|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей банкӗн вдеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Артек» пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча центрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларассине Раҫҫей банкӗ пӗлтернӗ. «Артек» 1925 ҫулта Аю-Даг тӑвӗ айӗнчи 4 брезент палаткинчен пуҫланнӑ. Унран СССРти пионер лагерӗ пуҫланса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре пурӑнакансенчен 70 проценчӗ пирӗн ҫӗршыва мигрантсем килнине сахаллаттарасшӑн. Ҫакӑн пекрех пӗтӗмлетме пулать нумаях пулмасть ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх. Ыйтӑма «Левада-центр» (иноагент) йӗркеленӗ-мӗн. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 66 проценчӗ мигрантсем преступлени шутне ӳстереҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ, 70 проценчӗ ҫӗршыв Правительствин мигрантсем килессине урӑхларах йӗркелемелле тесе шухӑшлать иккен. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 52 проценчӗ мигрантсем Раҫҫей культурине начар витӗм кӳреҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Яндекс Карты сӑнӳкерчӗкӗ 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа таксире хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсене ҫеҫ ӗҫлеттересшӗн. Кун пек саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Кун пек саккуна йышӑнассине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, АвтоВАЗа пулӑшмалла, теприсем вара ӑна пулӑшса ҫитереймӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Ленинград облаҫӗнчи Кировск хулинче «Ленинграда хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ Чӑваш Енри совет салтакӗсене» ятлӑ стела уҫнӑ. Ҫав хӑрушӑ ҫапӑҫура Чӑваш Енрен нумаййӑн хутшӑннӑ. Ленинграда хӳтӗлеме пирӗн регионтан 15 пин ытла салтак кайнӑ. Вӗсенчен 5 пин ытларахӑшӗ тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Чӑваш Енри 1800 ытла салтака «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Питӗрте историре йӗр хӑварнӑ Радио ҫуртне ҫӗнетнӗ чухне 1942 ҫулта ҫырнӑ икӗ ҫыру тупнӑ. Вӗсенчен пӗрине Ленинград блокадинчи ҫын патне ҫырнӑ. Авторӗсем – Чӑваш Енри тӑванӗсем. Ҫырӑва 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫырнӑ. Унта тылри пурнӑҫ пирки каласа кӑтартнӑ, блокадӑри ҫынна сӑмахпа хавхалантарнӑ. Тепӗр ҫырӑвӗ – ҫав ҫулах утӑ уйӑхӗнче ҫырнӑскер. Анчах вӑл япӑхрах упранса юлнӑ, текста хальлӗхе вулайман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫырусем радиора ӗҫленӗ ҫынсем патне килнӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра вӗсенчен чылайӑшӗ ӗҫрех пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енри Улатӑр хули пирки Мускавра та каласа кӑтартаҫҫӗ. Ун пирки общество транспортӗнчи информаци хӑми ҫинче курма пулать. «Чӑваш Республикинчи ҫак хула 1552 ҫулта никӗсленнӗ. Унта — 90 ытла ҫурт-палӑк. Ҫав шутра – чукун ҫул деповӗ, ӗлӗкхи чиркӳсем», - ҫапла паллаштараҫҫӗ Мускаври общество транспортӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер Мускавра иртнӗ Ҫӗнтерӳ парадне чӑваш каччисем те хутшӑннӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет. Парадра Даниил Николаев, Илья Игнатьев тата Никита Игнатьев (Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑшри шкулта вӗреннӗ), Александр Петриков (Канаш округӗнчи Шӑхасанти шкулта пӗлӳ илнӗ), Канаш округӗнчи Чакаҫри шкулта вӗреннӗ Егор Патшин, Чӑваш кадет корпусӗнче вӗреннӗ Александр Сарбаев, Иван Улеев (Шупашкар округӗнчи Ҫӳлтикасси шкулӗнче пӗлӳ илнӗ), Никита Ларионов (Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Сӗнтӗрпуҫри шкулта вӗреннӗ), Елчӗкри шкулта вӗреннӗ Роман Ильин, Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпари пӗртӑван Осиповсем, Йӗпреҫ округӗнчи Чӑрӑшкассинчи Станислав Григорьев, Елчӗк округӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти Артем Савиновов. Сӑмах май, кӑҫал Мускаври Хӗрлӗ тӳремри парада 11 пин ытла ҫар ҫынни хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() t.me/rhc_aero каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа паттӑрсен сӑнӳкерчӗкӗсене ӳкерсе хунӑ вертолетсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хули урлӑ вӗҫсе иртнӗ. Акцие «Раҫҫейӗн вертолёчӗсем» патшалӑх корпорацийӗ тата Ростех пуҫласа ирттернӗ. Ӑна вӗсем «Вилӗмсӗр полк тӳпере» ят панӑ. Вертолётсем Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр таран вӗҫнӗ. Ми-8, Ми-38, Ми-26 борчӗсем ҫине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 26 лётчик портречӗсене вырнаҫтарнӑ. «Вилӗмсӗр полк» Хусан, Магадан, Улан-Удэ, Архангельск, Нарьян-Мар тата ытти хула ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн банкӗн сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн банкӗ «Ҫветтуй Алексендр Невский орденне ҫирӗплетнӗренпе 300 ҫул» кӗмӗл укҫа кӑларассине пӗлтернӗ. Укҫа 3 тенкӗлӗх пулӗ, ӑна «Истори пулӑмӗсем» ярӑмпа кӑларӗҫ. Асӑннӑ орден – Раҫҫейре ҫирӗплетнӗ виҫҫӗмӗш орден. Ӑна ҫирӗплетме йышӑнни – Пӗрремӗш Петӗр патша. Орденпа пуҫласа 1725 ҫулта Пӗрремӗш Кӗтӗрне патша вӑхӑтӗнче чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() www.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри хастар усламҫӑсем агротруизма аталантарма федераци хыснинчен 10 миллиона яхӑн тенкӗ тивӗҫме пултараҫҫӗ. Вӑл проектсене 2026 ҫулта пурнӑҫа кӗртме май килӗ. Гранта «Ял туризмне аталантарасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ. Вӑл ялти территорисене аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, туристсене илӗртме май парӗ. Документсене республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Унччен ун пек пулӑшӑва ҫичӗ проект тивӗҫнӗ, вӗсене пӗтӗмпе 59 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
