|
Пӑтӑрмахсем
![]() abris196.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти полицейскисенчен икӗ хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Иккӗшне те пӗр пек хуйхӑ канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнчи ятарлӑ лапамсем урлӑ тавар пӗрле туянмалли меслетпе усӑ курас тенӗ. Апла меслетпе вӗсем унччен вӗҫӗм туяннӑ. Анчах хальхинче укҫа кирлӗ ҫӗре ҫитеймен. 59 ҫулти хӗрарӑм вырӑн ҫине сармалли комплект туянма икӗ пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавар сутакан патне вӑл укҫа ҫитмен. Ултавҫӑсем ун ячӗпе суя страница хатӗрленӗ иккен. Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм та улталаннӑ. Вӑл 3 пин тенкӗ ытларах куҫарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) конкурс кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртет. Унта хутшӑнма тивӗҫлисене малтан регионсенче палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑран унӑн регионти тапхӑрне полицин участокри 13 уполномоченнӑйӗ хутшӑннӑ. Вӗсемшӗн онлайн мелпе юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен сасӑланӑ. Онлайн сасӑлавра пуринчен ытла сасӑ пухни – ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 3-мӗш пайӗнчи полицин уполномоченнӑйӗ Айрат Умеров. Полицин капитанӗ шалти ӗҫсен органӗсенче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать, ҫав шутран 6 ҫул – участковӑй пулса. Вӑл Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи нумай хваттерлӗ 12 ҫуртне пӑхса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ку хутӗнче сакӑр ҫын хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусемпе пырса ҫитнӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Владимир Веселов ялти халӑхӑн пӑшӑрханӑвӗ пирки хыпарланӑ. Вӑл Ильин тӑвӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Асӑннӑ территорие Олег Николаев комплекслӑ аталантарма палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. Тыл ӗҫченӗсене чыс туса унта монумент тума та плана кӗртсе хӑварнине пӗлтернӗ. «Ӗҫсене комплекслӑ пурнӑҫласан, республикӑра пурӑнакансене анчах мар, ытти кӳршӗллӗ халӑха та вӑл тӗле килсе курма аван пулӗ. Ялти халӑх валли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ условисем йӗркеленесси никама та иккӗлентермест», – тесе ҫырнӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре мотокросс енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унтан хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. Тупӑшу вӗҫленсен унта хутшӑннӑ пӗр спортсмен вилнӗ. Вӑл 70 ҫулта пулнӑ. Мотокросра ачасем, ҫамрӑксем, аслисем тата ветерансем тупӑшнӑ. 70 ҫулти арҫын финиша ҫитнӗ хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен – вӑл вилнӗ. Следстви комитечӗ малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын чӗре чирне пула вилнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() regionorel.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ – автомобилист кунӗ. Ҫак уяв умӗн Ҫӗрпӳ хулинче васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗнче палӑк уҫма палӑртнӑ. Вӑл «03»-ӗн пӗрремӗш автомобилӗ пулӗ. Автомобилӗн макетне Ҫӗрпӳри колонире айӑпне каҫарттаракан ҫынсем хатӗрленӗ. Кун пирки васкавлӑ медпулӑшун пресс-служби хыпарлать. Палӑртмалла: юлашки 4 ҫулта васкавлӑ медпулӑшу машинисен паркӗ ҫӗнелсех пынӑ, вӗр ҫӗнӗ 189 машина туяннӑ. Кӑҫал тепӗр 30 машина илсе килнӗ. Уҫҫисене Шоферсен уявӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Елчӗк районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Халӗ Тӗрӗслев пушар лабораторийӗн эксперчӗсем ҫулӑм мӗнрен тухние тӗпчеҫҫӗ. Юрать-ха, ӗне ферми пушах пулнӑ. Ҫулӑм унӑн тӑррине сиенлетнӗ, пушар пӗтӗмпе 800 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗри хуралтӑсем шар курман. Кушкӑ ферминчи пушара сӳнтерме тӑватӑ машина ҫитнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр хулинчи Лоза урамӗнче ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, унта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑм кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине куҫнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ пушах ларнӑ, теприн хуҫисем суранланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «КрутОтец» пултарулӑх конкурсне ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна Ашшӗн кунне халалланӑ. Аса илтерер: ку куна пирӗн республикӑра юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче ирттерме кӑҫал йышӑнчӗҫ. Ӑна республика ертӳҫи Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Наци вулавӑшӗ ирттерекен конкурса хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Гуманитари литературин пайӗ» ушкӑнра хӑйне евӗр те хаваслӑ сӑнӳкерчӗксене, коллажсемпе видеоӗҫсене вырнаҫтармалла. Вӗсенче ашшӗсен маттурлӑхне кӑтартмалла. Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Ӑслӑ атте», «Атте тӗпелте», «Хӗрӗн ҫӳҫне хитрелетни», «Пуян атте» (Нумай ачаллӑ ашшӗсем), «Эпӗ атте пек». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компанисене хурлакансем час-часах тупӑнни пирки республикӑн Правительствин авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев унта каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗсем пирки вӗҫӗмех ҫӑхавсем килеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та управляющи компанисен ӗҫ-хӗлне тишкермелле. «Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑрасси, ҫурта тӗплӗн юсасси пирки ыйтусем нумай. Вӗсене республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин тата Ҫурт-йӗр инспекцийӗн сӑнаса йӗркелесе тӑмалла. Управляющи компанисемпе ҫынсен хушшинче ҫыхӑну уҫӑ та пуриншӗн те ӑнланмалла пулмалла. Ҫавӑн чухне ыйтусем вырӑнтах татӑлӗҫ», — тенӗ республика ертӳҫи. Олег Николаев хушӑвне шута илсе Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ онлайн-ыйтӑм ирттерет. Унта хутшӑнас тесен https://nk.cap.ru/poll/110 каҫӑпа кӗрсе регистрациленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() ru24.netсайтри сӑн Каллех виҫӗ ҫын… Сӑмах кӑшӑлвируса пула вилнисем пирки пырать. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре каварлӑ вируса пула тепӗр 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа 116 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 9285-е ҫитнӗ. Вӗсенчен 7734-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 29 ҫын инфекцие парӑнтарса ура ҫине тӑнӑ. Пӗр талӑкра 45 ҫын чирлене. Хальхи вӑхӑтра 1435 ҫын сипленет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,19-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкарта чӑваш юмах-халапӗсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелли «Чудеса в парке» (чӑв. Паркри тӗлӗнтермӗшсем) конкурс иртет. Ӑна А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенсем халӑх культурине тӗпе хурса ачасене илеме туйма вӗрентесшӗн, чӑваш наци тумне сарас тӗллевлӗ. Конкурса хутшӑнакансен юмах-халапсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелле тата ун ҫинчен кӗскен каласа кӑтартмалла. Тӗрлӗ сӑнарпа усӑ курма пулать. Тӗслӗхрен, Улӑп, Шуйттан, Турӑ, Пӳлӗх, Куйкӑрӑш, Йӗрӗх, Вутӑш, Вупӑр, Вӗриҫӗлен, Арҫури. Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗччен mirdetstva.cheb@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ. Унта ята-хушамата, сӑнар ятне тата ӑна ӑнлантарнине, хӑвӑрӑн телефон номерӗпе электрон почтӑна кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
