Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Митрохинӑн «Нам не дано предугадать… Анатолий Рыбкин. Странный, добрый, вечный мир» кӗнекине хӑтланӑ.
Анатолий Рыбкин — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ, чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Сӗнтервӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни.
Людмила Митрохина – Ӳнерҫӗсен ассоциацийӗн Питӗрти уйрӑмӗн вице-председателӗ.
Карлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, библиотека ӗҫӗн ветеранӗ Тамара Григорьева 75 ҫул тултарнӑ.
Тамара Романовна культура отраслӗнче 50 ҫул ӗҫленӗ. 1996-2023 ҫулсенче вӑл Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чи лайӑх практикӑсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ.
Ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӗ иртӗ. Регионсем хушшинчи XIX конкурса 15 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи авторсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ӗҫсене виҫӗ номинацире тӑратмалла:
— «Проза»,
— «Поэзи»
— «Драматурги».
Ӗҫсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Хайлавсен калӑпӑшӗ А4 форматпа 20 страницӑран ытла пулмалла мар.
Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене kray@rdub21.ru электрон почтӑпа Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне ярса памалла.
Вӑрнар округӗнчи Малтикас ялӗнчи вулавӑш республикӑри ялти чи лайӑх 7 культура учрежденийӗ йышне кӗнӗ. Куншӑн вӑл 175 пин тенке тивеҫнӗ. Ку укҫапа вулавӑшри интертьера ҫӗнетӗҫ.
Ку, вулавӑшра пурнӑҫ вӗресе тӑрать: ӑсталӑх класӗсем, викторинӑсем иртеҫҫӗ, мини-музей ӗҫлет. Ҫаксене йӑлтах Елена Германова библиотекарь йӗркелесе пырать. Вӑл унта 2008 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл инженер-строительте вӑй хунӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансем «Хавхалану» клубӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин тата Владимир Андреев педагогӑн сӑввисемпе паллашнӑ.
«Вениамин Пехил пурӑннӑ пулсан кӑҫал 70 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Василий Кервен, унпа пӗрле аслӑ шкулта вӗреннӗскер, Пехилӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен каласа пачӗ, ҫак хушма ята мӗнле тупса пани ҫинчен те пӗлтерчӗ», — пӗлтернӗ клубӑн халӑх тетелӗнчи страницинче.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубра «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӗнекене хӑтлӗҫ. Унӑн авторӗ — Дмитрий Моисеев журналист тата ҫыравҫӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна аслӑ классенчи шкул ачисем валли тесе кӑларнӑ.
Дмитрий Моисеевӑн пӗрремӗш кӗнеки 2022 ҫулта «Ют пахчари хӑмла ҫырли» ятпа пичетленсе тухнӑ. Унта авторӑн калавӗсем кӗнӗ.
Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкар професси колледжӗнче 1 курсра вӗренекенсем паян Наци вулавӑшӗнчи «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа» куравра пулнӑ . Экскурси хыҫҫӑн вӗсем «Ҫеҫпӗл-125» ӑс-хакӑл тата пултарулӑх программине хутшӑннӑ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Студентсем экскурси вӑхӑтӗнче тимлӗ итлерӗҫ, ҫавӑнпа программӑри ӗҫсене хавхаланса, тӗплӗн пурнӑҫларӗҫ, Ҫеҫпӗл сӑввисене те туйӑмлӑн вуларӗҫ.
Пулас педагогсем пурте маттур пулчӗҫ!» — хыпарланӑ Антонина Андреева.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн Виталий Станьял ӑсчах 85 ҫул тултарнӑ ятпа пуҫтарӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Виталий Станьял – учёнӑй, педагог, поэт, публицист. Пултарулӑх каҫӗнче юбиляр ячӗпе ӑшӑ сӑмах калакан йышлӑн пулнӑ. Ҫав шутра — вулавӑшӑн директоре Роза Лизакова та, Чӑваш патшалӑх вӗрӗнӳ инстиутчӗн доценчӗ Надежда Иванова та, филологи наукисен доккторӗ Виталий Родионов та, филологи наукисен кандидачӗсем Геннадий Дегтярёв та, Вера Никифорова та, Ирина Софронова та, Евгений Михайлов археолог та.
Елчӗкри тӗп вулавӑшра «Ачалӑх юрӑҫи» литература сехечӗ иртнӗ. Ӑна Николай Ытарай ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Николай Ытарай — ача-пӑча поэчӗ, прозаик тата сатирик, ачасемпе ҫамрӑксем валли кӑларнӑ кӗнекесен, пукане театрӗсем валли ҫырнӑ пьесӑсен авторӗ.
Унӑн пӗрремӗш кӗнеки 1958 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унӑн теп кӑларӑмӗсен шутӗнче ҫаксем: «Чӗрӗлӗх» (1981), «Азбука для детей» (1991), «Алфавит — асӑма вит» (1998), «Тӗрлӗ тӗрленчӗк — ылтӑн тӗпренчӗк» (2007) тата ыттисем.
Николай Васильев (Ытарай) Патӑрьел районӗнчи Хирти Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Виталий Станьялӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ.
Виталий Станьял (01.01.1940) — литературовед, поэт, публицист, общество ӗҫченӗ, краевед, филологи наукисен кандидачӗ (1984), халӑх академикӗ, Чӑваш Республикин аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР журналистсен союзӗн членӗ (1968), Н. Гарин-Михайловский, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗҫен лауреачӗ, Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |