Çул çинче
Чĕнчĕ тăван хăнана,
Чĕннĕ çĕре каймаллах.
Çулĕсем çывăхра мар,
Тур лашамçăм, эс хăтар.
Лашам сисет тахçанах,
Хатĕр çула вăл тухма,
Тапăртатать хаваспах,
Пуçне ухать кăмăлпах.
Кӳлсе лартăмăр пĕрле
Старикпеле юнашар,
Тытрăмăр тилхепине,
Атя, лашам, яра пар!
Лаши пирĕн начар мар,
Юртать хăйĕн чуппипе.
Тăван ĕнтĕ инçе мар,
Çитрĕмĕр çитес çĕре.
Кĕтсе илчĕ савăнсах
Тăван тулли кăмăлпа,
Кĕртсе лартрĕ хăвăртрах
Сăйламашкăн шăрттанпа.
Ĕçрĕмĕр те çирĕмĕр,
Савăнтăмăр кăмăлтан,
Юмахне те ятăмăр,
Хăçан тепре курнăçан?
Килелле тапранмалла,
Тăванпа уйрăлмалла.
Тур лашам та ывăннă,
Пире кĕтсе хăшкăлнă.
Каллех акă çул çинче
Старикпеле иксĕмĕр.
Лашам пĕлет хăй çулне,
Чупать хăйĕн еккипе.
Часрах килелле çитме
Вăрман витĕр кайрăмăр,
Тĕттĕм пулса кайнипе
Тӳрĕ çул суйларăмăр.
Çулпа çапла пынă чух
Курах кайрăм кермен çурт:
Кантăкĕсем чĕнтĕрлĕ,
Алăкĕсем эрешлĕ.
Апайтур, ку кермене
Кам çавăрса тунă-ши?
Умĕнчи картлашкипе
Пирĕн утма юрать-ши?
Çакă чаплă кермене
Кĕрсех тухас терĕмĕр,
Хура турă лашине
Крыльца умне чартăмăр.
Алăк уçса кĕрсенех
Туйрăм лекнĕн çăтмаха.
Шала иртме именсе
Тăтăмăр шанках хытса.
Пире хирĕç сар хĕрсем
Тухрĕç йывăç чăм йăтса.
Çак нар питлĕ пикесем
Сăйлаç пире сим пылпа.
Пĕрин хыççăн тепĕри
Кермен тăрăх утаççĕ,
Укăлчари вăйăри
Хĕрсем пекех туйнаççĕ.
Капăр тумлă пикесем
Акăш пекех курнаççĕ.
Çийĕнчи тевечĕсем
Шăнкăр-шăнкăр янраççĕ.
Ак пĕри кĕтмен çĕртен
Сулчĕ сылтăм аллипе,
Вара çанни ăшĕнчен
Тухрĕ пĕр кайăк вĕçсе.
Вĕçрĕ-вĕçрĕ сар кайăк,
Ларчĕ урай варрине.
Пăхрăм кăна — çук кайăк,
Сĕтел çеç ун вырăнне.
Пысăк кермен варринче
Сĕтел ларать тайăлса,
Ĕçме-çими çийĕнче —
Куç каять алчăраса.
Пуян сĕтел хушшине
Йыхăраççĕ сар хĕрсем.
Кун пек ырлăх пуррине
Ĕмĕрне те тĕлленмен.
Пытăмăр сĕтел патне,
Лартăмăр пукан çине.
Пĕлместпĕр — мĕн тумалла,
Мĕн тытса тутанмалла?
Пире хирĕç мăй тăсса
Çурхат ларать ав пăхса.
Лашам пекех туйăнать,
Таçта кайма йыхăрать.
Ав тата янтал çине
Ярса лартнă сарă пыл.
Юнашар йывăç чăмпа
Тултарнă пылак сим пыл.
Çак сим пыла алтăрпа
Савса сĕнеç сар хĕрсем,
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхипе
Пĕрмай пуплеççĕ хăйсем.
Старикпеле иксĕмĕр
Сисеп, кăштах хĕртĕмĕр.
Вара çак пикесенчен
Ыйтса пĕлес терĕмĕр.
Хамăр ăçта лекнине
Питĕ пĕлес килнипе
Хĕрсен кăмăлне кура
Ăнлантарма ыйтрăмăр.
Хĕрсем каланă тăрăх
Вара çакна пĕлтĕмĕр:
Кермен хуçи пур иккен,
Ахаль çын та мар иккен.
Эпир иккен старикпе
Сарă кун çĕр-шывĕнче,
Унăн патши халь пире
Сăйлать пуян сĕтелпе.
Çакă патша ырлăхне
Халĕ эпир куратпăр,
Ун тарават кăмăлне
Туллин туйса тăратпăр.
Сарă кун çĕр-шывĕнче
Пурте пуян пурăнаç,
Пĕр-пĕрне хисеплесе
Ырă кун-çул çеç сунаç.
Пурте пĕр-пĕрне юлташ,
Йĕри-тавра хурăнташ.
Ĕçлеç пĕрле кар тăрса,
Савăнса та юрласа.
Килен-каян хăнана
Кунта хапăл яланах.
Кĕтсе илнĕн тăвана
Туйрăмăр çав хамăр та.
Ĕçсе-çисе сăйлансан
Киле каяс терĕмĕр,
Сар хĕрсене тав туса
Алăк патне утрăмăр.
Хĕрсем пире ăсатма
Пуçтарăнчĕç васкаса,
Шур чăланти арчаран
Тухрĕç парнесем йăтса.
Сарă кун çĕр-шывĕнче
Хăйсен йăли пур иккен:
Хăна пулнă çынсене
Парнесĕр ямаç иккен.
Çапла чаплă хăнасем
Пултăмăр çав старикпе.
Хăна пулма лайăх та –
Киле кайма пĕлмелле.
Тухрăмăр та алăкран
Антăмăр картлашкаран.
Ак тамаша! Мĕн амак?
Пирнех-ши умри лашам?
Алăк умĕнчи лашам
Пулса тăнă урхамах.
Куçĕ-пуçĕ ялтăрать,
Пире ларма йыхăрать.
Çуталса кăна тăрать
Шап-шур тĕслĕ урхамах.
Тапăртатса вăл ташлать
Чăн-чăн туй ачи майлах.
Чаплă урхамах çине
Лартăмăр та старикпе
Тăван килĕмĕр енне
Вĕçтертĕмĕр çил пекех.
Мĕнле киле çитнине
Сисмерĕм-çке эп пачах,
Старик кăлт-кăлт тĕкнипе
Куçа уçрăм самантрах.
Старик мана тăрăшсах
Тĕкет иккен аякран.
Тин ыйхăран вăранса
Тăна кĕтĕм эп вара.
Эпĕ курнă кермен çурт
Пулнă иккен тĕлĕкре.
Умра урхамах та çук,
Тур лашам çеç витере.
Вăрăм çулпа килелле
Таврăннă чух тĕттĕмре
Ыйха путса тĕлĕкре
Çитнĕ Сар кун çĕр-шывне.
Çак çĕр-шыври çынсем пек
Пурăнасчĕ пирĕн те
Туслă, килĕштерсе çеç,
Хисеплесе пĕр-пĕрне.
Тĕлĕкре ахальтен мар
Куртăм пуль çак çĕр-шыва.
Вĕренмешкĕн пурăнма
Пулăшрĕ вăл халь мана.
Çакă аслă Çĕр çинче
Пĕр-пĕрне юратмалла,
Пĕр-пĕрне ăнланмалла,
Ыр сунса ал памалла
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...