Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Хушупа килӗшӳллӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри танлаштарӑмсене кӗнӗ е вӗрентӳ ӗҫӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ шкулсене 1 миллион тенкӗ преми парса хавхалантарӗҫ. Преми пама тытӑнассине директорсемпе вӗрентекенсем ыйтнипе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ҫапла палӑртнӑ: укҫан хавхалантарни шкулсене ташлаштарӑмсене кӗме хӗтӗртӗ. Аса илтерер: республикӑри темиҫе шкул нумаях пулмасть ТОП-500 тата Топ-200 танлаштарӑмсене кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элтепер студенткӑна чыслать. 2011 ҫулхи ӳкерчӗк Чӑваш Республикинчи вунӑ студент кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен вуншар пин тенкӗ укҫа илсе тӑрӗ. Михаил Игнатьев Элтепер грантне професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве туптакан пултаруллӑ ҫамрӑксене пама 2015 ҫулхи ҫулла йышӑннӑччӗ. 2016-2017-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче «кӗмӗле» Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжри виҫҫӗмӗш курс студенчӗсем Михаил Колбасов, Александр Романов, унти тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Валерий Малыгин, Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студентки Анна Симакова тата унти виҫҫӗмӗш курс студентки Елена Яковлева, Улатӑрти технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студентки Ольга Сумкина, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенткисем Ольга Теплова тата Мария Ягина, Шупашкарти электромеханика колледжӗн — Компентенцисен регионсем хушшинчи центрӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Роман Федоров, Етӗрнери агротехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Денис Шайахметов тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра Раҫҫей шайӗнче чи лайӑх шкулсен йышне кӗнисене чыслас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне кӗнисене грантпа хавхалантарма сӗннӗ. Ку шухӑш — Шупашкарти 5-мӗш гимназин директорӗн Инна Исаевӑн. Вӑлах — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Инна Исаева гранта 1 миллион тенкӗпе танлаштарма сӗннӗ. Михаил Игнатьев ку шухӑшпа килӗшнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, маттур шкулсем ку хавхаланӑва тивӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Финанс министерствине ку сӗнӗве пӑхса тухма, йышӑну тума хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Екатерина Таратина шкулти вӗрентекен тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр. Вӑл «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, педагог унӑн хӗрне, 5-мӗш класра вӗренекенскере, уроксем хыҫҫӑн швабрӑпа хӗнессипе хӑратнӑ, тантӑшӗсен умӗнче ҫӳҫрен туртнӑ. Амӑшӗ кун пирки прокуратурӑна ыйту ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ вара ку пулӑма хирӗҫлет, вӗрентекен чысне хӳтӗлесшӗн. Вӗрентекен хӗрачан телефонне те туртса илнӗ, пӳлӗмре питӗрсе лартнӑ-мӗн. Унтан класра пуҫтарма хушнӑ. Лиза уроксем хыҫҫӑн макӑра-макӑра амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ. Шкул ертӳлӗхӗ ҫав вӗрентекен пирки лайӑххине ҫеҫ калать. Педагог Лизӑна ҫав кун иртерех киле янӑшӑн ӳкӗнет. Вӑл пуҫ ыратать тенӗ-мӗн. Педагог каланӑ тӑрӑх, Лиза ҫав кун тарӑхса ҫӳренӗ. Ҫитменнине, вӑл ун чухне урока 15 минут кая юлса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрлери пӗр шкул ачисем халӗ те класра ларса пӗлӳ пухаймаҫҫӗ. Паянхи кун унта тӗплӗ юсав пырать. Ачасене хальлӗхе тепӗр шкулсене вӗренме янӑ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 600 ача хӑйӗн шкулӗнче мар, урӑххинче ӑс пухать. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем инҫе ҫӳремеҫҫӗ. Йӑлтах — юсав ӗҫӗсем вӗҫленменнине пула. Ҫӗмӗрлери шкула 1969 ҫултах хута янӑ. Вӑл хальччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Уҫӑлнӑранпа унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен. Тӑрри йӑтӑнма тытӑнсан ашшӗ-амӑшӗн ачине тепӗр шкула куҫарма шухӑш ҫуралнӑ. Юрать, хыснаран шкула юсама 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах — ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ. Халӗ ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Юсав чӳк уйӑхӗччен вӗҫленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Алексей Ефимов 27 ҫулта кӑна. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси шкулӗнче директорта ӗҫлет. Вӑл – республикӑри чи ҫамрӑк шкул директорӗ. Алексей ӗҫлеме тытӑннӑранпа шкулта ҫӗнӗлӗхсем кӗнӗ. Халӗ ачасем кашни ире хускануран пуҫлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле вӗрентекенсем те ӳт-пӗве пиҫӗхтереҫҫӗ. Тӑхтавсенче вара теннисла выляҫҫӗ. Ку та – Алексейӑн шухӑшӗ. Теннисла вылямашкӑн черет тӑраҫҫӗ. Алексей пӗчӗк чухнех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна вӗренме кӗнӗ. Алексее ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен шкула 1977 ҫултах хута янӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Малтанах стендсене ҫӗнетнӗ, гардероба илем кӗртнӗ. Халӗ спортзала юсаҫҫӗ. Унччен Алексей ҫак шкултах директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл эрех ӗҫмест, пирус туртмасть. Ҫапла вӑл ачасене тӗслӗх кӑтартать. Шкулта 4 ялти 60 ача вӗренет, вӗсемпе 16 педагог ӗҫлет. Пурте тенӗ пекех хӗрарӑмсем вӑй хураҫҫӗ. Чылайӑшӗ директортан самай аслӑ. Вӗсем Алексей Владимировича ӑшшӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑвашри ҫамрӑксем аслӑ хуласенче вӗренесшӗн Чӑваш Енре кӑҫал шкул пӗтерсе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗме пултарнисенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ ют хулана тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, 32 проценчӗ ытти регионти аслӑ шкулсене суйланӑ. Хамӑр республикӑра юлса кунти университетсене, академисене кӗнисем — 66 процент. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 6 457 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ аслӑ шкулсене тапса сикнӗ. Ют хулана каякансенчен ытларахӑшӗ Мускав, Питӗр, Хусан хулисене суйланӑ. Чӑваш Енӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавпа Питӗре выпускниксенчен 14,5 проценчӗ кайнӑ, ҫав шутран 12,1 проценчӗ — ҫӗршывӑн тӗп хулине, 2,4 проценчӗ — Питӗре. Ытти регионти аслӑ шкулсене кӗме пултарнисенчен 7 проценчӗ Хусанта пӗлӳ илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑматкун Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсем харӑс тӑрса юрланӑ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем педагогсен хор ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче муниципалитетсенчи пӗрлештернӗ ушкӑнсем тупӑшнӑ. Республикӑн кантӑр енчи районӗсенчи конкурсра Патӑрьел районӗнчи педагогсен пӗрлештернӗ хорӗ «Чи лайӑх хор» номинацире ҫӗнтернӗ, Елчӗк районӗнчи — «Наци йӑли-йӗркине упрасси» номинацире. Репертуар анлӑ пулнӑ. Хорпа юрлама суйланӑ произведенисене вӗрентекенсен хорӗсем икӗ, виҫӗ сасӑпа янӑратнӑ. Лайӑх енчен палӑрнисен республикӑри конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама тивнине кура репетицисем те тӑтӑшах ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар хулинче шкулсене пилӗк кунлӑ эрнене куҫарассипе ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Тӑватӑ кунта тӑватӑ пин ытла ҫын хуравланӑ. Республикӑн тӗп хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен ытларахӑшӗ, 92,8 проценчӗ, пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни енне туртӑнни сисӗннӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 81,1 проценчӗ пуҫламӑш классене кӑна мар, 5—8-мӗш классене те эрнере пилӗк кун кӑна вӗрентмелле тесе шухӑшлать иккен. 9—11-мӗш классенче ҫапах та ултӑ кунах хӑвармалла тесе шухӑшлакансем те сахалах мар-мӗн. Шкулта миҫе кун вӗрентнине халӑх аванрах тесе шухӑшланине палӑртма ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫынсене пухсах сӳтсе явасшӑн. Хӑйсен шухӑшне пӗлтерес текенсене Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче 16 сехетре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкулта лайӑх вӗренекенсене хавхаланарма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳре палӑрнӑ ачасене укҫан хавхалантарасси пирки алӑ пуснӑ. Ӳнер, литература тытӑмӗнче, пултарулӑхра ӳсӗм тунӑ шӑпӑрлансене уйӑхсерен 400 тенкӗ парӗҫ. Ӑна вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗҫ. Элтепер алӑ пусса ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем валли 20 стипенди палӑртнӑ. Культура тата ӳнер тытӑмӗнче хушма пӗлӳ илекенсене 5 стипенди пама йышӑннӑ. Палӑртмалла: 25 ачаран 4-шӗ Шупашкарта вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |