Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче пурӑнакансем пушарта шар курнӑ ҫемьене нимелле пулӑшаҫҫӗ. Халӑх нумай ачаллӑ ҫемьене инкекпе куҫа-куҫӑн хӑварман.
Ҫурта ҫемье нумаях пулмасть хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Пушар вара ӑна йӑлтах тӗп тунӑ. Ҫулӑм мунчана ҫеҫ ярса илеймен. Ҫавна май ҫемье пушар хыҫҫӑн унта выртса тӑрать.
Ял ҫыннисем кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ пӳрте икӗ кунра тирпейлесе пуҫтарнӑ. Унтан никӗс янӑ. Нимелле ӗҫ вӗресе кӑна тӑнӑ.
Палӑртмалла: пушарта шар курнӑ ҫемьере 4 ача: пӗри ҫарта, тепри салтакран таврӑннӑ, иккӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ.
Вĕрентекен // 4161.85.0588
2021.08.07 22:57 | |
шар курнă çемьене çакнашкал пулăшни чунтан савăнтарать |