Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: театрсем

Культура
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче блокадӑри Ленинградра ӗҫлесе пурӑннӑ ӳнер ӗҫченӗсене халалланӑ «Так хочется жить!» спекталь-концерт кӑтартӗҫ.

Ку спектакль Ленинградри пултарулӑх интеллигенцийӗн – музыкантсен, театр артисчӗсен, Эрмитажпа ытти музей ӗҫченӗсен, искусствоведсемпе архитекторсен, поэтсемпе писательсен, художниксен, ученӑйсен — кун-ҫулӗпе паллаштарӗ. Шӑпапа паллаштаракан кашни новелла – ҫав ҫынсем дневниксенче ҫырса хӑварнӑ чӑн историсем.

Мероприятие Росконцерт йӗркелет. Спектакле Раҫҫей халӑх артисчӗ Артём Каминский, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анна Большова, театрпа кино актёрӗ Андрей Пляскин хутшӑнӗҫ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ӗҫченӗн Галина Зотован юбилей иккен. Культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗчи хыпарта хӗрарӑм миҫерине каламан.

Галина Зотова бутафори хатӗрлекен ӳнер мастерскойӗн ертӳҫинче тӑрӑшать иккен.

«Галина Николаевна, сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх-пурлӑх, телей, савӑнӑҫ тата вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр! Сирӗн ӗмӗтӗрсем яланах пурнӑҫланччӑр, пурнӑҫӑрта савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ самантсем кашни кун пулччӑр.

Ӗҫре ҫитӗнӳсем хавхалантарччӑр, ҫемьере юратупа татулӑх хуҫаланччӑр», — саламласа ҫырнӑ хыпарта.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Сцена ӳнерне юратакансен клубӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Кун пирки культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.

«Хамӑрӑн тӗпеле пурне те хапӑлласа йышӑнатпӑр. Унта репертуарти спектакльсене хӗрӳн сӳтсе явма, театр ӗҫченӗсене сӗну-канаш пама, хӑвӑрӑн пултарулӑхӑрпа паллаштарма май пулӗ!

Эпир сирӗншӗн ӗҫлетпӗр, юратнӑ куракансем! Клуб пире пӗр-пӗринпе татах та ҫывӑхланма, тӑванлашма пулӑшӗ. Театр ӗҫченӗсемпе куракансем пӗр сывлӑшпа сывласан пурнӑҫ тем тесен те илемлӗрех, туллирех, интереслӗрех», — тесе чунтан, кашни сӑмахне виҫсе-хакласа ҫырнӑ хыпарта.

Театра юратакансен клубне халӑх юратакан поэт, сценарист, драматург Марина Карягина ертсе пырӗ. Апла пулсан, ҫак йӗркесен авторӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, клуб ячӗшӗн пуҫтарӑнакан ушкӑн пулмалла марах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_9485
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ҫине тухма ӗмӗтленекен ачасене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене ача-пӑча театр студине чӗнеҫҫӗ.

Икӗ ушкӑн пулӗ. Пӗринче 9-12 ҫулсенчисем вӗренӗҫ, тепринче — 13-16 ҫулсенчисем.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ артистсем тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ, ачасене сцена ҫинче хускалма, илемлӗ калаҫма, янӑравлӑ юрлама, хӑйсене ирӗклӗрех тытма вӗрентӗҫ.

 

Культура
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ ҫӗнӗ сезон уҫма хатӗрленет. Ун умӗн культура учрежденийӗ спектакльсене синхрон мелӗпе куҫарма 660 ҫӗнӗ наушник туяннӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ.

Чӑвашла лартакан спектакльсене вырӑсла куҫарни наци чӗлхине пӗлмен ҫынсем валли меллӗ. Унсӑр пуҫне гастрольпе тӗрлӗ наци республикинчен килекен спектакльсене вырӑсла итлеме кирлӗ.

 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ килес ҫул тата тепӗр ултӑ ҫамрӑка вӗренме илме хатӗр иккен. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.

«Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ӳнерне юратакан пултаруллӑ яш-кӗрӗме суйласа илсе хатӗрленӳ курсӗ уҫасшӑн. Ҫут ҫанталӑк панӑ тивлете сӳнме ан парӑр, хӗрсемпе каччӑсем, конкурса хутшӑнӑр! Ку — сире шӑпа пӳрнӗ телей!» — хыпарланӑ театрӑн пресс-служби.

Актер факультетӗнче вӗренекенсем общежитире тӳлевсӗр пурӑнӗҫ. Унтан вӗренсе тухсан вӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме илӗҫ.

Вӗренме кӗрес ӗмӗтлисен 16-21 ҫулсенче пулмалла, чӑвашла пӗлмелле.

Вӗсене театрта авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14 сехетре тата 28-мӗшӗнче 11 сехетре итлесе пӑхӗҫ. Унта сӑвӑ, халап, монолог, юрӑ вӗренсе каймалла. Мӗнпур хайлав чӑвашла пулмалла.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен тата итлеве ҫырӑнма 8 (8352) 62-02-21 телефонпа тунтикунтан пуҫласа эрнекун каҫчен, ирхи 9 сехетрен 17 сехетчен, шӑнкӑравламалла.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хӑйӗн ҫӗнӗ сезонне Мускаври Е.В. Колобов ячӗллӗ «Ҫӗнӗ опера» театр сцени ҫинче уҫнӑ. Унта Музыка театрӗсен «Видеть музыку» X фестивалӗ иртет иккен.

Шупашкарти театр 65-мӗш юбилей сезонӗнчи А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыка камитне кӑтартнӑ.

 

Культура
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакле кӑтартассине пӗлтернӗччӗ. Премьера ку уйӑхра пулӗ.

Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Унӑн режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ: Григорий Петров тата Елизавета Казначеева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
pravdapfo.ru сайтран илнӗ санӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ санӳкерчӗк

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн коллективӗ тесе алӑ пуснӑ ҫырӑва кӗскетсе пичетленӗ.

Ҫав ҫырӑва ӗненсен театр директорӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулма Андрей Попова лартнӑранпа театрта влаҫ сывлӑшӗ кӑна сисӗнет, театр пурнӑҫӗ сӳннӗ имӗш.

Ҫырура ҫырнӑ тӑрӑх, театртан пӗрне кӑларса яраҫҫӗ, теприне илеҫҫӗ, паха премьерӑсем те лартмаҫҫӗ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона ҫитес уйӑхра, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, уҫӗ. Ун чухне Ф. Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗҫ.

Театрти ҫӗнӗ хыпарсемпе учреждени директорӗ Елена Николаева «Время СВОих» программӑна хутшӑнакан Андрей Удиковпа тӗл пулсан паллаштарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 115
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 11

1894
131
Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ ҫуралнӑ.
1899
126
Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын