Вӗренӳ
![]() Чӗмпӗрти музейри экспонат Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхашри шкул ачисем нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулнӑ. Унта вӗсем районта пурнӑҫа кӗртекен «Удивительное рядом» (чӑв. Тӗлӗнмелли юнашарах) вӗренӳ туризмӗн программипе килӗшӳллӗн ҫула тухнӑ. 1868 ҫулта Иван Яковлев пуҫарнипе йӗркеленӗ учительсен шкулӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑнӑ. Унта каччӑсем те те, хӗрсем те вӗреннӗ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти наци ҫыннисем пӗлӳ илнӗ. Педагогӗсем те тӗрлӗ наци ҫыннисем пулнӑ. Чӗмпӗрте пулнӑ май вырӑс улхашсем ҫӗннине нумай пӗлнӗ. Вӗсем «калаҫакан алфавитла» вылянӑ май кӑткӑс мар чӑваш сӑмахӗсене пуплевре усӑ курнӑ. Иван Яковлевич пирки каласа кӑтартнине те ачасем кӑсӑклансах итленӗ, ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлса кашни ҫӗнӗ хыпара асра хӑварма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Уява валли Кристина Бормотина тата Катя Морозова хатӗрленӗ тӗлӗтермӗшсем Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак кунсенче пиллӗкӗмӗш-улттӑмӗш класс вӗренекенӗсем валли кӗрхи уяв пулса иртнӗ. Кӑҫалхи уява пиллӗкӗмӗшсем хатӗрленӗ. Сӑмах май, вӗсем ҫак вӗренӱ ҫулӗнче ҫеҫ пӗрле вӗренме тытӑннӑ: маларах класри вунвиҫӗ ачаран ҫиччӗшӗ шкулӑн Вӑрманхӗрри Чурачӑк уйрӑменче ӑс пухнӑ. Уява Женя Хлебникова тата Наташа Лепешкина ертсе пынӑ. Маттур хӗрачасем тӗрлӗрен тупӑшусем ирттернӗ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыраттарнӑ. «Пӗчӗк пике» ячӗшӗн ятарласа хӗрачасем валли хатӗрленӗ тупӑшу ирттернӗ. Пике ята харӑсах икӗ хӗрача — Вика Коновалова (6-мӗш класс) тата Катя Михеева (5-мӗш класс) — тивӗҫнӗ. Куракансем те ахаль ларман: тӗрлӗрен ыйтусен тупсӑмӗсене шыранӑ, ҫӗнтерӱҫӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Уяв хавас кӑмӑл-туйӑмпа иртнӗ, вӑхӑт иртни те сисӗнмен. Ҫапла ҫав вӑл: пӗр-пӗрне итлеме пӗлсен, ӑнланса пырсан, юлташсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑнма пӗлсен, туслӑх туйӑмӗсене мала хурсан – пурнӑҫ урапи те малалла ҫӑмӑлрах ӑнтӑлать (чупать). |
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 43-мӗш шкул ачисем апатпа наркӑмӑшланса пульницӑна лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗренекен 7 шӑпӑрлана инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Телее, халӗ вӗсене киле яма тытӑннӑ. Ачасем наркӑмӑшланнине шута илсе Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерме палӑртнӑ. Паян хулари 58 шкула тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Апатланӑшри вӗри апата уйрӑмах тимлӗ пӑхнӑ. 43-мӗш шкула халӗ куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта шкул ачисене апатлантарас йӗркене пӑхса тӑрассине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кирсан Илюмжинов шахмат пирки ӑнлантарать Чӑваш Енри шкулсенче ачасене шахмат выляма вӗрентме тытӑнӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра ку урока кашни ача ҫӳреме тытӑнӗ. Пӗтӗм тӗнчери шахмат федерацийӗн президенчӗ Кирсан Илюмжинов ТАССра иртнӗ пресс-конференцире ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шахматы в школе» (чӑв. Шкулти шахмат) ҫӗнӗ проекта иртнӗ ҫул Мускавра пуҫарнӑ. Малашне вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчен регионсене куҫӗ. Проект ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑна ҫитӗ. Кунсӑр пуҫне Саха Республикинче, Белгород тата Липецк облаҫӗсенче уроксенче шахмат вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарӗҫ. Шахмата физкультурӑн хушма урокӗнче ӑша хывтарӗҫ. Вӑл ачасен ӑс-тӑнне, шухӑшлавне аталанма пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шахмата программӑна кӗртнӗ шкулсенче ачасем унчченхинчен 40 процент лайӑхрах вӗренме тытӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Шӑпах 85 ҫул каялла Чӑваш автономийӗ ял хуҫалӑх институчӗ уҫӑлнӑ наци республикисенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ аслӑ шкулта малтанах 106 ҫын вӗреннӗ. Ун чухне икӗ уйрӑм ӗҫленӗ. 1934 ҫулта вара зоотехнологи тата агрономи факультечӗсем йӗркеленнӗ. Майӗпен институт аталанса пынӑ, ятарлӑ лабораторисем уҫӑлнӑ. Вӑл пурнӑҫпа тан утнӑ. Унтан инженерсем, ветеринари тухтӑрӗсем, экономистсем вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл вӗренӳ инноваци комплексӗ шутланать. Унта пысӑк квалификациллӗ специалистсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта академирен 30 пин ытла специалист вӗренсе тухнӑ. Паян унта 3 пин студент вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти Гладков урамӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайни пирки эпир те пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ шкул директорӗн вакансине кам йышӑнассине палӑртмашкӑн конкурс ирттернӗ. Конкурса ирттересси пирки ҫурла уйӑхӗн варринче пӗлтернӗ. Директор пуканне кам йышӑнассине авӑн уйӑхӗн варринче палӑртма шухӑшланӑ. Анчах конкурс тӑсӑлса кайнӑ. Конкурса иккӗмӗш хут ирттернӗ. Хальхинче директора палӑртнӑ. Ку тивӗҫе Татьяна Львовна Николаева пурнӑҫлӗ. Вӑл халӗ Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула ертсе пырать. Аса илтерер: шкулта 1100 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче вӗрентекенсене ӗҫе илсе ҫитерес ыйтӑва татса панӑ. Унччен икӗ учителе кунсерен илсе килес тесе шкул автобусӗн 2,5 ҫухрӑм парӑнтарма тивнӗ. Халӗ вӗсене автобус водителӗ хӑйӗн машинипе илсе ҫитерет. Пӗтӗмпе 7 ӗҫченӗн шкула ҫитме чӑрмавлӑ. Вӗсен йышӗнче — 4 техслужащи. Шкулта спорт инфратытӑмӗ тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ӗҫченсем пирки те манмаҫҫӗ. Шкулӑн автобус тата микроавтобус пур. Вӗрентекенсене ӗҫе автобуспа илсе ҫитерни — йӗркене пӑсни. Ҫавӑнпа харпӑр водительсемпе калаҫса татӑлма тӑрӑшаҫҫӗ. Автобуспа илсе ҫӳрес ыйтӑва янӑшсем РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева килсен те ҫӗкленӗ. Аса илтерер: вӑл унта авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти вӗрентекенсем Йошкар-Ола хулинче Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти шкулсенче ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулсенчи директорсен вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикипе юнашар вырнаҫнӑ кӳршӗ Мари Эл Республикин тӗп хулине — Йошкар-Олана — ҫул тытнӑ. Унта вӗсем хулари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 14-мӗш гимназире «Вӗренекенсен этнокултьтура аталанӑвӗ» ятлӑ семинарта пулнӑ. Мари Эл Республикинче пурӑнакан ӗҫтешсем пирӗн делегацие уроксемпе класс тулашӗнчи ӗҫсен тӗсӗсене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем хула центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ архитектура микрорайонне ҫитсе курнӑ, тӗрлӗ паллӑ вырӑнсенче экскурире пулнӑ. Вӗрентекенсене уйрӑмах ҫармӑссем хӑйсен тӗп хулин историне, унпа ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсен ячӗ-шывне ҫӗклеме тӑрӑшни кӑмӑла кайнӑ тата Европа шайӗнче тӑракан архитектура ҫурчӗсемпе парксем, урамсемпе лапамсем ҫӗклеме вӑй-хал ҫитерни тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Генпрокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев хушнипе ЧР прокуратури тӗнче тетелӗнче Шупашкарти 19, 28 тата 54-мӗш шкулсенче ачасене 10-мӗш класа йышӑнма пӑрахни пирки пичетеленӗ хыпара тӗрӗсленӗ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ шкулсенче ачасене чӑнах та 10-мӗш класа йышӑнман-мӗн. Прокуратура ҫул ҫитмен ачасен прависене хӳтӗлес тӗллевпе Шупашкар хула администрацин пуҫлӑхӗ тата шкулсен ертӳҫисем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӗркене пӑснине пӗтерме хушнӑ. Кунсӑр пуҫне 9 вӗренӳ учрежденийӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекен ачасем олипиадӑсене хутшӑнса палӑрнӑ. Ку енӗпе пирӗн республика танлаштарӑмра ҫӳлти йӗркесенчен пӗрне йышӑннӑ. Шкул ачисем олимпиадӑсенче мӗнле ҫитӗнӳсем тунине Мускаври математика вӗрентӗвӗн центрӗ тата «Олимпиада.ру» портал тишкернӗ. 83 региона та тӗплӗн пӑхса тухнӑ вӗсем. Юлашки темиҫе ҫулти кӑтартусене шута илнӗ. Чи малти 5 вырӑна Мускав, Мӑкшӑ Республики, Питӗр, Киров облаҫӗ, Тутар Республики кӗнӗ. Чӑваш Ен ачисем олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тӑвас енӗпе 7-мӗш вырӑна лекнӗ. Вӗсем 2016 ҫулта – 42, 2015 ҫулта – 43, 2014 ҫулта 17 диплом ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |