Чемен паттăр
I
Авал, чăваш çĕрĕнче
Сăрпа Ăтăл хушшинче,
Шур cухаллă ватăсен
Ашшĕ-амăш йышĕнче,
Пурăннă тет пĕр паттăр,
Ăна чăваш пуç çăптăр,
Çавăн ятне ăстуса,
Ĕçĕсемшĕн тав туса,
Эпир пуçа таятпăр,
Чăн çăмаха пуçлатпăр.
II
Çăв паттăра чăвашра
Чемен тесе чĕннĕ тет,
Ун пек улăп таврара
Тек ниçта та пулман тет.
Ирхи шуçăм килеспе
Чемен паттăр яланах
Хире тухса шăхăрнă,
Урхамахне йыхăрнă.
Улма-чăпар айăра
Тăрă шывпа шăварнă,
Çилхине тура-тура,
Сĕлĕ парса хăварнă.
Ĕçне-хĕлне чухласа
Тимĕр тумне тăхăннă,
Чăваш çĕрне сыхласа,
Хурал тăма тытăннă.
Чемен ячĕ таврара
Пур тăшмана чĕтретнĕ,
Мĕнпур чăваш-пăлхара
Патвар пулма вĕрентнĕ.
Чылай ĕмĕр çак Чемен
Хурал тытнă тăрăшса,
Анчах вăхăт хĕрхенмен —
Вăл та пынă хавшаса.
III
Пĕррехинче улăха
Чемен пухать халăха:
«Ăн хурланăр кăлăхах,
Тăнлăр манăн сăмаха.
Аслă, çӳллĕ ту тăрне
Эсир мана пытарăр.
Вăрçă тумне, хатĕрне
Йăлтах манпа хăварăр.
Пĕрлех пултарччĕ тата
Улма-чăпар урхамах,
Хурçă хĕçпе хăртă та
Пултăр манăн ăллăмрах.
Енчен тăшман тапăнсан
Чăваш халăхĕ çине,
Виçĕ хутчен йыхăрсан,
Эпĕ килĕп çĕр çине.
Усал тăшман ун чухне
Пире чура тăвайме,
Халь хăварăр пĕччене:
Ватти çăмрăк пулаймĕ».
Чемен çăпла пуплет те,
Кĕçех куçĕ хупăнать.
Хура халăх хӳхлет те,
Çӳл ту çине пухăнать.
Виçĕ кун та виçĕ каç
Пĕтĕм чăваш кĕл тăвать,
Виçĕ кун та виçĕ каç
Чемен чунне асăнать.
Ăна çӳллĕ ту тăрне
Хисеплесе пытарнă,
Вăрçă тумĕ-хатĕрне
Хăйпе пĕрле хăварнă.
Улма-чăпар лашине
Чемен çумне вырттарнă,
Хурçă хĕçпе хăртине
Ик аллине тыттарнă.
IV
Чылай вăхăт иртсессĕн,
Пĕррехинче, çуркунне,
Аслă Çимĕк килсессĕн
Чăваш çĕрне, каçхине,
Ялти çăмрăк савăнса
Тухнă вăйă калама,
Чемен сăртне пухăнса,
Çерем çинче выляма.
Çимĕк-уяв ячĕпе
Сыпкаланă каччăсен
Арпашаççĕ кунĕпех
Пуçра шухă шухăшсем:
«Ăйтăр, чĕнер Чемене
Хăналама çĕр çине!
Чĕнĕр Чемен пиччене,
Кĕçĕр, Çимĕк каçхине!
Каччисене хĕрĕсем
Ӳкĕтлесе йĕреççĕ.
Итлемеççĕ лешĕсем,
Виçĕ хутчен чĕнеççĕ.
Чемен сăрчĕн чи тăрри
Шатăртатса çурăлать,
Çурхи шăналăк тĕрри
Вут-çулăмпа ялтăрать.
Сехри хăпнă каччăсем
Упаленсе тараççĕ,
Пăхса тăран çăмрăксем
Çăмах чĕнме хăраççĕ.
Чемен килнĕ тĕнчене!
Чемен паттăр таврăннă!
Ӳкĕр часрах çĕр çине!
Ăçта? Камсем тапăннă?
Улма-чăпар урхамах
Вут çĕлен пек явăнать,
Чемен тăван халăха
Пулăшмашкăн ыткăнать.
Улма-чăпар лашине
Йĕнерлесе утланнă,
Хурçă хĕçпе хăртине
Çăпăçмашкăн туптанă...
Чемен килнĕ тĕнчене!
Чемен паттăр таврăннă!
Ӳкĕр пурте çĕр çине!
Мĕнле хурах тапăннă.
V
Чемен пире çăвăн чух
Усал туман, тупата,
Ирпе, шуçăм килнĕ чух,
Килсе выртнă тупăка.
Çакă каçăн палли çук
Çавă çӳллĕ çăрт çинче,
Анчах пĕлмен чăваш çук
Чемен çинчен ку енче.
Ватă çынсем çуркунне
Кунта вăкăр пусаççĕ,
Парне парса Чемене,
Пуçĕсене усаççĕ.
Çамрăксем те çавăнтан
Тек чĕнмеççĕ Чемене,
Вăрçă-харçă нихăçан
Тек ан килтĕр çĕр çине!
Чемен-паттăр ячĕпе
Пĕтĕм чăваш савăнать,
Пархатарлă ĕçĕпе
Патварланса пурăнать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...