Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
tass.ru сайтри сӑн
tass.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм упӑшкине сыватас тесе ултавҫӑсене 800 ытла тенкӗ яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.

Упӑшки вилнӗ. Кун хыҫҫӑн та хӗрарӑм тепӗр 35 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Укҫа-тенке каялла куҫарса панӑшӑн «комисси» илеҫҫӗ-мӗн. Паллах, ултавҫӑ экстрасенс нимӗн те куҫарса паман.

Шар курнӑ хӗрарӑм 65 ҫулта. Вӑл 2017 ҫулта телевизорпа чир-чӗртен сыватакан экстрасенссем пирки курнӑ. Упӑшкине сыватма вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем ҫулталӑкӗпех «сеанссем» ирттернӗ. Упӑшкин сывлахӗпе кӑсӑклансах тӑнӑ, амулетсем ярса панӑ, куншӑн, паллах, укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм 800 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ.

Анчах экстрасенссем пулӑшман – упӑшки 2018 ҫулта вилнӗ. Кун хыҫҫӑн экстрасенссем тӑкакланӑ укҫана тавӑрса пама сӗннӗ, анчах куншӑн патшалӑх пошлине тӳлемелле-мӗн. Малтан вӑл вӗсене ӗненмен. Каярахпа «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, укҫа счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ. Ӑна илес тесен 30 пин тенкӗ анчах памалла имӗш. Унтан комисси – 5 пин тенкӗ. Анчах хӗрарӑма нимӗнле укҫа та тавӑрса паман. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64940
 

Республикӑра

Кӑшӑлвирус саманинче ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче учетра тӑракансем йышланнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет. Ӗҫлӗх центрне каякансен йышӗ ӳсни кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе вӑйлӑ сисӗннӗ. Пуш уйӑхӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫавӑн пеккисенчен 28,8 пин ытла заявлени йышӑннӑ. Унччен официаллӑ майпа тӑрӑшманнисем те ку саманара ӗҫлӗх центрӗсене кайма тытӑннӑ. Унччен ӗҫлеменнисемпе чылайранпа ӗҫсӗр ларнисем те ҫавӑнта учета тӑма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗх центрӗсенче 22,9 пин ҫын шутра тӑнӑ. Ку вӑл вӑйпиттисен 3,8 проценчӗ пулать. Пандеми вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри 1,5 пин ытла ӗҫе вырнаҫнӑ.

 

Раҫҫейре
belizv-b.rbsmi.ru сайтри сӑн
belizv-b.rbsmi.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче «7х7» кӑларӑма Роскомнадзор ыйтнипе Николай Удоратин блогер пичетленӗ виҫӗ материалшӑн 20 пин тенкӗлӗх штарфланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Пӑлӑртмалла: авторӑн тексчӗсем вырӑсла та, коми чӗлхипе те пулнӑ — акӑлчанла икӗ спецпроекта куҫарнӑ.

Сыктывкарти хула сучӗ штрафа пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МИХсен продукцие сармалли йӗркене пӑсни пирки ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Сӑмах май, кӑларӑм регистрациленнӗ чухне вырӑсла пулнине палӑртнӑ.

Андрей Никулин юрист палӑртнӑ тӑрӑх, коми чӗлхипе пичетленнӗ публикацисем саккун хӳтӗлекен общество хутшӑнӑвӗсене нимӗнле сиен те кӳмен.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Улатӑр хулинчи 30 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна хыпар вӑрттӑн илмелли техника хатӗрне саккуна пӑсса сутнӑшӑн явап тыттарасшӑн.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Вӑрнар поселокӗнче Муркаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна пӗчӗк видеокамера тыттарнӑ. Вӑхӑтлӑха. Уншӑн вӑл 25 пин тенкӗ ыйтнӑ.

Пӗчӗк видеокамерӑна тӳме айне пытарса ҫав арҫын теори экзаменне кайнӑ. Вӑл водитель правине илме вӗреннӗ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑна асӑрханӑ та туртса илнӗ. Вӑрттӑн хатӗрпе усӑ курнӑшӑн Муркаш район арҫыннине суд пуҫиле ӗҫпе явап тыттарса 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑнӗ. Кун пирки вӑл паян уҫҫӑнах каланӑ.

Олег Николаев ҫӗроме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ суйлава хӑйӗн кандидатурине тӑратассине пӗлтернӗ.

«Суйлава эпӗ хамӑн кандидатурӑна хам тӗллӗн тӑратас терӗм. Чӑваш Республикинчи конструктивлӑ мӗнпур вӑя, ҫав шутра политика партийӗсене, май килнӗ таран пӗрлештерессе питӗ шанас килет. Сирӗнпе пӗрле эпир пӗлтерӗшлӗ нумай ӗҫе тӑвайӑпӑр тата республикӑри тӑрӑма хӑвӑрт улӑштарайӑпӑр», — тенӗ Олег Николаев.

Суйлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Слестви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем республикӑри тата тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ЧПУн юрфакӗнчи тивӗҫлӗ канури арҫын-доцент ята кӗнӗччӗ.

Хальхинче тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ преподаватель хӑш аслӑ шкулта ӗҫленине кӑтартман, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшнине ҫеҫ каланӑ.

Хальхинче хӗрарӑм-доцент ҫакланнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хӗрарӑм-преподаватель кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче иккӗмӗш курс студенчӗсенчен пӗринчен 26 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Укҫана экзаменшӑн отметка илме преподавателӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ.

Пуҫиле ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ҫамрӑк юрӑҫисем Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пынипе видеоклипра ӳкерӗннӗ. Унта вӗсем Раҫҫей гимнне юрланӑ. Клипа Шупашкар хулинчи паллӑ вырӑнта – Амӑшӗн палӑкӗ – патӗнче ӳкернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Паян, Раҫҫей кунӗнче, пирӗн артистсем юрланине пӗтӗм ҫӗршыв курнӑ. Видеоролика «Раҫҫей 1» телеканалпа кӑтартнӑ уяв концертӗнче курма май туса панӑ. Концерт 17 сехетре пуҫланнӑ. Ӑна ҫавӑн пекех «Раҫҫей 24» телеканалпа та кӑтартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Пӑтӑрмах умӗнхи кун хӗрарӑм патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кредит учрежденийӗнчи унӑн «уйрӑм ҫын пӳлӗмне» ватакан тупӑннӑ, такам счет ҫинчи укҫана вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Ултавҫӑсен хӑнӑхнӑ меслечӗпе усӑ куракан «банкир» хӗрарӑма пур пек укҫана ятарлӑ счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ун пек никам та ним те тӑваймӗ, укҫана ют ҫын тӗкӗнеймӗ имӗш.

Арҫын каланӑ номер ҫине хӗрарӑм 650 пине яхӑн куҫарнӑ. Кайран хӗрарӑма ун ячӗпе такамсем темиҫе кредит учрежденийӗнче кредитсем илнӗ тесе хыпарланӑ. Парӑма хӑвӑрт татас тесе хӗрарӑм 600 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Вӑл укҫана «парӑма» татма куҫарнӑ. Ҫапла вара преступниксен счечӗ ҫине 1 миллион та 248 пин тенкӗ куҫса кайнӑ.

...ЧР ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, телефонпа шӑнкӑравлани кредит парӑмне пӗтерме тата тепӗр кунне ҫӗнӗ карта кӑларма шантарнӑ.

 

Культура

Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов саламланӑ. Видеосалама вӑл тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ паян саламсен марафонӗ пуҫланнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: кӑшӑлвируса пула чылай мероприятие онлайн меслетпе ирттерме тивет. Йӑлана кӗнӗ Акатуй та, ача-пӑча Акатуйӗ те ҫавӑн пек иртӗ.

Тӑван республикӑмӑрӑн ҫуралнӑ кунӗпе ентешӗмӗрсене паян Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов саламланӑ.

Марафона кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ун валли саламлӑ видеороликӳкермелле те ӑна #100летЧувашии (чӑв. ЧӑвашЕне100ҫул) хэштегпа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене лартмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CBV5enrgJfT/
 

Сывлӑх
sport-express.ru сайтри сӑн
sport-express.ru сайтри сӑн

Паян кӑшӑлвируспа 76 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнер ку кӑтарту 79-па танлашнӑччӗ.

Пӗтӗмпе ку таранччен кӑшӑлвируспа 3878 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 2030-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 73 ҫын пульницӑран киле кайнӑ. Паянхи кун 1830 ҫын сипленет-ха.

Республикӑра кашӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 0,96-па танлашать. Палӑртмалла: ку таранччен коэффициент 0,86-ран чакман. Ку ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1520, 1521, 1522, 1523, 1524, 1525, 1526, 1527, 1528, 1529, [1530], 1531, 1532, 1533, 1534, 1535, 1536, 1537, 1538, 1539, 1540, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 13

1934
91
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
80
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
72
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
59
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...