Ҫутҫанталӑк
![]() Германире кӑларакан ҫӳп-ҫап пусӑрӑнтаракан каток Шыв ресурсӗсемпе тата йӑлари тата производствӑри каяшсене тирпейлессипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӗнчери курава Шупашкарти предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ Германире кӑларакан катока куҫ хывнӑ. Курав ҫу уйӑхӗн 5–9-мӗшӗсенче Мюнхен хулинче иртнӗ. Унта маларах асӑннӑ отрасль валли машина тата оборудовани кӑларакансем пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти «Спецавтохозяйство» акционерсен обществи унта Германире кӑларакан ҫӳп-ҫапа пусӑрантаракан катока, тепӗр майлӑ ӑна компактор та теҫҫӗ, куҫ хывнӑ. 38 тонна таякан техника ыттисенчен самай енпе уйрӑлса тӑрать имӗш. Хурҫӑран шӑратса тунӑ унӑн йӗпписем Шупашкар районӗнчи Питтукассинче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап вырӑнне самай пӗчӗклетессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӑйлӑ пусӑрӑнтарсан пушар тухас хӑрушлӑх чакмалла-мӗн, рекультивацилессине ҫӑмӑллатмалла иккен. Катока Германири заводран ятарлӑ авто трэйлерпа кӳрсе килмелле. Шупашкара каток ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ksk66.ru сайтри сӑн Асту! Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Чӑваш Республикинчи вӑрмансене кӗме чарнӑ. Хушӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев алӑ пуснӑ. Вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Вӑрмансене ҫуран та, транспортпа та кӗме юрамасть. Хушупа килӗшӳллӗн вӑрман хӗррисенче тӗрӗслев пункчӗсем, асӑрхаттарса ҫырнӑ шлагбаумсем вырнаҫтарнӑ. Полици ҫыннисем тата ятарлӑ ӗҫченсем вӑрмансене сыхлӗҫ, йӗркене пӑсакансене тупса палӑртӗҫ. Пушар вышки ҫинче дежурнӑйсем пулӗҫ. Ҫак йӗркене республикӑри вӑрмансенче пушар тухасран сыхланас тӗлӗшпе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗмӗрлесем кедр лартаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ Ҫара каякансен аллейине йӗркелеме шут тытнӑ. Асӑннӑ канаш хастарӗсем унччен те тӗрлӗ сӗнӳпе тухса ырӑ ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ-мӗн-ха. Аллея йӗркелени те пулнӑ. Анчах хальхинче хӗрарӑмсем ҫар ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫара каякансен аллейине кедр йывӑҫҫинчен йӗркелес тенӗ. Ҫак йывӑҫа хӗрарӑмсем ахальтен суйламан. Ҫӗршыв шайӗнче вӑл пуянлӑх та ҫирӗплӗх палли теҫҫӗ. Унӑн лӑсси те, хуппи те усӑллӑ та сиплӗ. Хунавне вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗ панӑ. Йывӑҫсене хулари шкул ачисем — саккӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑра кашни ҫуркунне экологи акцийӗсем иртеҫҫӗ, халӑх тавралӑха ҫӳп-ҫапран тасатать. Хӑшӗ-пӗри ҫутҫанталӑка кӑна мар, хӑйсене те хисеплемест темелле-ши — ӑпӑр-тапӑра ӑҫта кирлӗ унта ывӑтать. Ав, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра икӗ ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ. Ҫак ӗҫе культура ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ. Халӑх та айккинче юлман. Ялти Комбинатор урамӗнче ӑпӑр-тапӑра пухнӑ чухне ҫынсем хутшӑннӑ. Вӗсемех ҫӳп-ҫапа вӑхӑтлӑх упрамалли вырӑна транспортпа турттарма пулӑшнӑ. Культура ӗҫченӗсем, шӑматкунлӑха хутшӑннисем тасалӑх нумайлӑха упранасса, ҫынсен ӗҫне хакламаннисем тупӑнмасса шанаҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем халӑха ҫутҫанталӑка упрама, тавралӑха тасалӑхра тытма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акци иртӗ. Йывӑҫ-тӗм лартакансем ҫуркунне тата кӗркунне хӑйсен юратнӑ ӗҫне пуҫӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӑна чунӗ ыйтнипе, ҫутҫанталӑка пулӑшас, тавралӑха илем кӳрес тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акцие вӑрмансене нумайлатас тӗлӗшпе кӑна ирттермеҫҫӗ. Ку халӑха экологи воспитанине, вӑрманта хӑйсене тытас культурӑна вӗрентме те пулӑшать. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче ятарласа хатӗрленӗ лаптӑкӗсем ҫине йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Кун валли хунавсене ҫителӗклӗ ӳстернӗ ӗнтӗ. Кӗркунне тата хӗлле йывӑҫ лартмалли вырӑна ҫуннӑ тата ӳкнӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ, тӑпрана хатӗрленӗ, хунавсен шутне, вӗсем ӳсме пултараслӑхне тӗрӗсленӗ. Акцие хутшӑнма пурне те йыхравлаҫҫӗ. Атӑл леш енне ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре тухса кайма палӑртнӑ. Малтан министерство ҫурчӗ умӗнче пухӑнаҫҫӗ. Адрес: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт. Унччен ҫак телефонпа шанкӑравласа регистрациленме ыйтаҫҫӗ: 8 (8352)48-45-42. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «ЭКА» симӗс юхӑм «Ҫурхи ырӑлӑх эрне» акципе килӗшӳллӗн И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студенчӗсем, «ЭКА» симӗс юхӑм, «Малютка» ача ҫурчӗн территорийӗнче тирпей-илем кӳнӗ. «Ҫурхи ырӑлӑх эрни» акци ҫулсерен ака уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче иртет. «Малютка» ача ҫурчӗн территорине тирпей кӳрес ӗҫе И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика, психологипе педагогика, историпе филологи, физкультура факультечӗн студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ сехете яхӑн ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. «ЭКА» симӗс юхӑмӑн территори штабӗн ертӳҫи Татьяна Трофимова каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен «Малютка» ача ҫурчӗн ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтнӑ. «Эпир кӗреплесемпе ҫулҫӑ турарӑмӑр, ача пахчи умӗнчи клумбӑсене йӗркене кӗртрӗмӗр», — тенӗ Татьяна Трофимова. Шӑматкунлӑха 20 ҫын ытла хутшӑннӑ. «ЭКА» симӗс юхӑм калаҫман-илтмен ачасен 3-мӗш коррекци шкулӗ умӗнче те тирпейленӗ: карта сӑрланӑ, туратсене, ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем унта вӗренекен ачасемпе хутшӑнма, вӗсемпе туслӑх йӗркелеме тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тӗрӗслевҫӗсем хунавсне тӗрӗслеҫҫӗ Кашни отрасльте ӗҫлекенсен хӑйсен тивӗҫӗ те, республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, ав, вӑрман хуҫалӑхӗсен питомникӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтерет. Канаш, Йӗпреҫ тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи питомниксене специалистсем ушкӑнпа пухӑнса кайсах хакланӑ. Йышра маларах асӑннӑ министерствӑра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне федерацин «Рослесозащита» (чӑв. Раҫвӑрманхӳтӗлев) патшалӑх учрежденийӗн филиалӗн вӑрмансене сыхлас енӗпе тӑрӑшакан пайӗн специалисчӗсем те пулнӑ. Комисси калчасен тӑрӑмне кӑна мар, техника ҫуркуннехи тата ҫуллахи ӗҫсене хатӗррине те тӗрӗсленӗ. Унсӑр пуҫне специалистсем кирлӗ хатӗр-хӗтӗр пуррипе ҫуккине, вӑрлӑх склачӗсене пӑхнӑ, пестицидсене епле упарнине хакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗрӗслевҫӗсем лару-тӑру аваннине палӑртнӑ. Хунавсем те чирлине асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров (сылтӑмри) ӗҫе хӑй пахалать Кун пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайчӗ пӗлтерет. Ҫаплах пуль ҫав ӗнтӗ — ҫӳп-ҫап пуҫтарассине те ҫавӑн пек шайри пуҫлӑхсем пӑхса-тӗрӗслесе тӑмасӑр май килмест-тӗр ӗнтӗ… «Района хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫсем епле пынине тӗрӗслесе тӑрассине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров хӑй ҫине илнӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта. Хӗрлӗ Чутайсем халӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнине тасалӑхра кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ иккен. Вӑрҫӑра вилнӗ салтак палӑкӗсене йӗркене кӗртессипе уйрӑмах ҫине тӑрасшӑн-мӗн. Паян вара район администрацийӗнче ӗҫлекенсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи техникӑна палӑк евӗр лартса хунӑ вырӑна тирпейленӗ. Ун ҫывӑхӗнчен иртсе каякан тротуара та вӗсем йӗркене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне Хӗрлӗ Чутай патӗнчи ҫул айккине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Раҫҫейре Экологи харушсӑрлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем иртеҫҫӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри тӳре-шара «Селфи ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» акци пуҫарнӑ. Тӳре-шара ҫак мероприятие чылай ҫын хутшанасса шанать. Ара, сӑн ӳкрӗнме кӑмӑллакан нумай-ҫке. Акцие хутшӑнмашкӑн вара йывӑр мар. Хӑвна кӗсье телефонӗ е фотоаппарат ҫине ҫӳп-ҫап купи патӗнче ӳкермелле. Сӑнӳкерчӗке ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче кӑтартнӑ e-mail ҫине ямалла. Ҫырура телефон номерне, сӑна ӑҫта ӳкернине палӑртмалла. Акци йӗркелӳҫисем каланӑ тӑрӑх, чи хастаррисем «Сӑрҫи» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие кайса курӗҫ. Сӑмах май, селфи — хӑвна хӑв фотоаппарат е кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юманайсем ҫӳп-ҫап тиеҫҫӗ Халӗ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ялсенчен ҫӳп-ҫап турттармалла тӑвасси пирки тӑтӑшах калаҫҫӗ-ха. Ялта кӑна-и, поселоксенчен те, тӳррипе, ку ӗҫе йӗркелеме ҫӑмӑл мар. Нумай хваттерлӗ пурӑнакансене коммуналлӑ пулӑшу тарифӗ шутне кӗртсе йӑпӑр-япӑр шутласа параҫҫӗ-ха. Анчах уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн тӳлесшӗн мар. Ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусас мар тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши вӗсем: ҫунтармаллине ҫунтаратӑп, урама нимӗн те пӑрахмастӑп теҫҫӗ, сӑмахран, хӑшӗсем. Ялсенче вара ӗлӗкхи йӑлапа ҫырмана йӑтаҫҫӗ. Чӑн та, ӗмӗртен ҫавӑн пек тунӑ та ним начарри ҫук пек туйӑнать-тӗр. Анчах маларах ҫӗршер ҫул ҫӗрмесӗр выртакан пластмасса савӑт-сапа йышшисем пулман. Хутаҫӗсем те ун чух хутранччӗ. Кӗленче савӑт-сапана лавккасем пухатчӗҫ. Хутне те пуҫтарнӑ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ял тӑрӑхӗ нумаях пулмасть ял ҫыннисене пӗр шухӑшлӑн пулса урама, кил умӗсене тирпей-илем кӳме чӗнсе каланӑ. Пухӑнса кайнӑ йӑлари хытӑ каяша машинӑпа ҫӳп-ҫап вырӑнне турттарса кайнӑ. Пӗтӗмпе 10 кубла метр пухӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |