипе хĕрхенчĕ пулас. Лешсем çуртăн тĕттĕм чӳречинчен хуллен шаккарĕç. Кĕçех шалта такам йăшăлтатни-шаптăртатни илтĕнчĕ те çурт пӳртумĕн алăкĕ уçăлчĕ.
— Камсем эсир?
Анчах çурт хуçи пулакан çăмламас тилĕ çĕлĕкĕ тăхăннă вăтам çулсенчи пушкăрт хăйĕн умĕнче камсем тăнине хуравсăрах ăнланчĕ пулас.
— Пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ вăрман каснă çĕртен таркăнсем пирĕн ял урлă иртеççĕ. Анчах пуçлăхсем сирĕн пеккисене пире киле кĕртме хушмаççĕ. Кайăр малалла! — шалт хупрĕ алăкне пушкăрт.
Ачасем ниçта кайма аптăраса тăчĕç, унталла-кунталла пăхкаларĕç. Йытă çеç Çтаппан çумне тĕршĕнчĕ, ăна аллинчен çулакаларĕ. Тăман витĕр кӳршĕ çурт та курăнманнине курса, ачасем çурт çумне тĕршĕнчĕç. Çак самантра алăк каллех уçăлчĕ.
— Юрĕ, тăман иртиччен мунчара вырнаçтарăп сире! — ачасем патне тăлăп çĕклесе тухрĕ пушкăрт. — Эсир манăн çурт патне пăрăннине никам та курмарĕ-и?
— Çук. Тăман тусать-çке, — харăссăн персе ячĕç ачасем.
— Утăр ман хыçран!
Миккишпа Çтаппан, айккинелле пăха-пăха, кĕртсем урлă кил хуçи хыççăн юра ашса утрĕç. Кĕç тĕттĕм те пĕчĕк мунчана виççĕш те кĕрсе тăчĕç.
— Акă мунчан лапкки, — шăрпăк çутрĕ пушкăрт. — Кунта сивĕрех те ĕнтĕ, анчах мунчана ĕнер çеç хутнăран, ăшши кăшт пур-ха. Çак тăлăппа чĕркенсе, лапка çинче çывăрăр. Шăнмăр-ха.
— Тавтапуç!
— Паçăр сире çурт патĕнчен хăваланăшăн ан çилленĕр! Чăнах та, сирĕн пек таркăнсене киле кĕртнĕшĕн пире айăплама пултараççĕ. Асăрхаттарчĕç кун пирки, — малалла калаçрĕ пушкăрт. — Капла манăн мунчана таркăнсем хăйсемех кĕнĕ, теме пултаратăп. Ырă каç пултăр!
Мунчан хуçи тухса кайсан ачасем пĕрин хыççăн тепри лапка çине улăхрĕç те пĕр вăхăт шăп ларчĕç. Шиклĕх те, тăманран хăтăлнăшăн савăнни те пулчĕ вĕсен чунĕсенче.
— Ку пушкăрт пирĕн çинчен милицие пĕлтермĕ-ши? — пăшăрханчĕ Çтаппан. — Ав, çывăрма хушса хăварчĕ те …
— Юрĕ, пĕлтермĕ-ха. Эпир ăна ним начарри те туман-çке.
— Пăймасене кăмака чулĕсем çине хурар та кăшт çисе илер-ха, — сĕнчĕ Çтаппан.
Кутамккисенчи çăкăрĕсенчен пĕрер татăк хуçса илчĕç, шăппăн чăмларĕç. Кайран, тăлăп айĕнче ăшăннă хыççăн, хăйсем мĕнле çывăрса кайнине те сисмерĕç.
Таркăнсем вăраннă вăхăта тулта çутăлнăччĕ те ĕнтĕ. Тăман та ӳлеме чарăннăччĕ. Икĕ чăваш çамрăкĕ пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, тулти шăплăха тимлесе итлерĕç. Ку шăплăх шанчăксăрри, улталама пултарасси вĕсемшĕн пĕр сăмахсăрах паллă пулчĕ.
— Шăппăн кăна тухас та малалла каяс! — тусĕ çине пăхса илчĕ Миккиш.— Пушкăрт кунта милицисене илсе киличчен!
Микиш тăрса мунча алăкне тулалла тĕртрĕ, анчах лешĕ уçăлмасть!
— Лекрĕмĕр! — теме çеç пултарчĕ ача.
Çак самантра мунча алăкĕ уçăлчĕ те унăн хуçи шала хăйĕн çĕлĕк тăхăннă пуçне чикрĕ.
— Вăрантăр-и? — ыйтрĕ вăл ачасенчен, мунчана кĕрсе тăнă май. — Ман çинчен начар шухăшларăр пуль? Ан хăрăр! Эпĕ сирĕн çинчен никама та каламан. Хăвăр тĕллĕн тухса каймасса кăна мунча алăкне тултан лумпа тĕрелерĕм.
Пушкăрт ачасене пĕрер татăк пăши какайĕ тыттарчĕ:
— Мейĕр, çийĕр! Каçччен, сире çынсем курмасса, мунчарах ларăр! Атту эпĕ таркăнсене киле кĕртни пирки кам та пулсан милицие пĕлтересрен хăратăп.
Лешсем ăнлануллăн пуçĕсене сулчĕç те пăши какайне çăкăрпа çиме пикенчĕç.
VI
Кавĕрле хăйĕн бригадинчи çамрăксенчен çур сехет маларах тăма хăнăхнăскер, куçĕсене уçрĕ те умĕнчи нарсем çине пăхса илчĕ. Икĕ пушă вырăна тӳрех асăрхарĕ вăл.
— Ку Çтаппанпа Микиш хăйсен çăмăлĕсемпе тула тухнă пуль-ха, — пĕтĕмпех вăранайман куçĕсене сăтăркаларĕ вăл. — Кĕрĕç-ха.
Анчах лешсем кĕмерĕç. Бригадир вырăнĕнчен сиксе тăчĕ те пушă нарсем патне пычĕ. Ачасен кутамккисемпе кулленех нарĕсем айĕнче выртакан пурттисем çуккине курсан, бригадирăн куçĕнче çиçĕм çиçнĕ пек пулчĕ:
— Тарнă!
Кавĕрле çавăнтах умĕнче выртакан Кĕркурие капăркинчен тĕртрĕ:
— Тусусем ăçта?
Лешĕ куçĕсене уçрĕ те пушă нарсем çине кăнн! пăхса илчĕ:
— Пĕлместĕп! Каçпа тарасси пирки вĕсем ним те калаçмарĕç те … .
— Апла вăрттăн тухса кайнă ĕнтĕ.
Бригадир кăмака патĕнчи бакран кружкине шыв юхтарса ĕçрĕ те чӳречерен тулалла пăхрĕ.
— Ав, тăман епле тустарать! — терĕ пуçне хыçкаласа. — Аташса каймасан юрать ĕнтĕ, çӳхе пуçсем!
— Ан пăшăрхан, Кавĕрле пичче! — лăплантарма тăрăшрĕ бригадира Кĕркури. — Ун пек ачасем мар вĕсем. Аташмĕç.
— Юрĕ! Тăрат ыттисене! — хушрĕ лешĕ. — Вăрмана каймалла!
— Çак тăманра та-и?
— Тăманра-и, тăманра мар-и, нормăна пурпĕрех тултармалла! — çиленсе пăрахрĕ асли. — Саккăрăн тăрса юлтăр пулсан та — вунă çыншăн! Фронтра Çтаппанпа Микиш пеккисене дезертирсем, теççĕ!
Шавласа калаçнине илтнипе ыттисем те тăчĕç, пушанса юлнă нарсем çине чĕнмесĕр пăхрĕç. Кавĕрлепе Кĕркури чăвашла калаçнăран баракри ытти вăрана пуçланă çынсем вĕсен сăмахĕсене ăнланмарĕç курăнать: пурте, ним пулман пекех, хăйсене ирхи апат хатĕрлеме, çăвăнма тытăнчĕç. Çапла ĕнтĕ вăл:йышлă халăх хушшинче пĕри кайни, тепри килнине асăрхамастăн та.
— Ку «дезертирсем» тарни пĕр енчен лайăх та-ха вăл, — лăпланарах каларĕ бригадир ачасене, салма яшкине сыпса ларнă май. — Вĕсен çăкăрпа çăнăх пайне те, складран илсе, хамăрах çийĕпĕр. Пирĕн бригадăран тухса таракансем пурри пирки никама та ан калăр!
— Юрĕ: тĕрĕс ку! — савăнчĕç ачасем Кавĕрле бригадир çакăн пек тавçăруллă пулнăшăн. —Пулă пек шăп пулăпăр. Çтаппанпа Миккиш — иккĕшĕ те йăрă ачасем. Аптрамĕç, килĕсене чиперех çитĕç.
Нина çеç савăнмарĕ, Çтаппан çак тăманлă кун ăçта пулма пултарни çинчен шухăшларĕ. Е пĕр-пĕр кашкăр Çтаппана тапăнма пултарни, е каччă юр ашса вăрман тăрăх утни хĕрĕн куçĕсем умне пĕрин хыççăн тепри тухса тăчĕç. Нинăн çак самантра Çтаппанпа пуласси килчĕ, ăна чунран пулăшасшăн пулчĕ вăл. Унăн çак шухăшĕсене бригадирăн сасси татрĕ:
— Çирĕр-и? Халĕ пурте вăрмана каятпăр. Унта çил-тăвăл вăйлă пулмĕ, ĕçлĕпĕр. Ачасем пĕр сăмахсăр тăхăнчĕç те, аллисене кам пуртă, кам пăчкă илсе, урама тухрĕç. Асар-писер çил питрен хытă юр пĕрчи сапрĕ, куçахĕсĕнтерчĕ.
— Часрах вăрмана кĕрер! — кăшкăрчĕ çил витĕр Кавĕрле пичче. — Йывăçсем хушшинче çил вăйсăрланĕ.
Вăрманти сукмака юр пĕтĕмпех хуплайман-ха. Ачасем ун тăрăх йывăррăн малалла утрĕç те кĕç вăрман касмалли вырăна çитрĕç. Хĕрсем йывăçсем айĕнчи тарăн юра айккинелле ывăта пуçларĕç. Вĕсем тасатнă вырăнсене каччăсем икшерĕн-икшерĕн тăчĕç те хырă вуллисене касма пикенчĕç. Пĕр сăмахпа, ĕç пуçланчĕ. Бригадир ĕнер касса хатĕрленĕ пĕренесене вăрăм та вĕçлĕ шертепе хайăра-хайăра, купалама тытăнчĕ.
— Кавĕрле пичче, кил-ха, йывăçа тĕртсе тайăлтар! — кăшкăрчĕ ăна Ваçили. — Атту çил лăканипе пăчка хĕсрĕ.
Асли чĕнекен патне пырса йывăçа ӳкерме пулăшрĕ. Ĕç, вăрман çийĕпе çил алхасса вĕрнине пăхмасăрах, хĕрсе-хĕрсе пырать. Саккăрăн вунă çыннăн нормине тултармалла-çке-ха! Хĕрсем иртнĕ йывăç турачĕсене пĕр çĕре пухма тытăнчĕç.
— Паян туратсене çунтармăпăр, — терĕ бригадир. — Çил. Пушар тухса ан кайтăр.
Каçчченех ĕçлерĕç вăрман касакансем. Каçпа килнĕ мастер ушкăнĕпе миçе кубометр йывăç каснине тĕрĕслерĕ. Шăп та лăп вунă çыннăн нормине тултарнă иккен ачасем! Вĕсем, чылай ывăннăскерсем, анчах ĕçлеме пултарнăшăн савăннăскерсем, барака кун тĕттĕмленсен çеç таврăнчĕç. Кавĕрле пичче складран вунă буханка çăкăрпа пилĕк килограмм çăнăх илсе килни вĕсен кăмăлĕсене пушшех те çĕклерĕ. Салма яшки те çăрарах пулчĕ вĕсен çак каç, çăкăрĕ те яланхинчен нумайрах. Анчах пурпĕрех тăранса пулмарĕ.
— Эх, какайпа çĕрулми пулса-ан! — ĕмĕтленчĕ Кĕркури, хăйĕн чашăкне çунă май. -Тăранăттăмăр!
— Микишпа Çтаппана, вĕсем килĕсене çитсен, пурпĕрех каялла илсе килеççĕ, — сăмах хушрĕ бригадир бригадир. — Вĕсем кунта пĕр-ик михĕ çĕрулми илсе килме тавçăрмĕç-шим?
— Тата какай! — хушса хучĕ кашăкне çуласа тăракан Кĕркури.
Пурте кулса ячĕç.
— Вĕсене тĕрмене хупса лартмасан! — хăратрĕ ачасене бригадир. — Лартĕç те! Эсир тата тарма ан шутлăр!
Тăман тепĕр куна лăпланчĕ. Вăрман касас ĕç малаллах пычĕ. Çамрăксем касса хатĕрленĕ пĕренесене Шурорецк хулинчен килнĕ рабочисем лашасемпе Шуратăл хĕррине юр çийĕпе сĕтĕреççĕ, унти çӳллĕ çыран хĕррине купалаççĕ. Çуркунне çитсен шыв сарăлнă вăхăтра вĕсене çӳлĕ вырăнран шыв çине кустарса антарма ĕнтĕ. Вара пĕренесем анаталла — Мелевĕспе Çтерлĕ еннелле хăйсемех шывпа юхса анĕç. Йывăç тăррисене вакласа, ачасем Шурорецкри металлурги комбиначĕ валли вутă хатĕрлеççĕ. Вуттине те хула рабочийĕсем лаша çунисемпе заводне турттарса тăраççĕ. Рабочисем каçсерен килĕсене çӳренĕрен, вăрман касакансем вĕсемпе çывăх паллашса ĕлкĕреймерĕç-ха, ун-кун сăмахсемпе çеç халиччен перкелешрĕç. Кавĕрлен бригадинчен иккĕн тухса тарнине урăх никам та сисмерĕ.
Бригадăра юлнисенчен хăшĕсем çиленчĕç вĕсене, хăшĕсем ăшĕнче ырларĕç. Çиленме те сăлтавĕ пур ĕнтĕ: вĕсен нормисене те кашни кун мĕкĕрлене-мĕкĕрлене тултармалла. Ырламалли те пур: нимрен те хăраман маттурсем çĕрле тĕттĕм вăрмана тухса тарнă. Халиччен пĕр-пĕр милиционер аллине пырса лекмен-ши-ха хăйсем? Çакăн пек шухăшсем Нинăн пуçне пушшех те кĕреççĕ. Çтаппаншăн пăшăрханать вăл. Темшĕн килĕшет ăна çак вăтам кĕлеткеллĕ те çутă çӳçлĕ каччă. Элле ырă кăмăлĕшĕн, элле. …? Хитре тесе те калаймăн ун çинчен. Икĕ хăлхи айккинелле хупах çулçи пек тухса тăраççĕ, сăмси те кăшт пуклакрах. Анчах Çтаппан йăл! кулнă чухне питçăмартийĕсем çинче ик енче те пĕчĕк çаврашка шăтăксем пулни килĕшет Нинăна. Çак питçăмартисене тытса чуптăвĕччĕ!
Çакăн пек ĕмĕтсемпе вăл паян иртнĕ хырă турачĕсене кăвайт çине ывăтса çунтаратчĕ. Çак самантра пĕр ӳкме пуçланă хырă йывăççи, кӳршĕ йывăçа лексе, айккинелле чалăшрĕ те Нина çунтаракан кăвайт енне сулăнчĕ.
— Нина, чуп! — кăшкăрчĕ хĕре Кĕркури. — Йывăç ӳкет!
Тĕтĕм кĕнĕ куçне аллипе сăтăркаласа тăракан Нина, çакна илтсе, Кĕркури енне пуçне çавăрчĕ çеç, ӳкекен хырă йывăçĕн хăрăк та вĕçлĕ турачĕ унăн чĕркуççийĕнчен кăшт аяларах урине лексе тăрăнчĕ те ура витĕр тухрĕ.
— Ай! — йынăшса ячĕ ури йывăç айне пулнă Нина. -Манăн урам! Хăраса ӳкнĕ Кĕркурипе Вихтĕр ун патне чупса пычĕç.
— Кавĕрле пичче! — кăшкăрса ячĕ Вихтĕр.— Нина урине амантрĕ!
Лешĕ, хырă турачĕсене иртекенскер, ĕçне пăрахса кăшкăрнă енне пăхрĕ. Уринчен юн юхтарса выртакан хĕре çавăнтах асăрхарĕ вăл.
— Мĕн ӳхĕретĕн? — аллипе Вихтĕре хăмсарчĕ вăл, çамрăксем патне чупса çитсен. — Юнне часрах чармаллине курмастăн-им, тăмсай!
Кавĕрле пичче, фронтра икĕ çул пулса та чĕрĕ юлнăскер, вăрçăра кун пеккине кăна мар курнă пулас. Вăл хăвăрттăн шăлаварĕн пиçиххине вĕçертсе илчĕ те унпа хĕр пĕççине пăркăчăласа çыхрĕ, йынăшаканскере асăрхануллăн хырă турачĕ çине вырнаçтарса вырттарчĕ.
— Юрĕ, юрĕ, Нина! — текелерĕ бригадир. — Ан пăшăрхан, Уру хуçăлман. Юн та юхма чарăнчĕ.
Кавĕрле пичче икĕ паркарах хырă турачĕсене пуртăпа йĕпписенчен тасатрĕ те вĕсенчен наçилкке пекки турĕ. Ун çине вĕтĕ хырă турачĕсене сарчĕ, вара наçилкке çине хĕре вырттарчĕ.
— Акă, пулчĕ те! — каллех хăвăрттăн калаçрĕ бригадир. — Нина, эсĕ ыратнине чăтма тăрăш! Халех станцири тухтăр патне илсе кайăпăр.
Вихтĕрпе Кавĕрле пичче наçилккене икĕ вĕçĕнчен çĕклерĕç те васкавлăн барак енне утрĕç.
— Эсир ĕçлĕр! — кăшкăрса хăварчĕ бригадир ыттисене. — Анчах асăрхануллăнрах пулăр!
Барак çывăхĕнче мастерăн лаша кӳлнĕ çунине курсан, тӳрех ун патне пычĕ.
— Нинăна тухтăр патне леçмелле! — кĕскен каларĕ Кавĕрле пичче кантуртан тухнă мастера.
Лешĕ пĕр ыйту памасăрах çуни çине ларчĕ те çур сехетрен Нина станцири тухтăрăн шанчăклă аллине лекрĕ.
VII
Пичĕ-куçĕсене шăнтса пĕтернĕ Çтаппанпа Микиш вăрмантан тарнăранпа тăват кун иртсен тăван ялне çитрĕç-çитрĕçех. Мĕн кăна курмарĕç вĕсем çул çинче! Малтан, леш пушкăртăн мунчинчен çĕрле тухса кайсан, Çтерле çитиех вăрмансемпе хирсем урлă çуран утрĕç. Пĕр каç пушкăрт ялĕсем хушшинче ларакан чăваш ялĕнче çĕр каçрĕç. Хăйсен çуртне çывăрма кĕртнĕ кил хуçи арăмĕ — ватă мăнакка — вĕсене çитерсе-ăшăтса килĕнчен ăсатса ячĕ, çул çине çăкăрпа какай татăкĕ пачĕ. Кайран ачасем çул çинче шăнса кӳтрĕç пулсан та, выçăхса япăхнăскерсем, Çтерлĕри хăйсен калхусĕн хваттерне çитсе ӳкрĕç. Кунта кам та пулсан хăйсен ялĕнчен пулассине шанчĕç вĕсем, анчах, пасартан инçетре мар вырнаçнă пĕр хутлă йывăç çуртăн хуçи, Семен тете, ачасене савăнтараймарĕ.
— Ку эрнере никам та Чинкейрен килмерĕ-ха, — пĕлтерчĕ вăл вĕсене, сĕтел хушшинче апатлантарнă май. — Çавăнпа сире килĕрсене çула ункай лавсемпе çитме тивĕ.
Çемен тетен сăмахĕсемпе килĕшсе, таркăнсем ирхине пасара тухрĕç те хăйсен кӳршĕ тутар ялĕнчен лашасемпе пасара килнĕ ентешĕсене курчĕç.
— Пире те киле лартса кайăр-ха! — пычĕç тутарсем патне чăваш çамрăкĕсем.
— Эпир ыран çеç таврăнатпăр, — пĕлтерчĕç лешсем. — Кĕтессĕр килсен — кĕтĕр, лартса кайăпăр.
— Кĕтместпĕр, — хуравларĕç таркăнсем. — Пирĕн часрах яла çитмелле.
Пĕр милиционер хăйсем çине тинкерсе пăхни те вĕсене часрах пасартан кайма хистерĕ. Часах хулан сарлака урамĕсем те вĕсен хыçĕнче тăрса юлчĕç. Каçчченех ял-ял урлă утрĕç ачасем, тĕттĕм те пулчĕ. Акă, çĕрле çитсен, вĕсене хăйсен ялĕн çурчĕсем ту çинчен уйăх çути витĕр курăнса кайрĕç. Ял енчен темле ăшă çапнă пек туйăнчĕ ывăннипе урисем çинче аран тăракан ачасене.
— Çитрĕмĕр! — терĕ Çтаппан. — Килте тинех тăраниччен çийĕпĕр! Ăшăнăпăр! Çывăрăпăр!
Иккĕш те савăннипе çамрăк путексем пек тăнă вырăнĕсенче сиккелесе илчĕç. Ывăннă кквтисене те таçтан вăй кĕнĕ пек туйăнчĕ. Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те, кашни хăйĕн килĕ енне ту çинчен чупса анса кайрĕç. Вăрманти тарăн юра ашма хăнăхнăскерсене, кил хыçĕнчи ăшăх юр ним те те мар пек туйăнчĕ. Çтаппан хăйсен картишĕнчен хыçал енне тухакан калиткине уçса пӳртум патне чупса пычĕ, алăкран хыттăн шаккарĕ.
— Анне! Эпĕ ку, Çтаппан...
— Айтурух! — илтĕнчĕ шалтан амăшĕн тĕлĕннĕ сасси. — Ăçтан килме пĕлтĕн, ачам? Вăрманта мар-им эс?
Амăшĕ алăка васкаса уçрĕ те, ывăлне ыталаса илсе çурта кĕртрĕ. Çак вăхăтра кăмака çинче çывăракан йăмăкĕпе шăллĕ те, вăранса, пуçĕсене кăларчĕç:
— Аван-и, пичче!
Ашшĕ çуртăн шалти пӳлĕмĕнчен тухрĕ. Мăшăрĕпе ачисем Çтаппан таврăннăшăн хĕпĕртерĕç пулсан, ашшĕн пичĕ тĕусĕмленчĕ. Вăл тумтирне хывакан ывăлĕ патне пырс хулĕнчен тытрĕ:
— Ма вăрмантан тарса таврăнтăн? Чăтаймарăн-им?
Çтаппанăн пичĕ те самантрах тĕксĕмленчĕ, анчах вăл шăп тăчĕ-ха.
— Вăрçă вăхăтĕнче фронтран таракансене персе пăрахатчĕç! — шăппăн, анчах татăклăн каларĕ ашшĕ. — Эсĕ пур ….
— Фронтри салтаксене апат çитернĕ, выçлăхпа асаплантарман! — ашшĕне хирĕçлеме пултарнăшăн хăй тетĕлĕнсе кайрĕ ывăлĕ. — Пире вара вăрманта тăраниччен çитермеççĕ, иртен пуçласа каçччен ĕçлетереççĕ.! Выльăхсем-им эпир ?
Çак самантра ашшĕ вирлĕн пуçĕнчен çупса янипе ывăлĕ сулăнса кайрĕ те стенана пырса çапăнчĕ. Вăл, çакна кĕтменскер, пĕр аллипе пуçне тытрĕ, тепринпе пăтаран çакса ĕлкĕреймен фуфайккине каллех тăхăнма пуçларĕ.
— Тавтапуç, атте, ывăлна çапла кĕтсе илнĕшĕн! — теме çеç пултарчĕ вăл. — Эпĕ кайрăм!
Çтаппан тухса каяс шутпа алăка уçрĕ çеç, амăшĕ унăн мăйĕнчен пырса çакăнчĕ:
— Çак çĕр варринче ăçта каятăн, ывăлăм? Ниçта та ямастăп ! Аçун пуçĕ çав таран ĕçленĕшĕн ан çилен ăна — ухмаха!
Шăллĕпе йăмăкĕ те кăмака çинчен çара урисемпех сиксе анчĕç:
— Ан кай, пичче!
Ашшĕ шалти пӳлĕме кĕрсе кайрĕ, шăпланчĕ.
Çтаппана амăшĕ сĕтел хушшине лартасшăн пулчĕ.
— Аттене ан çилен! — пăшăлтатрĕ Марье йăмăкĕ. — Вăл кăра çилĕллĕ те, çилли час иртет унăн.
— Çапла çав, çапла! Вăрçа кайиччен лăпкă кăмăллăччĕ вăл, анчах вăрçăра контузипе кăкăр суранне туяннă хыççăн çавнашкал пулса таврăнчĕ, — куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлкаларĕ амăшĕ те. — Юрĕ-ха, сывă таврăнчĕ.
Çтаппан, амăшĕ хистенипе, саланса сĕтел хушшине ларчĕ. Çапах ним те калаçмарĕ-ха вăл. Ашшĕне кӳренни иртсе каймарĕ. Çак вăхăтра лешĕ хăйех шалти пӳлĕмрен тухрĕ те ывăлĕ çумне пырса ларчĕ.
— Юрĕ, ывăлăм, каçар! Каппăл çилĕ килсе кайрĕ те…. Вăрман касни, чăнах та, фронт мар ĕнтĕ вăл, — çупăрларĕ ывăлне пуçĕнчен.
Лешĕ чĕнмерĕ. Анчах ашшĕ тĕнчери чи лайăх çын пек туйăнчĕ ăна çак самантра.
Çтаппан амăшĕ лартса панă яшкана хĕрĕплеттерсе çинине пăхса ларакан ашшĕпе амăшĕ майĕпен лăпланчĕç. Юрикпе Марье те кăмака çине улăхрĕç.
— Юрĕ, ывăлăм выртса çывăр! — терĕ юлашкинчен ашшĕ.— Çул çинчен кан! Эпĕ калхусăн председательне сана вăрмантан апат-çимĕç илме янă, тейĕп. Эсĕ пĕччен кăна килтĕн-и?
— Çук. Микишпа.
— Сирĕн иксĕрĕн те каллех вăрмана каймалла пулать. Ма, тесен, тарнăшăн тĕрмене хупса лартма пултараççĕ.
— Чăнах-и?
— Çапла, ывăлăм! Кӳршĕ тутар ялĕнчен икĕ сан пек ачана вăрмантан тарнăшăн ултшар уйăха хупса лартнă терĕç.
Иккĕш те шăпланчĕç. Амăшĕ çеç Çтаппан пушатнă чашăка çуса кăшттăртатрĕ.
Кĕçех ывăлне сарлака сак çине вырăн сарса пачĕ те леш ăшă юркан айне чăмрĕ. Анчах, епле ывăннă пулсан та, часах çывăрса каяймарĕ-ха. Шухăшĕсем вăрманта юлнă Нина таврах явăнчĕç.
— Акă, эпĕ ăшă юркан айĕнче выртатăп-ха. Нина вара баракри хытă нар çинче шăнса выртать , тăраниччен çиеймест.Чăнах та, атте тĕрĕс калать. Пирĕн Микишпа иксĕмĕрĕн каллех, хамăра тĕрмене хупса лартиччен, вăрмана каймалла. Микиш пымасан та, пĕчченех каятăп. Нина унта! — пĕр аякĕ çинчен теприн çине çаврăнса выртрĕ вăл. Çак шухăшсемпе çывăрса кайрĕ...
Çывăрса тăнă вăхăта кăнтăрла çитсе пыратчĕ ĕнтĕ. Çтаппан сак çине тăрса ларчĕ те унталла-кунталла пăхкаларĕ. Килĕнче шăп. Йăмăкĕпе шăллĕ шкула кайнă пулас. Ашшĕ те лаша ферминчех-тĕр ĕнтĕ. Пĕр амăшĕ çеç сĕтел çине апат лартать. Акă, ывăлĕ вăраннине курсан, ун патне пычĕ, пуçĕнчен шăлса илчĕ.
— Ав, епле япăхса кайнă эс! — шеллерĕ вăл Çтаппаана. — Сăмсуна та тăм илтернĕ!
Ывăлĕ амăшне вăрмантан епле килсе çитни çинчен каласа пачĕ. Çак вăхăтра килне ашшĕ таврăнчĕ.
— Пулчĕ, калаçрăмăр! — пăхрĕ вăл ывăлĕ çине. — Ыран Çимун Микишпа иксĕре каялла вăрмана леçме пырать. Председатель ăна çунине лайăх лаша кӳлме, çуна çине темиçе михĕ çĕрулми, çăнăх, кăшт какай хума хушрĕ. — Тата ăшă тумтир.
— Ятлаçмарĕ-и? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Çук. Миккишпа Çтаппан апат-çимĕç илме килнĕ, терĕм те…
— Тĕрĕс каланă. Ыранах кайăпăр! — йăл! кулчĕ Çтаппан. — Эпĕ мунчана хутса ярам-ха. Кил мунчи кĕменни вăрах пулать.
Тепĕр кун ирех Çимун, Çтаппан тата Миккиш ялтан тухса кайрĕç. Лаша çуни çине михĕсем тиенĕрен, унта ларма ачасене меллĕ вырăн та юлмарĕ. Çимун çеç малта выртакан михĕ çине улăм хурса хăпарса ларнă. Çамрăк каччăсем ăçта çуна çинчи михĕсем çине улăхса ларса, ăçта çуна çинчен сиксе анса чупса пыраççĕ. Каç енне Çтерлĕ хулине çитсе ӳкрĕç, калхус хваттерне кĕрсе, çĕр каçрĕç. Кун уяр тăнипе, çул такăр. Лаша юртать те юртать. Тепĕр каç пĕр пысăк вырăс салинче çĕр каçрĕç: унта та Чинкей калхусĕн хваттерĕ пур. Виççĕмĕш кун çул кунĕпе тенĕ пек вăрман тăрăх чупрĕ те, çулçӳревçĕсем каçпа Вĕçень станцине çитсе ӳкрĕç. Унтан айккине пăрăнчĕç те лаша Çтаппансен баракĕ еннелле юртрĕ.
— Ак, çитетĕп те Верука тытса ыталатăп! — ĕмĕтленет Çимун. — Тунсăхларăм ăна.
— Тунсăхларăн пулсан, ху та çакăнтах юл! — йĕкĕлтесе илчĕ Микиш. -Туйне вăрмантах тăвăпăр.
Пурте кулса ячĕç. Кĕç лаша уçланкăри барак умне çитсе чарăнчĕ.
— Баракрисем çывăраççĕ пулас, — терĕ Çтаппан. — Эпĕ кĕрем-ха, Кавĕрле пиччене вăратса, кунта тухма чĕнем.
Ача тĕттĕм барака шăппăн кĕчĕ те бригадирăн нарĕ патне пычĕ. Лешĕ, ун çине такам пăхнине сиссе, çавăнтах куçĕсене уçрĕ.
— Кам ку?
— Эпĕ, Кавĕрле пичче! Çтаппан.
— Çĕр вупăрĕ иккен эсĕ, шăллăм! — ятланçи пулчĕ бригадир, таркăн каллех таврăннăшăн савăнса. — Çĕр варринче тухса таратăн, çĕр варринче килсе кĕретĕн! Ăçта Микиш тусу?
— Тулта. Унта вăл Çимунпа сана кĕтет. Ялтан çунапа апат-çимĕç тиесе килтĕмĕр.
Çак сăмахсем Кавĕрле пиччене пушшех те савăнтарчĕç.
— Маттур эсир! Çитĕ кунта пире çăнăх шӳрпи лĕрккеме! .
Калаçăва илтсе ыттисем те вăранчĕç, Çтаппанпа Кавĕрле пичче хыççăн урама тухрĕç. Çав шутра Верук та. Нина çеç курăнмарĕ.
— Ăçта Нина? — ыйтрĕ Çимун ытамне кĕрсе ӳкнĕ Верукран Çтаппан. — Мĕн, чирлемерĕ пуль те?
— Çук. Урине суранлатрĕ. Халĕ станцири тухтăрта сипленет.
— Юрĕ, Çтаппан, ан хуйхăр! Темех пулман Нинуна! — тусĕ çумне пырса тăчĕ Кĕркури. — Ыран хăвах кайса курăн.
Пурте шӳтле-шӳтле, лавçăсем илсе килнĕ михĕсене барака илсе кĕрсе нарсем айне хучĕç.
— Малашне выçăпа асапланмăпăр! — мăйăхне пĕтĕркелерĕ Кавĕрле бригадир. — Ĕçлеме те çăмăлрах пулĕ.
VIII
Кавĕрле бригади вăрманта çуркуннеченех ĕçлерĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел хĕртме пуçласан вăрман касакансем килĕсене таврăнма хатĕрленме тытăнчĕç. Ытти бригадăсенчен хăш-пĕрисем çӳлтен панă нормисене тултарса, таврăнса та кайрĕç ĕнтĕ. Юлашкинчен Çтаппансен бригадине те вăрмантан килне таврăнма вăхăт çитрĕ.
— Çтерле каякан тавар пуйăсĕ ыран ирхине пулать! — пĕлтерчĕ ентешĕсене Кавĕрле пичче, каçпа ĕçрен таврăннă хыççăн. — Хатĕрленĕр! Сире ирех тăрататăп та станцие çуран утăпăр. Пуйăса кая юлмалла мар!
Унăн çак сăмахĕсене никам та итлесе пĕтермерĕ.
— Ур-ра-а! — кăшкăрса ячĕ Çтаппан, хăйĕнпе юнашар тăракан Нинăна ыталаса.— Киле таврăнатпăр, маннăн савниçĕм!
Лешĕ пуçне каччăн кăкăрĕ çине телейлĕн хучĕ.
— Аманнă уру ыратмасть-и ? — хĕре куçĕнчен пăхрĕ каччă.
— Çук. Эсĕ çумра пулни час тӳрлетрĕ ăна, — йăл! кулса илчĕ Нина.
Пĕрне-пĕри ытараймасăр, Çтаппанпа Нина юлташĕсем умĕнчех чуптăвăшса илчĕç. Çакăн хыççăн Нинапа Верук каçхи апат хатĕрлеме пикенчĕç. Ачасем Кавĕрле пичче хыççăн пуртă-пăчкисене склада леçме кайрĕç. Вĕсем барака таврăннă вăхăта хĕрсен каçхи апачĕ пиçнĕччĕ ĕнтĕ.
— Нина! — пычĕ савнийĕ патне Çтаппан. — Уçланка уçăлса çӳреме тухар-и?
Нина ним каламасăрах тумланчĕ те икĕ çамрăк баракран тухрĕç. Çтаппан хĕрĕн аллинчен тытрĕ, чăмăртарĕ.
— Ай! — кулса илчĕ лешĕ. — Ыраттаратăн. Вăрман каса-каса вăю нумайланнă пулас.
— Чăнах-и? — Нинăна куçран пăхрĕ каччă. — Эпĕ кун пирки пĕлменччĕ те. Касатăп-касатăп вăрман кашни кун, пуртăпа чуккатăп. Çакă вара çынна вăй хушать иккен.
Иккĕш те çавăтăнса уçланкă хĕррине çитрĕç те çӳллĕ хырă айĕнче чарăнчĕç, ыталанчĕç. Вăрахччен тăчĕç вĕсем çапла. Каччăпа хĕр барака кĕнĕ чухне ыттисем çывăратчĕç ĕнтĕ. Кăмака умĕнчи пушкăрт мучи çеç, çăварĕнчи чĕлĕмне пăклаттарса, кăмакине хутран-сиртен пуленккесем ывăтса ларатчĕ.
Ирхине тавар вакунĕсенчен пухнă пуйăс çамрăксене Çтерлĕ енне илсе кайрĕ. Вăрман пуйăса хыçран чĕмсĕррĕн пăхса ăсатрĕ. Икĕ кунран бригада тăван Чинкей ялне, вĕсене илме Çтерле янă лаша çунисем çине тиенсе, килсе кĕчĕ. Çакă кун тĕттĕмленнĕ вăхăтра пулнăран килне таврăнакан вăрман касакансене асăрхакансем сахал пулчĕç…
Юр кунсерен ирĕлсе пычĕ те ту кăрлавĕсенче курăк ешере пуçларĕ. Çу уйăхĕ çитнĕ вăхăта уй-хирсем ешĕл курăкпа витĕнчĕç. Пĕр ăшă каç Çтаппансен килне Кавĕрле бригадир килсе кĕчĕ.
— Çтаппан, пуçтарăн! Ыран ирех Мелевĕс патне Шуратăлтан хамăр каснă йывăçсене кăларма каятпăр.
— Миçе çын?
— Хĕлле пĕрле йывăç каснисем пурте. Нинăпа Верука çеç илместпĕр.
— Хĕрсене те илсен аван пулĕччĕ те. Пире валли апат пĕçерĕччĕç.
Ку Çтаппан Нинăпа пуласшăн пулнине пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Анчах Кавĕрле пичче каччăн сăмахĕсене хăлхине чикмерĕ.
— Кирлĕ мар вĕсем пире унта, — тесе çеç хучĕ вăл. — Апатне хамăрах пĕçерĕпĕр.
— Юрĕ, Кавĕрле пичче! Лашасемпе каятпăр-и?
— Çуран мар ĕнтĕ. Лашасем пире шывран пĕренесене сĕтĕрсе кăларма та кирлĕ пулĕç.
Ирхине, хĕвел тухиччен, лаша кӳлнĕ тăватă урапапа Чинккей çамрăкĕсем кунтан утмăл çухрăмра вырнаçнă Шуратăл хĕрринчи Мелевĕс ялне тухса кайрĕç. Мелевĕс çырми Шуратăла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă çак пысăк ялта чăвашсем пурăнаççĕ. Чинкей ялĕнчен куçса кайнă çынсем те пур унта. Мелевĕсри тăвансене курма май пурри ачасене савăнтарчĕ пулсан, бригадир вĕсен ĕмĕчĕсене çула тухас умĕнех татрĕ.
— Ачасем! Çырма хĕрне çитсенех ĕçлеме тытăнатпăр. Çĕрле хӳшĕсенче çывăратпăр. Мелевĕсри тăвансем тăрăх çӳреме хăнана каймастпăр эпир, — терĕ вăл ачасене татăклăн. — Ăнлантăр-и?
Кăнтăрла иртсен Шуратăл çумĕнчи анлă айлăмра вырнаçнă Мелевĕс çурчĕсем курăнса кайрĕç. Яла кĕмесĕрех, икшер çын ларнă тăватă лав çурхи шывпа сарăлса кайнă Шуратăл хĕррине çитсе чарăнчĕç.
— Тр-р-р! — чарчĕ малти лав çинче ларса пыракан Кавĕрле пичче хăйĕн лашине, урапа çинчен сиксе аннă май. — Чарăнăр пурте!
Лавсем пĕрин хыççăн тепри чарăнчĕç. Çул çинче ывăннă лашасем çавăнтах урисем айĕнчи симĕс курăка çиме тытăнчĕç.
— Пирĕн те çиме вăхăт, — курчĕ çакна бригадир. — Хуранпа яшка пĕçерсе çийĕпĕр.
— Е пулă шӳрпи! — персе ячĕ Ваçили. — Рак тытса çини те чармĕ.
— Тытса пар-ха эсĕ ракна малтан! — йĕплесе илчĕ тусне Кĕркури. — Вара çиесси те пулĕ!
— Тытаймастăп тетĕн-и? — хĕрсе кайрĕ Ваçили. — Курăн, тытатăпах!
— Юрĕ, юрĕ, лăпланăр! — чарчĕ тавлашакансене бригадир. — Ваçилие апат пĕçерекен туса хурăпăр. Рак çитерĕ-и вăл пире, çитермĕ-и, çавăнта курăпăр.
Кĕтмен çĕртен апат пĕçерекен пулса тăнă Ваçили пуçне çеç хыçса илчĕ. Ыттисем Шурорецк вăрманĕнчен шывпа юхса аннă пĕренесене сăнанă вăхăтра, вăл пурттипе парка те икĕ йӳплĕ икĕ патака шĕвĕртрĕ те çĕр çине тăрăнтарчĕ. Вĕсен çине урлашка хурса хуран çакрĕ, ун айĕнче кăвайт чĕртрĕ. Хурана шыв ярса, яшка пĕçерме пикенчĕ.
— Вăт маттур! — мухтаса илчĕ çамрăк юлташне бригадир. — Пултаратăн!
Вăл виçĕ юлташне хăва касса хӳшĕ тума хушрĕ те ыттисемпе шыв хĕррине анчĕ. Кунта çĕр ăшне чавса лартнă парка та çирĕп бетон юпа пур. Ун çумне явăкласа парка трос çыхнă та ăна, çырман леш еннелле карса, тепĕр çыранри çакăн пекех юпа çумне çирĕплетсе хунă. Карнă трос Шурорецк хули енчен юхса анакан пĕренесене аялалла кайма чарать. Пĕренисем кунта нумай пуçтарăннă-мĕн. Хăшĕ-пĕрисем çырман тĕпне пĕр вĕçĕпе тăрăннă та вĕсен тепĕр вĕçĕсем шывран юпасем пек тухса тăраççĕ. Нумай пĕрене шыв тĕпне путнă, вĕсем тĕксĕммĕн çурхи пăтранчăк шыв витĕр аран-аран курăнаççĕ.
— Ваçили раксене çак путнă пĕренесем хушшинчен тытасшăн пуль-ха! — тавçăрса илчĕ ăна-кăна чухлакан бригадир.
Çыран хĕррине пĕрене кăларма килнĕ çынсем татах пур иккен. Вĕсем, виçĕ-тăватă Кавĕрленни пек ушкăн, лашисемпе пĕренесене шывран троспа туртса кăлараççĕ те çыранăн уçă вырăнне илсе тухаççĕ. Кавĕрле бригадир та ытти ушкăсенчен кая юласшăн пулмарĕ.
— Эй, Çтаппан, Кĕркури! Лашăрсене тăварăр та кунта çавăтса килĕр! — хушрĕ вăл ачасене. — Ĕçлеме пуçлăпăр.
— Малтан апатланмастпăр-и, Кавĕрле пичче? — килĕшесшĕн пулмарĕ аслипе шыври пулăсене сăнаса тăракан Кĕркури. — Çиес килет.
— Яшка пĕçериччен пĕр-ик пĕрене çеç кăларса пăхăпăр, — ăнлантарчĕ çамрăка Кавĕрле пичче.
Лешĕ урăх шарламарĕ, тăварнă лашине шыв хĕрне çавăтса килчĕ. Çтаппан та хăйĕн лашипе килсе тăчĕ.
— Пар-ха пакурна! Епле ĕçлемеллине кăтартам, — алă тăсрĕ бригадир пакурпа çитсе тăнă Вихтĕре.
Пĕрене вĕçне иккĕн çыранри вĕтĕ чул çине туртса илчĕç, лашан тросне ункăласа çаклатрĕç. Кĕркури пĕренене лашипе уçă вырăна сĕтĕрттерсе кайрĕ. Иккĕмĕш пĕренене те кăларсан, Кавĕрле пичче аллипе сулчĕ:
— Пурте апатланма!
Ĕçлекенсем иккĕ чĕнессе кĕттермерĕç, кăвайт патне пырса ларчĕç. Ваçили лăкăртатса вĕрекен хуранне çĕр çине лартрĕ, çăпалапа ачасен чашăкĕсене яшка яра пуçларĕ.
— Çакă кăсăк. Шывпа юхса аннă пĕренесенчен хăшĕ эпир хĕлле касни-ши? — пуçне çĕклерĕ сасартăк яшка çиме пуçланă Çтаппан.
Пурте кулса ячĕç.
— Ху каснă пĕренесене паллă тумаллаччĕ! — хихиклетсе илчĕ Ваçили. — Халь вара çавсене кăна туртса кăларăттăн.
Кăнтăр апачĕ хыççăн, чылай пĕрене çырмаран кăларсан, çырана çывăххисем юлмарĕç.
— Ыттисене епле кăларăпăр? — ыйтрĕ Кĕркури Кавĕрле пиччерен.
— Сулă пекки тăвăпăр! — хуравларĕ бригадир. — Виçĕ пĕренене лашасен тилхеписемпе пĕр-пĕрин çумне çирĕплетсе çыхăпăр та…
Суллине тунă хыççăн, асли çамрăксене шанас темерĕ пулас: пĕчченех сулă çине тăчĕ те, сулă çумне çыхнă пĕр тилхепин вĕçне Çтаппана пачĕ:
— Алллунтан ан яр ăна! Кирлĕ чухне сулла хăв патна туртăн.
Кавĕрле пичче каçчченех шывран тухмарĕ, çыранран инçетри пĕренесене пакурĕпе çыран еннелле тĕрсе тăчĕ. Ачасем лешсене лашисемпе çыран хĕрне туртса купаларĕç...
Икĕ эрне çапла ĕçленĕ хыççăн çыран çинче калхус валли çичĕ пĕрене купи ӳссе ларчĕ. Юлашкинчен калхусран икĕ грузовик килсе çитрĕç те, вĕсене пурте кузовсем çине тиеме пуçларĕç.
— Юлнă пĕренесене майĕпен турттарса пĕтерĕпĕр-ха, — терĕ ачасене Макçăм пичче— шофер. — Председатель сире пурне те яла таврăнма хушрĕ. Пĕренесене сыхлама пĕр хуралçă çеç хăварччăр, терĕ.
— Хамах юлатăп! — терĕ ăна Кавĕрле пичче. — Председателе çапла кала.
Çамрăксем тăван ял еннелле тапранчĕç. Каçкӳлĕм вĕсен лавĕсем Чинккейĕн урамне тусан тустарса пырса кĕчĕç.
— Паян Çимунпа Верук пĕрлешеççĕ, — пĕлтерчĕç ачасене ялтисем.
Чăнах та, ял çинче туй шăв-шавĕ илтĕнчĕ:
— Эпир апла марччĕ çав та,
Эпир капла марччĕ çав!
Иккĕн-виççĕн пĕрле чухне
Кĕрлеттерекенччĕ çав!
— Авă, урамрах ташлаççĕ, — кăтартрĕ пӳрнипе Кĕркури.
Çтаппан васкаса килне таврăнчĕ те çăвăнса тасалчĕ, çине таса кĕпипе шăлаварне тăхăнчĕ. Амăшĕ сĕтел çине лартнă апата кăшт хыпкаларĕ те урама тухса вирхĕнчĕ.
— Нина туйра пуль-ха, — савăнса шухăшларĕ вăл. — Халех çавăнта каятăп. Савнине, чăнах та, туйра курчĕ вăл.
— Пирĕн пĕрлешесси те çакăн пек пулĕ-ха, — ыталарĕ вăл Нинăна.
— Пĕр-ик çултан, — телейлĕн тĕршĕнчĕ каччă çумне хĕрĕ. — Çамрăк-ха халлĕхе эпир.
— Апла пулсан, хĕлле каллех вăрман касма каятăп! — шӳтлесе илчĕ Çтаппан. — Санпа иксĕмĕре çурт лартма йывăç кирлĕ-çке.
— Мана та хăвăнпа пĕрле вăрмана илĕн-и?
— Çук. Эсĕ мана ялта кĕтме юлăн.
Çамрăк хĕрпе каччă пĕр-пĕрин çине юратса пăхса илчĕç.