Раҫҫейре электротранспорт валли инфраструктура хатӗрлессипе пилотлӑ сӑнав ирттерме йышӑннӑ. Электромобильсемпе электробуссем валли зарядка станцийӗсене федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем хӗрринче тата ятарлӑ территорисенче туса лартӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Пилотлӑ эксперимент 2024 ҫулччен пурнӑҫа кӗрӗ. Унта 16 территорипе пӗр автомагистраль кӗнӗ.
2022 ҫул тӗлне зарядка инфраструктурине Краснодар крайӗнче, Крымра тата Севастополь хулинче, Ленинград, Мускав, Чулхула, Сахалин облаҫӗсенче, Тутарстанра туса лартмалла. Пилотлӑ ҫул вара «Дон» М-4 федераци трасси тесе йышӑннӑ.
2023 ҫул тӗлне зарядка станцийӗсем Владимир, Воронеж, Калининград, Липецк, Ростов, Тула облаҫӗсенче, Приморье тата Ставрополь крайӗсенче, Чӑваш Енре, Мускавра тата Питӗрте пулӗҫ.
Шупашкарта – 32 станци, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 2, Етӗрне, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче – 2-шер, Куславкка районӗнче – 2, Шупашкар районӗнче — 4, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 1-ер.
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Элӗк – Ишек» ҫулӑн 20-мӗш ҫухрӑмӗнче «Киа Рио» машина хирӗҫ килекен «Форд Фокус» ҫине пырса кӗнӗ. «Киа» ҫапӑннӑ хыҫҫӑн кювета чӑмнӑ.
«Киа Рио» машинӑра 7 ҫулти ача пулнӑ. Ӑна, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть машина хыҫне пӳремеч кӑкарса пӗлӗшӗсене ярӑнтарнӑ водителе тытса чарнӑ. Хӗрарӑмӑн водитель прави те пулман.
Етӗрне хулинчи 1-мӗш гимназире чӳрече кантӑкӗсем ваннӑ. Тӗпӗ-йӗрӗпех мар-ха. Йӗр кайнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн тӗп корпусӗнчи мӗнпур пӳлӗмре тата 2-мӗш корпусри кабинетсенче ҫавӑн пек иккен. Кӑлтӑка Роспотребназорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне классенче ачасем йышлине кура кашни вӗренекен пуҫне тивмелли лаптӑк йӗркепе килӗшсе тӑмасть. Спорт залӗнчи саланса тӑхӑнмалли пӳлӗмре душевой ӗҫлемест, санитари кӗтесӗсенче пӳлӗмсен алӑксем ҫук, раковинӑра вӗри шыв юхмасть.
Гимнази директорӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫе Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул директорӗ тӗлӗшпе те пуҫарнӑ.
Шкулта чӳречесен карри пулман. Хӑш-пӗр класра урай хӑми тата стенасем япӑхнӑ. Столовӑйӗнче апат хатӗрлеме алюмини савӑчӗпе усӑ кураҫҫӗ. Шкулти 3 ӗҫчене гигиена енчен вӗрентсе кӑларман тата аттестацилемен. Класра кашни ача пуҫне тивекен лаптӑк та ҫителӗксӗррине тупса палӑртнӑ.
Элӗк халӑх театрӗ халӑх театрӗсен уҫӑ конкурсӗнче ятарлӑ диплома тивӗҫнӗ. «Здесь и сейчас» (чӑв. Кунта тата халӗ) пултарулӑх ӑмӑртӑвне Смоленскри халӑх пултарулӑхӗн облаҫри центрӗ Смоленск облаҫӗнчи культура департаменчӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кунта тата халӗ. Ҫакӑ Станиславский тытӑмӗнче тӗп постулатсенчен пӗри пулса тӑрать.
Театр конкурсне хутшӑнакансен пултарулӑхне куҫӑнсӑр мелпе хакланӑ. Конкурс условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, спектакльсен 60 минутран вӑрӑм пулма юраман.
Конкурса Калмӑк, Коми, Тыва, Чӑваш республикисенчи, Донецк Халӑх Республикинчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Пенза, Рязань, Тула облаҫӗсенчи театрсем хутшӑннӑ. Элӗксене (режиссерӗ — Инна Афанасьева) «Культура эткерлӗхне упранӑшӑн» дипломпа чысланӑ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ.
Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле.
Паян Шупашкар хулинчи ҫиччӗмӗш суйлаври депутатсем пӗрремӗш лару ирттернӗ.
Унта хула пуҫлӑхне тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана суйланӑ. Хула пуҫлӑхӗ пулма Олег Кортунова, хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйличчен ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Владимир Филиппова ҫирӗплетнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑри 13 муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Кунта Канаш хули, Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем кӗреҫҫӗ.
Элӗкре ҫӗнӗ ача пахчи хута яма палӑртнӑ. Ҫавна май район администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ача пахчи парк урамӗнче пулӗ.
Аукционӑн малтанхи хакӗ – 204 миллион тенкӗ те 383,5 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫе юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн ача пахчине 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Ача пахчи виҫӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Ҫавӑн пекех унта бассейн тӑвӗҫ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Севастополь хулинче чӑваш ҫыннине асӑнса хисеп хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа унта савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ. Хулари 10-мӗш гимназин ҫине вырнаҫтарнӑ мемориал хӑмине Чӑваш Енре ҫуралнӑ Мирон Ефимова халалланӑ. Вӑл — Совет Союзӗн Геройӗ.
Аса илтерер: Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.
Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.
1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ, 10-мӗш гимназие ун ячӗпе панӑ.
Элӗк район администрацийӗ йӑлари хытӑ каяшсен свалкине рекультиваци тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттерме палӑртнӑ.
Свалка Элӗк ялӗнчен ҫурҫӗрелле 500 метр аякра вырнаҫнӑ. Ӑна 1980 ҫулта уҫнӑ, 2016 ҫулта хупнӑ, ҫапла вӑл 36 ҫул ӗҫленӗ. Ку свалкӑна 40 пин ытла кубла метр йӑлари хытӑ каяш пырса тӑкнӑ. Свалкӑн чи ҫӳллӗ вырӑнӗ – 3,6 метр. Халӗ ӑна Элӗк районӗн администрацийӗ рекультиваци тума палӑртнӑ.
Администраци ку тӗллевпе 24 миллион та 893 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ку – пуҫламӑш хак. Аукцион ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ. Унта выляса илекенӗн ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |