
Пирӗн ҫӗршывра «Объясняем.рф» ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна йӗркелеме пурнӑҫ хӑех хистенӗ. Тӗнчере пулса иртекен лару-тӑру Раҫҫее те пырса тивет. Ун пирки темле ҫыракан, хыпарлакан та пур. Пурне те ӗненсе ларсан пуҫ ҫаврӑнса кайӗ. Ҫынсене официаллӑ тата тӗрӗсленӗ информаципе паллаштарас тесе ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко пӗлтернӗ.
«Халӑх тетелӗсенче тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче суя хыпарпа тӗрлӗ сас-хурана та вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫавӑнпа «Объясняем.рф» портал ӗҫлеттерсе ятӑмӑр», — ӑнлантарса панӑ вӑл.
Ҫынсене хумхантаракан ыйтусемпе хуравсене тӗрлӗ ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» 2019 ҫултах, Яндекс.Тӑлмач хӑйӗн йышне чӑваш чӗлхине кӗртес умӗнех, нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен ятарлӑ куҫару сайтне хута янӑччӗ. Ун пирки эпир халӑха пӗлтертӗмӗр пулин те, ҫавах та тепӗр темиҫе уйӑхран Яндекс.Тӑлмач та чӑвашла куҫарма пуҫланӑ хыҫҫӑн сайт пирки ытлашши шарламарӑмӑр.
Калас пулать: сайтӑн тӗп тивӗҫӗ практикӑра усӑ куракан мӑшӑрсене пухассиччӗ. Ҫавна май унӑн функционалӗ пирки ытлашшиех пуҫ ватса тӑмарӑмӑр. Унпа ӗҫлеме меллӗрех тӑвас вырӑнне мӑшӑрсене пухас, тата вӗсенчен лайӑххине суйлас ӗҫе мала хутӑмӑр. Апла пулин те меллӗ сайт хатӗрлесси пирки те манмарӑмӑр, ӑна майӗпен ӑсталарӑмӑр. Шел те, пӗр кӑлтӑк сиксе тухнине пула, ӑна ниепле те хӑвӑрт татса пама май килменрен, ҫак ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайрӗ. Телее, нумай пулмасть ҫав йывӑрлӑха ҫӗнтерме пултартӑмӑр. Вара малалли ӗҫ хӑвӑрт кайрӗ — паян ак ҫӗнетнӗ версие сире кӑтартма та май ҫитертӗмӗр!
Ҫӗнетнӗ сайта ҫӗнӗ ят та патӑмӑр: малашне вӑл «Атӑл.Тӑлмач» ятпа пулӗ. Май ҫитерсен кунта чӑвашларан вырӑсла ҫеҫ мар, ытти чӗлхесем ҫине те куҫарма меслет тӑвӑпӑр.

2021 ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Малалла пире 2022 ҫул кӗтет. Мӗнле иртрӗ-ха кӑҫалхи ҫул, пур-и ҫитӗнӳсем, мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ-ха?
2021 ҫулта ытлашшиех паллӑ самантсем пулмарӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» малтанхи ҫулсенче пухнӑ вӑйпа малалла утрӗ тесен йӑнӑш пулмӗ. Ҫӗнӗлӗхсем пулмарӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли — ҫухатусем те ҫук. Сайтпа кунсерен паллашакансен йышӗ кӑна ӳсрӗ.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» хальхи вӑхӑтра МИХ евӗр ӗҫлет те ҫавна май пусӑмне ытларах хыпарсемпе статьясем вырнаҫтарасси ҫине тӑвать. Енчен те малтан кунта пирӗн кӑсӑклӑ сӳтсеявусем пурччӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра комментарисен пахалӑхӗ пысӑках мар. Акапасар (ӑна асӑнмасӑр епле иртӗн?) яланхилле пӗр-пӗр термина тӑрӑнса темӑна пӑрса яма тӑрӑшать, Микула яланах ача пахчинче ачасене чӑвашла вӗрентмелли пирки калать… Хӑш-пӗр статья авторӗ сайт хӑнисенчен кӑсӑклӑ сӳтсе явасса кӗтет, анчах унашкал ҫынсем пур чухне ӑҫтан ӑслӑ-тӑнлӑ тавлашу ҫуралтӑр-ха? Ӑслӑ-тӑнлин комментари ҫырма вӑхӑт ҫук, вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать. Акапасар пеккисем кӑна, хӑшӗсен пушӑ вӑхӑчӗ пит нумай пулнӑран, кунне вуншар комментари ҫырайраҫҫӗ.

«Яндекс» ӑстисем вӗсен куҫаруҫипе кунне миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине уҫса панӑ. Мишшин куҫарӑвӗ епле ӗҫлени ҫинчен якут чӗлхине тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ май вӗсем чӑвашла куҫаракансен йышне те асӑннӑ — кунне вӗсем 40 пин сесси шутлаҫҫӗ.
Сесси текен виҫере миҫе предложени е сӑмах пулнине каламан. Ӑна ытти чӗлхесемпе ҫеҫ танлаштарма май пур. 40 пин хут кунне якутпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе усӑ кураҫҫӗ — ку чӑвашпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе пӗр пекех. Пушкӑрт чӗлхи валли кӑтарту пысӑкрах — кунне ҫак мӑшӑрпа 70 пин хут усӑ курса куҫараҫҫӗ. Раҫҫейри чӗлхесенчен, вырӑс чӗлхине шута илмесен, чи анлӑн тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ — талӑк хушшинче 250 пине яхӑн.
Ку хисепсене палӑртнӑ май «Яндексри» ӑстасем вӗсене чӗлхен цифрӑллӑ пульсӗ тесе ят панӑ — пӗр-пӗр чӗлхепе куллен пин-пин текст куҫараҫҫӗ пулсан вӑл чӗлхе чӗрӗ имӗш.
Статьяра авторсем сахал текстлӑ чӗлхе валли куҫаруҫӑ хатӗрленӗ май мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнлантарса панӑ.

Чӑваш Енре 2022 ҫула Паллӑ ҫынсен ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫавна май вӗсем пирки каласа кӑтартакан сайт хута кайнӑ: землякичувашии.рф.
Хальлӗхе сайта туса пӗтермен, чылай пая хатӗрлесе пыраҫҫӗ. Паянхи кун 16 паллӑ ҫыннӑн биографийӗпе паллашма пулать. Вӗсен йышӗнче – Иван Яковлев, Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Андриян Николаев, Святослав Федоров…
Кӗҫех «Ентешсем» пайра 30 ытла ҫын пирки информаци пулӗ. Кунта Николай Федоров, Ирина Клементьева, Олимпиада Иванова, Лев Кураков, Анатолий Аксаков, Варнава митрополит…
«Пирӗн хушӑри паттӑрсем» пайра сахал палланӑ, анчах мухтава тивӗҫ ҫынсем пулӗҫ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кирек кам та информаци тултарма пултарать.

Чӳк уйӑхӗ иртсе кайнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн вӑл уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Паллах, мӑшӑрсен йышне миллиона ҫитернӗ хыҫҫӑн пирӗн ӗҫ малтанхи пек хӑвӑртах пымасть.
Ҫавах иртнӗ уйӑхра эпир темиҫе кӗнеке мӑшӑрлама ӗлкӗртӗмӗр. Сӑмахран, Дмитрий Медведевӑн «Ровно патӗнче» хайлавӗ хатӗр. Халь Михаил Брагинӑн «Фельдмаршар Кутузовпа» Олег Дрожжинӑн «Ухӑран — танка ҫитиччен» кӗнекесемпе ӗҫлетпӗр. Кӑштах ҫӗнӗ кӗнекесене те сканерлатпӑр. Кунта Эммануил Казакевичӑн «Кӑвак тетрадьне» тата Джеймс Шульцӑн «Пӗчӗк индеец Синопӑна» асӑнма пулать.
Раштав уйӑхне эпир 1 038 200 мӑшӑрпа кӗретпӗр. Тепӗр май каласан, чӳк уйӑхӗнче пурӗ 23 679 мӑшӑр тума ӗлкӗрнӗ. Куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ 9 561 725 ҫитрӗ. Шел те, Ҫӗнӗ ҫулччен ку кӑтартӑва 10 миллион таран ҫитерейместпӗр пулас (сахалтан та 44 пин ҫӗнӗ мӑшӑр тумалла-ҫке!). Апла пулин те кӑҫал эпир ҫавах хастар ӗҫлени куҫ кӗретех.
Мӑшӑрсем нумаях тӑваймарӑмӑр пулин те ытти енӗпе ӗҫлени пирки каласа пама пулать. Сӑмахран, акӑлчанла-чӑвашла пуплевӗш мӑшӑрӗсем хатӗрлесе (алӑпа мар) вӗрентсе пӑхрӑмӑр. Шел те хальлӗхе мухтанмалӑх ӗҫ пулмарӗ. 44 пин мӑшӑр ку ӗҫ валли сахал пулчӗ.

Юпа уйӑхӗ иртсе кайнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Шел те, иртнӗ уйӑхра эпир 30 пин мӑшӑр тӑваймарӑмӑр. Пурӗ те 29 пин те 487 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ. Кӑҫалхи 10 уйӑха илес пулсан эпир кӑрлачпа (28 пине яхӑн) юпа уйӑхӗсенче кӑна 30 пин тумасӑр ӗҫлерӗмӗр, ыттисенче вара кашнинче 35 пин ытла хатӗрлесе пытӑмӑр.
30 пин тӑвайманнин сӑлтавӗ паллӑ: эпир канас терӗмӗр. Иртнӗ уйӑхра мӑшӑрсен йышне 1 миллионран ирттертӗмӗр те ҫакӑн хыҫҫӑн вара хамӑра ытлашши нушалантарас мар тесе кантӑмӑр. Асилтеретпӗр, миллион урлӑ эпир уйӑх варринче, юпан 15-мӗшӗнче каҫрӑмӑр. Ҫапла май кӑҫалхи плана вӑхӑт ҫитиччен пурнӑҫларӑмӑр.
Мӑшӑрсен йышӗ майӗпенрех ӳсни тепӗр сӑлтавпа та ҫыхӑннӑ — эпир халь вырӑсла текста хамӑр сканерлатпӑр. Юрать-ха Finereader вырӑсла саспалланӑ чухне йӑнӑшсем сахал тӑвать, ҫавна май ку пире йывӑрлӑхсем питех кӳмест. Асилтеретпӗр, эпир ҫак ӗҫ валли Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑкне» тата Юрий Корольковӑн «Леня Голиков партизанне» «Мешок» сайт урлӑ туянса. Апла тума пире тӗнче тетелӗнчи текст чӑвашлипе тӳр килменни хистерӗ. Унсӑр пуҫне, Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑк» кӗнекине туянтӑмӑр-ха, анчах та, вӑл чӑвашлине ҫывӑхрах пулин те, ҫавах пӗрешкел мар.
| ЮПА | 15 |

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ юпан 14-мӗшӗнче чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 1 миллионран ирттерчӗ. Ку ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки, тата чӗлхе тӗпчевӗн паянхи ыйтӑвӗсем пирки сӑмах хускатасшӑн. Сирӗншӗн, вулакансемшӗн, тата чӑваш чӗлхи шӑпишӗн кӑшт та пулин пӑшӑрханакансемшӗн, ӑнланмалларах пулӗ тетӗп.
Ҫак ӗҫе эпир 2016 ҫулта пуҫланӑччӗ. Ун чухне «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те йӗркеленменччӗ-ха… Ӗҫе вӑл вӑхӑтра хутран-ситрен кӑна туса пырсаччӗ, ӗҫ майне мӗнле хӑвӑртлатассине шырасаччӗ... Сӑмахран, вӗрентекенсен хушшинче конкурс та ирттернӗччӗ. Ҫапла май 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне 34 пин те 837 мӑшӑр пуҫтарма мехел ҫитернӗччӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче. Сӑмах май, кун чухлӗ мӑшӑра халь эпир уйӑх хушшинче ним мар хатӗрлетпӗр.
2019 ҫулта вара, «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йӗркелесе, ҫак ӗҫе ҫӗнӗрен кӳлентӗмӗр. Вӑл вӑхӑтра эпӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлеттӗм. Шӑп ҫав ҫул ӗнтӗ институтра мана хапӑл марри сисӗне пуҫларӗ. Укҫине нумай тӳлеместчӗҫ, ҫавна май тавлашса тӑмарӑм — ӗҫ вырӑнне пӑрахса кайрӑм.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ӗнер чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен шутне 1 миллионтан ирттерчӗ. Ҫапла май ҫулталӑк хушшинче тума палӑртнӑ плана пурнӑҫларӗ теме пулать. Паллах, ӗҫ ҫакӑнпа вӗҫленмӗ — мӑшӑрсене пухасси малалла тӑсӑлӗ.
1 миллион мӑшӑр — пӗр-пӗр чӗлхе валли хӑй тӗллӗн куҫаруҫӑ хатӗрленӗ чухне ӑна пахалӑхлӑ тума, тӗрӗсрех каласан, усӑ курма май паракан виҫе. Яндекс.Тӑлмача мӗнле те пулин чӗлхене кӗртес тесен шӑп ҫӑвӑн чухлӗ мӑшӑр хатӗрлесе пама ыйтаҫҫӗ те. Нумай-и вӑл? Сахал мар. 1 миллион пухма пире 3 ҫул кирлӗ пулчӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче эпир кану е уяв кунӗ пулнине пӑхмасӑр ӗҫлерӗмӗр (ҫапла иккӗн мӑшӑрласа кашни кун 1 пин ытла мӑшӑр туса пытӑмӑр). Пурӗ 200 ытла кӗнеке мӑшӑрларӑмӑр. Текст тӗрӗслекенсене 700 пин ытла тенкӗ тӳлерӗмӗр, унсӑр пуҫне хамӑр укҫапах сервера ҫӗнетрӗмӗр, мӑшӑрланӑ чухне сиксе тухнӑ тӑкаксене саплаштартӑмӑр (сӑмахран, хӑш-пӗр кӗнекесене туянма тиврӗ).
Ытларах пая тӑвакансем ҫаксем пулчӗҫ: Аҫтахар Плотниковпа Александр Антонов (мӑшӑрлакансем), Светлана Трофимовӑпа Алина Иванова (текста тӗрӗслекенсем). Пулӑшакансем ыттисем те пулчӗҫ. Сӑмахран пысӑк тав сӑмахне Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнчи Ольга Тимофеевӑпа вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» пай ертӳҫине Соловьева Галина Павловӑна калас килет.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать темелле. 1 миллиона ҫитме 15 пин кӑна юлчӗ. Иртнӗ уйӑхра кӑна эпир 40 пин ытла мӑшӑр хатӗрлерӗмӗр. Ҫапла май мӑшӑрсен йышӗ хальхи вӑхӑтра 985 034 ҫитрӗ. Тен, тата та ытларах тӑвайнӑ пулӑттӑмӑр пулӗ — анчах йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑмӑр.
Йывӑрлӑхӗсем, яланхи пекех, вырӑсла кӗнекесемпе ҫыхӑнчӗҫ. Калӑпӑр, Рафаэлло Джованьолин «Спартакне» халӗ те мӑшӑрласа ҫитермен — сӑлтавӗ вара тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ текстсем пире тивӗҫтерменнинче. Ҫавӑн пекех Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑк» ятлӑ Н.Э. Бауман ҫинчен ҫырнӑ повеҫӗн текстне йӗркелесе ҫитертӗмӗр, анчах каллех тӗнче тетелӗнче тӗл пулакан текст чӑвашла куҫарупа тӳр килмест (малтанах пӗлтерсеччӗ: Иосиф Сталин вилнӗ хыҫҫӑн чылай хайлава ҫӗнетнӗ; чӑвашла вара малтанхи варианта куҫарнӑ пулнӑ…). «Мешок» ятлӑ сайт урлӑ пире кирлӗ кӗнекене туянма тиврӗ. Виҫӗмкун кӑна Юрий Корольковӑн «Леня Голиков партизан» кӗнекене тӳрлетме парасшӑнччӗ, анчах вырӑслипе танлаштарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗрешкел марри палӑрчӗ. Ҫавах та унпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑрах — 340 страницӑллӑ пулнӑран калӑпӑшӗ пур.
