Пӑтӑрмахсем
![]() gorodglazov.com сайтри сӑн Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлаҫҫӗ. Анчах шыв ҫинче инкек пуласси те часах. Республикӑра 3 кунра пилӗк ҫын путса вилнӗ. Ҫурлан 4-мӗшӗнче Шупашкарта тӗп пляжра Атӑлтан арҫын виллине кӑларнӑ. Тепӗр кунхине ГЭС патӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 46-ри арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Ҫав кунах Елчӗк районӗнче 47 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ шыва кӗнӗ чухне татӑлнӑ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче 47 ҫулти арҫын путнӑ. Ҫав кунах Комсомольски районӗнче 49-ти хӗрарӑм шывран тухайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 10 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Туканаш ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ вӑхӑтра пушарнӑйсем кил хуҫин 22 ҫулти ывӑлӗн виллине тупнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Ҫав кунах 15 сехетре Канаш районӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Вӑл - 60 ҫулти арҫыннӑн. Пушарнӑйсем пӳрте сыхласа хӑварма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() «ПроГород» кӑларӑма ярса панӑ сӑн Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн пушар сӳнтерме васкакан машина аварие ҫакланнӑ. Ҫӑмӑл машина ӑна ирттерсе яманран вӑл унпа ҫапӑннӑ, кайран тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ. «Прогород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуровпа Пӗрремӗш май урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта 14 сехет те 22 минутра пулса иртнӗ. Аварие курнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх пушар сӳнтерме васкакан машинӑн сирени вӑл вӑхӑтра ӗҫленӗ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра никам та аманман. Хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмӑл машина вара самаях сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра арҫын ҫухалнӑ. Вырӑна тӳрех Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Водолазсем арҫын виллине каҫхине, 18 сехет ҫурӑра, тупнӑ. Унӑн вилли тӗп пляжран 50-70 метрта пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Лапсарти пӗвере хӗрача виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ldpr.ru сайтри сӑн Лапсарти пӗвере хӗрача путса вилнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 13 сехет иртсен пулнӑ. Водолазсем унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тӑванӗсене панӑ. Астӑвӑр: шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалла. Ачасене аслисемсӗр шыва кӗме ямалла мар. Ҫавӑн пекех ӳсӗр ҫынсен те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ҫинче чылай инкек эрех-сӑрана пула пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Канаш хулинчи Ӗҫ урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Юрать-ха, ку инкек никамӑн пурнӑҫне те татман. Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 55 минутра пӗлтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 32 ҫулти хӗрарӑма, унӑн 6-ри ачине тата пӗрле пурӑнакан 29-ти арҫынна пусмапа илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Канашри тата Шупашкарти пульницӑсене илсе ҫитернӗ. Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Атӑлта тепӗр ҫын вилнӗ. Вӑл - сапбордист. Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче вӑл тӗп пляжра сапбордпа ярӑннӑ. Шӑпах ун чухне ҫак 31 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Унӑн виллине ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче юханшыв портӗнчен инҫех мар тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, вӑл ҫӑлав жилечӗ пулманнипе путса вилнӗ. Сапбордпа ярӑннӑ чухне вара жилет пулмаллах. Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗсем Йӑлӑмра правасӑр яш инкеке лекнӗ. Мотоциклпа пыраканскер руле ҫултан айккинелле пӑрса янипе ҫаврӑнса ӳкнӗ. Каччӑ суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Аманнӑскер унта сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче, Атӑлта путнӑ катер хуҫине, 34 ҫулти арҫынна, тупнӑ. Унӑн вилли инкек пулнӑ вырӑнтан инҫех мар ҫыран хӗрринче пулнӑ. Ӑна беспилотник пулӑшнипе асӑрханӑ. Аса илтерер: ӗнер ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче путнӑ 8 ҫулти ача виллине тупнӑ. Ӑна темиҫе ҫухрӑмра ҫыран хӗрринче асӑрханӑ. Аса илтерсе хӑварар: Амоксар утравӗ ҫинчен таврӑннӑ катерта 10 ҫын пулнӑ. 6 уйӑхри ача виллине тӳрех тупнӑ. Ыттисем чӗрӗ юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
11 хутран ӳкнӗПӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗсем Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта пӗри 11-мӗш хутран персе аннӑ. Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 16 сехетре пулса иртнӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫын 11-мӗш хутри балконран персе аннӑ. «Питӗ хӑрушӑ тата шел», — тесе ҫырса хунӑ пӑтӑрмаха курнӑ ҫын. Кӗске хыпарта пӑтӑрмах хӑш урамра пулнине, ӳкекенни кам иккенне (арҫын-и е хӗрарӑм-и) кӑтартман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |