Сывлӑх
![]() Сергей Карамаликов. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ. Унччен Сергей Александрович Тутарстанри онкодиспансерӑн Альметьевскри филиалӗнче тӗп врачра тӑрӑшнӑ. Сергей Карамаликов — Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1996 ҫулта терапевтран пуҫӑннӑ. Тепӗр 4 ҫултан онколог пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Тутарстан Республикин онкодиспансерӗн Альметьевскри филиалӗн ӗҫне тӗп врач пулса 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йӗркелесе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа йывӑр чирлӗ пациентсене сиплеме кислород ҫителӗксӗр пулни пирки пӗлтернӗ. Паянхи куна республикӑра 3443 ковид-койка пур. Стационарсене 3355 ҫын сипленет. Вӗсенчен 2160-шӗн сывлӑхӗ вӑтам йывӑр, 1025-шӗн йывӑр, 100-шӗн питӗ йывӑр. 106 ҫын ИВЛ аппаратпа сывлать. Владимир Степанов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ промышленноҫпа суту-илӳ министерствине медицина кислорочӗпе тата ытти хӑш-пӗр препаратпа тивӗҫтерме ыйтса ҫырнӑ. Халӗ стационарсенче куллен 50-51 тонна кислород кирлӗ, кашни кун вара 36-38 тонна илсе килеҫҫӗ. «Лару-тӑру тата япӑхлансан укҫа пур пулсан та кислород пулмӗ», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче эрех ӗҫме «туссем» пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра кил хуҫин хӗрӗ тата 54 ҫулти арҫын пулнӑ. Хӗре кӗвӗҫнипе кил хуҫи арҫыннипе 54 ҫулти арҫын хирӗҫсе кайнӑ. Кӑштахран хӑна ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл хуп турттарнӑ самантра кил хуҫи картишне тухса пуртӑ илсе кӗнӗ. Ҫывӑракан ҫынна пуҫӗнчен унпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Хӑна ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн штатра тӑман тӗп специалисчӗ, Татьяна Дерипаско акушер-гинеколог, ҫие юлнӑранпа 22 эрне иртсен кӑшӑлвирусран прививка тума юранине ӗнерхи брифингра пӗлтернӗ. Унччен ачасем чирлемеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Кӑҫал вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус ернӗ икӗ пепке пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен пӗри 1,5 уйӑхра, тепри 3 уйӑхра пулнӑ. COVID-19 ернӗрен йывӑр диагнозпа ҫуралакан ачасем пур-мӗн. Нумай пулмасть, акӑ, алӑри артери тромбозӗллӗ пепке ҫут тӗнчене килнӗ. Республикӑн тӗп акушер-гинекологӗ журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫуралнӑскерӗн аллине татас хӑрушлӑх пур. Паянхи куна илсен, чире пула ачисене вӑхӑт ҫитиччен ҫураттарнӑ 4 хӗрарӑм сывлӑхӗ хӑрушлӑхра. Ҫавсенчен пӗрне чылай вӑхӑт сипленӗ хыҫҫӑн искусствӑлла майпа сывлаттараҫҫӗ, мӗншӗн тесен 9 ҫулти тата 16 кунти икӗ ача амӑшӗн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ. «Йывӑр чирлӗ ҫав пациентсем пирӗн куҫ умӗнче, ҫав вӑхӑтрах лару-тӑрӑва пӗлмен ҫынсем прививкӑна хирӗҫ калаҫни питех те йывӑр», – тенӗ Татьяна Дерипаско. Ача кӗтекен хӗрарӑмсене «Спутник V» препаратпа прививка тума юрать-мӗн, мӗншӗн тесен ӑна чи хӑрушсӑрри тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pro-coronavirus24.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗнче 11 кун кӑна иртрӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесе вилекенсен шучӗ вара ку уйӑхра 139 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2452 ҫын вилнӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын сывалайман. Паянхи кун тӗлне 35009 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 31612-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 84 ҫын чире парӑнтарнӑ. 99 ҫын кӑшӑлвируспа чирлени палӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 945 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре инфекци корпусне хута яма палӑртнӑ. Ӑҫта пулӗ вӑл? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнче. Унта юмансем ӳсеҫҫӗ. Хальлӗхе проекта РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе ҫирӗплетеҫҫӗ. Инфекци корпусӗ Республикари клиника пульницин йышӗнче пулӗ. Ҫавӑн пекех унта сиплевпе диагностика, амбулатори, патологоанатоми корпусӗсене уҫмалла. Олег Николаев Элтепер пульницӑна 2023-2024 ҫулсенче тума тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ӑна хута яма вӑл РФ Президентӗнчен Владимир Путинран 24 млрд тенкӗ ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫӗнӗ йышӑну хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса патшалӑх тата муницпалитет слущащийӗсен, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, соцаллӑ хӳтлӗх кӳрекен тата халӑха тивӗҫтерекен сферӑра ӗҫлекенсен кӑшӑлвирусран прививка тутармалла. Такси водителӗсен, общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче, илем салонӗсенче, мунчасемпе саунӑсенче, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче, фитнес-клубсенче, бассейнсенче, музейсенче, вулавӑшсенче, кинотеатрсенче тата ытти ҫавӑн пек вырӑнта ӗҫлекенсен вакцинациленмелле. Вакцинаци тутарманнисене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса е ӗҫрен хӑтарӗҫ, е инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттермелле тӑвӗҫ. Профилактика прививкине тума тухтӑрсем хушманнисене ҫеҫ «тӗкӗнмӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gazetaingush.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын вилет. Юлашки талӑкра 13 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 2402 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пӗтӗмпе 34610 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 31272-шӗ сывалнӑ. 6,9 проценчӗ чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 98 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. 89 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 936 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gazetanovoros.ru сайтри сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене кӑшӑлвирусран прививка тунӑшӑн укҫа параҫҫӗ. Кун пирки университет «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Вакцинациленнисене 1500 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку укҫана тӳлевлӗ вӗренекен студентсем те илееҫҫӗ. 1500 тенке ку вӗренӳ ҫулӗнче пӗр хутчен илме май пур. Студент билечӗ тата вакцинациленнине ӗнентерекен сертификат ҫеҫ кӑтартмалла. Кирлӗ документсене тӑратнӑ стедентсене укҫана стипендипе пӗрле парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре хӑш-пӗр учреждение юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен QR-кодпа кӗртме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ пирӗн республикӑра асӑннӑ кода тӗрӗслеме май паракан ресурса хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫынсене ҫӗнӗ йӗркепе йышӑнма тивӗҫ организацисен qr.cap.ru сайта кӗрсе регистрациленмелле. Унта ятарлӑ мобильлӗ приложение уҫласа илмелли каҫӑ пур тата епле ӗҫлемеллине вӗрентнӗ. Ҫӗнӗлӗхпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва 122 телефон номерӗпе йышӑнаҫҫӗ. Техника енчен пулӑшакансем патне 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен шӑнкӑравлама май пур. Кӑшӑлвирусран иммунитет пуррине тӗрӗслесе кӗртме тивӗҫ организацисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: — кинотеатрсем (кинозалсем), театрсем, театрпа концерт учрежденийӗсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем, ҫавӑн йышши ытти организаци; — СПА-салонсем, массаж салонӗсем, солярисем; — мунчасем, саунӑсем, ҫавӑн йышши пулӑшу кӳрекен ытти объект; — шыва кӗмелли бассейнсем, фитнес-центрсем, физкультурӑпа спортӑн ытти объекчӗ; — ресторансем, кафесем, столовӑйсем, буфетсем, барсем, хупахсемпе общество апатланӑвӗн ытти предприятийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |