Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» сасӑлава хутшӑнакан чӑваш юманӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Финишчен вӑхӑт нумаях юлмарӗ – икӗ эрне кӑна, чӑваш юманне вара пӗрремӗш вырӑнта пыракан йывӑҫпа 20 сасӑ кӑна уйӑрать. Эппин, ӑна мала тухма пулӑшар! Сасӑлама питӗ ансат: rosdrevo.ru сайта кӗмелле те 73-мӗш номере шыраса тупмалла та сасӑламалла.

Палӑртса хӑварар: 300 ҫулти Киремет юманӗ Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗ патӗнче – «Ясна» этнокомплекс ҫывӑхӗнче — ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 30 метр.

Аса илтерер: пирӗн республикӑри йывӑҫ 2023 ҫулта сасӑлавра мала тухнӑ. Ун чухне Муркаш округӗнчи чи ватӑ юман ҫӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30239
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи Усман Эскеровпа Дарья Садовская Мускав хулинче пӗрлешнӗ.

Ӗнер, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх куненче, тӗп хуламӑрти Наци центрӗнче «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форум иртнӗ, унта тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешнӗ. Пирӗн Чӑваш Енрен Усман Эскеровпа Дарья Садовская кайнӑ.

Усманпа Дарья — юристсем, вӗссем чӑваш культурине упрама тӑрӑшаҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, ҫулсерен Акатуя хутшӑнаҫҫӗ, тетрсемпе музейсене ҫӳреҫҫӗ.

Сӑмах май, иртнӗ ҫулсенче Мускавра иртнӗ «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форума Шупашкар хулинчи Максим тата Анастасия Горскисем, Елчӗк округӗнчи Александр тата Анна Кривововсем, Тӑвай округӗнчи Анна тата Алексей Андреевсем, Шупашкар хулинчи Алексей тата Юлия Комлевсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30122
 

Раҫҫейре
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн ҫӗршывра ют ҫӗршыври хӑш-пӗр мессенджерпа халӑх тетелӗпе усӑ курма чарчӗҫ. Нумаях пулмасть ҫак чару Телеграма пырса ҫапрӗ. Ку мессенджер пӗр-пӗринпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫма ҫеҫ мар, тӗрлӗ хыпар-хӑнара пӗлме те меллӗ. Унта ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсен каналӗсем нумай. Вӗсем тӗрлӗ темӑпа ҫыраҫҫӗ, ҫав шутра — политика енӗпе те.

Телегрампа усӑ курма чарнине ҫӳлтисем тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтарчӗҫ.

Тӗрӗссипе, хамӑр ҫӗршыври МАХ мессенджер функционал енчен паян кун та Телеграма ҫитеймест. Сӑмахран, паян кун та унта комментарисем ҫырма пулмасть, истори вырнаҫтарма та май ҫук.

Халӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем ҫӗршывӑн Цифра аталанӑвӗн министерствине Телеграма «ирӗке кӑларма» ыйтса ҫырупа тухнӑ-мӗн. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Телеграм блокировки патшалӑх хыснине вуншар миллиард тенкӗ тӑкак кӳрет.

 

Раҫҫейре

Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри шкулсенче арап чӗлхине вӗренмелли ҫирӗплетнӗ вӗренӳ программи вӑя кӗрӗ. Ҫапла Чӑваш Енри шкул ачисем те тӗнчере сарӑлнӑ чӗлхесенчен пӗрне ӑса хывма пултарӗҫ.

Кун пирки Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре арап чӗлхине вӗрентмелли системӑна темиҫе ҫул ӗнтӗ аталантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, шкул ачисем арап чӗлхипе иртекен олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене виҫӗ ҫул йӗркелеҫҫӗ ӗнтӗ.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ предмета кӗртни вӗренӳ учрежденийӗсене вӗренӳри ют чӗлхесен переченьне анлӑлатма май парать. Арап чӗлхине вӗренӳ ӗҫне кӗртессине шкулсем хӑйсем йышӑнӗҫ: ачасен кӑсӑкланӑвне, квалицикациллӗ педагог пуррипе ҫуккине шута илӗҫ.

 

Раҫҫейре
Википедире вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Википедире вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Морозовсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин медаль пама йышӑннӑ. «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнисене тата ачиасене тивӗҫлипе воспитани панисене чыслаҫҫӗ.

Морозовсем Шупашкар районӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен (хушура хӑш ялтан пулнине тата вӗсем миҫе ача ӳстернине кӑтартман).

Орден медальне 4 тата ытларах ача ӳстерекенсене панине шута илсен Ольга Петровна тата Николай Павлович Морозовсен ҫавӑнтан кая мар ывӑл-хӗр пулнине тавҫӑрма йывӑр мар. Кун пек чыслава тивӗҫекенсене 200 пин тенкӗ укҫа парса та савӑнтараҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
 РФ Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
РФ Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Тӗрӗссипе, качча кайма ҫеҫ мар, авланма та. Ҫемье ҫавӑракансене саккун 5 кун таран отпуск илме ирӗк парать. Анчах уншӑн ӗҫрен укҫа тӳлемӗҫ. Ку вӑл ҫын хӑй шучӗпе канассине пӗлтерет.

Туя васкамасӑр хатӗрленме 5 кун таран отпуск илме организацин чарма ирӗк ҫук тесе пӗлтерет Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви. Отпуск илес тесе хут ҫырса памалла. Хӑв шутпа илнӗ отпуска черетлӗ кануран тытса илмӗҫ. Стаж та кунта витӗм кӳмест. Ӗҫе анчах вырнаҫнисем, сӑнав вӑхӑчӗ иртиччен те кун пек отпуска илме юрать. Анчах кун пек чухне вӗсен сӑнав кунӗн шутне отпуск илнӗ кун чухлӗ тӑсса парӗҫ.

Сӑмах май каласан, ача ҫуралсан та ҫын хӑй шучӗпе 5 кун отпуск илме пултарать.

 

Раҫҫейре

Канаш округӗнчи ҫамрӑксем, Усман Эскеровпа Дарья Садовская, Мускавра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештесе» туй фестивальне кайӗҫ.

Фестивале утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗнче, иртӗ. Ҫав кун Чӑваш Енри хӗрпе каччӑ ҫӗршыври ытти ҫамрӑкпа пӗрле пӗр-пӗрне ӗмӗр юратмашкӑн тупа туса ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗҫ.

Вӗсен юрату историйӗ темиҫе ҫул каялла йӑл илнӗ. Усманпа Дарья «Космонавт» уйлӑхра паллашнӑ. Ун чухне Усман уйлӑхри хыпарсене пӗлтерсе тӑнӑ, Дарья канма килнӗ. Яшпа хӗр кайран та ҫыхӑнӑва ҫухатман. Анчах вӗсем ҫулсем иртсен кӑн тӗл пулнӑ, ҫавӑн чухне туйӑмсем ҫуралнӑ.

Усманпа Дарья спортпа туслӑ, ҫул ҫӳреме кӑмаллаҫҫӗ. Тата вӗсем тӑван культурӑна питӗ хисеплеҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, кашни ҫул Акатуя ҫӳреҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
Зинаида Раймован архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Зинаида Раймован архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри юрӑҫ Тайландра иртнӗ илем конкурсӗнче палӑрнӑ.

Зинаида Раймова Miss Tourism Queen International конкурса хутшӑннӑ та унта вӑл 4-мӗш вице-миссис пулса тӑнӑ.

Илем конкурсне 21 ҫӗршыври ҫамрӑк хӗрарӑмсем хутшӑннӑ.

Илем конкурсӗнче чи хитри тесе Вьетнам хӗрне палӑртнӑ. Финала лекнисен топӗнче — Камбоджа, Филиппин, Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывӗнчи хӗрсем.

 

Раҫҫейре

Ҫул ҫӳреме тата унта-кунта пулса курма юратакансемшӗн тата тинӗс хӗрринче канма кӑмӑллакансемшӗн ку хыпар чӑннипех те ырӑ. Ӗнертенпе, ҫертме уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе, Сочи хулине Шупашкартан «Победа» авиакомпанин самолечӗсем те вӗҫме пуҫланӑ.

Авиакомпани самолечӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Краснодар крайӗнчи курорт хулине юпа уйӑхӗчченех ҫыхӑнтарӗҫ. Самолетсем эрнекунсӑр пуҫне кашни кунах вӗҫӗҫ. Шупашкартан вӗсем 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗҫ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 2 минут иртӗ.

Кӑнтӑрти ҫав хулана «Nordwind» авиакомпани та хутлать. Унӑн рейсӗсем эрнере икӗ хут: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ6MRCgLfEU
 

Раҫҫейре

Ӗнер Пӗрремӗш каналпа эфира тухнӑ «Давай, поженимся» кӑларӑма Ҫӗнӗ Шупашкарти инженер-проектировщик хутшӑннӑ, вӑл савни шыранӑ.

42 ҫулти Кирилл пулас савнин аслӑ пӗлӳллӗ пулмаллине, унӑн йӗркеллӗ профессире ӗҫлемеллине, хӑвӑртлӑха тата вырӑс рокне юратмаллине, конструкторсемпе кӑсӑкланмаллине, шавлӑ ушкӑнра канма пӗлмеллине пӗлтернӗ.

Вӑл ачисемпе эрнере 4 хутран кая мар тӗл пулнине, байкӑпа ҫула тухса тухса тӗнче курма ӗмӗтленнине пытарман. Вӑл 10 тӗрлӗ мелпе ҫӑмӑрта ӑшалама пӗлни пирки те каласа кӑтартнӑ.

Кирила 31 ҫулти Ирина килӗшнӗ, кӑларӑм вӗҫӗнче вӑл ӑна суйланӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...143
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та