Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫутҫанталӑк
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Туҫари вулавӑшра раштавӑн 5-мӗшӗнче «Кайӑксене хӗлле апат ҫитерӗр» ятпа калаҫу ирттернӗ. Экологи темине халалланӑ мероприятие вулавӑш кӗҫӗн классенче вӗренекенсене пухнӑ. Чӗнме ыттисене те чӗннӗ-ха. Пӗчӗккисем уйрӑмах хастар пулнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем чи малтанах вӗсене Чӑваш Енӗн кайӑк-кӗшӗкӗпе паллаштаракан слайд кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх пӗчӗкскерсем чылай кайӑк хамӑр патрах хӗл каҫма юлнине пӗлнӗ. Мӗнле кайӑксем сивӗ хӗлтен хӑраманнине те пӗлнӗ ачасем. Сивӗрен хӑрамаҫҫӗ те вӗсем, анчах выҫлӑх самай шиклентерет. Ҫунатлӑ туссене хӗл каҫма ҫӑмӑл пултӑр тесен вӗсене апат памалла. Апат хурса пама сырӑш туса ҫакмалла. Сырӑшне ачасем ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе туса та хатӗрленӗ. Слайдсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн вулавӑш ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗсем хӑйсен сырӑшӗсене ҫакма тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |