Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Ку эрнере 5 кун ӗҫлӗпӗр, тепӗр эрнере вара – икӗ кун кӑна. Унтан 2 эрнене яхӑн тӑсӑлакан каникул пулӗ.

Ҫитес эрнере раштавӑн 29 тата 30-мӗшӗсенче, тунтикунпа ытларикун, ӗҫлемелле. Раштавӑн 31-мӗшӗнче кӑҫал канатпӑр. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Ытти ҫул вӑл ӗҫ кунӗ пулнӑ.

Каникул кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, 12-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла.

 

Раҫҫейре
РИА Новости сайтри сӑн
РИА Новости сайтри сӑн

Паян Раҫҫей Тӗп банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче тӗп ставкӑна кӑштах пӗчӗклетнӗ. Ҫапла вӑл 16,5-рен 16 процента ҫитнӗ.

Тепӗр лару 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пулӗ, унта ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Раҫҫей Тӗп банкӗн тӗп ставки 21 процент пулнӑ.

 

Раҫҫейре
«Кремлин.ру» сайтри сӑн
«Кремлин.ру» сайтри сӑн

Владимир Путин ирттернӗ тӳрӗ линие пӗтӗмпе 3 миллион ыйту килнӗ. Кӑҫал «Пӗтӗмлетӳсем — Владимир Путинпа» кӑларӑм кӑҫал 4 сехет те 27 минут пынӑ. Владимир Владимирович 70 ыйтӑва хуравласа ӗлкӗрнӗ.

Залра 65 ытла журналист ларнӑ, ҫав йышра ют ҫӗршывсенчен, туслӑ мар ҫӗршывсенчен килнисем те пулнӑ. Чӑваш Енрен унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата «Чӑвашинформ» информаци порталӗн редакторӗ Альберт Ильин кайнӑ.

 

Раҫҫейре
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раҫҫейри чи лайӑх педагог-библиотекарьсем Чӑвашра ӗҫлеҫҫӗ.

Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче тимлекен Саида Колдашова тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Галина Чернышёва «Раҫҫейри чи лайӑх педагог-библиотекарь» конкурс призёрӗсем пулса тӑнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта хыпарланӑ.

Конкурса 89 регионтан 3000 яхӑн заявка тӑратнӑ, 300-шӗ финала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16750
 

Раҫҫейре

Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра юлашки шӑнкӑрав тата шкулсенчи уйрӑлу каҫӗ хӑҫан иртесси паллӑ.

Юлашки шӑнкӑрав кунне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Шкулпа сывпуллашмалли каҫ вара тепӗр уйӑхран, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫав уявсене патриотизм темипе тата ҫемьене хаклассипе ҫыхӑнтарма сӗннӗ.

 

Раҫҫейре
 Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.
Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.

Пирӗн ентеш Адель Редькова Мускаври илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн Чӑваш Ен чысне Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чиперккесем хӳтӗленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Адель Редькова «Чи пӗчӗк принцесса» тата «Чи пӗчӗк МартинМедиа мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Ӑна Турцире канмалли путевка парса хавхалантарнӑ.

Адель халӗ ҫӗршыв чысне Грузире иртекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗнче хӳтӗлме хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Михаил Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк ертӳҫӗсен «Ял лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ.

Унта ҫӗршывран пӗтӗмпе 16 пин ытла заявка килнӗ. Чӑваш Енрен иккӗн финала тухнӑ: Михаил Николаев тата Канаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Ольга Медведева.

Конкурсра виҫӗ тапхӑр пулнӑ. Михаил Николаев кашни задание ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа мала тухнӑ.

 

Раҫҫейре

Ыран, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ОТР телеканалпа кунӗпех Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ: республикӑн ҫитӗнӗвӗсемпе, планӗсемпе паллаштарӗҫ. Ертӳҫӗсем социаллӑ сферӑри, культура тата вӗренӳ тытӑмӗсенчи ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартӗҫ.

Эфирта Чӑваш Енри хитре вырӑнсемпе, интереслӗ ҫынсемпе тата проектсемпе паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21
 

Раҫҫейре
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ

Туссем, эсир налук тӳлеме манса кайман-и? Ӑна тӳлеме банк тӑрӑх ҫӳремелле мар. Налук тӳлекенӗн уйрӑм пӳлӗмӗ тата Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ онлайн мелпе самантрах тӳлеме пулать.

Аса илтерер: ҫынсен раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен НДФЛ, пурлӑх, ҫӗр тата транспорт налукӗсене тӳлемелле.

Вӑхӑтра татӑлмасан раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пени шутласа пама тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне налукҫӑсем парӑмӑн 20 проценчӗ таран штраф та хурса пама пултараҫҫӗ. Ҫын ятарласа тӳлемесен 40 процент таран та штрафлӗҫ.

 

Раҫҫейре
ipatovo26.gosuslugi.ru сайтри сӑн
ipatovo26.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫултан, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫейре ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи (МРОТ) 20 процент ӳсӗ те 27 093 тенкӗпе танлашӗ. Паян Патшалӑх Думи пленарлӑ ларура виҫҫӗмӗш вулавра «Ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи пирки» федераци саккунӗн 1-мӗш статйине улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ.

Ҫапла майпа МРОТ ӳсни ҫӗршыври 4,5 миллион ҫыннӑн шалӑвне ӳстерме пулӑшӗ. Сӑмах май, кӑҫал ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи 22 440 тенкӗпе танлашать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...142
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 01

1919
107
Андреев Филипп Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Шапошников Вячеслав Иванович, вырӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Иванов Герольд Константинович, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1967
59
Чӑваш патшалӑх университетне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та