Çул çинче
Çу уйăхĕ. Çанталăк çуллахи евĕр шăрăх тăрать. Çакăн пек кунсенче ĕç çинчен манас, çутă ĕмĕтпе çеç пурăнас килет.
Хăйне отпуск парсан, çавăнпа та Ваня чăтма çук савăнчĕ. Атту ялан ăна е кĕркунне, е хĕлле лекет канмалли вăхăт. Халь вара ĕмĕтленнĕ пекех пулса тухрĕ. Çитменнине арăмĕ те çак вăхăтрах, пĕрле канар тесе, отпуск илчĕ.
Ваня хăй водитель пулса пĕр заводра вăй хурать. Çавăнпа та ялан тенĕ пекех командировкăсенче пулма тивет унăн. Ĕçĕ йывăр, çемьепе пĕрле те час пулаймастăн. Çапах та мĕн тăвас? Хальхи çăмăл мар вăхăтра ăçта май килнĕ çавăнта ĕçлеме тивет. Рынок хуçаланать вĕт урамра.
Киле çитсенех Ваня арăмĕпе отпуск ăçта ирттересси пирки калаçса татăлма шутларĕ. Мускава, Санкт-Петербурга кайса килсен аванччĕ. Унта Ваньăн та, Лена арăмĕн те тăванĕсем пурăнаççĕ. Вĕсене валли кучченеç хатĕрлесен те япăх марччĕ. Вăт савăнĕç вара вĕсем!
Алăка уçнă-уçман ăна Лена темшĕн хурлăхлă куçпа кĕтсе илчĕ.
— Пĕтрĕ пирĕн отпуск, каллех пĕтрĕ, — мăкăртатрĕ вăл.
Ваня, ăнланманнăн, куçне мăчлаттарса тăчĕ.
— Мĕн, мĕн сиксе тухрĕ тата? — хыпăнса ыйтрĕ вăл.
— Ĕçӳнтен шăнкăравларĕç анчах, — калаçрĕ арăмĕ. — Сана улăштаракан шофера хăвăрт аптăраса ӳкнипе больницăна леçнĕ.
— Командировкăна инçетри хулана вара темле пулсан та каймаллах. Кирлĕ чĕртаварсене илсе килмесен производство чарăнса ларма пултарать. Отпуск вăхăтне çавăншăн кайран тăсса параççĕ, — çиллине ниçта чикеймесĕр вăйпах кăшкăрса ячĕ Ваня.
Анчах ним тумалли те çук. Командировкăна каймаллах.
Тепĕр кунхине вăл çула тухма кирлĕ хутсем çине пичетсем ларттарчĕ, алă пустарчĕ. Ĕçри хĕрарăмсем, Ваня инçете пуçтарăннине пĕлсен, ун патне черет йышăнчĕç темелле.
— Н... хулара, — тархасларĕ пĕри, — хĕрарăм атти, пальтовĕ йӳнĕ, теççĕ. Туянса килме тăрăш-ха.
Шутне манас мар тесе, Ваня список тутарттарчĕ. Ара, пĕрне те кӳрентерес килмест-çке, хĕрарăмсем завод администрацийĕнче вăй хураççĕ, ĕç укçи вара вĕсенчен нумай килет.
Тепĕр кунхине, кирлĕ груз тиесен, Ваня çула тухрĕ. Укçисене кабинăри тăватă çĕре пытарчĕ. Мĕнех, пилĕк-ултă кун часах иртсе кайĕ, пĕтĕмпех вара хăй вырăнне ларĕ. Вăл тăванĕсем патне кĕрсе тухма та ĕлкĕрĕ-ха.
Машини унăн пысăк, «КамАЗ». Çавăнпа вăл кабинăрах канать, каçхине çывăрать те. Кунĕпе ывăннăран, шăмшак çемçелтĕр тесе, хăш-хăш чух пĕрер черкке ӳпĕнтерет. Çавăнпа вăл Çĕмĕрлеренех виçĕ кĕленче шур эрех илнĕччĕ. Ик кун хушшинче пĕр «пулштухне» пушатма та ĕлкĕрчĕ.
Виççĕмĕш кунхине пĕр пысăк хулана çитиччен нумай та юлманччĕ. Çавăн чухне асăрхарĕ те вăл çул хĕрринче аллине çĕкленĕ лайăх тумланнă хĕрарăма. Пĕччен пырса йăлăхрĕ ĕнтĕ водитель, çавăнпа вăл ăна савăнсах хăйпе юнашар лартрĕ.
— Ăçтан килетĕр капла, сăнăр ывăннă тĕслĕ те, — куçне выляткаласа тӳрех калаçма пуçларĕ хĕрарăм.
— Э-э, пирĕн ĕçĕ çавнашкал, çул та çул, — аллине сулчĕ Ваня, — виççĕмĕш куна кайрĕ ĕнтĕ.
— О-о, нумай, апла ма-ха канмастăр?
Ваня хĕрарăмăн юбки çӳлех хăпарса кайнине, унăн ура хырăмĕсем тулли те илемлĕ пулнине асăрхарĕ. Чĕри кăрт-кăрт сикнине, юн вĕриленнине туйса илчĕ.
Вара, урăх тăхтамасăр, машинăна çул айккинелле пăрчĕ.
— Ман çакăнта пĕр кĕленче пур, пĕччен ĕçме атту аван мар, — чĕтревлĕ сасăпа калаçрĕ вăл. — Юлташ пулмăн-и?
— Юрать, — килĕшрĕ хбрарăм.
Пĕрремĕш черкке хыççăн лешĕ хăй ятне каларĕ. Юля тесе чĕнеççĕ иккен ăна. Амăшĕ патне хăнана кайма тухнă.
Ваня аллине ăнсăртран тенĕ пек хĕрарăм кăкăрĕ çине хучĕ. Лешĕ вылянчăклăн ахăлтатса кулса ячĕ.
Тахçанах водителĕн тула каяс килетчĕ. «Эп çиччас», — терĕ те вара, кабинăран тухрĕ.
Каялла кĕнĕ çĕре Юля курткине хывнăччĕ ĕнтĕ.
— Ну, тепрер сыпар малтан, — тăсрĕ вăл Ваня енне тулли черкке.
Арçын иккĕшĕ те тулли черккесене пушатнине лайăх астăвать. Урăх — нимĕн те.
Хăйне хулпуççинчен силленипе вăранса кайрĕ вăл. Салтаксем иккен.
— Тăр, тусăм, тăр. Иккĕмĕш талăк ĕнтă çывăратăн. Мĕн те пулин пулман-ши тесе килсе тĕрĕслес терĕмĕр.
Ваня вĕсене тав туса пуçне сĕлтрĕ. Хыççăнах укçа çинчен аса илчĕ. Пĕр вырăна пăхрĕ, тепĕр вырăна... Çук! Çăтса янă тейĕн. Мур хăрарăмĕ, шуйттан! Çав çаратнă ĕнтĕ.
Ваня пуçне çавăрса тытрĕ. Мĕн тумалла халĕ унăн, мĕнле пурăнмалла? Киле таврăнмалла-и е çук-и?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...