Сывлӑх
![]() Канаш районӗнчи пилӗк ялта ФАП уҫӑлмалла. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗ Ачча, Шӑхаль, Янкӑлч, Шуркасси тата Ҫатӑрка Ҫырми ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ. Вӗсем, Ҫатӑрка Ҫырма ялӗнчисӗр пуҫне, авӑн уйӑхӗнче хута каймалла. Ҫатӑрка Ҫырминче вара юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫ вӗҫленмелле. ФАПсем ҫутӑ та хӑтлӑ пулӗ. Унта кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем те кӗрсе тухайӗҫ. Ҫынсем медпулӑшу илнисӗр пуҫне медицина препарачӗсене те туянма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ФАПсенче оргтехника тата пысӑк хӑвртлӑхлӑ тӗнче тетелӗ пулӗҫ. Ҫапла фельдшер чирлӗ пациентсене электронлӑ регистратура урлӑ тухтӑрсем патне ҫырӑнтараять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() uz.sputniknews.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирсран вилекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра чире пула 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2171 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑри 32873 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Вӗсенчен 29797-шӗ сывалнӑ. Чирленӗ кашни 15-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 61 ҫын сывалнӑ, 76 ҫынна кӑшӑлвирус диагноз лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 905 пациент ҫак амакран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() YouTube сайтри сӑн Кӑшӑлвирусран прививка тунисен йышӗнче лотерея ирттерме тытӑннӑ. Паянхи куна 500 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Кун пирки «РИА «Новости» пӗлтерет. Лотерейӑра ҫӗнтернӗ сертификатсен номерӗсене «Бонус за здоровье» официаллӑ сайтра пӗлме май пур. Укҫа выляса илни пирки Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗнче те пӗлме май пур. Ҫӗнтерӳҫӗсене мӗнле майпа палӑртаҫҫӗ-ха? Компьютер списокран хӑй суйлать. Лотерея юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тепӗр хутчен иртӗ. Пӗтӗмпе 1 пин ҫын 100-шер пин тенке тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() dw.com/ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилекесем ҫаплах нумай. Чирленӗ кашни 15-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлать. Паянхи кун тӗлне республикӑра 32797 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29736-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 74 ҫын чирленине палӑртнӑ. 61 ҫын сывалнӑ. Шел те, кашни канах ҫынсем ҫак амака пула вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2160 ҫын вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 901 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсем 200-е яхӑн ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Аса илетер: теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чарӑннӑ. Йывӑр диагнозлӑ ачасем пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсем патӗнче тӗрӗсленме пултарнӑ. Йошкар-Олара пурӑнакан Виктория амӑшӗпе пӗрле ятарласа ҫитнӗ. Чӑваш Енри офтальмологсем ачан куҫне операци тунӑ, халӗ унӑн малалла сипленмелле. Теплоход Шупашкарта 6 сехет тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтра Мускавран килнӗ тухтӑрсем 200-е яхӑн пӗчӗк пациента йышӑннӑ. Вӗсенчен 56-шне федераци клиникине тӗрӗсленме йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнӗ. Унпа тухтӑрсен бригади килет. Вӗсемпе пӗрле хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр те пур. Паллӑ медицина учрежденийӗсен тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ача-пӑча сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Вӗсем патне йывӑр диагнозлӑ пациентсем лекӗҫ. Анчах списокпа килӗшӳллӗн ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсем патне ҫырӑнас тесен малтан вырӑнти педиатр е профильлӗ специалист патне каймалла. Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехетре чарӑнӗ. Тухтӑрсем кунта 19 сехетчен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 31 шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ. 9 ача пахчинче, 16 шкулта тата 4 техникум-колледжра пӗрер ҫын аптӑраса ӳкнӗ. Шупашкар районӗнчи ача пахчинче икӗ ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ: ача тата унти ӗҫчен. Вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемипе кӗрешмелли мероприятисем хатӗрлеме предписани панӑ. Вӗсенче дезинфекци тунӑ, ачасене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ncrim.ru сайтри сӑн Ҫак уйӑх пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула 93 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 12 ҫын вилнӗ. Ку таранччен 2105 ҫын чире парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 32360 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29345-шӗ сывалнӑ. Ку 90,7 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 73 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 54 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 910 пациент ҫак каварлӑ вирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() rtp-news.com сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 11 пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен 2074 ҫын чирлесе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку чирленисен 6,5 проценчӗпе танлашать. Паянхи кун тӗлне республикӑра 32139 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 29159-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 75 ҫын инфекциленнӗ, 64 ҫын сывалнӑ. Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 906 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |