Мускавра, Федераци Канашӗнче, «Семья года» (чӑв. Ҫулталӑк ҫемйи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Унта «Золотая семья» (чӑв. Ылтӑн ҫемье) номинаци те пур. Унпа 30 ҫул ытла пурӑннӑ мӑшӑрсене чыслаҫҫӗ.
Ку номинацире саккӑр ҫемье палӑрнӑ. Улттӑмӗш вырӑна Шупашкарти Тихоновсем йышӑннӑ.
Иван Александрович тата Валентина Евгеньевна Тихоновсем 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Икӗ хӗрпе виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Кил хуҫи, Иван Александрович, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗмӗрне тӑван тӑрӑхра ӗҫлесе ирттернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Валентина Евгеньевна та, ҫав заведенире вӗреннӗ. Халӗ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ӗҫлет.