Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче 40 пин ытла мӑшӑр хатӗрлерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.10.2021 11:55 | 1437 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать темелле. 1 миллиона ҫитме 15 пин кӑна юлчӗ. Иртнӗ уйӑхра кӑна эпир 40 пин ытла мӑшӑр хатӗрлерӗмӗр. Ҫапла май мӑшӑрсен йышӗ хальхи вӑхӑтра 985 034 ҫитрӗ. Тен, тата та ытларах тӑвайнӑ пулӑттӑмӑр пулӗ — анчах йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑмӑр.

Йывӑрлӑхӗсем, яланхи пекех, вырӑсла кӗнекесемпе ҫыхӑнчӗҫ. Калӑпӑр, Рафаэлло Джованьолин «Спартакне» халӗ те мӑшӑрласа ҫитермен — сӑлтавӗ вара тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ текстсем пире тивӗҫтерменнинче. Ҫавӑн пекех Сергей Мстиславскийӗн «Курак — ҫурхи кайӑк» ятлӑ Н.Э. Бауман ҫинчен ҫырнӑ повеҫӗн текстне йӗркелесе ҫитертӗмӗр, анчах каллех тӗнче тетелӗнче тӗл пулакан текст чӑвашла куҫарупа тӳр килмест (малтанах пӗлтерсеччӗ: Иосиф Сталин вилнӗ хыҫҫӑн чылай хайлава ҫӗнетнӗ; чӑвашла вара малтанхи варианта куҫарнӑ пулнӑ…). «Мешок» ятлӑ сайт урлӑ пире кирлӗ кӗнекене туянма тиврӗ. Виҫӗмкун кӑна Юрий Корольковӑн «Леня Голиков партизан» кӗнекене тӳрлетме парасшӑнччӗ, анчах вырӑслипе танлаштарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗрешкел марри палӑрчӗ. Ҫавах та унпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑрах — 340 страницӑллӑ пулнӑран калӑпӑшӗ пур. Пире кирлӗ текст вариантне илес тесе вара каллех кӗнекене туянма тиврӗ (ӗнер ячӗҫ, пирӗн пата ҫитессе кӑна кӗтсе илмелле).

Иртнӗ уйӑхра 40 пин ытла тума вара хӑш-пӗр кӗнекесем май пачӗҫ. Калӑпӑр, Елена Криштофӑн «Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи уйӑх» сканерлама йывӑр пулчӗ пулсан, мӑшӑрлама вара ҫӑмӑл пулчӗ. Ҫавӑн пекех Роберт Стивенсонӑн «Мул утравӗ» хӑвӑрт мӑшӑрланчӗ. 164 страницӑллӑ кӗнекене 5 кун хушшинче турӑмӑр. Чжоу Ли-бон «Ҫил-тӑвӑл» романӗ те йывӑрлӑхсем кӳмерӗ.

Хамӑр лартнӑ тӗллев патне ҫитме 15 пин мӑшӑр ҫеҫ юлчӗ, ҫавна май вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесен списокӗ пирӗн вӗҫленсе те пырать темелле. Паллах, пурте кӗреймерӗҫ. Пӗрисен, калӑпӑр, вырӑсла варианчӗ электронлӑ форматпа ҫук, теприсене сканерлама йывӑр. Виҫҫӗмӗшӗсем кивӗ орфографипе тухнӑ. Ҫавах та пӗр-пӗр кӗнеке хӑй ӑшлӑхӗпе е ытти енӗпе пире кӑсӑклантарӗ пулсан эпир ӑна Чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫине кӗртӗпӗрех-ха ӗнтӗ. Сӑмахран, чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсен йышӗ пирӗн питӗ пӗчӗк. Куҫарасса сахал мар куҫарнӑ-ха, анчах «подстрочник» мелӗпе куҫарнӑран чылайӑшне мӑшӑрлама питӗ йывӑр. Унсӑр пуҫне, чылай чӗлхене куҫарнӑ хайлавсене мӑшӑрламах тивӗ. Сӑмахран, Джонатан Свифтӑн «Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем» кӗнекене тахҫанах тӳрлетме парсаччӗ, анчах тӳрлетекенни хӑйӗн ӗҫне халӗ те вӗҫлеймен-ха. Унашкаллисен йышӗнче пирӗн списокра Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен» повеҫӗ (ҫуррине тунӑ), Алексей Толстойӑн «Ҫӑкӑр» повеҫӗ тӑраҫҫӗ. Сӑмах май, хамӑр ҫак проектра сканерласа мӑшӑрланӑ кӗнекесен йышӗ 207 ҫитрӗ.

Иртнӗ уйӑхра «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫупҫинчи» кӑтартусем ҫапла ӳсрӗҫ: текстсен йышӗ 2 432 ҫитрӗ (+51), пуплевӗшсен йышӗ — 1 067 810 (+44 841), сӑмахсен йышӗ — 10 820 883 (+419 005). Чӑн-чӑн корпус ятне илме, хӑвӑрах куратӑр, тата 9,2 млн сӑмах кирлӗ.

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем