Раштав уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче хальхи пек сивӗ 2002 ҫултанпа пулман. Шӑматкун чи сивӗ кун пулнӑ – термометр вӑтамран 25,5 градус кӑтартнӑ.
Кӗҫӗр 23 градус сивӗ пулнӑ, кӑштах ӑшӑтнӑ. Анчах сивӗ ҫиле пула сивӗрех туйӑнать. Паян кӑнтӑрла 20 градус сивӗ пулӗ. Чи ҫиллӗ кунсем раштавӑн 12-13-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Ыран хушӑран юр ҫӑвӗ. Юнкун хӗвел тухӗ, анчах пӗр кунлӑха кӑна. Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ.
Эрнекунпа шӑматкун юр ҫӑвӗ. Икӗ кунра 15 см хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Эрне вӗҫнелле термометр 7-12 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫил лӑпланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ӑшӑтӗ. Ҫапла уйӑх вӗҫӗчченех пулӗ. Юн хулӑнӑшӗ ӳссех пырӗ.