Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин Кемӗр чӑвашӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Ӑна вӑл «Пурӑнатпӑр-ха, тӑван» ят панӑ. Ҫӗпӗре тата тайгана чӑвашсем иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йышлӑн куҫса кайса ҫӗнӗ ялсем пуҫарса янӑ. Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Кузбасра пурӑнакан пиншер чӑваш тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине аталантарать. Промышленность районӗнчи Ивано-Родионовск ялӗнче пурӑнакан Курицынсен ҫемйи уйрӑмах ырӑ тӗслӗх кӑтартать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Таисия Ташней хатӗрленӗ сӑн Раштавӑн 7-мӗшӗнче чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ пулӑшнипе шкул ачисен 2-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Кун пирки «Хавал» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Конференци тӗллевӗсен шутӗнче вӗренекенсен хастарлӑхне ӳстерессине, тишкерӳ ӗҫне аталантарса пырассине, ӑслӑлӑха кӗме ҫул уҫса парассине, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхтарассине, вӗренекенсен ӑслӑлӑхри ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарассине кӗртнӗ. Конференцие 5-11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() DIVA анонсӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкара хальхи вӑхӑтри чаплӑ чӑваш ушкӑнӗсенчен пӗри, «DIVA», концертпа килнӗ. Асӑннӑ ушкӑн пултарулӑхӗпе киленсе савӑнма, хавхаланса ҫунатланма куракансем (ку ырӑ хыпара ҫак йӗркесен авторӗ ку хыпара ҫак самантра пӗлчӗ) Чӑваш патшалӑх филармонине пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх юррисене илемлетсе ҫӗнӗлле янӑратакан ушкӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин аталанӑвне чӑннипех те тӳпе хывать. Раштав уйӑхӗнче вӑл Мускавра концерт лартса парӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Денис Матюхин тунӑ сӑн Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Уявра Ӗренпур, Чӗлепи облаҫӗсенчи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисенчи пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Унтах ярмӑрккӑ ӗҫленӗ, наци ҫимӗҫӗсене тутанса пӑхма май пулнӑ. Ӗренпур облаҫӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисес пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин йӑли-йӗркине хисеплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗрти чӑвашсем юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Илем фестивальне хутшӑннӑ. «St. Petersburg Beauty 2024» Илем, мода тата пултарулӑх фестивалӗнчи Пултаруллисен конкурсне Питӗрти чӑваш культура обществин дизайнерӗсемпе модельерӗсен ушкӑнӗ пулнӑ. Вӗсем – тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем Алиса Шарпаева тата Фаина Антонова. Чӑваш тумӗн илемне Алиса Семёновна кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн видеовӗнчен илнӗ скриншот Севастопольти чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Алексей Енейкин хыпарланӑ тӑрӑх, Крым ҫурутравӗнче вырнаҫнӑ паттӑр хулари ентешсем 2004-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Малтанах ушкӑна ҫар ҫыннисем хастаррӑн хутшӑннӑ. Пӗрлехи тӗллевӗсене палӑртса ырӑ ӗҫе хӑйсен ҫемйисене явӑҫтарнӑ. Ҫапла майпа «Туслӑх» ансамбль те йӗркеленнӗ. «Крымпа Севастополь хулинче 5 пин ытла чӑваш пурӑнать. Официаллӑ кӑтартусене илес пулсан вара кӑштах сахалрах. 2021-мӗш ҫулхи ҫыравра Севастопольте 461 ҫын хӑйне чӑваш тесе ҫыртарнӑ. Ентешсен пӗрлӗхӗнче вара 50 ытла пайташ. Юлашки вӑхӑтра вӗсем ушкӑна ҫамрӑксене явӑҫтарассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ», — хыпарланӑ сюжетра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кристина Макосеева архивӗнчи сӑн Мускавра иртекен Мода эрнинче Чӑваш Енри ылтӑн алка-эреш брендне, «Виҫӗ хӗвеле», курма пулать. Бренд йӗркелӳҫи - пултаруллӑ дизайнер Кристина Макосеева. Кристинӑшӑн чӑваш эрешӗллӗ эреш-алка тӑвасси - чун киленӗҫӗ. «Сӗтел хушшинчен темиҫе сехет тӑмасӑр ирттерме пултаратӑп», - тет вӑл. Кристина алка-эреш кӑна мар, хӑйне евӗр стильлӗ тата меллӗ тумтир те шухӑшласа кӑларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Музей проекчӗ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ валли тепӗр 20 млн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ку укҫапа медиахатӗрсем вырнаҫтарасшӑн. Аукцион иртет. Малтанхи хак - 20 млн та 199,3 пин тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин хатӗрсене чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтармалла. Аса илтерер: Шупашкарти кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тума 51,9 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл 250 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре 2023 ҫултанпа тин ҫуралнӑ ачасене парне параҫҫӗ. Ку таранччен унта тӗрленӗ пододеяльник, простынь, наволочка, ал шӑлли, «Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем» кӗнеке тата саламлӑ открытка кӗнӗ. Юпа уйӑхӗнчен вара комплекта ҫӗнӗ япаласем кӗнӗ: тетте-погремушка тата медицина термометрӗ. Сӑмах май, паянхи кун тӗлне 239 комплект парне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енре хутӑш чӑвашсен «Тапӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай округӗнче пулнӑ. Фестивале тӗрлӗ округран килнӗ: Вӑрмар, Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Красноармейски тӑрӑхӗсенчен. Вӗсем историпе, йӑла-йӗркепе, ӳнерпе пайланма пухӑннӑ. Фестивале хутшӑнакансем тӗрлӗ инструмент каланӑ, юрланӑ, историсем каласа кӑтартнӑ. «Алран кайми аки-сухи» юрлани чи хумхануллӑ самант пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |