Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирпе ирех Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Форд Фокус» машина Хусан еннелле кайнӑ. Ҫӗнӗ Катӗк ялӗ тӗлӗнче водитель машинӑсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ та фурӑпа пырса ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнисем пурте чӗрех юлнӑ. Ҫапах та ҫӑмӑл машинӑри водительпе пассажир-хӗрарӑм хытӑ суранланнӑ. «Форд Фокус» водителӗ правасӑр пулнӑ, руль тытма вӑл вӗренсе тухман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна пӗрре тытса чарнӑ та пулнӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра "Мускав - Ӗпхӳ" М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. "Скания" рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти водитель малта пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. "Опел" машинӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын тата унӑн 7-ри ывӑлӗ пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Ашшӗне тухтӑрсем пулӑшнӑ та киле янӑ, ывӑлне вара пульницӑна вырттарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: фура водителӗ ӳсӗр пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() умвд. 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 20 минутра Шупашкарта пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче рейда тухнӑ йӗрке хуралҫисем пӗр ҫынна асӑрханӑ, ун аллинче пӑшал евӗр япала пулнӑран пакунлисем чарӑннӑ. Анчах вӗсене курсан арҫын тарма хӑтланнӑ та май килмен. Урама тухиччен ҫав арҫын каҫхи клубра пулнӑ. Хӑйне йӗркесӗр тытнӑран ӑна унтан тухса кайма ыйтнӑ. Ҫавна кура револьвертан сывлӑшалла пенӗ. Хӗҫпӑшал пульӑсӑр пулнӑ. Арҫын йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ револьвера Мускавра туяннӑ. Пуҫтахланнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче 24 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 16-ри каччӑ тунӑ тесе ӑна тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри каччӑ юпан 6-мӗшӗнче 24 ҫулти арҫын пурӑннӑ ҫурт картишне килнӗ. Хайхискерсем унччен хирӗҫнӗ пулнӑ. Ҫав кун пырсан кӗҫӗнни аслине хӗнеме пуҫланӑ. Суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах тухтӑрсем пулӑшсан та вӑл юпан 20-мӗшӗнче сывлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен. Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 54 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата унӑн 73-ри кӳршӗ хӗрарӑмӗ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмака хутнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхине Комсомольски районӗнче авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ. Вӗсем ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ. Хайхискерсем малта пыракан грузовик ҫине пырса кӗнӗ. Водительпе пассажир вырӑнтах вилнӗ. «Ҫыхӑнура» порталта комментари ҫыракансене ӗненес тӗк, вилекеннисем каччӑпа хӗр пулнӑ, пӗрлешме хатӗрленнӗ. Пӗри 31-ре, тепри 20 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗмӗрлере пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Ҫавӑн пирки ача амӑшӗ прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ача шкултан килне таврӑннӑ, ҫавӑн чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫыртнӑ. Ачана амӑшӗ больницӑна илсе кайнӑ. Унтан вӑл надзор органне ҫӑхавланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштарма ыйтнӑ. Суд ачана майлӑ пулнӑ — администрацирен 10 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре виҫӗ кунта 51 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Юпа уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче ятарлӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене хастар ҫынсем те пулӑшнӑ — вӗсем киккирикне хӗртнӗ ҫын руль умне ларнине курсан кирлӗ ҫӗре систернӗ. Ӳсӗрсем инкеке час-часах лекеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сӑмахран, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче «Лада-Приора» автомобиль ҫул айккинчи чул ҫине пырса кӗнӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Граждан урамӗнче пӗр ӳсӗр водитель умра пыракан «Приора» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче ачасем вӑйӑ вылянӑ. 12 ҫулти хӗрача йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ та анайман. Ытти шӑпӑрлан кун пирки васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ачасем адреса тӗплӗн калайманнипе тухтӑрсем ҫав вырӑна тӳрех шыраса тупайман. Ирина Емельянова тата Андрей Егоров фельдшерсем, Игорь Мефодьев водитель ачана пулӑшнӑ. Хӗрачана ҫӗр ҫине антарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл малалла вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" сайтри сӑн Йӗпреҫ поселокӗнче кафе ҫуннӑ. Вӑл – «Пельменнӑй». Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет. Маресьев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑнтӑрла ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпелти индукци плитине сиенлетнӗ. Пушар мӗншӗн тухнӑ-ха? Электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран. Хальлӗхе кафе мӗн чухлӗ тӑкак тӳснине шутламан. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1264 пушар тухнӑ. Вӗсенче 49 ҫын вилнӗ, 70-ӗн аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |