Республикӑра
![]() mordovmedia.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Адлер хулинчи отельшӗн укҫа маларах тӳлесе хурас тенӗ те ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Хӗрарӑм отелӗн сайтне кӗнӗ. Унти каҫӑ ҫине пусса банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ. Унӑн счечӗ ҫинчен 43 пин тенкӗ илнӗ. Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн тин иккӗленме тытӑннӑ. Вӑл сайт адресне лайӑхрах тишкернӗ, ӑна хӑҫан йӗркеленине курнӑ. Отеле шӑнкӑравланӑ та унӑн иккӗленӳ юлман: укҫа унӑн счечӗ ҫинчен куҫман. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() httppro-dachnikov.com сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче 80 ҫулти старик ҫухалнӑ. Вӑл хурӑн ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Тӑванӗсем ӑна тупма пулӑшнӑ полицейскисене - Александр Суворова, Алексей Васильева тата Любовь Павловӑна - тав тунӑ. Ҫав кун старике малтан мӑшӑрӗ темиҫе сехет шыранӑ. Тупайманнипе 112 номерпе шӑнкӑравланӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсе тавралӑхра шырама пуҫланӑ. Вӗсӗм старике 1 сехетре тупнӑ. Ватӑскер халтан кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() smi24.kz сайтри сӑн ____Муркаш районӗнчи Куҫкин ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын 53-ри шӑллӗне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхи 7 сехетре вӑл шӑллӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Хайхискер ӑна пуҫӗнчен чӑмӑрӗпе 5 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ тепӗр кунхине вилнӗ. Пиччӗшне вара тытса чарнӑ. Ҫын сывлӑхне сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн унӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрарӑм хырӑмӗ касса ыратма пуҫласан васкавлӑ медпалӑшу чӗнмен. Вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнӗ те, ку суя паллӑ пулаяссине чухланӑ. Анчах хырӑмӗ ыратма чарӑнман. Пушшех те, тата вӑйлӑрах ыратма пуҫланӑ. Вара тин вӑл тухтӑрсене чӗнме шутланӑ. Медпулӑшу машинипе Шупашкарти президент пепкелӗх центрне кайнӑ чухне ҫул ҫинче хайхискер ҫуратма пуҫланӑ. Темиҫе минутран Людмила Жижайкина тата Евгений Козлов фельдшерсем алӑра сывӑ арҫын ачана тытнӑ. Ҫапла пепке Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тинех ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланма пуҫларӗ. Ӗнер синоптиксем термометр 30 ытла градус кӑтартнине палӑртнӑ. Кунашкалли кӑҫал - пӗрремӗш хут. Ҫитес 3 кунра ҫакнашкал ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗрлесерен те 20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Тунтикун республикӑра 33 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула ҫумӑр пӗлӗчӗсем пуҫтарӑнма, аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсенче 20-25 градус ҫеҫ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер 13 сехет хыҫҫӑн Атӑл леш енчи вӑрманта, Шупашкар лесничествинче, пушар пулнӑ. Ҫулӑм аҫа ҫапнӑран тухнӑ. Ҫулӑм мӗн чухлӗ лаптӑк ҫинче алхаснине пӗлтермен. Ку кӑҫал Атӑл леш енчи вӑрманта пулнӑ пӗрремӗш пушар мар. Ҫӗртме уйӑхӗнче те унта ҫӗр ҫинчи ҫӗрӗк ҫуннӑ. Ун чухне, пушарнӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри художниксен союзӗн «Современники» (чӑв. Хальхи вӑхӑтрисем) куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ят-сум ҫӗнсе илнӗ ӑстасемпе пӗрлех ҫамрӑк талантсен пултарулӑхӗпе паллашма май пур. Ҫав йышра – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗсем Владимир Нагорнов, Виктор Бритвин, Миша Григорян; чӑваш халӑх художникӗсем Константин Долгашёв, Раиса Терюкалова; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейӗн ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ Александр Фёдоров; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсем Николай Андреев, Владислав Зотиков, Викентий Лукиянов, Александр Мухин-Чебоксарский; Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эльвира Клементьева; Чӑваш Енӗн вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Нина Алимасова, Ирина Рязанцева; Анна Бубнова, Сусанна Григорян, Константин Кокель, Александр Павлов, Наталья Шорнина тата ытти живопись ӑсти; ҫавӑн пекех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитес сезонта Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, актер, сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. Кун пирки культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева театрӑн черетлӗ сезонне пӗтӗмлетнӗ май пӗлтернӗ. Иосиф Трера халалласа вӗрентӳ форумӗ йӗркелӗҫ. Михаил Юхма повеҫӗ тӑрӑх «Шурсямга — молодой волк» (чӑв. Шурҫамка – ҫамрӑк кашкӑр) спектакль лартӗҫ. Вырӑс тата чӑваш классикине тӗпе хурса ача-пӑча спектаклӗсем хатӗрлӗҫ. Михаил Ҫеҫпӗле халалласа тулли сюжетлӑ спектакль лартасшӑн. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем ирттерме, тӗлӗнмелле проектсем хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://zen.yandex.ru/media/id/ сӑнӳкерчӗкӗ Паян – Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ. Ҫав ятпа республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ. «Ҫемье – сывӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫемьере эпир юратупа тӑрӑшулӑх, ӑнланупа пулӑшу витӗмне туйса ҫитӗнетпӗр, чи кирли – пурнӑҫ ҫулӗпе хамӑр тӗллӗн утма пил илетпӗр», – тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра. Ҫавӑн пекех Олег Николаев «ҫемье ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ тата чӑваш халӑхӗн пуян культурипе йӑли-йӗркине, ӗҫри ӑсталӑхне ламран лама куҫарса пыма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пур енлӗн аталаннӑ ҫынна, гражданина тата ҫӗршыв патриотне пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшакан шанчӑклӑ хунтӑ пулнӑ май, патшалӑх политикин улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ пулнӑ та, пулать те», – тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем пӗр каҫхине велосипедлӑ ҫынна асӑрханӑ. Пакунлисенчен пӗри ҫав этем унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ этем пулнине уйӑрса илнӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре пулнӑ. Арҫынна полицейскисем ШӖМӗн вырӑнти пайне илсе кайнӑ. Сӗм ҫӗрле велосипедпа ярӑнаканӑн ҫумӗнче тимӗр касмалли хатӗр, пассатиж тата хуҫалӑх перчетки пулнӑ. 34 ҫулти арҫын хулари Винокуров урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринчи картлашка лапамӗ ҫине лартса хӑварнӑ, 8 пин тенкӗ тӑракан велосипеда вӑрласа тухнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |