Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Улатӑр хулинче каҫхи 8 сехет те 40 минутра мопедпа пынӑ ашшӗпе ывӑлӗ ҫул ҫинчи тӑпра купи ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав урамри ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Мопед купа ҫине пырса кӗрсен ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те шлемпа пулнӑ. Анчах ку 12 ҫулти ачан пурнӑҫне ҫӑлайман, вӑл каярахпа пульницӑра вилнӗ. 39 ҫулти ашшӗ аманнӑ. Руль умӗнче ларнӑскер урах пулнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() www.agrokonkurs.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри журналистсемпе уйрӑм авторсем, блогерсемпе фотокорреспондентсем Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса премие тивӗҫейӗҫ. «Моя Земля – Россия» – 2022 (чӑв. Манӑн Ҫӗр — Раҫҫей) премие тивӗҫес тесен ял хуҫалӑх тематикиллӗ проектсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствине ҫитермелле. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ 13 номинацире иртӗ. Вӗсене 3 тематика блокне пӗрлештернӗ: «Ял хуҫалӑх производстви», «Ял хуҫалӑх территорийӗсем», «Социаллӑ ыйтусем («ҫӗр ҫинчи» ҫынсем)». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхи 4 сехет ҫурӑра Етӗрне районӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче авари пулнӑ. «Хендай Солярис» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Киа Риопа» ҫапӑннӑ. Солярисри водитель Тутарстан ҫынни пулнӑ. Вӑл вырӑнтах вилнӗ. Тепӗр иномаркӑри 3 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра - 15 ҫулти хӗрача. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем коммениари ҫырнӑ тӑрӑх, «Киа Рио» водителӗ пульницӑра вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче арҫын болгаркӑпа ӗҫленӗ те асӑрханмасӑр 2 пӳрнине татнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ вӑйлах аманнӑ. Арҫын ҫухалса кайман - арӑмне васкавлӑ медпулӑшу чӗнме хушнӑ. Хӑй вара тухтӑрсем ҫитиччен татӑлнӑ пӳрнисене шыраса тупма тӑрӑшнӑ. Сергей Васиильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра часах ҫитнӗ. Вӗсем арҫынна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра сывлӑхне сӑнаса калаҫсах тӑнӑ. Унтан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫывӑх вӑхӑтра ҫынсене пропискӑна пӑхмасӑрах йышӑнма тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрӗ. Хальхи вӑхӑтри налукҫӑсен регионсенчи уйрӑмӗсем ҫынсене регистрацие кура йышӑнаҫҫӗ. Малалла вӗсем икӗ шайлӑ управлени тытӑмӗпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Федерацин налук службин тытӑмне пур ҫӗрте те улӑштарса пыраҫҫӗ. Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн пӗрлештернӗ подразделенийӗсен йышне 9 налук инспекцине кӗртнӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен Йӗпреҫри, Куславккари, Муркашри пайсем юлмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем аслисене те, ачасене те вакцинаци пункчӗсене йыхравлаҫҫӗ. «Республикӑра маска йӗркине пӑрахӑҫланӑранпа икӗ уйӑх та ҫитмерӗ, халӗ каллех ҫавӑн патне таврӑнасси пирки калаҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре кӑшӑлвирус ернӗ 330 яхӑн тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Йывӑр аптрасран вакцинаци хӑтарма пултарать. Халӗ ҫапла майпа ачасене те хӳтӗлеҫҫӗ», — пӗлтернӗ тележурналистсем. Республикӑра 59 вакцинаци пункчӗ ӗҫлет. Чиртен сыхланас тесен хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сухайкассинче шкул ачи пӗчӗк ачана мопедпа ҫапса хӑварнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн яш инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахра 5 ҫулти ача шар курнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем мопедпа ҫула тухнӑ яша часах тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫав ялти 13 ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ашшӗн мопедне аслинчен ирӗк илмесӗр хускатса тухнӑ-мӗн. Халӗ асӑннӑ яш тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗлӗшпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле хулинче 23 ҫулхи ҫамрӑк 15 ҫулхи ачаран укҫа тапӑннӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче Ҫӗмӗрлери ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӑй паллакан 15 ҫулти яша пуҫӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ, унтан вӑл унран 10 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ, памасан хӗнессипе хӑратнӑ. Хӑраса ӳкнӗ яш укҫа пама шантарнӑ, анчах «кӗмӗл» килте тесе каланӑ, илсе тухма пулнӑ. Яш пурӑнакан кил патне ӳсӗр ҫамрӑк пӗрле кайнӑ. Унтан яш тарса пытаннӑ та йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Пуҫтах ҫамрӑка суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра «Хӗрарӑм куҫӗ тӗслӗ тӗнче» плэнер иртет. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем унта 14-мӗш хут пухӑннӑ. Ку таранччен ӳнерҫӗсем республикӑри тӗрлӗ районта ҫак мероприятие ирттернӗ. Чӑваш Ен тулашӗнче те, Питӗрте, пулнӑ. Турцие кайса та картинӑсем ӳкернӗ. Хальхинче вара Шупашкар районӗнче пухӑнма шутланӑ. Плэнер йӗркелӳҫи Светлана Кокель каланӑ тӑрӑх, унта хӗрарӑмсем юрлаҫҫӗ те, ларса калаҫаҫҫӗ те. Хӑй чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ, ӑна ӗҫтешӗсем ҫапла ӳкернӗ. Плэнера тӗрлӗ ӳсӗмри хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе – 14-ӑн. Гатчинӑри Татьяна Иванова-Ткаченко кашни ҫуллах чунӗ Чӑваш Ене туртнине палӑртнӑ. Вӑл 12-мӗш хут ӗнтӗ плэнера килет. Пӗлтӗр плэнерта курав валли 500 ытла ӗҫ пухӑннӑ. Кӑҫал та унран кая мар пулӗ-тӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Федерацин суд приставӗсен управленийӗн архвӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулине пурӑнакан пӗр арҫын кредит илнӗ те ӑна вӑхӑтра тӳлесе татман. Ҫавна кура кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ун патне суд приставӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем арҫыннӑн машинине арестлеме тӑнӑ. Ҫакӑ арҫыннӑн арӑмне тарӑхтарсах янӑ. Вӑл приставсене питрен тата мӑйран ҫапнӑ. Приставсен чӗрӗк тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд хӗрарӑма 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |