Паян Шупашкарта Хулаҫум урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Галактика» лавкка ҫуннӑ. Пушар 14 сехет ҫурӑра тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем килнӗ тӗле иккӗмӗш хутра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫулӑм 500 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем 1 ҫынна ҫӑлнӑ. Тепӗр 15 ҫын урама хӑй тӗллӗн тухнӑ.
Ҫулӑма 10 техника, 31 ҫын сӳнтернӗ. 16 сехет те 53 минутра пушара йӑлт парӑнтарнӑ.