Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти Алькешре ҫӗнӗ ача пахчи уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ кун нарӑс уйӑхӗнче ҫитӗ.

Ача пахчине 2020 ҫулта тума пуҫланӑ. Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ. Подрядчик строительство ӗҫӗсене 2021 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтернӗ. Хальччен вӑл тӗрӗслев органӗсем панӑ асӑрхаттарусене тӳрлетеҫҫӗ. Ҫавӑн пеке сӗтел-пукана лартнӑ, кирлӗ хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ.

Ача пахчинче ӗҫлекенсене тупса пӗтернӗ. Ачасен ушкӑнӗсене те пуҫтарнӑ.

Сӑмах май, Шупашкарта пӗлтӗрех хута яма палӑртнӑ тӑватӑ ача пахчин алӑкӗсем уҫӑлман. Вӗсем «Университет», «Лента», «Благовещенский» микрорайонсенче тата Алькешре.

 

Сывлӑх
veved.ru сайтри сӑн
veved.ru сайтри сӑн

Рекорд ҫӗнелсех пырать. Сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Юлашки талӑкра республикӑри 334 ҫын ковидпа чирленине палӑртнӑ.

Пульницӑна сипленме выртакансен йышӗ те ӳссех пырать. Ӗнер 121 ҫынна вырттарнӑ тӑк паян 135. Ҫавна май пульницӑсенче хушма койкӑсем хатӗрлеҫҫӗ.

Юлашки талӑкра 134 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 49431 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 42316-шӗ сывалнӑ. Ку 85,6 процентпа танлашать. Пандеми пуҫланнӑранпа 4190 ҫын каварлӑ чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 4 ҫын ковида пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑшӑлвируспа чирленӗ 334 ачана пульницӑна вырттарнӑ. Кун пираи Ҫемье вакцинацийӗн центрӗн заведующийӗ Нина Рассказова пӗлтернӗ.

Ача-пӑча аллерголог-иммунологӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен йышӗнче чирлекенсен йышӗ ӳсет. 2020 ҫулта республикӑра 1 пин ытла ача ковидпа чирленӗ, чылайӑшӗ чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттернӗ. Кӑҫал вара кӑрлач уйӑхӗнчех 334 ачана пульницӑна вырттарнӑ. Нина Рассказова ачасем йывӑртарах чирлеме пуҫлани пирки каланӑ.

 

Культура
Вероника Тимофееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Вероника Тимофееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» ассоциацине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ. Ӑна 1990 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарса янӑ. 2001 ҫулта «Юлташ» культура центрӗнчен наципе культура автономийӗ туса хунӑ.

Паллӑ кунпа ассоциаци ертӳҫине Вероника Тимофеевӑна Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Кобзев саламланӑ май Тав хучӗпе чысланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та йӑхташӑмӑрсене саламланӑ. Кун пирки Вероника Тимофеева Фейсбукра ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, хыпарланӑ.

Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен ассоциацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи Михаил Романов пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Семёновка ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвне Александр Иванов ертсе пыма тытӑннӑ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакле Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» роман тӑрӑх лартӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫӗн режиссёрӗ — Раҫҫей Федерацийӗн ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин Б. Басангов ячӗллӗ Наци драма театрӗн илемлӗ ертӳҫи Калмыкия Борис Манджиев.

Борис Наминович Шупашкарпа 1992 ҫултах паллашнӑ. Ун чухне Чӑваш Енре Раҫҫейри наци театрӗсен пӗтӗм ҫӗршыври фестивалӗ иртнӗ. 30 ҫултан паллӑ режиссёр чӑваш театрӗнче спектакль лартӗ.

Борис Манджиевпа пӗрле премьерӑна Анна Репина художник-постановщик, пластика енӗпе режиссёр Рамиза Мухаметшина, Аркадий Манджиев композитор, ҫипуҫ енӗпе ӗҫлекен художник Наталья Степанова, ҫутӑ енӗпе ӗҫлекен художник Ильшат Саяхов хатӗрлӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтран илнӗ скриншот
cap.ru сайтран илнӗ скриншот

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ҫынсене вӑхӑтлӑха йышӑнма пӑрахӗҫ. Кун пирки Ҫынсен ыйтӑвӗсемпе тата общество тӗрӗслевӗн субъекчӗсемпе ҫыхӑну тытакан управлени ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.

Граждансене йышӑнма пӑрахни эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑссипе ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне кӑшӑлвирус инфекцийӗ те алхасать.

Чӑваш Енри тӳре-шара патне ҫырусене ҫак адреспа ярса пама пулать: 428004, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт. Унсӑр пуҫне интерактивлӑ йышӑну пӳлӗмӗ те ӗҫлет. Ҫырусене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Обращения граждан» ярӑмра йышӑнаҫҫӗ.

 

Персона
Инстаграмри @chuvashdramteatr сӑнӳкерчӗкӗ
Инстаграмри @chuvashdramteatr сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валентина Молодцыгина паян, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 70 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткасси ялӗнче 1952 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Шупашкарти культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен хӑй тӗллӗн вӗреннӗ театр коллективӗсен режиссёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ.

Валентина Молодцыгина пурнӑҫне, чӑн та, театрпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл Чӑваш пукане театрӗнче, 1975-2007 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта, 2008 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче администраторта ӗҫленӗ.

Юбиляр йывӑр чире пула, шел те, икӗ ҫул каялла пӗр урисӗр тӑрса юлнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Валентина Молодцыгинан ывӑлӗ Андрей ашшӗпе (Валерий Молодцыгин та артист пулнӑ, анчах пурнӑҫран ҫамрӑклах уйрӑлса кайнӑ) амӑшӗн ӗҫне малалла тӑсать.

 

Персона
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрти «Салют» культура керменӗнче Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Владимир Сергеева асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ҫав кун 80 ҫул тултаратчӗ.

Тӗрлӗ ҫулта Владимир Иванович республикӑри икӗ пысӑк культура учрежденине ертсе пынӑ: 1973-1978 ҫулсенче Вырӑс драма театрӗн директорӗ пулнӑ, 1978-1984 ҫулсенче — Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ вӑл Оперӑпа балет театрӗ шутланать). 1991 ҫулта каллех Вырӑс драма театрне таврӑннӑ, 1997-2004 ҫулсенче театрӑн илемлӗ ертӳҫинче тӑрӑшнӑ.

Астӑвӑм каҫне Владимир Сергеевӑн мӑшӑрӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Алевтина Зинкина йӗркеленӗ.

 

Культура
Натали Захарован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнкерчӗк
Натали Захарован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускаври Патшалӑх истори музейӗнче И.Е. Забелин премийӗпе чысланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри сумлӑ премие 2019-2020 ҫулсенчи ӗҫсемшӗн панӑ. Чи лайӑх ӗҫсене 2021 ҫлхи юпа уйӑхн 5-мӗшӗнчех музейӑн Учёнӑй канашӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ-ха. Халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама пухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Чӑваш Енри Наталия Захарова та пулнӑ. Вӑл пухса хатӗрленӗ «Серебряные украшения и головные уборы чувашей XVIII–XIX вв.» кӗнеке-альбома виҫҫӗмӗш вырӑншӑн чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Магнит» гипермаркет. Google.Map-ран илнӗ сӑн
«Магнит» гипермаркет. Google.Map-ран илнӗ сӑн

Строительсен урамӗ, 21 адреспа вырнаҫнӑ «Магнит» пысӑк гипермаркетра QR-код тӗрӗслене чухне вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ. «Про город» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, 10:30 тӗлнелле, 60 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл медиксем киличчен вилнӗ. Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх арҫын QR-код кӑтартнӑ, хӑйне япӑх пулнине вӑл лавккана кӗрсен туйнӑ.

Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн вырӑна медиксем, ҫавӑн пекех полици ӗҫченӗсемпе следовательсем пырса ҫитнӗ. Кӗмелли алӑка карталаса хуплама тивнӗ, ҫавна пула туянакансене тепӗр алӑкран кӗртме тытӑннӑ.

Чӑваш Енри СКР следстви управленийӗ асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерни пирки, мӗнпур фактсене палӑртас енӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76981
 

Страницӑсем: 1 ... 795, 796, 797, 798, 799, 800, 801, 802, 803, 804, [805], 806, 807, 808, 809, 810, 811, 812, 813, 814, 815, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 08

1873
151
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
76
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
65
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...