Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк Сьезда хутшӑннӑ Юнкӑ шкулӗн ушкӑнӗ
Сьезда хутшӑннӑ Юнкӑ шкулӗн ушкӑнӗ

Республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗсен ӗҫченӗсем хӑйсен опытне ҫамрӑксене пама тӑрӑшни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерстви. Хальхи вӑхӑтра 30 шкул лесничестви пур иккен. Вӗсен ӗҫ-хӗлне 600 ытла хутшӑнать. Шкул лесничествисен пайташӗсем — тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем. Вӗсен вӑтам ҫулӗ 14-па танлашать. Ачасем вӑрман хуҫалӑхӗсенче туса ирттерекен тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хутшӑнаҫҫӗ. Тирпейленинчен тытӑнса вӑрмана упрамалли ҫинчен аса илтерни таранах.

Нумаях пулмасть Красноярск енӗнче шкул лесничествисен II съезчӗ иртнӗ те унта Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Марина Хошкинӑпа Лейла Игнатьева тата унти биологи учителӗ Татьяна Ермакова хутшӑннӑ. Раҫҫей шайӗнчи ҫав мероприятие ҫӗршывӑн 43 регионӗнчи 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Кострома, Амур тата Ӗренпур облаҫӗсен ачисенчен тӑракан команда виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Йӑршу юханшывне «Юрма» агрохолдинг сиен кӳни пирки эпир пӗлтернӗччӗ, тӗрӗслевҫӗсем 1 300 пулӑ виллине ун чухне тупнӑччӗ.

Шупашкар район прокуратури тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пулӑ Кӳкеҫ патӗнче, ҫавӑн пекех юхӑмӑн тата та анат енче те — Юртукасси ялӗ таранах — вилнине палӑртнӑ. Ҫак фактсене тӗпе хурса «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснишӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Район сучӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятие 8.2 статьяпа айӑпласа чи пысӑк виҫене — 250 пинлӗх штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Хальхи вӑхӑтра агрохолдинга административлӑ право тӗлӗшӗпе 7.6, 8.15, 9.2, 8.38 тата 8.13 статьян 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн, вӗсене пӑхса тухайман-ха. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ — РФ Пуҫиле кодексӑн 247 статьин 2-мӗш пайӗпе.

 

Ҫутҫанталӑк

Унта ҫитес тесен ачасен тем те туса кӑтартмалла. Тепӗр тесен, ытла темех те мар: ҫичӗ тапхӑртан тӑракан ырӑ ӗҫ. Вӗсем кашниех ҫутҫанталӑка ырӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑскерсем пулмалла. Ансат ӗҫ шутне территорие тирпей-илем кӗртнине тата йывӑҫ лартнине кӗртме пулать. Кӑткӑсраххисен шутне — ҫутҫанталӑка упрамалли тата сыхламалли ҫинчен ыттисене те каласа кӑтартнине.

Конкурса Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗпе Улатӑр районӗнчи «Сӑрҫум» заповедник пӗрле ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ пирки каланӑ май заповедникӑн пай пуҫлӑхӗ Александр Яковлев ҫутҫанталӑка сыхлассипе кӑҫалхи тӗллевлӗ ҫулталӑк пынӑ вӑхӑтра кӑна ҫине тӑни ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.

«Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» конкурса хутшӑнакансен ырӑ ӗҫсене ҫирӗплетекен ҫичӗ сӑнӳкерчӗк ярса памалла. Вӗсемшӗн сасӑлассине тӗнче тетелӗнче йӗркелӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӗрчунсене тата вӗсем пурӑнакан вырӑнсене сыхлас тӗлӗшпе ӗҫлекен республикӑри управлени нумаях пулмасть хӑмӑр упа йышне шутланӑ. Хайхисем ҫак ӗҫе пӗр уйӑх ҫурӑ хушши пурнӑҫланӑ. Сӑмах май, хӑмӑр упана тытма юрамасть — вӗсене Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.

Ҫав вӑхӑтра специалистсем упа утнӑ вырӑнсене пӑхнӑ, кашнин виҫине кура картса пынӑ. Упасем Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче тата йӑлӑмра пурӑнаҫҫӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, упасем республикӑри пилӗк район территорийӗнче тӗпленнӗ. Анчах вӗсем нумай мар — пӗтӗмпе те 14 упа. Йыш пӗлтӗрхиллех иккен-ха, анчах пурӑнакан вырӑнне вӗсем сарса пыраҫҫӗ-мӗн. Мӗншӗнне асӑннӑ служба хыпарлакан информацире шарламан та, эпир, специалист маррисем, упасем апат шыраса вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳремеҫҫӗ-ши е транспорт тавраш шиклентермест-ши тесе пуҫ ватӑпӑр.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак кунсенче республикӑра халӑхсем хушшинчи кайӑксене тӗпчес кунне халаласа ирттернӗ акцин пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствийӗн тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх 1 910 вӗренекенпе вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫченӗсем 19 районта кайӑксен перепиҫне ирттернӗ.

Перепиҫе хутшӑнакансем вара ҫак икӗ кун хушшиче 56 тӗрлӗ 41 267 кайӑка шутласа кӑларма пултарнӑ. Ҫак перепиҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх курак — чи нумай тӗл пулакан кайӑк тӗсӗ, ҫак икӗ кун хушшиче 18 003 курака шутласа кӑларнӑ. Хыҫҫӑн уй ҫерҫисем — вӗсем 6 704, ула курак — 3 184 штук, чана — 2 938 тата ял ҫерҫие — 2204.

Ҫырава сайра-хутра тӗл пулакан, республикӑри Хӗрлӗ кӗнекери кайӑксем те кенӗ: тӑрна, ылтӑн ҫурка, орлан-шурхӳре, уй лунӗ, хура улатакка.

Пӗтӗмӗшле Раҫҫейре волонтерсем кӑҫал 1,2 миллион кайӑк яхӑн шутласа кӑларнӑ. Ҫапла майпа Раҫҫейри кайӑксене сыхлас пӗрлешӗвӗ пирӗн ҫӗршыв чӗретлӗ акцийӗн чемпионӗ пулса тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1396.html
 

Страницӑсем: 1 ... 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, [96]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 06

1894
131
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
28
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ