Сывлӑх
Юлашки талӑкра республикӑра 160 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ку уйӑхра кун пек пӗчӗк кӑтарту пулманччӗ-ха. Анчах пирӗн республикӑра тестровани федераци шайӗнче палӑртнинчен пӗчӗкрех: 100 пин ҫын ҫине 300 пулмалла тӑк пирӗн 245 кӑна. Юлашки талӑкра 18 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен Чӑваш Енре ку амака 3247 ҫын ҫӗнтереймен. Пӗтӗмпе 42504 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 37151-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 139 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2106 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Чӑваш Ене «КовиВак» вакцинӑн 5 пине яхӑн дозине илсе килнӗ. Ҫитес вӑхӑтра «Фармаци» аптека бази вӗсене пульницӑсене валеҫсе парӗ. Пӗтӗмпе 4950 вакцина илсе килнӗ. Вӑл хӑш медицна организацийӗнче пуррине пульницӑна шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Сывлӑх сыхлавӗн министерстви аса илтерет: прививка тума кайсан ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. Ятарлӑ пунктсенче вакцинациленме пулать. Вӗсем мӗнле графикпа ӗҫленине министерство сайтӗнче пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
lookw.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн оперштабӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тишкернӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗнентернӗ тӑрӑх, «ковид ҫамрӑксемпе ачасен хушшинче те нумайрах сарӑлма тытӑннӑ». Ҫавна май Ҫӗнӗ ҫул уявне ача пахчсемпе шкулсенче уйрӑм пӳлӗмсемпе классенче ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшӗн ҫитсе курас тесен прививка тутарма твӗ. Унсӑр уява кӗртмӗҫ. Кӑшӑлвирусран вакцинациленессин кӑтартӑвӗ вара Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Улатӑр, Вӑрнар, Вӑрмар тата Елчӗк районӗсенче чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне, федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 41350 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 36129-шӗ сывалнӑ. Ку 87,3 процентпа танлашать. Паянхи кун тӗлне 3117 ҫын вируса парӑнтарайман. Иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ республикӑра 19 ҫын вилет. Юлашки талӑкра 170 ҫын чирленине палӑртнӑ. 147 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2104 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри маршруткӑсемпе автобуссен водителӗсене тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: халӑхпа ӗҫлекенсен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вакцинаци витӗр тухмаллаччӗ е вӗсен кӑшӑлвируспа нумаях пулмасть чирлесе ирттернине ҫирӗплетсе паракан справка пулмалла. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн мнистерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗмкун халӑха турттаракан 50 ытла транспорта тӗрӗсленӗ. 4 водитель кӑшӑлвирусран прививка тутарманнине утпса палӑртнӑ. Вӗсен справка та, кӑшӑлвирус ерменнине ҫирӗплетсе паракан ПЦР-тест та пулман. Водительсем тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Материалсене Роспотребнадзорӑн управленине ярса панӑ, унтан суда ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
© StreetVJ / Shutterstock.com Халӑх маскӑпа усӑ курни кӑшӑлвирус чирне 53% чакарма май пани ҫинчен The Guardian пӗлтерет, ҫакна вӑл British Medical Journal журналта пичетлесе кӑларнӑ тӗнче шайӗнчи тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине таянса калать. Пӗтӗм тӗнчерен пуҫтарнӑ 30 ытла тӗпчев даннӑйӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: маска режимне пӑхӑннӑ чухне COVID-19 чирлесси 53% чакать. Пӗр-пӗринпе ҫуммӑн пулмасӑр ҫӳрени чир-чӗре ертессин шутне 25 процент чакарать. Алӑ ҫӑвассин тухӑҫлӑхне 50% ытла хакланӑ, анчах та ку тӗлӗшпе ӑсчахсем даннӑйсем ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ авторӗсем каланӑ тӑрӑх, ытти социаллӑ йышӑнусене илес пулсан, калӑпӑр, пӗтӗмӗшле локдаун пӗлтерессине е чикӗсене хупнине, вӗсен япӑх тата лайӑх енӗсене пӗлес тесен уйрӑммӑн тӗпчеме тивӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туни, хӑй тӗллӗн, кӑшӑлвирусран 100 проценчӗпе хӳтӗлеймест, уйрӑмах ҫӗнӗ штаммсем аталаннине шута илме тивсен. Вакцинӑланнипе пӗрлех малалла та маска тӑхӑнса ҫӳремелле, пӗр-пӗринчен дистанци тытса пымалла тата алла час-часах ҫумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cheb-gdb2.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласанах вӑл чир ачасене шар кӑтартмасть, амак ерсен те вӗсем чире ҫӑмӑллӑн ирттереҫҫӗ тесе калатчӗҫ. Халӗ, ав, кӑшӑлвиурсӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ штамӗсем сарӑлса пыраҫҫӗ, шӑпӑрлансем те ковидпа аптӑрама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ штампа чирлекен ачасем реанимаци уйрӑмӗсене те лекеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне 3 уйӑхри пепкене илсе пынӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ. Пӗчӗкскере тӳрех реанимаци уйрӑмне хунӑ. Пӗчӗк пациент пурнӑҫӗшӗн врачсем виҫӗ эрне кӗрешнӗ. Ачана пӗрмай кислородпа сывлаттарнӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министертствин штатра тӑман специалсичӗпе — анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа, Мускаври специалистсемпе телемедицина мелӗпе канашлама тивнӗ. Тӗрлӗ шайри тухтӑрсем ҫине тӑнипе ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Халӗ ачан амӑшӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн, вӗсен тӑванӗсен те кӑшӑлвирусран прививка тутармаллах тесе шухӑшлать. Ачасене хальлӗхе ковидран прививка тумаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Республикӑра пӗр талӑкра 173 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вилекенсем 18-ӑн пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра чире парӑнтарайманнисен йышӗ пысӑк. Ку таранччен кӑшӑлвирус 3063 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пӗтӗмпе 40839 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 35674-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра чирлекенсен те, сывалакансен те хисепӗ пӗр пек пулнӑ: 173 ҫын. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2102 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Ирина Павлован Фе6йсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти художник, Анастасия Степанова, кӑшӑлвируса пула пульницӑри кӑшӑлвирус уйрӑмӗнчи реанимацинче пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ выртнине Ирина Павлова журналист ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Вӑл хӑйӗн постӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, « Настя Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Пултаруллӑ, ҫепӗҫ те сӑпайлӑ хӗр». Ӗнерхи постра палӑртнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем хӗре кардиодиспансера ЭКМО аппаратпа сывлаттарма куҫарасшӑн. Анчах ун пек аппарат Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре иккен те унта лекме йывӑр. Паян Настьӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Кун пирки те Ирина Павлова пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Паянхи кун тӗлне республикӑра 3028 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 13-мӗш ҫын чире парӑнтарайман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен, ҫур уйӑхра, 266 ҫыннӑн пурнӑҫӑ ҫак чире пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 19 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра 175 ҫын чирленӗ, 167 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 40491 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 35399-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2064 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |