Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулас кинсемСулпикепе Валĕм хунКăвайт çутисемКĕтмен венчетĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Чапшăн пурăнмастпăрХусан

Çăка хăвăлĕнче ларсах арăслана чĕрĕлле тытрăм


Эсир пĕри те арăслан курман. Вăл мĕнлине эсир кĕнекесем тăрăх çеç пĕлетĕр. Анчах арăслансене кĕнекесем çинче питех те пĕчĕккĕ туса кăтартаççĕ. Чăннипе вĕсем калама çук пысăк тата питех те вăйлă. Пĕр арăслан икĕ çулти вăкăра çурăмĕ çине çавăрса хурсах çӳлĕ хӳме урлă сиксе каçма пултарать теççĕ. Çавăн пек вăйлă пулсан та, эпĕ ăна тытса курнă.

Хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн таврара арăслансем çук. Вĕсем ăшă енче çеç пурăнаççĕ. Çавăнпа эсир манран:

— Çтаппан пичче, эсĕ арăслана ăшă енне кайса тытрăн-и? — тесе те ыйтма пултаратăр. Эпĕ ун пек çĕре кайма та шутламан. Çавнашалах пуçра та манăн арăслан тытас шухаш пулан. Çапах та эпĕ ăна тытса куртăм, вăл акă мĕнле пулчĕ.

Пĕр çулхине пирĕн ял çыннисем ращара касса çуракан катка хăмисене станца турттарса тăма Пахчал ялĕнчи Уртиван Кузьмич патне тара кĕрешрĕç. Пĕрре манăн кӳршĕ лашине илсе пĕччен икĕ лавпа катка хами тиесе каймалла пулчĕ.

Станца çитсе лавсене пушатрăм, лашасене утаă парса хам та апатланма лартăм. Унччен те пулмарĕ, пĕтĕм халăх тин çеç çитсе чарăннă поезд патнелле чупрĕ.

— Мĕн пулчĕ-ши капла? Мĕн пирки халăх пăлханса кайрĕ-ха? — тесе вĕсем хыççăн кайрăм.

Малалла

Эй, çил улать...


Эй, çил улать,

Çил улать,

Çавăрттарать те çил-тăман —

Кăшт амалать те

Лăпланатъ

Татах улать...

Чăтса пулмасть,

Чăтса пулмасть —

Тухас пулать,

Алкум вĕçне тухса

Тăрас пулать.

Эй, çил-тăман, эс,

Çил-тăман,

Мĕне пĕлсе ласкан

Эс çав сăмахсене?

Пĕрин

чунĕнчен тухса кайнă,

Теприн

чĕрине кĕреймен

Ик тĕнче хушшинчи

Ик чĕре хушшинчи

Шеллес сăмахсене?!

 

. . . . . . . . . . . . .

Калаканни, паллах, ĕненнĕ,

Йышăннă тенĕ сăмахне.

Сăлăп хурса хапха питĕрнĕ,

Кĕтсе тăман мĕскĕнсене.

 

Кӳтсе кайса пăхса тăратăп...

Таçта, тен, манăн сăмахсем

Шăнса хытса çӳреç пуль тетĕп,

Айăплă марччĕ те вĕсем...

Ан юрла, ан юрла, сарă кайăк...


Ан юрла, ан юрла, сарă кайăк,

Эп пĕлетĕп вĕри асапна.

Пĕлтĕрхи ăшă çу пулнă савăк,

Унтанпах эс курман лăш кунна.

 

Пӳлĕмре, читлĕхре, мăшăру сан,

Те кĕресшĕн-ши пултăн ватса...

Умăнти кантăка çапăнсассăн,

Ик куçу та сан юхрĕ шăтса.

 

Юрлаян-ши вара, сарă кайăк?

Кам пĕлмест — сан сассу лайăхах.

Эп вара — итлейместĕп, чĕр тамăк!

Эпĕ куртăм-çке, куртăм йăлтах.

 

...Ĕшнере кайăксем, ав, юрлаççĕ —

Хурланни, савăнни — пĕр сассах.

Çăва çинче...


Çăва çинче

Шух çил те урăх.

Кăшт шăпăртрах та

хурлăрах.

Çăва çинче

сас пăнă кайăк...

Этем сассийĕ

майлăрах!

Çăва утти

çава курман та —

тарши, чăнах,

урăхларах.

Чуна пуссан та

йӳç çӳçенчĕк,

çапах та

темшĕн

ырăрах.

Çӳл тӳпери хĕвел çине

пăхас килет пек

ытларах.

Кăвакарчĕ пĕлĕт, кăвакарчĕ пĕлĕт...


Кăвакарчĕ пĕлĕт, кăвакарчĕ пĕлĕт,

Кам калать мана курмасть тесе.

Шурă уйăх тӳпене шуса тухсан-и —

Кам калать мана курмасть тесе.

 

Кăвакарчĕ пĕлĕт, кăвакарчĕ пĕлĕт,

Кам калать мана илтмест тесе,

Шăпчăк юррине тăсса ярсан-и —

Кам калать мана илтмест тесе.

 

Кăвакарчĕ пĕлĕт, кăвакарчĕ пĕлĕт,

Кам калать мана чĕнмест тесе.

Шурă хурăн хурлăн сас парсан-и —

Кам калать мана чĕнмест тесе.

 

Кĕтнĕ çыннăм çакăнта килес пулсан-и —

Кам калать мана савмасть тесе...

Тĕлĕкре те канăç çук


Мишшан ашшĕн пĕртăван пиччĕшĕсем виççĕн пулнă: Пракка, Ехрем тата Павăл. Куçман вăталăх пиччĕшĕ Ехрем çав тери юратман иккен шăллĕне. Праккана тăтăшах Куçма çине вĕслеттерсе тăнă. Юхха хĕрарăм пек тĕрлĕ элек-челек пуçтарса Пракка пуçне тăтăшах анкă-минкĕлетнĕ çакскер. Хирĕçӳ тата çапăçу пуçарса яма тĕрлĕ сăлтав тупса панă вăл Праккана. Куçма ăна-кăна чухлайман. Турра шĕкĕр, тавçăрса илес тĕк ун аллинчи пуртă çав кĕрĕс-мерĕс туйра Ехреме вĕлерме те пултарнă. Пракка вара, тен, сывах тăрса юлнă пулĕччĕ. Ку вăл пурпĕрех Мишша ашшĕн сикчевлĕ шăпине улăштарма пултарайман-тăр. Ун асар-писер кун-çулĕ тĕрмерех татăлмалла пулнă ахăр.

Кунпа çĕр пĕрлешсе кайнă пекех пулнă çав йывăр уйăхсенче. Уяр çанталăк та тĕксĕм курăннă, хура кас та ула-чăла сăнсемпе пăлханнă.

 

* * *

Пĕр ирхине Мишша вырăнĕ çинчен ялт! çеç сиксе тăнă те йĕри-тавра кăн-кан пăхкаласа хăвăрт-хăвăрт калаçма тытăннă: «Тĕлĕк куртăм кĕçĕр! Эх! Тĕлĕксем те чуна ыраттараççĕ. Кĕçĕр курни те çавнашкалах. Каласа парас-и? — килтисене пăхса çаврăннă вăл. — Итлĕр эппин. Янкăр тӳпеллĕ çанталăк кăмăлĕпе киленсе пирĕн атте ыраш уйĕ тăрăх таçталла утатчĕ. Ал туйипеччĕ хăй. Васкаса утать атте! Кĕлетки пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пырать. Эпĕ хыçалтан макăрса чупатăп. «Ан кай, атте! Ан кай!» — тесе йăлăнатăп. Çук, илтмест вăл ман сасса. Утать те утать, çаврăнса та пăхмасть. Эпĕ аттене хăваласа çитеймерĕм. Çилпе чăшăлтатса выртакан ыраш уйĕнче юпа пек хытса тăтăм та ал туйипе вашкăртса утакан атте кĕлетки пĕчĕкленнеçем пĕчĕкленсе пынине сăнаса тăтăм. Юлашкинчен унăн кĕлеткинчен хура пăнчă çеç тăрса юлчĕ. Сăмах пуплевĕ хыççăн лартса хунă хура пăнчă теме те юрать ăна. Юлашкинчен çав пăнча та такамăн курайман алли вăшт çеç сăтăрса пăрахрĕ. Мĕне пĕлтерет ку тĕлĕк?» — Мишша каллех пӳртри çынсене пăхса çаврăннă.

Малалла

Бодлер


(юлашки кунĕсем)

 

Манăн пуç шăмминче пурăнать чĕмсĕр куçлă Бодлер:

умĕнчи пуш стакан эрешмен картипе карталаннă.

Пуш стаканăн хуçи калама çук вăр-вар, йӳрĕкскер,

вăл—хура эрешмен: чăн хуçи çеç чирпе пăталаннă.

Каминре çунакан вут çути хăй çине ӳкнĕрен,

çĕрлехи сĕмлĕхре палăрать бронза бюст пек ун пуçĕ,

шарт! сикет пек тăрук «альбатрос» сассине илтнĕрен,

Париж тӳпине кантăкран хыпашлать чĕмсĕр куçĕ.

Вăл пăлхавлă кунсен ахрăмне те тăнлать тĕлĕнсе:

тӳпери альбатрое явăнса тек вĕçмест шиксĕр саслăн,

ун вилли çеç шур пăнчăн кусне курăнать хум çинче.

Манăçми çулсене тепĕр хут вăл илесшĕн чĕнсе:

асилӳ çилĕсем хăлхинчен шеллесе пăшăлтатрĕç пек ассăн:

«Йышăнать-и сана тепĕр хут ху питленĕ çак аскăн тĕнче?»

Ан тив, çын юлташла асăрхаттартăр...


Ан тив, çын юлташла асăрхаттартăр —

калать-и хыттăн е çемçен сана,

пĕрех! — чунран юнтармăш кăмăл тартăр:

тавах ыр канашсем паракана.

Мĕнле сăнпа каларĕ вăл — тиркемĕп:

хар! кăшкăрса-и е йăваш саспа,

чăн сăмаха ялан чуна илем эп

ăш кулăри хĕвеллĕ хаваспа.

Асталăха туптар-и чăркăшмасăр,

Эппин, санпа та, критик, килĕшсе.

Сисетĕп: эсĕ пурнаймастăн мансăр,

çӳретĕн сулхăн сăнлăн, кӳлешсе.

Чĕлхӳ пăртак чăкраш та — мĕн тăвас?

Эпир те тĕл пулмастпăр-çке час-час!

Ракета уххипе, ăса кĕмесĕр...


Ракета уххипе, ăса кĕмесĕр,

çынсем паян тĕлленĕ пĕр-пĕрне.

Кунта кайран сăмах ытла та мелсĕр:

кам тупĕ шыраса этем йĕрне?

Тăван çĕршывăн тимлĕ канашне

тăнлакансем те пур-ха — савăнатăп!

«Пĕтерес мар этемлĕх малашне», —

текенсене çеç ыррăн асăнатăп.

Çак шухăшшăн тăсатпăр пурнăçа, тен,

эпир куллен-кунхи кĕрешӳре.

«Кайран вара кам тухĕ-ши тӳрре?» —

текенсене сума суса тăнлатăп.

Çак ăнлану ӳсинччĕ кунсерен —

ан ӳктĕр вилĕм янкăр тӳперен.

Тӳпеттейлĕ йĕкел


Пурăнать юман çинче,

Тӳпеттей пур ун çинче.

— Ĕнтĕ, — терĕ ват юман, —

Сик те ан!

 

Хăй йĕкелĕн те çав шут:

Çулçă пулчĕ парашют.

Ялт! кăна тапса ярать —

Çĕр çине çитсе тăрать.

 

— Эпĕ кĕтнĕччĕ çакна! —

Терĕ Хир сысни ăна. —

Эс пăхмашкăн — яп-яка,

Ахăр — пылаках!

 

— Ан васка хаяр сунма,

Ан пулсам çаплах тискер.

Ирĕк пар юман пулма,

Çĕкленсе ӳсем чипер.

 

— Хырăм выçă! — тет Сысна. —

Эп çиетĕпех сана!

Ку йĕкелĕ, йăрăскер,

Пытанма шутланă:

Ялт! çеç сикнĕ хайхискер,

Çулçăпа хупланнă.

Хывнă та тӳпеттейне

Сăтăрнă вăл пит-куçне.

 

Акă унăн аллисем

Хыпаланă та çĕре —

Пулнă тăнă тымарсем,

Çирĕп шăнăрлă, кĕре.

Çĕр айне шала кайса

Ӳснĕ ларнă сарăлса.

Пĕр сысна таврашĕ те

Юмана кăклаймĕ тек.

Тӳпеттейлĕ йĕкел пур,

Калама та çук маттур!

■ Страницăсем: 1... 602 603 604 605 606 607 608 609 610 ... 796

Шухăшсем